Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: «Иринӑна хисеплесе сӑнарсем калӑплатӑп»

Автор: Альбина ЮРАТУ

Ҫӑлкуҫ: «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №

Хушнӑ: 2016.03.20 14:07

Пуплевӗш: 173; Сӑмах: 1488

Текст тӗсӗ: Интервью

Вырӑсла Тема: Культура

Ача чухне чылайӑшӗ артист пулма ӗмӗтленет. Манӑн та сцена ҫинче пӗр-пӗр сӑнара калӑпласа залра ларакансен чунне тыткӑнлас килетчӗ. Артистсене питӗ ӑмсанаттӑм. Вӗсем сӗтлӗ кӳлӗре ишеҫҫӗ тесе шухӑшлаттӑм. Анчах пурнӑҫ тути-масине астивнӗ хыҫҫӑн ун пек каламастӑп. Халӗ артист профессийӗ чи йывӑр ӗҫсенчен пӗри иккенне питӗ аван пӗлетӗп. Артистӑн та, кашни ҫыннӑнни пекех, сцена ҫинчи пурнӑҫӗсӗр пуҫне ҫемйи, ачи-пӑчи, кулянтаракан тата савӑнтаракан самантсем пур. Сцена ҫинче сӑнара калӑпланӑ чухне куҫран юхакан ҫутӑ куҫҫуль тумламӗсене пурнӑҫрипе танлаштараймӑн. «Чуна уҫса калаҫар» рубрикӑн паянхи хӑни — К.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсра тӗрлӗ номинацире ҫӗнтернӗ Петр САДОВНИКОВ. Вӑл чӗринче ӗмӗрлӗхех ҫырӑнса юлнӑ асаплӑ самантсене тепӗр хут аса илчӗ. Арҫын куҫӗнчен юхакан таса тумламсене вӑйсӑрлӑхпа танлаштармарӑм, унпа пӗрле манӑн чун та куҫҫульпе ҫӑвӑнчӗ.

— Петр, санӑн шӑпу йывӑр пулни чылайӑшӗшӗн вӑрттӑнлӑх мар. Юратнӑ мӑшӑрна, ачун амӑшне усал шыҫӑ сирӗнтен ӗмӗрлӗхех уйӑрчӗ. Халӗ ывӑлупа кун кунлатӑн. Саншӑн мӗн вӑл — ҫемье?

— Манӑн ҫемье пурнӑҫӗ икӗ пайран тӑрать: мӑшӑрӑмпа Иринӑпа пурӑнни тата ун хыҫҫӑнхи. Юратнӑ ҫыннӑм ҫӗре кӗнӗ хыҫҫӑн ывӑлӑмпа Андрейпа пурӑнатӑп. Вӑл шкул пӗтерсен Мускаври энергетика институтне вӗренме кӗчӗ, анчах мана пӗчченлӗхре хӑварас мар тесе часах каялла таврӑнчӗ. Салтака кайсан Уссурийск хулинчи десант бригадине лекрӗ. Аякран килекен СМС-ҫырусене савӑнса вулаттӑм, уншӑн хӗпӗртеттӗм, посылкӑсем кашни уйӑхрах ярса параттӑм. Парашютпа сикни пирки ҫырнине вуланӑ чухне чӗре чике-чике илетчӗ. Унӑн 20-мӗш ҫуралнӑ кунне пӗрле уявлас килнипе укҫа-тенкӗ шеллемесӗр Уссурийска самолетпа вӗҫрӗм. Виҫӗ кун ӑна тутлӑ апатлантартӑм, хула курса ҫӳрерӗмӗр, мунчара милӗкпе чун каниччен ҫапӑнтӑмӑр. Иринӑн ашшӗпе амӑшӗ патне темиҫе хут шӑнкӑравларӑмӑр. Ватӑскерсем мӑнукӗн сассине илтсен куҫҫуль кӑларчӗҫ. Ирина куҫне ӗмӗрлӗхех хупсан ывӑлӑма: «Эпӗ мар тӑк кам? Сана вӗрентсе кӑларса ҫын тӑвӑп, авлантарсан мӑнуксене чӗркуҫҫи ҫине лартса сиктерӗп», — терӗм.

— Чӑн-чӑн ашшӗ сӑмахне тытатех.

— Андрей халӗ РФ ШӖМӗн Чулхулари академийӗнче ӑс пухать. Диплом илсен Шупашкара таврӑнасшӑн. Кукашшӗн ҫулӗпех утма ӗмӗтленет, Иринӑн ашшӗ уголовлӑ шырав майорӗ пулнӑ.

— Санӑн аҫу та мӑнукӗн ҫулӗ уҫӑлса пынӑшӑн савӑнать ахӑртнех.

— Анне пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ хыҫҫӑн атте тӑван ҫуртра пӗччен юлчӗ. Эпир ӑна манмастпӑр, май пур чухне пулӑшатпӑр. Драма театрӗн артисчӗсемпе пӗрле ялти клубра анне ячӗпе пиллӗкмӗш ҫул ӗнтӗ тӳлевсӗр спектакль лартрӑмӑр.

— Эсӗ Иринӑна чунран юратнине пӗрре мар курса ӗненнӗ. Сире троллейбусра асӑрханӑччӗ. Мӑшӑру санӑн чӗркуҫҫи ҫине ларнӑччӗ, эсӗ ӑна ыталанӑ та хӑлхинчен темӗн пӑшӑлтататтӑн. Унтан иксӗр те ахӑлтатса култӑр. Ун чухне Ирина юлашки кунӗсене пурӑнатчӗ. Вӑл усал шыҫӑпа чирлени пирки театрта калаҫатчӗҫ, ҫак хыпар манӑн хӑлхана та кӗчӗ.

— Мана паянхи кун та нумайӑшӗ: «Эсӗ мӗншӗн халӗ те пӗччен? Мӗншӗн авланмастӑн?» — тет. Ҫемье тепӗр хут ҫавӑрмашкӑн чунра вӑй-хӑват ҫук. Ывӑлӑм амӑшне халӗ те питӗ юратать. Эпӗ тепӗр хӗрарӑма качча илсен вӑл мана ӑнланмӗ. Тепӗр хут авланни ывӑлӑма сутниех-ҫке-ха! Иринӑн юлашки сӑмахӗсем халӗ те асрах: «Мансӑр епле пурӑнӑн-ши? Ывӑлӑмӑра пӗччен ӳстерме йывӑр пулать сана. Тен, тепре авланӑн?..»

— Ку арӑмун пилӗ-ҫке.

— Эпӗ ӑна ҫапла хуравларӑм: «Эпӗ Андрея пӗччен ҫитӗнтерӗп. Ывӑлӑма ама ҫури амӑшӗн куҫӗнчен пӑхтармӑп». Юлашки сывлӑшне кӑларас умӗн Ирина Андрея ыталарӗ те: «Ан кулян, эпӗ яланах санпа юнашар пулӑп, леш тӗнчерен пулӑшса пырӑп», — терӗ. Эпир сӗтел хушшинче яланах виҫҫӗн апатланнӑ. Халӗ Иринӑн вырӑнӗ пушӑ... Сӗтел ҫинче унӑн кашӑкӗ выртать, пукан ҫинче вара савӑтпа шыв ларать. Таса ҫав шыва ӗҫнӗ хыҫҫӑн вӑй кӗнӗн туйӑнать. Андрей амӑшне ҫухатсан питӗ кулянчӗ, яланах макӑратчӗ. Хамран мӗн килнине ӑна веҫех патӑм. Каҫхине ывӑлӑм ҫывӑрса кайсан турӑш умӗнче лампада ҫутаттӑм та ирчченех шухӑша путса лараттӑм. Тепӗр чухне пурӑнас килместчӗ. Анчах эпӗ вилсен ывӑлӑма кам пӑхӗ? Ҫак шухӑш ҫеҫ мана пурӑнма пулӑшрӗ. Хам апине /вирьял чӑвашӗсем аннене ҫапла калаҫҫӗ. — Авт./ ҫухатнӑ хыҫҫӑн ывӑлӑма: «Эпӗ халӗ сана тата лайӑхрах ӑнланатӑп», — терӗм.

— «Апи палӑкӗ ҫине мӗнле сӑмахсем ҫырмалла-ши?» — ҫапла ыйтса шӑнкӑравланӑ хыҫҫӑн санпа пӗрле питӗ кулянтӑм.

— Эпир ҫемьере 6-ӑн ӳсрӗмӗр: 5 ывӑл тата 1 хӗр. Эпӗ — тӑваттӑмӗш. Апи ҫӗртмен 27-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ӑна асӑнса тата палӑк лартас шухӑшпа пӗртӑвансем килте пухӑнтӑмӑр. Сӑвӑ ҫырмалли «саккуна» пӗлместӗп пулин те чунра йӗркесем ҫуралчӗҫ: «Ҫуралнӑ кун, анчах эс ҫук, ытла ир кайрӑн уйрӑлса. Килте текех кил ӑшши ҫук, ати ларать куҫне шӑлса... Улт ачу та кинӳсем сана саваҫ сума суса, ӳсеҫҫӗ пӗчӗк мӑнуксем, ати ларать куҫне шӑлса...» Чӑтаймарӑм — сӑвва вуласа патӑм, пурин куҫӗ те шывланчӗ. Анне пурӑннӑ чухне яла ҫур ҫӗр иртни икӗ сехетре те тухса кайни пулнӑ. Мускавра вӗреннӗ чухне кӳршӗсене шӑкӑравласа атте-анне сывлӑхӗпе интересленеттӗм. Пӗррехинче кӳршӗ: «Аннӳ чирленӗ-ха», — терӗ те яла самолетпа пӗр кунлӑха вӗҫсе килтӗм. Мана курсан анне савӑнчӗ. Манӑн юрату ӑна ҫав кунхинех ура ҫине тӑратрӗ. «Апи, эсӗ яланах пирӗн чӗрере» — ҫак сӑмахсем халӗ унӑн палӑкӗ ҫинче. Иринӑпа аннен вил тӑприсем ҫинче ҫулла эпӗ акнӑ чечексем ешереҫҫӗ.

— Эсӗ хӗр-хӗрарӑмӑн чӗрине ҫунтарнине илтнӗ эпӗ.

— Пытармастӑп: мана хӗрсем юратни ҫинчен пӗрре мар каланӑ. Вӗсем мана мар, сцена ҫинчи Садовникова килӗштереҫҫӗ ахӑртнех. Эпӗ пурнӑҫра пачах урӑх ҫын, вӗсем манӑн шалти тӗнчене пӗлмеҫҫӗ. Хамӑн вӑрттӑн тӗнчене пурне те кӗртместӗп. Маншӑн юрату вучахӗнче ҫунакан хӗр-хӗрарӑмӑн пӗрле пулас шанчӑк ҫук. Ирина вырӑнӗнче эпӗ никама та курмастӑп.

— Ирина сана хитре хӗрарӑмсем ҫумне кӗвӗҫместчӗ-и?

— Хӗрарӑм кӑштах та пулин кӗвӗҫмест пулсан унӑн чӗринче юрату ҫук тейӗттӗм. Ирина питӗ илемлӗччӗ, пултаруллӑ артисткӑччӗ, ӑна килӗштерекен нумайччӗ. Сцена ҫине тухсан арҫынсем ытамӗ-ытамӗпех чечек ҫыххи парнелетчӗҫ. Эпӗ ӑна кӗвӗҫеттӗм, анчах ку туйӑма чунра ашкӑнма памастӑм.

— Юлашки ҫулсенче сана кашни спектакль хыҫҫӑн тенӗ пекех пӗр чиперук ытама вырнаҫман чечек ҫыххи парнелет.

— Куракансем артист пултарулӑхне хакласа чечек парнелеҫҫӗ. Тепӗр тесен, хӗрарӑм арҫынна чечек парнелени кулӑшла. Чиперук мана чечек ҫыххи час-часах тыттарнине вӑл мана вӑрттӑн юратнипе ҫеҫ ҫыхӑнтарма пултаратӑп.

— Эсӗ сцена ҫинче — 20 ҫул ытла. «Артист профессине мӗншӗн суйларӑм-ши?» — тесе ӳкӗнмен-и?

— Мӗн пӗчӗкрен артист пулма ӗмӗтленеттӗм. Иринӑна ӗмӗрлӗхех ҫухатнӑ хыҫҫӑн театртан каяс шухӑш та пурччӗ. Вӑл театра питӗ юрататчӗ, ӑна хисеплесе ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ сӑнарсем калӑплатӑп. Театр мана Иринӑпа паллаштарчӗ. Ӑна Мускаври М.С.Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинче тӗл пултӑм. Тепӗр икӗ ҫултан «Петр Садовников сцена ҫинче — 25 ҫул» уяв йӗркелеме ӗмӗтленетӗп. Программӑра спектакльти сыпӑксем пулӗҫ, Иринӑна халалланӑ ҫӗнӗ икӗ юрра шӑрантарӑп.

— Чи юратнӑ роль пур-и санӑн?

— 23 ҫулта 50 ытла сӑнар калӑпларӑм. Кашни роль, вӑл пысӑк-и е пӗчӗк-и, маншӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Кашни сӑнарта — манӑн вӑй, юрату, чун. Ҫапах чи юратнисем пур. Н.Дьяконовӑн «Парнеллӗ туйри» Курочкин сӑнарӗ. Ун урлӑ хамра кулӑш туйӑмне уҫрӑм. 2004 ҫулта ҫак рольпе «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ ятне тивӗҫрӗм. «Арҫын рольне чи лайӑх калӑплакан» ята виҫӗ хутчен ҫӗнсе илтӗм. Н.Угаринӑн «Чечек ӑшӗнчи ҫурт» спектакльти Марк ытла та хуйхӑллӑ, вӑл черчен чунлӑ.

— Спектакль вӑхӑтӗнче кулӑшла пӑтӑрмаха лекесси те пулать...

— «Шухӑ вырӑнта» /А.Островский/ спектакльте Миловидов улпут рольне вылятӑп. Ман ҫинче — хӗрлӗ лампаслӑ кӑвак шӑлавар. Спектакль вӑхӑтӗнче тӑрантас ҫине хӑпарнӑ чухне шӑлавар пӗҫҫи шатӑрт! ҫурӑлчӗ. Юрать, ҫав кун хӗрлӗ труҫҫи тӑхӑннӑччӗ. Куракансен умӗнче намӑс пулсан та роле шӑла ҫыртса выляса пӗтертӗм!

— Спектакль вӑхӑтӗнче халӑх умӗнче труҫҫи таран хывӑннӑ чухне хӑвна еплерех туятӑн?

— Сценарие улӑштараймӑн. Ҫакнашкал эпизодра хам ҫинчен манса сӑнара пуҫӗпех путатӑп.

— Хӑвна эстрадӑра та шыратӑн, концертсем ертсе пыратӑн. Юрӑҫ карьери пирки ӗмӗтленместӗн-и?

— Эпӗ — театр артисчӗ. Ҫак ҫул ҫинчен эстрадӑна куҫма тӗллев лартман. Унта-кунта юрлани — чун йӑпанӑвӗ. Хӑҫан та пулсан СD-диск кӑларас ӗмӗтӗм пур.

— Сана Марина Карягина пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ «Куккуклӑ сехет» ҫӗнӗ спектакльте тӗп роле шаннӑ. «Хальхинче эсӗ хӑвӑншӑн пачах урӑх Петр Садовникова уҫӑн», — тесе илӗртетӗн мана театра.

— Пӗлетӗн-и: ҫак роле пула имшерлентӗм. Режиссер пире репетици вӑхӑтӗнче нихӑҫан та ура чӗтреме пуҫличчен ӗҫлеттерсе курманччӗ. Ҫичӗ хут тар кӑларчӗ вӗт! Ҫак сӑнара ӑша вырнаҫтартӑм. Чӗре патне ҫитнӗ сӑнара ҫеҫ: «Ку — манӑн», — тесе йышӑнатӑн. Тырра миххе пӗрчӗн-пӗрчӗн тултарнӑ евӗр ҫуралчӗ Кени сӑнарӗ.

— Хӑвӑн та сценари ҫырас кӑмӑл ҫуралмасть-и?

— Ҫук. Эпӗ — артист!

— Санӑн режиссер шанман хӑш роле выляс килет?

— Тахҫан «Ревизорти» Хлестаков рольне калӑплас килетчӗ. Ытла ҫӳле вӗҫсе хӑпарсан ӳкме йывӑррине пӗлетӗп.

— Кашни артистӑн грим пӳлӗмӗнче сӗтелӗ ҫинче чунне ҫывӑх япаласем выртаҫҫӗ.

— Унти сӗтел ҫинче Ирина шурӑ ҫипрен хӑй ҫыхнӑ чӗнтӗрлӗ ваза ларать. Вӑл сцена ҫине тухас умӗн чӗрене ҫепӗҫлӗхпе тултарать.

— Пурнӑҫ хакне епле ӑнланатӑн?

— Апи мана ҫуратнӑ, Турри мӗн чухлӗ ҫырнӑ — ҫӗр ҫинче ҫавӑн чухлӗ утӑп. Пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче лайӑххипе начарри, савӑнӑҫпа хурлӑх куҫран пӑхаҫҫӗ. Анне сӑмахӗсене калас килет: «Пурӑннӑ чухне ҫынна куҫран пӑхма намӑс ан пултӑр». Вӑл ман пата Мускава янӑ пӗр ҫыру вӗҫӗнче ҫапла пил панӑччӗ: «Петя, йӗркеллӗ пул! Нихӑҫан та ял кулли ан пул!» Аннен пичӗ ачисемшӗн нихӑҫан та хӗрелмен. Вӑл йывӑр чирленӗ хыҫҫӑн пирӗнтен яланлӑхах уйрӑлса кайрӗ. Больницӑра выртнӑ чухне вилессе сисрӗ пуль: «Киле каяс килет. Петя, эсӗ мана нихӑҫан та улталаман. Сӑмах патӑн пулсан илсе кай тӑван киле», — тесе куҫран пӑхса йӑлӑнчӗ. Аттепе пӗрле тем пысӑкӑш ҫурт туса лартрӗҫ. Пӳрте илсе кӗрсен анне тавралла тинкерчӗ, куҫӗнче ҫутӑ тумлам йӑлтӑртатрӗ. Ир енне куҫне яланлӑхах хупрӗ. Пӗр-пӗрне юратни ҫинчен нихӑҫан та сӑмахпа каламан. Больницӑри палатӑра иксӗмӗр ҫеҫ юлтӑмӑр. Анне — койка ҫинче. Эпӗ пукан ҫине лартӑм. Апи питӗ йывӑррӑн сывларӗ. Чун кӳтсе килчӗ. Вӑл часах пирӗнтен уйрӑлса каясса чун сисрӗ. Чӑтаймарӑм — ӑна юратнине каларӑм: «Апи, эпӗ сана юрататӑп». Ҫак сӑмахсем кӑкӑртан чӗтренсе тухрӗҫ. Анне питӗ йывӑррӑн сывласа илчӗ те сӑмахӗсем ӑшӗнчен шӑппӑн тухрӗҫ: «Эпӗ те сана юрататӑп».

— Тӑван тӑварпа пиҫет...

— Эпӗ Етӗрне районӗнчи Лапракассинче кун ҫути курнӑ. Пирӗн йӑх питӗ пысӑк. Иккӗмӗш сыпӑкри тӑванӑмсем — 25-ӗн. Маҫака ҫын ҫӑхавне пула икӗ хут тытса кайнӑ. Иккӗмӗшӗнче вӑл, текех таврӑнмасса сиснӗ тейӗн, уничере икӗ ҫулти ывӑлне, манӑн аттене, ҫӳлелле ҫӗкленӗ те: «Садовниковсен ратти нихӑҫан та пӗтмӗ», — тесе кӑшкӑрнӑ. Пиччен Сашӑн — ывӑлпа хӗр, Юрккан — виҫӗ ывӑлпа икӗ хӗр, Сергейӑн — икӗ ывӑл, манӑн — пӗр ывӑл, йӑмӑкӑн Надьӑн — пӗр ывӑл, шӑллӑмӑн хӗрпе ывӑл кун ҫути курнӑ. Мӗнех, маҫакӑн сӑмахӗсем тӳрре тухрӗҫ.

— Эппин, Садовниковсен йӑхӗ малашне те хунав кӑларса йышлантӑр!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех