Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Зах 8

Пай: Библи –> Захария пророк кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 15:20

Пуплевӗш: 18; Сӑмах: 452

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Саваоф Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 2. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ Сионшӑн питӗ хытӑ тӑратӑп, уншӑн ҫапла хытӑ тӑнӑран унӑн тӑшманӗсене питӗ вӑйлӑ ҫилленетӗп. 3. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Эпӗ Сион енне ҫаврӑнӑп та Иерусалимра пурӑнма тытӑнӑп, вара Иерусалима чӑнлӑх хули, Саваоф Ҫӳлхуҫа тӑвне сӑваплӑ ту теме пуҫлӗҫ. 4. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: Иерусалим урамӗсенче каллех ватӑсем ларӗҫ, ҫулӗ нумай пулнӑран кашнийӗн аллинче туя пулӗ. 5. Ҫак хула урамӗсем выляса ҫӳрекен арҫын ачасемпе, хӗрачасемпе тулӗҫ, тет. 6. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ку вӑл чӗрӗ юлнӑ юлашки халӑх куҫӗ умӗнче ҫак кунсенче тӗлӗнмелле ӗҫ пек туйӑнсассӑн, ҫакӑ вӑл Маншӑн та тӗлӗнмелле ӗҫ-ши? тет Саваоф Ҫӳлхуҫа. 7. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ Хамӑн халӑхӑма тухӑҫ ҫӗрӗнчен тата анӑҫ ҫӗрӗнчен ҫӑлса тухӑп; 8. вӗсене илсе килӗп те, вӗсем Иерусалимра пурӑнма пуҫлӗҫ, Манӑн халӑхӑм пулӗҫ, Эпӗ вара вӗсенӗн чӑнлӑхпа та тӳрӗлӗхпе тӑракан Турри пулӑп, тет.

9. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: эсир, халӗ ҫак сӑмахсене Саваоф Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн никӗсне хывнӑ чухне пулнӑ пророксем калани урлӑ илтекенсем, хӑвӑр аллӑра Турӑ Ҫурчӗ тума тӗреклетӗр. 10. Унччен, ҫав кунсем умӗн, ҫыншӑн тӳлени, выльӑх ӗҫӗшӗн те тӳлени пулман; каяканнине те, килекеннине те тӑшман канӑҫ паман; кашнийӗ пӗри тепӗрине кураймасӑр пурӑннӑ — Эпӗ ун пек тума чарман. 11. Халӗ ӗнтӗ ҫак халӑхӑн йӑлкӑмӗшӗн Эпӗ унчченхи пек мар, тет Саваоф Ҫӳлхуҫа. 12. Ӗнтӗ мӗн акса хӑварни тӑнӑҫлӑ пулӗ; иҫӗм йывӑҫӗн аври те хӑйӗн ҫимӗҫне парӗ, ҫӗр те хӑй ӳстернине парӗ, пӗлӗтсем те хӑйсен сывлӑмне парса тӑрӗҫ, ҫакна пурне те Эпӗ ҫак чӗрӗ юлнӑ халӑх аллине парӑп. 13. Вара ҫапла пулӗ: эсир, Иуда килӗпе Израиль килӗ, халӑхсен ылханӗ пултӑр пулсан, Эпӗ вара сире ҫӑлӑп, эсир пиллӗхлӗ пулатӑр; ан хӑрӑр; сирӗн аллӑрсем тӗрекленччӗр!

14. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: сирӗн аҫӑрсем Мана ҫиллентернӗ чухне Эпӗ сире хаса пама палӑртса хунине мӗнле пӑрахӑҫламарӑм, тет Саваоф Турӑ, 15. ҫавӑн пекех Эпӗ ҫак кунсенче Иерусалим хулипе Иуда килне ырӑ тума палӑртса хунине те пӑрахӑҫламӑп; ан хӑрӑр! 16. Акӑ эсир тума тивӗҫлӗ ӗҫсем: пӗрне-пӗри чӑн сӑмах калӑр; хӑвӑр хапхӑр умӗнче тӗрӗссӗн, ӑшӑ пиллӗн сут тӑвӑр. 17. Сирӗнтен пӗри те хӑйӗн ӑшӗнче ҫывӑх ҫыннине хирӗҫ усал ан шухӑшлатӑр, улталаса тупа тунине ан кӑмӑллатӑр, мӗншӗн тесен ҫакна пурне те Эпӗ кураймастӑп, тет Ҫӳлхуҫа.

18. Саваоф Ҫӳлхуҫаран мана сӑмах пулчӗ: 19. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: тӑваттӑмӗш уйӑхра типӗ тытни те, пиллӗкмӗшӗнче типӗ тытни те, ҫиччӗмӗшӗнче типӗ тытни те, вуннӑмӗшӗнче типӗ тытни те Иуда килӗшӗн савӑнӑҫпа хаваслӑ уяв пулса тӑрӗ; анчах та чӑнлӑхпа татулӑха юратӑр.

20. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: халӑхсем, нумай-нумай хулара пурӑнакансем тата килӗҫ-ха; 21. пӗр хулара пурӑнакансем тепӗр хулара пурӑнакансем патне пырӗҫ те калӗҫ: «Ҫӳлхуҫамӑра кайса кӗлтӑвар, Саваоф Ҫӳлхуҫана шырар»; вара кашниех: «эпӗ те каятӑп» тейӗ. 22. Иерусалимра Саваоф Ҫӳлхуҫана шырама, Ҫӳлхуҫа сӑнӗ умӗнче кӗлтума нумай-нумай йӑх тата вӑйлӑ халӑхсем килсе тӑрӗҫ. 23. Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ҫав кунсенче акӑ мӗнле пулӗ: тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑхсенчен кашни халӑхӗн вунӑ ҫынни пӗр иудей аркинчен тытӗ те: «эпир санпа каятпӑр: сирӗнпе пӗрле Турӑ пулнине илтрӗмӗр эпир» тейӗ, тет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех