Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Лк 17

Пай: Библи –> Лука ҫырнӑ таса Евангели

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.18 12:19

Пуплевӗш: 30; Сӑмах: 543

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Иисус тата Хӑйӗн вӗренекенӗсене каланӑ: илӗртӳ-ултав пулатех, анчах та ҫакӑ кам урлӑ килет, ҫавна хуйхӑ ҫитӗ: 2. кам ҫак пӗчӗкҫӗскерсенчен пӗрне те пулин илӗртсе ҫылӑха кӗрет, ҫавна мӑйӗнчен арман чулӗ ҫакса тинӗсе пӑрахсан, ӑна хӑйне авантарах пулӗччӗ, тенӗ. 3. Хӑвӑра хӑвӑр астӑвӑр. Тӑвану сана урлӑ пырса ҫылӑха кӗрсен, эсӗ ӳкӗтле ӑна; ӳкӗнсессӗн, каҫар ӑна; 4. вӑл сана урлӑ пырса кунне ҫичӗ хут ҫылӑха кӗрсен те, кунне ҫичӗ хут каялла пырса: «ӳкӗнетӗп» тесессӗн, каҫар ӑна, тенӗ.

5. Апостолсем Ҫӳлхуҫана каланӑ: пире вӑйлӑрах ӗненекен тусамччӗ, тенӗ. 6. Ҫӳлхуҫа каланӑ: ӗненӗвӗр сарӑ пӑрӑҫ пӗрчи пысӑкӑш ҫеҫ пулсассӑн та, эсир ҫак смоква йывӑҫне: «кунтан тӗпӗ-тымарупах тӑпӑлса тух та тинӗсе куҫса лар» тесессӗн, вӑл сире итленӗ пулӗччӗ. 7. Суха тӑвакан е кӗтӳ кӗтекен чури хиртен таврӑнсан, сирӗн хушшӑртан кам ӑна: «кил часрах, сӗтел хушшине лар» тесе калӗ? 8. Урӑхла каламӗ-и ӑна: «ман валли каҫхи апат хатӗрле, пилӗкне ҫых та мана пӑхма пуҫла, эпӗ ӗҫсе ҫием, кайран вара ху ӗҫсе ҫи» темӗ-и? 9. Хуҫи ҫав чурине хӑй хушнине тунӑшӑн тав тӑвӗ-и? Тав тӑвӗ тесе шухӑшламастӑп. 10. Эсир те ҫапла, хӑвӑра хушнине пурне те туса ҫитерсен калӑр: «эпир ниме юрӑхсӑр чурасем ҫеҫ, эпир хамӑр тума тивӗҫлине анчах турӑмӑр» тейӗр, тенӗ.

11. Иерусалима кайнӑ чухне Вӑл Самарипе Галилея хушшинчен иртсе пынӑ. 12. Пӗр яла кӗнӗ чухне Ӑна юхан-суранлӑ вунӑ ҫын тӗл пулнӑ; вӗсем айккинче чарӑнса тӑнӑ та 13. хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: эй Вӗрентекен Иисус! хӗрхенсем пире, тенӗ. 14. Вӑл вӗсене курсан каланӑ: кайӑр та хӑвӑра священниксене кӑтартӑр, тенӗ. Лешӗсем вара кайнӑ чухнех тасалнӑ. 15. Вӗсенчен пӗри, хӑй тасалнине курсассӑн, хытӑ сасӑпа Турра мухтаса, каялла таврӑннӑ та 16. Иисуса тав туса Унӑн ури умне ӳксе пуҫҫапнӑ; вӑл Самари ҫынни пулнӑ. 17. Ҫавӑн чухне Иисус каланӑ: вуннӑн тасалманччӗ-и-ха? тӑххӑрӑшӗ ӑҫта? 18. Ҫак ют халӑх ҫыннисӗр пуҫне ыттисем епле-ха Турра мухтама таврӑнмарӗҫ? тенӗ. 19. Унтан ӑна: тӑр та каях ӗнтӗ, ху ӗненни ҫӑлчӗ сана, тенӗ.

20. Фарисейсем Унран: Турӑ Патшалӑхӗ хӑҫан килмелле? тесе ыйтнӑ. Вӑл вӗсене ҫапла хуравласа каланӑ: Турӑ Патшалӑхӗ курӑнса килмест, 21. ун ҫинчен: «вӑл акӑ кунта» е «авӑ унта» тесе каламӗҫ: Турӑ Патшалӑхӗ — хӑвӑр ӑшӑрта вӑл, тенӗ. 22. Тата вӗренекенӗсене те каланӑ: акӑ ҫавӑн пек кунсем килӗҫ, ун чухне эсир Этем Ывӑлӗн пӗр кунне те пулин курасшӑн пулӑр та, кураймӑр; 23. сире: «акӑ кунта» е «авӑ унта» тейӗҫ — эсир ан кайӑр, хыҫалтан ан чупӑр: 24. ҫиҫӗм ҫиҫет те — тӳпен пӗр хӗрринчен пуҫласа тӳпен тепӗр хӗррине ҫитиех ҫутатать, Этем Ывӑлӗ Хӑй кунӗнче ҫавӑн пек пулӗ. 25. Анчах та унччен малтан Унӑн нумай асап курмалла, ҫак ӑру Ӑна йышӑнмӗ, тенӗ. 26. Ной вӑхӑтӗнче мӗнле пулнӑ, Этем Ывӑлӗ килес кунсенче те ҫаплах пулӗ: 27. Ной карап ҫине ларас кунчченех ҫынсем ӗҫнӗ, ҫинӗ, авланнӑ, качча кайнӑ; талай ҫитнӗ те — пурне те пӗтернӗ. 28. Лот вӑхӑтӗнче те ҫавӑн пекех пулнӑ: ӗҫнӗ, ҫинӗ, сутнӑ, туяннӑ, акнӑ, ҫуртсем лартнӑ; 29. анчах та Лот Содомран тухнӑ кун ҫӳлтен вутлӑ, кӳкӗртлӗ ҫумӑр ҫунӑ та — пурне те пӗтернӗ; 30. Этем Ывӑлӗ килес кун та ҫаплах пулӗ. 31. Ҫав кун кам та пулин ҫурт тӑрринче пулсассӑн, япалисем ҫуртӗнче пулсассӑн, вӑл вӗсене илес тесе ҫӗре ан антӑр; кам та пулин хирте пулсассӑн, вӑл та каялла ан таврӑнтӑр. 32. Лот арӑмне асӑрта тытса тӑрӑр. 33. Кам хӑйӗн чунне упрасшӑн тӑрӑшӗ, ҫавӑ ӑна пӗтерӗ, кам ӑна пӗтерӗ, ҫавӑ ӑна хӑтарӗ. 34. Калатӑп сире: ҫав каҫ пӗр вырӑн ҫинчи икӗ ҫынран пӗрне илӗҫ, тепӗрне хӑварӗҫ; 35. икӗ хӗрарӑм пӗрле алӑ арманӗ авӑртӗ: пӗрне илӗҫ, тепӗрне хӑварӗҫ; 36. иккӗн хирте пулӗҫ: пӗрне илӗҫ, тепӗрне хӑварӗҫ, тенӗ. 37. Вара вӗренекенӗсем Унран ыйтнӑ: Ҫӳлхуҫамӑр, ку ӑҫта пулӗ? тенӗ. Вӑл вӗсене каланӑ: виле выртакан ҫӗре ӑмӑрткайӑксем те пуҫтарӑнӗҫ, тенӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех