Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каятпӑр (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир вӗсем хыҫҫӑн каятпӑр.

Мы гнались за ними через весь лес.

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Каймалла пулсан, каятпӑр.

Куҫарса пулӑш

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Хам пӗлненине ачасене вӗрентме тӑрӑшатӑп, кашни ҫул анне патне Елчӗке каятпӑр.

Куҫарса пулӑш

Надина Джавадова: «Ӑнӑҫуллӑ пулас тесен – вӗренмелле» // Вера Александрова. «Сувар», 2019.05.27, http://suvargazeta.ru/news/intervyu-statyasem/nadina-dzhavadova-anaculla-pulas-tesen-vrenmelle

Сӑнарлӑ тӑвас тенӗ пулӗ те автор, анчах сӑмах купи ҫеҫ пулса тухнӑ: «Усал кӑмӑлӗ Антун арӑмне (?) йӗнерлесе утланчӗ те: атя шӑл ҫыртса, алӑ чӑмӑртаса, харкашма каятпӑр!» — тесе тинкине кӑларчӗ» (8 стр.).

Куҫарса пулӑш

1962 ҫулхи чӑваш литератури. Прозӑ // Г. Я. Хлебников. «Вопросы чувашского языкознания и литературоведения». Ученые записки, выпуск XXVI, Чебоксары — 1963. 206–226 стр.

Ӑҫталла каятпӑр эпир, тата мӗн тума пире ҫавӑн чухлӗ писательсен союзӗ?

Куда мы движемся, и зачем нам столько союзов писателей?

Чӗлхе Туррин хӳхлевӗ // Сувар. Сувар, 2017.05.12

Юнашар выртакан ашшӗне кӑлт! тӗксе: — Атте, хӑҫан яла каятпӑр? — терӗ.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

— Атте, анне хӑҫан яла каятпӑр?

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Атте, хӑҫан яла каятпӑр?

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Вӗсем Европӑна фашизмран ирӗке кӑларса винтовкӑпа утнӑ, эпир вара фашизм пуҫне ҫӗнӗрен ан ҫӗклетӗр тесе мир юррипе малалла каятпӑр.

Они, освобождая Европу от фашизма, шагали с винтовками, а мы, чтобы фашизм не поднимал головы, с мирными песнями идем вперед.

Кирек мӗнле юрӑра та манӑн чун пур // Владимир ЧЕКУШКИН. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

«Атя пӗрле каятпӑр», — тесен тин манпа пӗрле тухрӗ.

Сказав: "Пойдем вместе", - только вышел со мной вместе.

«Улмуҫҫие кӗреплепе туратпӑр» // Елена АТАМАНОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Эпир ывӑнсан кӑшт вӑй илме «шур пуҫлине» илсе каятпӑр.

Для отдыха, чтобы набрать сил берём с собой "крепкого".

Кӑмпара // Сувар. «Сувар», 20(698)№, 2007.05.18

«Ялӗпе пурӗ 9 ӗне. Черетпе кӗтӗве каятпӑр. Касу хӑвӑрт ҫитни лайӑхах мар паллах. Ҫамрӑксем ӗне тытасшӑнах мар. Яла усламҫӑсем сӗт пуҫтарма та килмеҫҫӗ. Пӗлтӗрхи ҫулла пӗри ҫӳрекелерӗ те — хӗпӗртенӗччӗ. Сар ҫу, тӑпӑрчӑ туса кине хулана сутма парса яратӑп», — пытармарӗ Людмила Петровна.

"На всю деревню 9 коров. По очереди ходим пасти. Нехорошо конечно, что очередь быстро доходит. Молодежь не хочет держать коров. В деревню торговцы не приходят собирать молоко. Да в прошлое лето один похаживал - были рады. Изготовив сливочное масло, творог, сноху отправляю в город продавать", - не утаила Людмила Петровна.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Халӗ Пӗчӗк Енккассине каятпӑр.

Сейчас идем в Малое Яниково.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Тепӗр чухне ҫӑкӑр илме 4 ҫухрӑмри Аслӑ Чака каятпӑр.

Иногда за хлебом идем в расположенный в 4 километрах Большие Чаки.

Йӗри-тавра пӗве, пусӑра шыв ҫук... // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2016.05.05, 67-68№

Хайхи хӗр ҫураҫма тесе кайнӑ та: «Элекҫей, ӑҫта каятпӑр? Сылтӑмалла-и е сулахаялла-и?» — тесе ыйтнӑ.

Вот когда свататься поехали он спросил: "Алексей, а куда поедем? Направо или налево?"

«Апатланма ларсан сӗтел ҫинче 13 кашӑкчӗ» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

24. Мӗншӗн ку тӗнчерен эпир хӗрлӗ шӑрчӑк пек куҫса каятпӑр? мӗншӗн пирӗн пурӑнӑҫ пӑс пек ҫухалать, эпир ӗнтӗ хӗрхенӗве тивӗҫсӗр ҫынсем пулса тӑтӑмӑр.

24. Переходим из века сего, как саранча, жизнь наша проходит в страхе и ужасе, и мы сделались недостойными милосердия.

3 Езд 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

23. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫав кунсенче акӑ мӗнле пулӗ: тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑхсенчен кашни халӑхӗн вунӑ ҫынни пӗр иудей аркинчен тытӗ те: «эпир санпа каятпӑр: сирӗнпе пӗрле Турӑ пулнине илтрӗмӗр эпир» тейӗ, тет.

23. Так говорит Господь Саваоф: будет в те дни, возьмутся десять человек из всех разноязычных народов, возьмутся за полу Иудея и будут говорить: мы пойдем с тобою, ибо мы слышали, что с вами Бог.

Зах 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

13. Эхер те эсир: «ҫак ҫӗр ҫинче пурӑнасшӑн мар» тесе Ҫӳлхуҫа Туррӑра итлеместӗр пулсассӑн, 14. «ҫук, эпир Египет ҫӗрне каятпӑр, унта вӑрҫӑ курмӑпӑр, трупа сассине илтмӗпӗр, выҫӑпа аптӑрамӑпӑр, унта пурӑнӑпӑр» тетӗр пулсассӑн, 15. Иуда йӑлкӑмӗ, Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе пӗтер: Саваоф Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, ҫапла калать: эхер те эсир Египета каясах тетӗр пулсассӑн, унта ҫитсе вырӑнаҫатӑр пулсассӑн, 16. хӑвӑра хӑратса тӑракан хӗҫ сире унта та, Египет ҫӗрӗнче те, хӑваласа ҫитӗ, хӑвӑра сехӗрлентерсе тӑракан выҫлӑх та хӑвӑр хыҫҫӑнах унта, Египета, пырӗ, вара унтах вилсе пӗтетӗр.

13. Если же вы скажете: «не хотим жить в этой земле», и не послушаетесь гласа Господа Бога вашего, говоря: 14. «нет, мы пойдем в землю Египетскую, где войны не увидим и трубного голоса не услышим, и голодать не будем, и там будем жить»; 15. то выслушайте ныне слово Господне, вы, остаток Иуды: так говорит Господь Саваоф, Бог Израилев: если вы решительно обратите лица ваши, чтобы идти в Египет, и пойдете, чтобы жить там, 16. то меч, которого вы боитесь, настигнет вас там, в земле Египетской, и голод, которого вы страшитесь, будет всегда следовать за вами там, в Египте, и там умрете.

Иер 42 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

19. Сион енчен ҫапла каласа йӗни илтӗнет: «ах, пире епле ҫаратрӗҫ! пире тем тӗрлӗ намӑса хӑварчӗҫ, ӗнтӗ хамӑр ҫӗре пӑрахса каятпӑр: пирӗн ҫуртсене аркатрӗҫ».

19. Ибо голос плача слышен с Сиона: «как мы ограблены! мы жестоко посрамлены, ибо оставляем землю, потому что разрушили жилища наши».

Иер 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Мӗншӗн-ха Манӑн халӑхӑм: «ӑҫта каяс тетпӗр, ҫавӑнта каятпӑр; Сан патна таврӑнмастпӑр» терӗ?

Зачем же народ Мой говорит: «мы сами себе господа; мы уже не придем к Тебе»?

Иер 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех