Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Лк 23

Пай: Библи –> Лука ҫырнӑ таса Евангели

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.18 12:23

Пуплевӗш: 49; Сӑмах: 796

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Унтан вара вӗсем пурте тӑнӑ та Иисуса Пилат патне илсе кайнӑ; 2. вӗсем Ӑна ҫапла каласа айӑпла пуҫланӑ: эпир пӗлетпӗр: Вӑл пирӗн халӑха пӑсса ҫӳрет, Хӑйне Христос Патша тесе, кесаре куланай пама хушмасть, тенӗ. 3. Пилат Иисусран ыйтнӑ: Эсӗ Иудея Патши-и? тенӗ. Вӑл ӑна ҫапла хуравласа каланӑ: эсӗ калатӑн, тенӗ. 4. Пилат аслӑ священниксемпе халӑха каланӑ: эпӗ Ку Ҫынра нимӗнле айӑп та тупаймастӑп, тенӗ. 5. Анчах та лешӗсем ҫине тӑрсах каланӑ: Вӑл пӗтӗм Иудея тӑрӑх вӗрентсе ҫӳресе Галилейӑран пуҫласа кунта ҫитичченех халӑха пӑлхатать, тенӗ. 6. Галилея тенине илтсен Пилат: Вӑл Галилея ҫынни-им? тесе ыйтнӑ. 7. Вӑл Ирод тытса тӑракан ҫӗршыври ҫын иккенне пӗлсен, Пилат Ӑна Ирод патне янӑ; лешӗ ҫав кунсенче шӑпах Иерусалимра пулнӑ. 8. Иисуса курсассӑн Ирод питӗ хӗпӗртенӗ, мӗншӗн тесессӗн вӑл Ун ҫинчен нумай илтнӗ те Ӑна тахҫантанпах курасшӑн пулнӑ: вӑл Унран пӗр-пӗр хӑват курма ӗмӗтленнӗ, 9. вӑл Ӑна темӗн чухлӗ ыйту панӑ, анчах Иисус ӑна нимӗн те каламан. 10. Аслӑ священниксемпе кӗнекеҫӗсем Ӑна питӗ хытӑ айӑпласа тӑнӑ. 11. Ирод хӑйӗн салтакӗсемпе Ӑна хурласа, мӑшкӑлласа пӗтернӗ те, ҫутӑ тумтир тӑхӑнтартса, каялла Пилат патне янӑ. 12. Ҫав кун вара Пилатпа Ирод иккӗшӗ туслашнӑ, унччен вӗсем пӗр-пӗринпе тавлӑ тӑнӑ. 13. Пилат аслӑ священниксене, пуҫлӑхсене тата халӑха чӗнсе пуҫтарнӑ та 14. каланӑ вӗсене: эсир Ку Ҫынна ман патӑма халӑха пӑтратакан тесе илсе килтӗр; акӑ эпӗ хӑвӑр умӑртах ыйтса тӗпчерӗм, анчах Ку Ҫынра эсир айӑпланӑ тӗлӗшӗнчен нимӗнле айӑп та тупмарӑм; 15. Ирод та ҫаплах Унра нимӗнле вӗлермелли айӑп та тупайман: эпӗ Ӑна ун патне янӑччӗ; 16. эппин, хӗнеттерем те кӑларса ярам Ӑна, тенӗ. 17. Унӑн, йӑла тӑрӑх, халӑх ыйтнипе, тӗрмере ларакансенчен пӗрне уяв ячӗпе ирӗке кӑлармалла пулнӑ. 18. Анчах пӗтӗм халӑх: Иисуса вӗлерттер! пире Вараввӑна кӑларса пар! тесе кӑшкӑра пуҫланӑ. 19. Варавва вӑл хулари халӑха пӑлхатнӑшӑн, ҫын вӗлернӗшӗн тӗрмере лараканскер пулнӑ. 20. Пилат, Иисуса кӑларса ярасшӑн пулса, тепӗр хут та калаҫнӑ. 21. Анчах та халӑх: пӑталаттар Ӑна, пӑталаттар! тесе кӑшкӑрнӑ. 22. Пилат вӗсене виҫҫӗмӗш хут каланӑ: мӗн усалли тунӑ-ха Вӑл? эпӗ Унра нимӗнле вӗлермелли айӑп та тупаймарӑм; эппин, хӗнеттерем те кӑларса ярам Ӑна, тенӗ. 23. Анчах та лешӗсем ҫаплах хытӑ кӑшкӑрса Ӑна пӑталаттарма ыйтса тӑнӑ; ӗнтӗ халӑхпа аслӑ священниксем кӑшкӑрни ҫӗнтернӗ. 24. Пилат вара вӗсем ыйтнӑ пек тума пулнӑ: 25. халӑха пӑлхатнӑшӑн, ҫын вӗлернӗшӗн тӗрмере лараканскере вӗсем ыйтнипе кӑларса янӑ; Иисуса вӗсен аллине панӑ.

26. Ӑна илсе кайнӑ чухне хиртен таврӑнакан пӗр ҫынна — Киринея ҫыннине Симона — ярса тытнӑ та, ӑна хӗрес йӑттарса, Иисус хыҫҫӑн ҫӗклесе пыма хушнӑ. 27. Иисус хыҫӗнчен темӗн чухлӗ халӑх пынӑ, хӗрарӑмсем Уншӑн хурланса йӗрсе пынӑ. 28. Иисус вӗсем енне ҫаврӑнса каланӑ: эй Иерусалим хӗрӗсем! Маншӑн ан йӗрӗр, хӑвӑршӑн та хӑвӑр ачӑрсемшӗн йӗрӗр, 29. ҫавӑн пек кунсем килӗҫ, ун чухне ҫапла калӗҫ: «ача туманнисем, ача ҫуратман варсем, ача ӗмӗртмен кӑкӑрсем телейлӗ!» тейӗҫ. 30. Ҫавӑн чухне тусене кала пуҫлӗҫ: «пирӗн ҫине ӳкӗр!» тейӗҫ; сӑртсене те: «пире хупласа хурӑр!» тейӗҫ. 31. Ешерсе ларакан йывӑҫа ҫапла тӑваҫҫӗ пулсан, апла хӑрӑккине мӗн пулӗ? тенӗ.

32. Унпа пӗрле тата икӗ усал ҫынна вӗлерме илсе пынӑ. 33. «Пуҫ тӳпи» теекен вырӑна ҫитсессӗн Иисуса та, усал ҫынсене те хӗрес ҫумне пӑталанӑ: пӗрне Унӑн сылтӑм енне, тепӗрне сулахай енне пӑталанӑ. 34. Иисус каланӑ: эй Аттем! каҫар вӗсене: вӗсем хӑйсем мӗн тунине хӑйсем те пӗлмеҫҫӗ, тенӗ. Унӑн тумтирне шӑпа ярса валеҫнӗ. 35. Халӑх пӑхса тӑнӑ. Халӑхпа пӗрле пуҫлӑхсем те мӑшкӑлласа кулса каланӑ: ыттисене ҫӑлатчӗ, Вӑл Туррӑн суйласа илнӗ Христосӗ пулсан, ан тив, Хӑйне Хӑй ҫӑлтӑр! тенӗ. 36. Ҫавӑн пекех салтаксем те Унран мӑшкӑлласа кулнӑ, Ӑна сӗрхе парса каланӑ: 37. Эсӗ Иудея Патши пулсан Хӑвна Ху ҫӑл ӗнтӗ, тенӗ. 38. Унӑн пуҫӗ тӗлне грекла, римла тата еврейла «Ҫакӑ — Иудея Патши» тесе ҫырса ҫапнӑ. 39. Хӗрес ҫумне пӑталаса ҫакнӑ усал ҫынсенчен пӗри Ӑна мӑшкӑлласа каланӑ: Эсӗ Христос пулсан Хӑвна та, пире те ҫӑл, тенӗ. 40. Тепӗри тата мӑшкӑллама мар, ӑна чарса каланӑ: эсӗ Турӑран хӑрамастӑн-и? хӑвна та вӗлерме сут тунӑ-ҫке. 41. Пире тӳррипе айӑпланӑ: эпир хамӑр ӗҫӗмӗрсемшӗн тивӗҫлине куратпӑр; Вӑл вара нимӗнле усал ӗҫ те туман, тенӗ. 42. Унтан вӑл Иисуса: эй Ҫӳлхуҫа! Хӑвӑн Патшалӑхна кӗрсен асна илсем мана, тенӗ. 43. Иисус каланӑ ӑна: чӑн калатӑп сана: паянах Манпа пӗрле райра пулӑн, тенӗ.

44. Кӑнтӑрла улттӑмӗш сехет тӗлнелле пӗтӗм ҫӗр ҫинче сӗм тӗттӗм пулса ларнӑ, тӑххӑрмӗш сехете ҫитичченех ҫапла тӑнӑ: 45. хӗвел тӗттӗмленнӗ, Турӑ Ҫуртӗнчи чаршав ҫурмаран ҫурӑлса аннӑ. 46. Иисус хыттӑн кӑшкӑрса янӑ: эй Аттем! сывлӑшӑма Санӑн аллуна паратӑп, тенӗ. Ҫапла каласанах Унӑн юлашки сывлӑшӗ тухнӑ. 47. Ҫавӑнта мӗн пулнине курнӑ ҫӗрпӳ Турра мухтаса каланӑ: Ку чӑнах та сӑваплӑ Ҫын пулнӑ иккен, тенӗ. 48. Ҫавна курма пуҫтарӑннӑ халӑх, унта мӗн пулса иртнине курсан, пурте кӑкӑрне ҫапа-ҫапа таврӑннӑ. 49. Иисуса пӗлекенсем пурте тата Ун хыҫҫӑн Галилейӑран пынӑ хӗрарӑмсем ҫавна аякран пӑхса тӑнӑ.

50. Ҫавӑн чухне Иосиф ятлӑ пӗр тӳрӗ те ырӑ ҫын — канашра лараканскер, 51. анчах ун чухне ҫав канаш ӗҫне хутшӑнманскер, Иудейӑри Аримафея ҫынни, хӑй те Турӑ Патшалӑхне кӗтсе тӑраканскер — 52. Пилат патне пырса Иисус Ӳтне ыйтнӑ; 53. вара Ӑна хӗрес ҫинчен антарса таса пирпе чӗркенӗ те чул тӑва касса кӗрсе тунӑ, унччен никама та пытарман тупӑклӑха хунӑ. 54. Ун чухне эрнекун пулнӑ, шӑматкун ҫитсе пынӑ. 55. Иисуспа пӗрле Галилейӑран килнӗ хӗрарӑмсем Иосиф хыҫӗнчен кайнӑ, вӗсем Унӑн Ӳтне епле тупӑклӑха хунине пӑхса тӑнӑ; 56. унтан таврӑнсан вӗсем ырӑ шӑршӑллӑ сӗрӗшсем хатӗрлесе хунӑ; шӑматкун вара, саккун тӑрӑх, вӗсемшӗн канӑҫ кунӗ пулнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех