Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

культури (тĕпĕ: культура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Юрӑсен хӳхӗмлӗхӗ, ташӑсен хитрелӗхӗ ӑна чӑваш халӑх культури питӗ ҫӳллӗ шайра пулнине кӑтартса панӑ.

Мелодичность песен, красота танцев показали ему высокий уровень чувашской национальной культуры.

Ҫимӗк // Сувар. «Сувар», 21(699)№, 2007.05.25

ПР Патшалӑх Пухӑвӗн – Курултайӗн председателӗ Юмабике Ильясова: «Кунта пуҫтарӑннӑ чӑвашсем тепӗр хут хӑйсен пуянлӑхне, культурин тӗрлӗ енлӗхне кӑтартса пачӗҫ, чӑвашсен культури – Пушкӑртстанри халӑхсен пӗр пайӗ», — тесе пӗлтерчӗ.

Председатель Государственного Собрания - Курултая РБ Юмабике Ильясова сообщила: "Собравшиеся здесь чуваши еще раз показали свое богатство, многогранность культуры, культура чуваш - одна часть народов Башкортостана".

«Салам» чӑвашсене пуҫтарчӗ // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Ҫавӑн пекех Владимир Васильев Гродно хулинчи телекурава тата «Гродненская правда» хаҫата интервью панӑ, чӑваш халӑхӗ, унӑн пуян историйӗпе культури ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Куҫарса пулӑш

Чӑваш Ен тата Беларуҫ: туслӑх ҫирӗпленет // Валентина БАГАДЕРОВА. «Хыпар», 2016.06.03, 84-85№

Паян ҫӳллӗ шайри ҫӗр ӗҫ культури шучӗпе тухӑҫа ӳстерме мӗнпур май пур.

Сегодня имеются все возможности для увеличения урожая за счет более высокой культуры земледелия.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792

Республикӑри тӗп музейсен фончӗсенче тӑван ен историйӗ тата культури ҫинчен каласа кӑтартакан питӗ нумай экспонат упранать.

В основных музейных фондах республики хранится огромное количество экспонатов, рассказывающих об истории и культуре нашей республики.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1371586

Чӑваш Ен культури хӑйне евӗр, анлӑ тата нумай енлӗ, вӑл пирӗн республика территорийӗнче пурӑнакан халӑхсен нумай ӗмӗрлӗ ӑс-хакӑл еткерлӗхне пӗр тӗвве пӗрлештерет.

Культура Чувашии самобытна, обширна и многогранна, она концентрирует в себе многовековое духовное наследие народов, живущих на территории нашей республики.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2012) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&l ... id=1371586

Конференцире Михаил Игнатьев Чӑваш Ен хутлӑхӗнче мӗн авалтан тӗрлӗ халӑх /128 наци, 8 этнос/ представителӗсем туслӑн, килӗштерсе пурӑннине, вӗсен ӗмӗртен-ӗмӗре упранакан культури туристсене илӗртмелли чӑн пуянлӑх пулнине, унпа хальхи вӑхӑтра республикӑна инвестицисем илсе килме май пуррине палӑртрӗ.

Куҫарса пулӑш

Тӑван ҫӗршыва юратма, аваллӑха пӗлме, халӑхпа мӑнаҫланма // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Ҫав лаптӑк «Гузовский культури» ҫут ҫанталӑк палӑкӗ шутланать.

Куҫарса пулӑш

Ҫитсе курӑр Муркаш тӑрӑхне // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№

Авалхи чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗркипе культури Раҫҫейре пурӑнакансене ҫеҫ мар, ют ҫӗршывран килнӗ туристсене те кӑсӑклантарать, илӗртет.

Древняя культура и традиции чувашского народа интересует и привлекает не только жителей России, но и туристов, приехавших из-за границы.

Туристсене кану ҫурчӗпе тӗлӗнтереймӗн // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.02.25, 7 (6100) №

Уйрӑммӑн палӑртатӑп: ял ҫӗрӗнчи таса уйра кӗске вӑхӑт хушшинче производство культури ҫӳллӗ шайра шутланакан ку чухнехи хӑватлӑ заводсем туса лартнӑ.

Особо отмечу, что за короткий срок в сельской местности, практически в чистом поле, были построены мощные современные заводы с высоким уровнем культуры производства.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех