Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

калаҫа (тĕпĕ: калаҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Луччӑ, Прасковья Васильевна, хӑв мӗнле пурӑнни ҫинчен калаҫа пар-ха, — ыйтрӗ Пробатов.

— Рассказывай лучше, как сама живешь-можешь, Прасковья Васильевна, — попросил Пробатов.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӗсем те, ҫветтуйсем, апата пирӗнпе пӗрешкелех хырӑма тултараҫҫӗ, пырши-пакарти те турӑ этеме виҫсе туса панӑ пекех вӑтӑр аршӑн тӑршшӗ пулма кирлӗ… — шухӑша кайнӑ пек калаҫа пуҫларӗ Антип.

Все одно и они, святые-то, через утробу пищу примают, а кишок в них обретается положенные человеку от бога тридцать аршин… — раздумчиво заговорил Антип.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Мӗн ҫунтаратӑн ҫав наркӑмӑша? — калаҫа пуҫларӗ казак, питне аяккалла пӑрса.

— И зачем жгешь зелью эту? — заговорил казак, отворачивая лицо.

XXXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Кудинов эпӗ ӑна хам резерва парассипе парас мар пирки ыйтса та тӑрасшӑн мар пулас, — вӗчӗрхенсе калаҫа пуҫларӗ Григорий.

— Кудинов, видно, у меня не хочет спрашивать, дам я ему резерв или нет, — озлобляясь, заговорил Григорий.

XXXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хывӑнчӗ, буркине ҫакса хуричченех калаҫа пуҫларӗ:

Разделся и, еще не повесив бурки, заговорил:

XX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Вӗсем ун пек ӗҫ-пуҫшӑн пит кулянсах каймаҫҫӗ, — мӗкӗрсе калаҫа пуҫларӗ вӑл хулӑн ҫӑра сасӑпа.

— Они об этих делах не дюже печалуются, — заговорил он гудящим густым басом.

IX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Юлашкинчен вӑл, вӗткеленсе ӳксе, вараланса пӗтнӗ подсумкӑран улӑмпа ҫавӑрса ҫыхнӑ кӗленче кӑларчӗ те, Кошевой умӗнче йӑпӑлтатнӑ пек куҫне мӑчлаттарчӗ, пӑшӑлтатса калаҫа пуҫларӗ:

Под конец он, суетясь, достал из грязного подсумка бутылку, оплетенную соломой, и, заискивающе мигая Кошевому, зашептал:

XXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Кил ҫинчен калаҫа пуҫларӗҫ.

Чаще возникали разговоры о доме.

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Ҫавра сӑн-питлӗ пӗчӗкҫӗ офицер подъесаул Калмыков, хушамачӗ енчен ҫеҫ мар, сӑн-сӑпатӗнчен те самаях монгол йӑхне килекенскер, аллисемпе сулкаласа, хӗрӳллӗн калаҫа пуҫларӗ:

Подъесаул Калмыков, маленький круглый офицер, носивший не только в имени, но и на лице признаки монгольской расы, говорил, резко жестикулируя:

15 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вӑл пирус чӗртсе ячӗ те, чӗркуҫҫийӗсем ҫине чавсаланса, малалла калаҫа пуҫларӗ.

Он закурил папироску и, облокотившись на свои колени, начал говорить.

III // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

— Ҫук-ҫук, юратакан пулаймӗ, — ҫӗнӗрен калаҫа пуҫларӗ майра, — юрату ҫук пулсан, ирӗксӗрлесе юраттараймӑн.

— Да нет, не полюбит, — заговорила дама, — а если любви нет, то ведь к этому нельзя же принудить.

I // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

— Ашшӗ-амӑшне хисеплесе сума сума хӑнӑхса ӳснӗ хӗр куртӑм, — хавхалансах калаҫа пуҫларӗ Сы-мин.

— Почтительную дочь, — торжественно сказал Сы-мин и посмотрел на супругу.

Супӑнь // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

— Ци господин — вӗреннӗ ҫын, пур ӗҫе те тӗрӗс ӑнланать, — хӑюллӑнах калаҫа пуҫларӗ Ай-гу.

— Седьмой господин — человек грамотный, порядочный, — смело заговорила она.

Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

— Ман хуйхӑма туятӑр вӗт эсир, пичче, — хавхалансах калаҫа пуҫларӗ Ай-гу.

— Как хорошо вы, дядюшка, все понимаете, — обрадовалась Ай-гу.

Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Юланутлӑ ҫын пӗчӗк кӗнекине каялла илчӗ, хучӗсене пӑхса тухрӗ, вара чӗнмесӗр хулпуҫҫине ҫӗклерӗ; вӑл тем ҫинчен калаҫа пуҫларӗ, ахӑртнех, тӳрре тухасшӑн пулчӗ пулӗ, тен, тата хутора тепӗр хут кайса килме ирӗк ыйтрӗ-тӗр.

Верховой взял назад книжку, оглядел бумажки и пожал плечами; он стал говорить о чем-то, вероятно, оправдывался и просил позволения съездить еще раз на хутора.

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Пыра ларать! — калаҫа хучӗ Димчо пуп.

Поперек горла встанет! — изрек поп Димчо.

VII. Комитет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Анчах эсӗ темӗнле шухӑшласа кӑларнӑ япаласемшӗн хӗрсе кайрӑн та теори ҫинчен калаҫа пуҫларӑн; санӑн ахалех, ӗҫре нимӗн чухлӗ те усӑ курмасӑрах, теори ҫинчен калаҫас килет пулмалла.

Но ты разгорячился из-за каких-то фантазий и пустился в теорию; тебе хочется, видно, теоретизировать попусту, без всякого применения к делу.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

— Халӗ ӗнтӗ Лопухов шӳт тумасӑр калаҫа пуҫларӗ.

— Лопухов говорил уже без шутки.

XXII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Атӑ-пушмак та йӗр хӑварать, ҫапах та йӗрпеле атӑ-пушмак пӗр япала-и вара? — Лао-цзы вӑхӑтлӑха шӑпланчӗ те каллех калаҫа пуҫларӗ:

Ведь и от башмаков остаются следы, но разве следы — это сами башмаки? Помолчав, Лао-цзы продолжал:

Застава хыҫне // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 75–89 стр.

— Эсӗ ман пата хӑвӑн хуйху-суйхуна калаҫа пама тата мана та хӑвпа ҫурмалла хуйхӑрттарма килтӗн пулӗ-ха: «Ҫапла ҫав, Андрей, санӑн та ӗҫсем япӑх, арӑмсӑр пурӑнма йывӑр пулать сана, ку йывӑрлӑха эсӗ, мӗскӗн, епле тӳссе ирттеркелӗн-ши?..» — тесе калаттарасшӑнччӗ пулӗ.

— Ты ко мне пришел небось пожаловаться, чтобы я с тобой на паях погоревал: «Да, мол, жалкое твое положение, Андрей, трудно тебе будет без бабы. Как ты, сердяга, будешь переносить, переживать эту трудность?..»

32-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех