Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

культури (тĕпĕ: культура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хусан саншӑн сӑмала шӑршиллӗ чул миххи, унта пурӑнакан ҫынсен культури те сана килӗшмест тата хӑҫантан эпӗ саншӑн шыв чӑххине ҫаврӑнтӑм? — кӳренсе, тарӑхса ыйтать Маюк.

Куҫарса пулӑш

Иккӗмӗш пайӗ // Виталий Елтов. «Сувар» хаҫат архивӗ

— Настя, кашни халӑхӑн хӑйӗн чӗлхи, ҫырулӑхӗ, культури, йӑли-йӗрки, историйӗ, тӗнӗ, хӑйне евӗр наци тумӗ, алӗҫ ӑсталӑхӗ.

— Настя, у каждого народа свой язык, свои письменность, культура, традиции и обычаи, история, религия, своеобразный национальный костюм, рукоделие и ремесло.

Тӗрлӗ халӑхлӑ класс // Ара Мишши. Ара Мишши. Пӗрремӗш утӑмсем: калавсем/ Ара Мишши. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 38 с. — 10,12,14,16 с.

Пирӗн халӑхӑн культури пӗтӗм этемлӗхӗн ӗмӗрхи хаклӑхӗсем, ҫемьери ҫирӗп ҫыхӑну, юрату тата ӑнлану ҫинче никӗсленет.

Уникальная культура нашего народа основана на вечных общечеловеческих ценностях, крепких семейных узах, любви и взаимоуважении.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv

Халӑхӗ пур пулсан ун культури те, аталанӑвӗ те пур.

Если есть народ, то у него есть и культура, и развитие.

Журналистикӑна чунтан парӑннӑ // Николай ЛАРИОНОВ, Алена АЛЕКСЕЕВА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 5 стр.

Хулана юратмастӑп мар эпӗ, ҫук, кунта хаваслӑрах та пек, культури те ытларах, анчах мана пӗрмаях темскер ҫитмест…

Не то чтобы я город не любил, нет, тут вроде и веселее, и культуры побольше, а мне чего-то недостает…

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ҫавнашкал преступленисене никӗслекен сӑлтав йышлӑ: пурнӑҫ шайӗ, право культури пӗчӗкки, право нигилизмӗ.

Куҫарса пулӑш

«Тӗкӗнме юраманнисем» ҫук // Николай КОНОВАЛОВ. Хыпар, 2017.07.21

Уй-хир тӗрӗслевне пӗтӗмлетнӗ май район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Р. Селиванов юлашки ҫулсенче ҫӗр ӗҫ культури лайӑхланса пынине, юпасем ҫывӑхӗнче те акмасӑр тӑратса хӑварманнине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Симӗсленеҫҫӗ хирсем, куҫа илӗртеҫҫӗ вӗсем // О. ПАВЛОВА. «Авангард», 2019.06.07

Манӑн тӗллев — ачасем валли ҫырасси, мӗншӗн тесен халӗ вулав культури ахрат ҫырми хӗррине ҫитсе ларнӑ.

Моя задача - писать для детей, потому что сейчас культура чтения достигла края глубокого оврага.

«Чӗлхемӗре нӗрсӗрлӗхрен сыхласа хӑварасчӗ» // Анна ВЛАДИМИРОВА. «Хыпар», 2013.12.21

Ҫавах та пирӗн халӑхӑн тымарӗ тарӑн, ҫавӑнпа та вӑхӑт пӗр шелсӗр иртет пулин те пирӗн халӑх хӑйӗн тӑван культури еннелле ҫаврӑнас шанчӑк пӗтмен-ха.

Куҫарса пулӑш

Ҫын тымарӗ. Чӑвашӑн вӑл пур-и? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3116-%D2%AA% ... B8%3F.html

Вырӑс культури, вырӑс чӗлхи темле чаплӑ пулсан та вӑл пирӗн халӑхшӑн ют.

Куҫарса пулӑш

Кӗрлеври ял уявне мӗншӗн чӑвашла илемлетмен? // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/content/3122-%D0%9A% ... B%D0%B5%D1

Людмила Валентиновнӑн «Чӑваш халӑхӗн менталитечӗпе культури чӗлхере сӑнарланнӑ» ӗҫӗсен ярӑмне Чӑваш Республикин патшалӑх премине илме тӑратнӑ.

Куҫарса пулӑш

Словаре те кӑсӑклӑ роман пекех вулама пулать // Роза Власова. «Хыпар», 2017.04.26, 60№

Район администрацийӗ те физкультурӑн социаллӑ пурнӑҫри пӗлтерӗшне лайӑх ӑнланать, мӗншӗн спортпа туслӑ пулни ҫын культури мӗнле шайра пулнине пӗлтерет.

Куҫарса пулӑш

Физкультурӑпа спорт ӗҫне - пурнӑҫ ыйтнӑ шая // Ҫӗнтерӳ ялавӗ. «Ҫӗнтерӳ ялавӗ», 2002.08.13

Ыранхи ӑрун культури паян туптаннине Л.И.Таиркина питӗ аван ӑнланать, ҫавӑнпа та педагогӑн тӗп тӗллевӗ анлӑ пӗлӳ парасси ҫеҫ мар, кашни ачана ҫак тӗнчере чыслӑ, тӗрӗс, нравственность нормисемпе пурӑнма вӗрентесси те.

Куҫарса пулӑш

Воспитани центрӗн ертӳҫи // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Чӑваш культури пуян, чӗлхи ҫепӗҫ.

Чувашская культура богата, язык нежный.

Шупашкарпа Аньхой ҫывӑхланаҫҫӗ // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.22, 114-115№

Раҫҫей пуянлӑхӗ алмазпа нефть, газ ҫеҫ мар, вӑл — унӑн ҫыннисем, вӗсен культури.

Богатство России не только в алмазах и нефти, в газе, это и - его люди, их культура.

Сӗткен паракан, шанчӑк ҫуратакан ҫӑлкуҫсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Раҫҫей пуянлӑхӗ алмазпа нефть, газ ҫеҫ мар, вӑл — унӑн ҫыннисем, вӗсен культури.

Богатство России не только алмаз, нефть и газ, это - его люди, их культура.

Сӗткен паракан, шанчӑк ҫуратакан ҫӑлкуҫсем // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№

Апла пулин те наци культури маншӑн яланах ҫывӑх.

Но все равно для меня близка национальная культура.

"Анне вилсен атте мӑнастире кайрӗ" // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.07.08, 106-107№

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем халӑхӑмӑрӑн илемлӗ культури, унӑн поэзири ӑсталӑхӗ сӗм авалтанах аталанса, пуянланса пынине ӗнентерсе параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Кӑҫал, сӑмахран, ОБЖ, тӑван ен культури тата географи предмечӗсемпе призер пулнӑ, ытти ҫулсенче вара чӑваш тата вырӑс чӗлхисемпе палӑрнӑ.

В этом году, например, по предметам ОБЖ, культуре родного края и географии стала призёром, а в другие годы отличилась по чувашскому и русскому языку.

Тӑрӑшулӑха кура — хаклавӗ // Лариса ПЕТРОВА. «Тантӑш», 2016.06.30, 25№

«Пӗчӗк Тӑван ҫӗршыва юратассипе, ӗҫлекенсене хисеплессипе ҫыхӑннӑскер, вӑл ҫӗр ӗҫченӗсене мухтать, йӑла-йӗркесен ҫыхӑнулӑхне йӗркелет, халӑхсене пӗрлештерет. Палӑртса хӑварар, пирӗн тӑрӑхра 128 национальноҫпа 8 этника ушкӑнӗ килӗштерсе, хӑйӗн пӗтӗмӗшле пӗчӗк Тӑван ҫӗршывӗн - Чӑваш Енӗн тивлечӗшӗн ӗҫлесе пурӑнаҫҫӗ. Чӑваш Ен халӑхӗн культури Раҫҫей халӑхӗн нумай енлӗ культурин хӑйнеевӗрлӗ уйрӑлми пайӗ пулса тӑчӗ. Йӑлана кӗнӗ пӗтӗм чӑвашсен Акатуйӗ Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсенчи этнокультура автономийӗсен представителӗсене, тӗрлӗ регионсенчи пултарулӑх коллективӗсене пухать, наци культурине пуянлатма пулӑшать», - тесе пӗлтерчӗ Михаил Игнатьев.

Он, связанный любовью к малой Родине, чествованием к человеку труда, величает земледельца, поддерживает связи обычаев, объединяет народ. Следует заметить, в наших краях живут в согласии 128 национальностей и 8 этнических групп, работают ради благополучия своей малой Родины - Чувашии. Культура Чувашии стала неотделимой своеобразной частью многообразной культуры российского народа. Вошедший в традицию чувашский Акатуй собирает представителей этнокультурных автономий субъектов Российской Федерации, творческие коллективы различных регионов, обогащает национальную культуру", - сообщил Михаил Игнатьев.

Республика кунӗ - Чӑваш Енӗн тӗп наци уявӗ // Елчӗк Ен. «Елчӗк Ен», 2016.06.29

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех