Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каятпӑр (тĕпĕ: кай) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпир аттепе каятпӑр.

— Мы едем с папой.

VIII. «Ҫын шыва сикрӗ!» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл, тепӗр хут аслӑ помощник патне пырса, пароход хӑҫан тапранса каясси ҫинчен ыйтса пӑхнӑ, анчах хальхинче те отвечӗ ҫавах пулнӑ: тиесе пӗтерсен каятпӑр, кайсан, тиесе пӗтеретпӗр.

Он еще раз, на всякий случай, подошел к старшему помощнику узнать, скоро ли наконец поедем, и еще раз получил ответ, что как погрузим, так и поедем, а погрузим тогда, когда поедем.

VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Хӑҫан каятпӑр, ҫавӑн чухне пӗтеретпӗр.

— Тогда, когда поедем.

VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

— Тиесе пӗтеретпӗр те каятпӑр.

— Как погрузим, так и поедем.

VI. «Тургенев» пароход // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Эпир Одессӑна каятпӑр.

Мы направляемся в Одессу.

III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Каятпӑр, — терӗ ача ӑна хирӗҫ, хӑйӗн чӗтрекен сассипе.

— Уезжаем, — ответил мальчик дрогнувшим голосом.

I. Уйӑрӑлни // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Эппин малаллах каятпӑр иккен-ха эпир, васкамастпӑр пулин те, малалла, мӗншӗн тесен пирӗн пӗрмаях хӗҫпӑшал тиенӗ составсене фронталла ирттерсе ямалла.

следовательно, мы двигались вперёд, хотя и медленно, потому что то и дело приходилось пропускать идущие на фронт составы с вооружением.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир Ҫӗрӗшнӗ Яра каятпӑр.

Мы едем в Гнилой Яр.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир халӑх ополченийӗн дивизине каятпӑр, ҫула май эпӗ Петкьӑна курасса та шанса пыратӑп, мӗншӗн тесен вӑл шӑпах ҫак дивизире тӑрать, эпӗ вӗсен полкӗн комиссарӗн хушаматне те пӗлетӗп-ха.

Мы ехали в дивизию народного ополчения, и дорогой я стала надеяться, что увижу Петю, потому что он служил именно в этой дивизии, и я даже знала фамилию комиссара полка…

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Тепӗр сехетрен ачасемпе пӳрт маччи ҫине каятпӑр та кашнине урок парса хӑварам, унтан вӑхӑтӑм пушанать.

— Через час. Пойду с детьми на чердак, задам каждому урок и буду свободна.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Катя, паян тухса каятпӑр ӗнтӗ эпир, — терӗ вӑл.

— Катя, мы сегодня уходим, — сказал он.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ыран кунтан тухса каятпӑр.

Мы завтра едем.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Час малалла каятпӑр! — алӑ сулчӗ вӑл Мускав еннелле.

— Скоро ехать дальше! — Подмигивая, он махнул рукой по направлению к Москве.

25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ирхине пилӗк сехетрех тӑмалла, мӗншӗн тесен, вӑрман хатӗрлевӗн районне кашни ир улттӑрах тухса каятпӑр.

Вставать приходилось в пять утра, потому что в шесть мы уже выезжали в район лесоразработок.

22 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эвакуаци йӗркипе каятпӑр.

Нас эвакуировали.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗр-икӗ сехет каятпӑр та, каллех мӗнле те пулин станцинче кунӗ-кунӗпе тӑратпӑр.

Пойдет час, другой, и опять стоим мы целый день на какой-нибудь станции.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗтӗм килйышӗпех станцине тухса каятпӑр, пӗчӗк Петя, паллах ӗнтӗ, пуринчен ытла Саня пиччӗшне кӗтет.

Всей семьёй мы отправляемся на станцию. И, разумеется, больше всех ждёт дядю Саню маленький Петя —

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петьӑпа ывӑлӗ те тата «наукӑллӑ няня» та ҫулахи вӑхӑта яланах Энскра ирттереҫҫӗ, Даша инке те пире кашни ҫырӑвӗнчех Энска пыма чӗнсе ярать, акӑ каятпӑр та ӗнтӗ эпир — ирхине ҫавӑн пирки калаҫса татӑлатпӑр, каҫхине эпӗ вагон патне ҫитсе тӑратӑп та Саньӑна вӑрҫатӑп, мӗншӗн тесен поезд тапраниччен пилӗк минут кӑна юлать, вӑл ҫаплах ҫук-ха, торт туянма кайнӑччӗ.

Петя с сыном и «научной няней» проводят в Энске каждое лето. В каждом письме тётя Даша зовёт нас в Энск. И вот мы едем наконец. Утром решаем, а вечером я стою у вагона и ругаю Саню, потому что до отхода поезда осталось не больше пяти минут, а его ещё нет — поехал за тортом.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

…Кӗркунне эпир Энска тухса каятпӑр.

…Осенью мы отправляемся в Энск.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑйсен йышӗ йышлипе тата каяс хаваслӑхпа ачасем савӑнӑҫлӑ, вӗсем аллисене сулкаласа юрӑ юрлаҫҫӗ: «Тухӑр хӗрсем, казак-хӗрсем, укӑлча хӗрне, ир-ирех тухса каятпӑр тӑшмана хирме…»

Оттого что ребят было много и они куда-то ехали, им было весело, они махали руками, пели: «Стань, казачка молодая, у ворот, проводи меня до солнышка в поход…»

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех