Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӑнлантӑм эп: вӗсен сӑмахӗсем наркӑмӑшлӑ, кулли ҫӗҫӗ пек, ҫӑткӑнла хирӗлекен шурӑ та шӗвӗр шӑлӗсем, — ҫаксем пурте ҫын какайне ҫиме майлашнӑ.
III // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 8–23 стр.
Унӑн кулли пушӑ пичке кӗмсӗртетнӗ пекех илтӗнет.
29-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Ӗлӗкхилле — манса кайнӑ тата аван та мар пек… — текелесе, ун кулли тӗттӗмре курӑнманнине пӗлет пулин те, йӑлишӗн кулса ячӗ кил хуҫи.
1-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Унӑн кӑткӑсах мар ытарайми илемӗ патша куҫӗсенче ирӗксӗрех шӑп-шӑпӑрт ҫемӗҫлӗх кулли ҫуратать.И его незатейливая изящная прелесть вызывает тихую улыбку умиления в глазах царя.
IV сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Пӑхатӑп та — вӑл пӗтӗмпех вут пек ҫунса-йӑлкӑшса тӑрать, унӑн шӳтлесе каланӑ сӑмахӗсем, унӑн кулли, юрри (вӗсене вӑл пинӗ-пинӗпех пӗлетчӗ) ҫынсен пуҫӗсем ҫинче пӗр чарӑнми вӗҫсе-янӑраса ҫӳреҫҫӗ.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Тинӗс хӗвел ҫутипе йӑлтӑртатса кулать; вӑл, шухӑшӗ пулсан, пӗр хускалса илсенех, лилипутсен ӗҫӗнчен йӗр те юлас ҫуккине пӗлсе тӑракан Гуливерӑн ырӑ кулли пек.
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Кулли, айӑпа кӗнӗ чухнехи пек: «Акӑ эпӗ ҫапла… Ан тиркӗр», — тесе каланӑн туйӑнать.Улыбка была такая, точно он хотел сказать виновато: «Вот я какой… Не обессудьте».
Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.
Мӑйӑхӗ, хулпуҫҫисем ҫинелле усӑнса анса, ҫӳҫ кӑтрисемпе пӗрле хутшӑнса кайнӑ; куҫӗ ҫап-ҫутӑ, ҫӑлтӑр пекех йӑлтӑртатать; кулли тата — хӗвел пӑхнӑ пекех туйӑнать, туршӑн та ҫав!
Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.
— Анчах мужиксем, мужиксем… — кулли вара сирӗлчӗ, ӗҫлӗ шухӑш ҫамкине пӗркелентерчӗ.— Но мужики, мужики… — и улыбка слетела, забота морщила ему лоб.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн тути ҫинче кулӑ вылять; кулли хӗрӳ туйӑмлӑ мар, куҫӗсем Обломов кӑмӑлне тултарасшӑн пулса шывланман кулли уншӑн, упӑшкишӗн илӗртӳллӗ, ыттисемшӗн пуриншӗн те кӑмӑллӑ; вӑл Обломов ҫине ҫеҫ ӑшшӑн пӑхать, ыттисем ҫине именчӗклӗн те ҫиллессӗн пӑхать.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Штольц Ольга патне пырса ларчӗ те, пӳлӗмре хӗрӗн кулли илтӗнсе кайрӗ; ҫак кулӑ ҫав тери янӑравлӑ, ҫав тери чӗререн, илӗртӳллӗ пулчӗ, кам ку кулла илтет, ҫавӑ, мӗн пирки кулнине пӗлмесӗрех, тем тесен те, кулса ярать.
V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Эпӗ пурӗ те пӗрне ҫеҫ, Олеҫҫӑн шурса кайнӑ пичӗ хам еннелле хӑвӑрттӑн ҫаврӑннине ҫеҫ, питӗ лайӑх астӑватӑп, ҫак калама ҫук хӳхӗм, маншӑн ҫӗнӗ пит ҫине, пӗр-пӗрне ылмаштарса, иккӗленӳллӗ аптӑравлӑх та, хӑрани те, сехӗрленӳ те, юратӑвӑн йӑлтӑртатса ҫиҫекен ачаш кулли те туха-туха тӑчӗ пӗр самант хушшинчех…
X сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Эвенок Чолкар шкултан килнелле таврӑнать, унӑн хӗсӗк куҫӗнчи кулли уйӑх пек йӑлтӑрса ҫуталать.Эвенок Чолкар приезжает из школы домой, Луною улыбка блестит в его узких глазёнках.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах алӑк уҫӑлнӑ-уҫӑлман, вӗсен кулли таҫта ҫухалчӗ.
5 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Мӗншӗн тесен, хам пурӑнса курнӑ тӑрӑх, хам сӑнанипе пӗлетӗп эпӗ унӑн кӑмӑлӗпе йӑлисене, — терӗ вӑл, тамӑк кулли пек куллипе йӗкӗлтесе ахӑрса.— А потому, — отвечал он с адской усмешкою,— что знаю по опыту ее нрав и обычай.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Вӗсен ӑшӑ кулли куҫпа пӑхнине хирӗҫ тӑрать, вӗсен сӑмахӗсем, шантараҫҫӗ те илӗртеҫҫӗ, сассисем вара сивӗнтереҫҫӗ…Их улыбки противоречат их взорам, их слова обещают и манят, а звук их голоса отталкивает…
Майӑн 23-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кулли аван мар, пит-куҫа ыратнӑ пирки чалӑштарса илнӗ пек пулса тухрӗ.
5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хальхинче ун кулли, ытти чухнехи пек вӑрттӑн мар, ӑшӑ та салхуллӑ пек туйӑнчӗ.И улыбка его в этот момент была не загадочная, как всегда, а теплая, грустная.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл ҫав-ҫавах паттӑр, тӗреклӗ, сарлака, кӑшт хулӑнтарах пулнӑ, анчах ӑҫта кайса кӗнӗ-ха унӑн ырӑ кӑмӑллӑ, уҫӑ, лӑпкӑ кулли?
16 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Сӗлкӗшшӗн палӑрчӗ старик кулли.
Старикпе хӗр тата хӗвел // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 59–64 стр.