Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

килӗнчен (тĕпĕ: кил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ирхине, виҫҫӗмӗш сехетре килӗнчен тухать те приказчик чӳречинчен пырса шаккать.

В третьем часу утра он вышел из дому и постучался в окно к приказчику.

Лашалла хушамат // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 56–62 стр.

Ирпеле вӑл, «будильник» сассипе вӑранса кайнӑскер, никама систермесӗр килӗнчен тухса шурӗ, Девяткинсем патне вӗҫтерчӗ.

Утром, разбуженный «будильником», он незаметно выскользнул из дому и побежал к Девяткиным.

27-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗрре ҫапла вӑл, пӗчӗк чухне, ҫуллахи шӑрӑх кун, кӑнтӑрла тӗлнелле ял аяккинче мӗн пуррине курма тесе килӗнчен тухса кайнӑ.

Как-то он, совсем еще малыш, в жаркий летний полдень ушел от своего дома, чтобы посмотреть, что же там, за околицей деревни.

13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санька вара килӗнчен пӗр коробка шӑрпӑк та чиксе тухнӑ.

Санька даже коробку спичек из дому унес.

9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах Андрюшӑн мӗншӗн Петербурга каймаллине, мӗншӗн унӑн имение йӗркелесе тӑма пулӑшма Верхлевӑра юлмалла маррине старик шутласа тӑман; вӑл ҫакна ҫеҫ астунӑ: вӗренсе пӗтерсен, ашшӗ ӑна та килӗнчен кӑларса янӑччӗ.

А отчего нужно ему в Петербург, почему не мог он остаться в Верхлёве и помогать управлять имением, — об этом старик не спрашивал себя; он только помнил, что когда он сам кончил курс ученья, то отец отослал его от себя.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл хальхи правасене тата тахҫанах пӑрахӑҫа тухнисене вӗреннӗ, суд ӗҫӗсен практикӑлла курсне те пӗтернӗ, анчах хӑй килӗнчен япала вӑрласа кайсан, полицие хут ҫырмалла пулнӑ, вӑл хут листипе перо тытнӑ, мӗн ҫырмалли ҫинчен шухӑшланӑ-шухӑшланӑ та писаре чӗнтерме янӑ.

Он учился всем существующим и давно не существующим правам, прошел курс и практического судопроизводства, а когда, по случаю какой-то покражи в доме, понадобилось написать бумагу в полицию, он взял лист бумаги, перо, думал, думал, да и послал за писарем.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ӑна нимӗн те килӗнчен илӗртсе кӑларайман, вӑл вара кунран кунах хӑй хваттерӗнче тымарланса, ниҫта тухмасӑр пурӑнма пуҫланӑ.

Его почти ничто не влекло из дома, и он с каждым днем все крепче и постояннее водворялся в своей квартире.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Тепӗр темиҫе минутран Крылов тумланса килӗнчен тухать.

Через несколько минут Крылов вышел из дома.

Ҫирӗм иккӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Петя чупса кайса килӗнчен сумка илсе тухрӗ.

Петя сбегал домой и вынес ранец.

XXXVI. Йывӑр сумка // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Ҫынна хӑйӗн килӗнчен икӗ метртах пытаракан хӑрушӑ ҫил-тӑмансем ҫинчен каласа панисем те манӑн асӑма килсе кайрӗҫ.

Я вспомнил страшные рассказы об арктических метелях, которые хоронят человека в двух метрах от дома.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Лапутина урамӗнчи саккӑрмӗш номерлӗ ҫуртра та ҫак картинах пулчӗ пулас, мӗншӗн тесен Катя ҫак кун пӗрре те килӗнчен тухаймарӗ.

Должно быть, та же картина наблюдалась в доме номер восемь по Лапутину переулку, потому что Катя не могла даже выйти из дому в этот день.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унӑн амӑшӗ вилни икӗ ҫул ӗнтӗ, вӑл ун чухне тӑнран тухас пек йӗрсе килӗнчен ҫав тери аякка кайса ҫухалнӑ, аран-аран кӑна шыраса тупрӗҫ ӑна.

Два года тому назад умерла его мать, и он, плача, не помня себя, пошел со двора и забрел так далеко, что его насилу отыскали.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Даша инке килӗнчен тухса кайнӑччӗ, вӑл тепӗр икӗ эрнерен таврӑнчӗ.

Тетя Даша была в отъезде и вернулась недели через две.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӗсем мана чӑхсене ещӗк ҫине лартакан е шӗлепке тӑхӑнса хулпуҫҫи ҫине корзинка лартса килӗнчен тухса каякан халап-юмахсенчи Абрама аса илтеретчӗҫ.

Я представлял себе какого—то загадочного Абрама, который сажает куру в ящик или уходит из дому в шляпе и несет на плече седло.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Гротра эпир тӗл пулнӑранпа вӑл килӗнчен те тухман.

Она, с тех пор как мы встретились в гроте, не выходила из дома.

Майӑн 21-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тепӗр чухне тата килӗнчен те тухмастчӗ, кӑштах ҫил вӗркеленӗ вӑхӑтра кантӑк умне ларсан та, шӑнса пӑсӑлтӑм тесе, ӗнтӗркеме тытӑнатчӗ; чӳрече хупӑлчи уҫӑлса хупӑннипех шарт сиксе илетчӗ хӑй, кӑвакарса каятчӗ, хӑй ҫапах хир сысни тытмашкӑн та пӗр пӗччен ҫӳретчӗ, ӑна хам та курнӑ, хӑш чухне, калӑпӑр, темиҫе сехетре те унран пӗр самах ыйтса пӗлеймӗн, тепӗр чухне вара калаҫма пуҫлатчӗ те ӑш ыратичченех култаратчӗ, ҫаплаччӗ ҫав, питӗ те тӗлӗнмелле ҫынччӗ вӑл; пуянччӗ пулас хӑй: хаклӑ япаласем нумайччӗ унӑн!..

А другой раз сидит у себя в комнате, ветер пахнет, уверяет, что простудился; ставнем стукнет, он вздрогнет и побледнеет; а при мне ходил на кабана один на один; бывало, по целым часам слова не добьешься, зато уж иногда как начнет рассказывать, так животики надорвешь со смеха… Да-с, с большими был странностями, и, должно быть, богатый человек: сколько у него было разных дорогих вещиц!..

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ваньккана ҫӗркаҫ каларӑм та, ав, килӗнчен те тухса тарчӗ.

Ване намекнула об этом, так он сегодня из дома сбежал.

Улттӑмӗш курӑну // Владислав Николаев. Килти архив

Зоя ӳснӗ тӑван килӗнчен иртсе пынӑ чухне ҫав ҫуртӑн хапхин алӑкӗ уҫӑлчӗ те урама ҫамрӑк хӗрарӑм тухрӗ.

Когда проезжали около её дома, отворилась дверь больших красивых ворот и на улицу вышла молодая женщина.

Кӑсӑя // Владислав Николаев. Килти архив

Юлашкинчен аранах килӗнчен тухсан, вӑл хӑйне вилӗм хӗрхеннӗшӗн савӑнмарӗ те.

Когда он наконец вышел из дому, то нисколько не радовался тому, что остался в живых.

22-мӗш сыпӑк. Гек Финн Библи вӗренет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Петӗре икӗ эрне кӳршисем пӑхрӗҫ, шыв ӑсса кӗрсе пачӗҫ, килӗнчен апат илсе килсе ҫитерчӗҫ.

Куҫарса пулӑш

Шураҫка // Николай Ларионов. https://chuvash.org/lib/haylav/7331.1.html

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех