Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

кунсем (тĕпĕ: кун) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
1951 ҫулта Чӑваш патшалӑх издательствинче пӗрремӗш кӗнеки — «Ҫурхи кунсем» — кун ҫути курчӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Кунсем шӑрӑх тӑнӑран сывлӑм шывӗпе ҫулнӑ курӑк каҫалапа аванах куштӑркама ӗлкӗрет.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Кунсем самай вӑрӑмланнӑ ӗнтӗ.

Куҫарса пулӑш

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Кунсем ҫеҫ мар, ҫулсем иртрӗҫ унтанпа.

Не только дни, но и года прошли с этого момента.

Епле пурӑнатӑн, Ванюкӑм? // Вера. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Статьяна вӗҫленӗ май вулакансене тепӗр хут асӑрхаттарас килет, кӗҫех шӑрӑх кунсем пуҫланӗҫ, чылайӑшӗ шыва кӗрсе кӗлеткине кантарма васкӗ.

В конце статьи хочется предупредить еще раз читателям о том, что скоро начнутся жаркие дни и многие хотят, чтобы они удовлетворились купанием.

Темиҫе ҫемьен кун-ҫулӗ татӑлнӑ тейӗн // АНФИСА МАНЯКОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑхӗн 2016 ҫулхи ҫыравӗ пуҫланиччен шутлӑ кунсем юлчӗҫ.

До начала Всероссийской сельскохозяйственной переписи 2016 года остались считанные дни.

Пуласлӑхшӑн хамӑр яваплӑ // Валентина СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.06.25, 99№

Ырлӑх-сывлӑх, телейлӗ те савӑнӑҫлӑ кунсем сунатпӑр.

Желаем здоровья, счастливых и радостных дней.

Ҫӗр варринче те чирлисем патне васканӑ // Вероника ЛЕОНТЬЕВА. «Урал сасси», 2016.06.15

Иртеҫҫӗ ҫулсем, асӑмри вӑхӑтсем Килмеҫҫӗ каялла кунсем!

Проходят годы, воспоминания. Дней обратно не вернуть!

Вӑтӑр пилӗк ҫул иртсен // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Иртеҫҫӗ ҫулсем, асӑмри вӑхӑтсем Килмеҫҫӗ каялла кунсем!

Проходят года, памятные дни и времена Не вернутся вновь никогда!

Вӑтӑр пилӗк ҫул иртсен // Валентина ИЛЬИНА. «Тӑван Ен», 47-48№, 2016.06.23-30

Димӑн вара халӗ службӑри ҫӑмӑлах мар кунсем пыраҫҫӗ темелле: йӗркене хӑнӑхмалла, тупа тума хатӗрленмелле.

Куҫарса пулӑш

Кив Ирчемес каччи - Президент полкӗнче // А.ЗАМУТКИНА. «Пирӗн пурнӑҫ», 2016.06.10

Этем пурнӑҫӗнче, ахӑртнех, паллӑ икӗ кун пур: вӑл ҫуралнӑ тата мӗншӗн ҫуралнине ӑнкарнӑ кунсем.

В жизни человека, наверное, есть два знаменательных дня: это его день рождения и день, когда он нутром понял для чего родился.

Юрий ГУРЬЯНОВ: Куллен вӗренекен ҫын кӑна ҫитӗнӳ хыҫҫӑн ҫитӗнӳ тӑваять // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Ҫав кунсем, чӑвашсем вырӑс патшалӑхне хӑйсен ирӗкӗпе кӗнӗренпе 425 ҫул ҫитнине халалланӑскерсем, туслӑхпа тӑванлӑхӑн чӑн-чӑн уявӗ пулса тӑчӗҫ.

Эти дни, которые были посвящены 425-летию добровольного вхождения чувашского народа в российское государство, стали настоящими праздниками дружбы и породнения.

Ҫынсем ун патне туртӑнатчӗҫ // Сантӑр АКСАР. «Хыпар», 2016.05.31, 82-83№

Ҫанталӑк кӗрхилле сывларӗ, Хӗвел сайра пӑха пуҫларӗ, Кунсем кӗскелчӗҫ, вӑрмансен Сархайнӑ сулхӑн каррисем Салхуллӑн кашласа ҫаралчӗҫ.

Уж небо осенью дышало, Уж реже солнышко блистало, Короче становился день, Лесов таинственная сень С печальным шумом обнажалась.

Эп харсӑр Пушкина вулатӑп, Ҫунатӑп унӑн хӗмӗпе // Рима ПЕТРОВА. «Урал сасси», 2016.06.01

Ҫут ҫанталӑка юратакансемшӗн кӗтнӗ кунсем - эмел курӑкӗсем пухма вӑхӑт ҫитрӗ.

Для любителей природы настали долгожданные дни - пришло время собирать лекарственные травы.

Эмел курӑкӗсем пухар-и? // Зоя НИКИФОРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.20

Арҫынсем фронта тухса кайнӑ май тылри канӑҫсӑр кунсем пуҫланнӑ.

Куҫарса пулӑш

Мускава хӳтӗленӗ // С.СТЕПАНОВА. «Елчӗк Ен», 2016.05.07

Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи кӗрленӗ кунсем, ҫулсем иртнӗҫемӗн хыҫа юлса пыраҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кашни ҫӗнтерӳҫӗ салтак асра // Надежда СЯДАРОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.05.06

Ҫуллахи кунсем ытармалла мар хитре те илӗртӳллӗ, анчах эпир ҫак илемпе киленсе пурӑнма пӗлместпӗр.

Куҫарса пулӑш

Вампилов пьесисем кивелмеҫҫӗ // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Ҫурхи кунсем ҫитсе килнӗ май тавралӑха, территорисене тасатса типейлессин ыйтӑвӗсем малти вырӑна тухаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Пурте активлӑ хутшӑнар // В. ШАПОШНИКОВ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2016.04.20

Лайӑх кунсем тӑрсан пӗрчӗллӗ культурӑсене акассине майӑн 1-мӗшӗ тӗлне вӗҫлеме майсем пур иккен.

Куҫарса пулӑш

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.04.20

Ҫавӑнпа каланӑ та: 16. «акӑ Эпӗ Израиль килӗпе ҫав кунсем хыҫҫӑн хывас халалӑм, тет Ҫӳлхуҫа; Хамӑн саккунӑмсене вӗсенӗн чӗринех кӗртсе лартӑп, вӗсенӗн ӑсне-тӑннех ҫырса хурӑп, 17. вӗсенӗн ҫылӑхӗсене, вӗсенӗн усал ӗҫӗсене урӑх асӑнмӑп» тенӗ.

ибо сказано: 16. Вот завет, который завещаю им после тех дней, говорит Господь: вложу законы Мои в сердца их, и в мыслях их напишу их, 17. и грехов их и беззаконий их не воспомяну более.

Евр 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех