Шырав
Шырав ĕçĕ:
17. Эпӗ вара Ҫӳлхуҫа аллинчи куркана илтӗм те Ҫӳлхуҫа хушнипе халӑхсем патне ҫитсе вӗсене пурне те ҫав куркаран ӗҫтерсе тухрӑм: 18. Иерусалима, Иудея хулисене, унӑн патшисемпе улпучӗсене ӗҫтертӗм — ӗнтӗ вӗсене ҫаратса тухчӑр, вӗсем сехре хӑппи, тӗнче кулли, ылханлӑ вырӑн пулса тӑччӑр, халӗ ҫапла пулчӗ те; 19. фараона, Египет патшине, тата унӑн тарҫисене, улпучӗсене, унӑн пӗтӗм халӑхне, 20. вӗсен хушшинчи ют халӑх ҫыннисене ӗҫтертӗм; Уц ҫӗрӗн мӗнпур патшине, Филисти ҫӗрӗн мӗнпур патшине, Аскалона, Газӑна, Екрона, Азот йӑлкӑмне, 21. Эдома, Моава, Аммон ывӑлӗсене, 22. Тирӑн мӗнпур патшине, Сидонӑн мӗнпур патшине, тинӗс леш енчи утравсен патшисене, 23. Дедана, Фемана, Буза, тӑнлавӗ ҫинчи ҫӳҫне кастаракан ҫынсене пурне те, 24. Арави ҫӗрӗн мӗнпур патшине, пушхирте пурӑнакан тӗрлӗ халӑхсен патшисене, 25. Зимврийӗн мӗнпур патшине, Еламӑн мӗнпур патшине, Миди ҫӗрӗн мӗнпур патшине, 26. ҫурҫӗрти мӗнпур патшана, — ҫывӑхрисене те, аякрисене те, пӗрин хыҫҫӑн теприне, — ҫӗр ҫинчи мӗнпур патшалӑха ӗҫтертӗм.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫавӑнпа Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир Ман сӑмахӑмсене итлеменшӗн 9. Эпӗ ҫурҫӗрти йӑхсене пурне те чӗнсе пуҫтарӑп та, тет Ҫӳлхуҫа, Хамӑн чурама Навуходоносора, Вавилон патшине, чӗнсе илӗп те, вӗсене ҫак ҫӗре хирӗҫ, унта пурӑнакансене хирӗҫ, таврари пур халӑха хирӗҫ ертсе кайӑп; вӗсене тӗппипе аркатса тӑкӑп, вӗсенчен сехре хӑппи, тӗнче кулли тӑвӑп, ҫӗрне ӗмӗрлӗхех юхӑнтарса хӑварӑп.
Иер 25 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫак хулана вара сехре хӑппи, тӗнче кулли туса хӑварӑп; ун витӗр иртен-ҫӳрен кирек кам та унӑн суранӗсене курса шалт тӗлӗннипе шӑхӑрса ярӗ.
Иер 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Ман халӑхӑм вара Мана астумасть; вӗсем ӑҫтиҫуксене тӗтӗреҫҫӗ, хӑйсен ҫулне — авалхи ҫула — ҫухатрӗҫ те халӗ тумхахлӑ ҫул-йӗрпе ҫӳреҫҫӗ, 16. ӗнтӗ хӑйсен ҫӗрне сехре хӑппи, тӗнче кулли турӗҫ, ҫавӑнтан иртсе ҫӳрекенӗ кирек кам та шалт тӗлӗнсе пуҫне пӑркалӗ.
Иер 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Чурӑс хӗрне хытӑ сыхла — вӑл сана тӑшман кулли ан тӑвайтӑр, сан ҫинчен хулара сӑмах-юмах ан ҫӳретӗр, санӑн халӑх умӗнче намӑс курмалла ан пултӑр.
Сир 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Ҫын мӗнлереххине унӑн тумӗ те, кулли те, утти те кӑтартса парать.27. Одежда и осклабление зубов и походка человека показывают свойство его.
Сир 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
31. Кӑмӑлна юраса-килентерсе тӑрсассӑн, вӑл сана тӑшманусен кулли тӑвӗ.
Сир 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ухмахсенӗн юррине итличчен — ӑсли питленине итлени лайӑхрах; 6. мӗншӗн тесен ухмахсенӗн кулли — хуран айӗнче кӳкен ҫаппи ҫатӑртатни анчах.
Еккл 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ӗнтӗ вӗсемшӗн ҫын кулли пултӑм: мана курсассӑнах пуҫне суллаҫҫӗ.25. Я стал для них посмешищем: увидев меня, кивают головами [своими].
Пс 108 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Ӗнтӗ пур иртен-ҫӳрен ӑна ҫаратать; кӳршӗ халӑхсенӗн кулли вӑл пулчӗ.42. Расхищают его все проходящие путем; он сделался посмешищем у соседей своих.
Пс 88 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эпир кӳршӗ халӑхсен кулли пултӑмӑр, хамӑр таврара пурӑнакансенӗн мӑшкӑлӗ пултӑмӑр, намӑса юлтӑмӑр.4. Мы сделались посмешищем у соседей наших, поруганием и посрамлением у окружающих нас.
Пс 78 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мана усал сунакансем каялла тарччӑр, ҫын кулли пулччӑр!
Пс 69 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Анчах халӗ Эсӗ пире пӑрахрӑн, пире намӑса хӑвартӑн, пирӗн ҫарсемпе пӗрле тухмастӑн; 11. Эсӗ пире тӑшмансенчен каялла тартрӑн, пире хамӑра курайманнисем ҫаратаҫҫӗ; 12. Эсӗ пире пусса ҫимелли сурӑхсем вырӑнне патӑн, пире тӗрлӗ халӑх хушшине салатрӑн; 13. Эсӗ Хӑвӑн халӑхна ытла та йӳне сутрӑн, унӑн хакӗнчен тупӑш илмерӗн; 14. пире кӳршӗ халӑхсен мӑшкӑлӗ турӑн, хамӑр таврара пурӑнакансенӗн кулли турӑн; 15. Эсӗ пире халӑхсем хушшинче ҫын кулли турӑн, ют ӑрусем хушшинче пуҫ сулласа хурламалли турӑн.
Пс 43 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Мана усал сунакансем каялла тарччӑр, ҫын кулли пулччӑр!Да будут обращены назад и преданы посмеянию желающие мне зла!
Пс 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Манӑн хӗн-асапшӑн савӑнакансем пурте намӑсланччӑр, мӑшкӑл курччӑр; ман умра каппайланакансем хур курччӑр, ҫын кулли пулччӑр.
Пс 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Турӑ мана халӑх кулли турӗ, ман ҫинчен юптару ярса кулаҫҫӗ.6. Он поставил меня притчею для народа и посмешищем для него.
Иов 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Эхер те эсир тата сирӗн ывӑлӑрсем Манран пӑрӑнсассӑн, Эпӗ панӑ ӳкӗтсемпе йӗркесене тытса тӑмасассӑн, урӑх турӑсене пӑхӑнма, вӗсене пуҫҫапма тытӑнсассӑн, 7. Эпӗ Израиле Хам панӑ ҫӗр ҫинчен пӗтерсе пӑрахӑп, Хам ятӑмпа тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Ҫурта та пӑрахӑп, Израиль вара халӑх хушшинче ҫын мӑшкӑлӗ, тӗнче кулли пулса юлӗ.
3 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
36. Ҫӳлхуҫа сана хӑвна та, эсӗ лартнӑ патшуна та эсӗ ху та, санӑн аҫусем те пӗлмен халӑх патне кайса ярӗ, эсӗ вара унта урӑх турӑсене — чул турӑсене, йывӑҫ турӑсене — пуҫҫапса пурӑнӑн; 37. Ҫӳлхуҫа [Турӑ] хӑвна кайса яракан пур халӑх патӗнче те эсӗ сехре хӑппи, тӗнче кулли, ҫын мӑшкӑлӗ пулӑн.
Аст 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Нихӑҫан та ял кулли ан пул!»
«Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп» // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Ача-пӑчан хаваслӑ кулли таврана саланчӗ.
Ална пар, хаваслӑ Ҫуркунне! // А.ЕФРЕМОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11