Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кунсем (тĕпĕ: кун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫуркунне ҫитрӗ, анчах кунсем сивӗ тӑраҫҫӗ-ха, вӑйлӑ ҫилсем, хӗрхенӳсӗр шӑнтать.

Куҫарса пулӑш

Ситексем ял варринчи паркра субботник тунӑ // Марина Иванова. https://sutasul.ru/articles/obshchestvo/ ... un-3763447

Ҫурхи кунсем ҫитнӗ май ҫанталӑк чӗрӗлнипе пӗрлех юр айӗнче пулнӑ ҫӳп-ҫап, иртнӗ ҫулхи хыт-хура куҫ умне тухрӗ.

Куҫарса пулӑш

Территорие тирпей-илем кӗртрӗҫ // Елчӗк ен. http://xn--e1aaatdp0e.xn--p1ai/2024/04/2 ... 2%d1%80ec/

Сивӗ кунсем ку хӗл уйӑха яхӑнах тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ноябрьтен пуҫласа январь уйӑхӗччен ӑшӑ та ҫил-тӑманлӑ кунсем тӑраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пурнӑҫ вӑл пурӑнса ирттернӗ кунсен шучӗ мар, пурнӑҫ — асран тухман кунсем, тенине тӗпе хурас-тӑк, кӗрхи кунсенчен пӗри нихӑҫан та асран тухас ҫук вӑрманҫӑшӑн.

Куҫарса пулӑш

Стервиз аптӑрать… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Санпа пурӑннӑ малтанхи кунсенче Сыктывкарта шап-шурӑ юр ҫинчех чечексем ешеретчӗҫ пек, ҫурҫӗрти ҫурма тӗтреллӗ хӗл кунӗсем те маншӑн ҫурхи кунсем евӗр ҫап-ҫутахчӗ.

Куҫарса пулӑш

Акӑ вӗсем, хӗрарӑм чунӗ упраса пурӑннӑ сӑмахсем… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Амӑшӗн малтанхи ҫырӑвӗсем хаярччӗ, каярахпа, ҫурхи кунсем йӑвашлансах пынӑн, ҫемҫелме пуҫларӗҫ:

Куҫарса пулӑш

Ирӗксӗртен хуняман асран кайми ҫырӑвӗсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хыркас Вӑрман хуҫалӑхӗн картунӗнче пурӑнакан Мерчен Левенӗн, ҫирӗмрен тин кӑна ирткеленӗ лесникӗн, асран кайма пӗлмен кунсем калькуляторпа шутлаттармалӑхах ҫук, паллах.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Асра тӑрса юлнӑ кунсем

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Каллех Шеридана сӑмах парар-ха: «Пурнӑҫ — пурӑнса ирттернӗ ҫулсен шучӗ мар, пурнӑҫ — асра тӑрса юлнӑ кунсем», — тет вӑл, ывӑнма пӗлмесӗр.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

«Пурнӑҫ — пурӑнса ирттернӗ ҫулсен шучӗ мар, пурнӑҫ — асра тӑрса юлнӑ кунсем», — тенӗ, сӑмахран, Ричард Шеридан акӑлчан.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми хӑлха чикки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Пуйӑс ыткӑнса пынӑ чух ҫул хӗрринчи юпасем мӗлтлетсе юлнӑ пек хӑвӑрт вӗҫсе иртсе каяҫҫӗ кунсем: эрне хыҫҫӑн эрне иртет, уйӑх хыҫҫӑн уйӑх…

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Кайран, Тӑван ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗсенчен килнӗ тӗрлӗ наци йӗкӗчӗсемпе туслашса та тӑванлашса кайсан, кунсем вӗлтлетме кӑна тытӑнаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

8 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Сире лайӑх туйӑмсем, чун-чӗре вӑйӗ, хастарлӑх, ӑшӑ, тӑрӑшулӑх тата темӗн чухлӗ телейлӗ, ҫутӑ кунсем сунатпӑр!» — суннӑ пуҫлӑх.

Желаем вам хорошего самочувствия, душевных сил, бодрости, тепла, заботы и ещё множество счастливых, ярких дней!» — пожелал глава.

Пушкӑртра 101 ҫулхи ветерана Валентина Потапована саламланӑ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/eme/2024-02- ... an-3662124

Вӗсем Светлана садне тухаҫҫӗ, иртнӗ кунсем ҫинчен, паянхи кунсен телейӗшӗн пуҫӗсене хунӑ юлташӗсене аса илеҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Саккӑрмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Кунсем хулленех иртсе пычӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Ҫурхи е ҫуллахи кунсем тепӗр чухне тем тери шӑрӑх пулсан та, вӑл яланах вӑрӑм ҫанӑллӑ кӗпепе ҫӳренӗ: ҫитӗннӗ хитре хӗр хӑйӗн илемсӗр аллине ҫынсене кӑтартасшӑн пулман.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Паллах, йӑласене ӗмӗрлӗхех хытса ларнӑ, ҫӗнӗ кунсем витмен, улӑштарайман япала вырӑнне хума ҫук.

Куҫарса пулӑш

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Тӗрӗслӗх ҫӗнтерчӗ, кунсем уяртрӗҫ, кӑкӑр тулли уҫҫӑнрах сывлать халӑх, ӗмӗтне ҫывӑхран курса, халиччен ҫӗр ҫинче ӗмӗрне пулман ырӑран ырӑ пурнӑҫалла хавхаланса ҫул тытать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Ҫавӑнпа та малтанах пуҫламӑш кунсем пирки ыйтса пӗлес килет.

Куҫарса пулӑш

Пӗрле тӑрӑшсан йывӑрлӑхсене ҫӗнтерӗпӗр // Юрий ГАВРИЛОВ. http://kasalen.ru/2023/12/29/%d0%bf%d3%9 ... %80%d3%97/

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех