Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Сир 19

Пай: Библи –> Сирах ывӑлӗ Иисусӑн ӑслӑлӑх кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 09:49

Пуплевӗш: 27; Сӑмах: 325

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ӗҫке кӑмӑллакан ҫын нихӑҫан та пуяс ҫук, сахала вырӑна хуман ҫын сахаллӑн-сахаллӑнах ҫука ерет. 2. Эрехпеле хӗрарӑм ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсенех пӑсаҫҫӗ, аскӑн арӑмпа ҫыхланакан тата ытларах намӑссӑрланать; 3. вӑл ҫӗрӗк-марӑкпа хурт мӑшкӑлӗ пулса юлӗ, чӑрсӑр чун тӗп пулӗ.

4. Хӑвӑрт шанса пӑрахаканӗ ҫӑмӑлттай ӑслӑ, ҫылӑх тӑваканӗ хӑй чунӗ умӗнче ҫылӑха кӗрет. 5. Усаллӑха хапӑллаканӗ айӑпа тивӗҫлӗ пулӗ, кӑмӑлӗ иртӗннине чараканӗ пурӑнӑҫне чапа кӑларӗ. 6. Чӗлхине чараканӗ канӑҫлӑ пурӑнӗ, ҫапла вӑл усаллӑхран сыхланӗ. 7. Пӗр сӑмаха икӗ хут ан кала, уншӑн санӑн нимӗн те иксӗлмест. 8. Тусна та, тӑшманна та каласа ан пар, ҫакӑншӑн хӑвна ҫылӑх пулмасассӑн ан пӗлтер: 9. вӑл сана итлӗ-тӑнлӗ те санран асӑрханма пуҫлӗ, каярахпа сана курайми те пулӗ. 10. Илтнӗ сӑмах ӑшӑнтах пӗттӗр: ан хӑра, сана ҫурса пӑрахас ҫук вӑл. 11. Ухмах ҫын хӑй калас сӑмахӗшӗн ача ҫуратакан арӑм пекех асапланать. 12. Ухмах чӗринчи сӑмах — айӑка тӑрӑннӑ ҫӗмренпе танах.

13. Тусунтан ыйтса пӗл: тен, вӑл ун пек туман пулӗ; тунӑ пулсассӑн — ӳлӗмрен ан тутӑр. 14. Ҫывӑх ҫыннунтан ыйтса пӗл: тен, вӑл ун пек каламан пулӗ; каланӑ пулсассӑн — урӑх ан калатӑр. 15. Тусунтан ыйтса пӗл — тӑтӑшах элек те пулать, 16. пур сӑмаха та ан ӗнен. 17. Тен, вӑл ҫакна усал тӑвас тесе туман; кам ӗнтӗ чӗлхипе ҫылӑха кӗмен?

18. Ҫывӑх ҫыннуна юниччен малтан хӑйӗнчен ыйтса пӗл, Ҫӳлти Турӑ саккунӗ тӗрӗслетӗр ӑна. Кирек епле ӑслӑлӑх та — Ҫӳлхуҫаран хӑрани, кирек мӗнле ӑслӑлӑх та — саккуна пурӑнӑҫлани. 19. Начаррине пӗлни ӑслӑлӑх мар вӑл. Ҫылӑхлисен канашӗнче ӑстӑн ҫук. 20. Тем тума хатӗр йӑскӑн ҫын та пулать, ирсӗрлӗх ку; ӑссӑрри, ӑсӗ ҫителӗксӗрри те пулать. 21. Сахал пӗлекен, анчах Турӑран хӑракан ҫын — нумай пӗлӳллӗ, анчах саккуна пӑсакан ҫынран аванрах. 22. Хитрен курӑнакан чеелӗх пулать, анчах вӑл саккуна хирӗҫле; айӑпласшӑнах тӳнтерле сут туни те пулать. 23. Пӗкӗрӗлсе, пусӑрӑнчӑк ҫӳрекен чее ҫын та пулать, ӑшӗнче хӑйӗн — каварлӑх. 24. Вӑл пуҫне чикнӗ, илтмӗше перет, анчах хӑйне пӗлмен ҫӗрте сана пӳлсех хурать. 25. Вӑйӗ ҫитейменнипе сана сиен тӑваймасассӑн — май килсенех сана усал тӑвать. 26. Ҫын мӗнлереххи тулашӗнчен пӑхсах курӑнать, тӗл пулсан, ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынна пичӗ-куҫӗнченех пӗлме пулать. 27. Ҫын мӗнлереххине унӑн тумӗ те, кулли те, утти те кӑтартса парать. 28. Хӑш чухне ҫынна куҫӑн калани вырӑнсӑр пулать, тепӗри шарламасть — вӑлах ӑслӑ пулса тухать.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех