Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: I

Пай: Крейцер сонати

Автор: Ваҫлей Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.

Хушнӑ: 2020.01.20 04:49

Пуплевӗш: 116; Сӑмах: 1533

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ку вӑл ҫуркунне пуҫламӑшӗнче пулнӑччӗ. Эпир иккӗмӗш талӑк ҫул ҫинче ӗнтӗ. Вакуна ҫывӑхри станцӑсене каякансем кӗреҫҫӗ, анса юлаҫҫӗ, анчах виҫӗ ҫын, ман пекех, пуйӑс хускалса кайнӑранпах ларса пыраҫҫӗ-ха: пӗри ҫамрӑках мар илемсӗр майра, табак туртаканскер, ӗшенчӗк сӑн-питлӗскер — арҫынсенни майлӑ пальтопа шапка тӑхӑннӑ; унӑн юлташӗ, тӑпӑль-тӑпӑль ҫӗнӗ япаласем илсе пыраканскер, хӗрӗхелле ҫитнӗ калаҫма юратакан арҫын; виҫҫӗмӗшӗ — лутрарах та вӑр-вар господин, вӑл хӑйне хӑй ыттисенчен уйрӑм тытать, ватах мар, анчах кӑтра ҫӳҫӗ вӑхӑтсӑр шуралнӑ пулмалла. Унӑн куҫӗсем тӗлӗнмелле йӑлтӑртатаҫҫӗ, пӗр япала ҫинчен тепӗр япала ҫине йӑлт-ялт пӑхкалаҫҫӗ. Вӑл кӑтрашка ҫухаллӑ хаклӑ йышши кивӗ пальто тата ҫавӑн пекех кӑтрашка тарӑн ҫӗлӗк тӑхӑннӑ. Пальтоне йӳле ярсан, унӑн пусмаран ҫӗленӗ пӗрмеллӗ сӑхманӗпе вырӑсла тӗрленӗ кӗпи курӑнать. Господин ытти ҫынсенчен кунсӑр пуҫне ҫакӑнпа та уйрӑлса тӑрать: хушшӑн-хушшӑн вӑл хӑй кӑкӑрӗнчен ӳсӗрнӗ чухнехи пек е кулма пуҫланӑ тата кулса пӗтернӗ чухнехи пек сасӑсем кӑларать.

Ҫакӑ господин пуйӑс ҫине ларнӑранпах ҫынсемпе калаҫмарӗ, вӗсемпе юриех паллашасшӑн мар пулчӗ. Кӳршисем калаҫу пуҫарса яма тытӑнсан, вӑл кӗскен те татӑклӑн хуравласа хурать, хӑй е вулать, е, чӳречерен пӑхса, табак туртать, е тата хӑйӗн кивӗ хутаҫӗнчен апат-ҫимӗҫ кӑларса ҫырткалать, чей ӗҫет.

Ӑна пӗчченлӗх аптратса ҫитернӗ пек туйӑнчӗ мана, вара эпӗ темиҫе хутчен те унпа калаҫу пуҫарса яма тӑрӑшрӑм, анчах кашнийӗнчех пирӗн куҫсем тӗл пулсан, — эпир хире-хирӗҫ тенӗ пекех ларнӑран кун пекки час-часах пулчӗ, — вӑл айккинелле пӑхать те кӗнеке вулама пуҫлать е тата чӳречерен пӑхать.

Иккӗмӗш кунхине каҫ пулас умӗн пӗр пысӑк станцӑра пуйӑс чарӑнчӗ те, канӑҫсӑр господин тула тухрӗ, вара унтан илсе кӗнӗ вӗри шыв ҫине хӑй валли чей ярса пӗҫерчӗ. Ҫӗнӗ те тирпейлӗ япаласем илсе пыракан господин, — вӑл адвокат пулнӑ, ун ҫинчен эпӗ каярахпа пӗлтӗм, — табак туртакан кӳршӗ майрапа, арҫынсенни майлӑ пальто тӑхӑннӑскерпе, чей ӗҫме станцӑна кайрӗ…

Господинпа майра тухса кайсан, вакуна ҫӗнӗрен темиҫе ҫын килсе кӗчӗҫ, вӗсен шутӗнче сухалне хыртарнӑ, пӗркеленчӗк питлӗ пысӑк старик, ахӑртнех, купца пулас, курӑнчӗ. Вӑл илька тирӗнчен ҫӗлетнӗ кӗрӗкпе вӑрӑм сӑмсаллӑ сукна картуз тӑхӑннӑ. Купца адвокатпа майра вырӑнне хирӗҫле вырнаҫса ларчӗ те тӳрех пӗр ҫамрӑк ҫынпа калаҫма тытӑнчӗ. Ҫамрӑк ҫын та вакуна ҫак станцӑрах кӗчӗ, тулаш енчен пӑхсан, ӑна купцасен приказчикӗ теме пулать.

Эпӗ вӗсене чалӑшла лараттӑм та, вӗсен калаҫӑвне пуйӑс тӑнӑ май тата ҫынсем иртсе ҫӳремен вӑхӑтра татӑкӑн-татӑкӑн илтме пултартӑм. Купца хӑйӗн именине каять иккен, унӑн тепӗр станцӑрах анмалла — ҫакӑн ҫинчен вӑл чи малтан пӗлтерчӗ. Унтан, яланхи пекех, тавар хакӗсемпе суту-илӳ ҫинчен, яланхи пекех Мускавра суту-илӳ кӑҫал еплерех пыни ҫинчен калаҫрӗҫ, вара Чулхулари ярмӑнккӑ пирки сӑмах пуҫларӗҫ. Приказчик хӑйсем пӗлекен пӗр паллӑ пуян купца ярмӑнккӑра епле шавлӑн ӗҫсе иртӗхни ҫинчен калама тытӑнчӗ, анчах ӑна старик каласа пӗтерме памарӗ, вӑл Кунавинӑра хӑйсем унччен мӗнлерех шавлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗсем туни ҫинчен каласа пама пуҫларӗ. Вӑл, ахӑртнех, хӑй ҫав ӗҫкӗ-ҫикӗсене хутшӑннипе мухтанать пулас, леш паллакан купцапа пӗррехинче Кунавинӑра ӳсӗр чухне мӗн йышши мыскара туса хунине савӑнса та пӑшӑлтатса каларӗ (кун ҫинчен сасӑпа калама аван та мар), вара приказчик пӗтӗм вакуна янратса ахӑлтатса ячӗ, старик хӑй те икӗ сар шӑлне кӑтартса кулчӗ.

Кусенчен интереслӗ япала нимех те илтейместӗп пуль тесе, эпӗ ура ҫине тӑтӑм та пуйӑс хускалса кайиччен платформа тӑрӑх уткаласа ҫӳрес терӗм. Алӑкран тухнӑ чухне тем ҫинчен хавхалансах калаҫса кӗрекен майрапа адвоката тӗл пултӑм.

— Ӗлкӗрейместӗр, — терӗ калаҫма ухата адвокат, — часах иккӗмӗш шӑнкӑрав параҫҫӗ.

Чӑнах та, вакунсем вӗҫне ҫитсе кӑна пыраттӑм, шӑнкӑрав сасси илтӗнсе те кайрӗ. Эпӗ каялла таврӑннӑ чухне адвокатпа майра ҫаплах хӗрӳллӗн калаҫатчӗҫ. Ватӑ купца вӗсене хирӗҫле шӑп ларать, хӑй умнелле хаяртараххӑн пӑхать тата тӑрсан-тӑрсан шӑлӗсемпе кӑмӑлсӑррӑн чӑмлакаласа илет.

— Унтан вӑл хӑй упӑшкине, — эпӗ иртсе пынӑ чухне кулкаласа калаҫрӗ адвокат, — санпа пурӑнмастӑп, пурӑнма та шутламастӑп, тесе тӳрех пӗлтернӗ, мӗншӗн тесен…

Вӑл малалла мана илтӗнмелле мар тем ҫинчен каласа пара пуҫларӗ. Ман хыҫранах ытти пассажирсем утса кӗчӗҫ, кондуктор иртсе кайрӗ, артельщик чупса ҫитрӗ, ҫавӑнпа та, шӑв-шав чылайччен лӑпланманнипе, калаҫнине илтме май пулмарӗ. Пурте лӑпланса ҫитсен, эпӗ каллех адвокат сассине илтрӗм, анчах халь ӗнтӗ вӑл калаҫнине ыттисем те итлетчӗҫ пулас.

Уйрӑлас пирки тӑракан ыйту Европӑра та пӗчӗк те ахаль ыйту кӑна марри ҫинчен, хамӑр патӑрта та кун пек ӗҫсем тӑтӑшран тӑтӑш пулса пыни ҫинчен калаҫрӗ адвокат. Унтан вӑл вакунра хӑй сасси кӑна илтӗнсе тӑнине асӑрхарӗ те, калаҫма чарӑнса, старик ҫине пӑхрӗ.

— Ӗлӗк ун пеккисем пулман, тӗрӗс мар-и? — терӗ вӑл, кӑмӑллӑн кулса.

Старик темскер каласшӑнччӗ, анчах ҫав вӑхӑтра пуйӑс хускалчӗ те, старик картузне хывса, сӑхсӑхса та пӑшӑлтатса кӗлӗ вулама тытӑнчӗ. Адвокат, айккинелле пӑхса, лӑпкӑн кӗтсе тӑчӗ. Виҫ хут хӗрес хывса кӗлтуса пӗтерсен, старик картузне тӗплӗн пусса тӑхӑнчӗ те вырӑнтах юсанкаласа илчӗ, унтан калаҫма пуҫларӗ.

— Унччен те, сударь, ун пеккисем пулкаланӑ, анчах сахалрах пулнӑ, — терӗ вӑл. — Хальхи вӑхӑтра ун пеккисӗр пулма та пултараймасть. Ҫынсем ытла та нумай вӗреннисем кайрӗҫ халь.

Пуйӑс, хӑвӑртран та хӑвӑрт хускалса, рельса сыпӑкӗсенче кӗмсӗртетрӗ, ҫавӑнпа калаҫнине итлесе пыма мана кансӗр пулчӗ, итлеме вара интереслӗччӗ. Эпӗ ҫывӑхарах куҫса лартӑм. Ман кӳршӗ те, йӑлтӑркка куҫлӑ канӑҫсӑр господин, интересленсе кайрӗ пулас, вырӑнтан тӑмасӑрах вӑл та итлесе пычӗ.

— Вӗренни мӗнрен начар-ха? — кӑшт ҫеҫ сисӗнмелле кулса каларӗ майра. — Ӗлӗкхи пек, хӗрпе йӗкӗчӗ пӗр-пӗрне курмасӑрах авланни лайӑх-и вара? — ытти нумай майрасем евӗрлех, хӑйпе калаҫаканӑн сӑмахӗсене хуравласа мар, хӑй шухӑшлакан сӑмахсене, ҫав сӑмахсем пирки хӑйпе калаҫакан мӗн шутлӗ-ши текеннисене, хуравласа каларӗ вӑл. — Юратаҫҫӗ-и, юратма пултараҫҫӗ-и-пултармаҫҫӗ-и, — ӑна-кӑна ним те пӗлмен-ха хӑйсем, мӑшӑрланасса вара мӑшӑрланнӑ, кайран пурнӑҫ тӑршшӗпех асапланса пурӑннӑ; сирӗн шутпа ҫакӑ лайӑх-и ӗнтӗ? — пуринчен ытла старик ҫине мар, манпа адвокат ҫине пӑхса калаҫрӗ вӑл.

— Ҫынсем ытла та вӗреннисем кайрӗҫ ҫав хальхи саманара, — майра ҫине йӗрӗнчӗклӗн пӑхса тата вӑл ыйтнине хуравламасӑрах хӑварса тепӗр хут каларӗ купца.

— Пӗлесчӗ, вӗренни мӑшӑрланӑва чӑрмантарать тенине эсир мӗнле ӑнланатӑр-ши? — кӑшт куларах ыйтрӗ адвокат.

Купца тем каласшӑнччӗ, анчах майра ӑна пӳлсе хучӗ.

— Ҫук, ҫав вӑхӑтсем иртсе кайрӗҫ ӗнтӗ вӗсем, — терӗ вӑл. Анчах адвокат ӑна малалла калама памарӗ.

— Чим-ха, чим, хӑй шухӑшне каласа пӗтертӗр-ха, — терӗ вӑл старик пирки.

— Вӗренни — ухмаха тухма кӑна пулӑшать, — татӑклӑн каларӗ старик.

— Пӗр-пӗрне юратманнисене мӑшӑрлантараҫҫӗ те кайран килӗштерсе пурӑнман пирки тӗлӗнеҫҫӗ, — адвокатпа ман ҫине ҫеҫ мар, приказчик ҫине те пӑхса калама васкарӗ майра. Приказчикӗ ура ҫине тӑнӑ та, сак хыҫӗ ҫумне чавсаланса, кулкаласа итлет. — Выльӑхсене кӑна хуҫи хӑй мӗнле шутланӑ, ҫавӑн пек чуптарма пулать вӗт-ха, ҫынсен хӑйсен кӑмӑл туртӑмӗ, хӑйсен иленӗвӗ пулать, — ахӑртнех, купцана тӗртсе илес тесе каларӗ пулмалла майра.

— Ахалех ҫавӑн пек калаҫатӑр сударыньӑ, — терӗ старик. — Выльӑх вӑл выльӑхах, этемшӗн хӑйне уйрӑм саккунсем пур.

— Анчах юрату ҫук пулсан, ҫынпа мӗнле пурӑнӑн-ха? — ҫаплах васкаса калаҫрӗ майра. Хӑйӗн шухӑшӗсем ӑна, ахӑртнех, ҫӗнӗскерсем пек туйӑнчӗҫ пулмалла.

— Ӗлӗк ун ҫинчен шутласа тӑман, — витӗмлӗ сасӑпа каларӗ старик, — халь кӑна ҫапла ӗнтӗ вӑл. Кӑшт ҫеҫ мӗн те пулин пулчӗ — арӑмӗ ҫавӑнтах: «Эпӗ сана пӑрахса каятӑп», — тет. Арҫыннисем те пулин хӑйсене майлӑ улшӑнса кайнӑ. «Ме, — тет, — ил хӑвӑн кӗпӳ-йӗмне, эпӗ Ванькӑпа каятӑп, вӑл санран кӑтрарах», тет. Вӑт калаҫ ӗнтӗ унпа. Хӗрарӑм тени чи малтан хӑрама пӗлтӗр.

Приказчик адвокат ҫине те, майра ҫине те, ман ҫине те пӑхса илчӗ, вӑл хӑй кулса ярасран сыхланчӗ пулас, ҫав вӑхӑтрах, эпир мӗн шутланине пӗлсе илсен, купцаран йӗкӗлтесе кулма та, ун сӑмахне ырлама та хатӗр тӑчӗ.

— Мӗнрен хӑрамалла-ха? — терӗ майра.

— Мӗнрен тетӗр? Хӑйӗн упӑш-ш-шкинчен! Акӑ мӗнрен хӑрамалла.

— Ну, кун пек вӑхӑтсем иртнӗ ӗнтӗ, ыр ҫыннӑм, — самаях тарӑхса каларӗ майра.

— Ҫук, сударыньӑ, вӑл вӑхӑтсем иртсе кайма пултараймаҫҫӗ. Ҫав хӗрарӑма, Ева текеннине, аяк пӗрчи шӑмминчен тунӑ та, вӑл ӗнтӗ тӗнче пӗтичченех ҫапла юлать те, — пуҫне ҫӗнтерӳллӗн сулласа, ҫирӗппӗн каларӗ старик. Приказчик ҫавӑнтах купца ҫӗнтерчӗ тесе шутларӗ те хыттӑн кулса ячӗ.

— Ӑна эсир кӑна, арҫынсем, ҫапла шутлатӑр, — парӑнасшӑн мар пулса, пирӗн ҫине пӑха-пӑха калаҫрӗ майра, — хӑвӑра ирӗке яратӑр та хӗрарӑма вара, тӗрмери пек, пӳртре кӑна хупса пурӑнтарасшӑн тӑрӑшатӑр. Хӑвӑр, ан кала, тем те хӑтланатӑр-ха.

— Никам та ним те хӑтланмасть, арҫын пурришӗн килте нимех те хутшӑнмасть, кил хуҫи хӗрарӑмӗ вара — шанӑҫсӑр савӑт-сапа пекех, — хӑйӗннех ӗнентерме тӑрӑшрӗ купца.

Вӑл епле витӗмлӗ калаҫни итлекенсене парӑнтарсах пычӗ пулас, майра та хӑйне хӑй вӑйсӑртарах пек туйрӗ, анчах ҫапах та пӑхӑнасшӑн пулмарӗ-ха.

— Ҫапла, анчах хӗрарӑм та этемех, вӑл та, арҫын пекех, туйма пултарать, ҫакӑнпа эсир килӗшетӗрех ӗнтӗ. Анчах вӑл хӑйӗн упӑшкине юратмасть пулсан, унӑн мӗн тумалла вара?

— Юратмасть пулсан! — куҫхаршисемпе тутине сиктеркелесе хаяррӑн каларӗ купца. — Ан пӑшӑрханӑр, юратакан пулать!

Ҫак витӗмлӗ шухӑш приказчике уйрӑмах кӑмӑла кайрӗ, вӑл вара, купцана ырласа, кӑкӑрӗнчен темле сасӑ кӑларса ячӗ.

— Ҫук-ҫук, юратакан пулаймӗ, — ҫӗнӗрен калаҫа пуҫларӗ майра, — юрату ҫук пулсан, ирӗксӗрлесе юраттараймӑн.

— Ну, арӑмӗ упӑшкине улталас пулсан, мӗнле? — терӗ адвокат.

— Ун пек юрамасть, ун пеккине сӑнасах тӑрас пулать, — терӗ старик.

— Анчах та пулма пултарать-ҫке-ха? Ун чухне мӗн тумалла вара?

— Ҫынсен пулать пуль, пирӗн пулмасть, — терӗ старик.

Пурте шӑпланчӗҫ. Приказчик пӑшӑлтаткаласа илчӗ, тата ҫывӑхарах пычӗ, унтан, ыттисенчен юлас мар тесе пулас, кулкаласа калаҫма пуҫларӗ:

— Ҫапла-а, пирӗн пӗр маттур ачапа та харкашу пулса иртнӗччӗ-ха. Шухӑшласа ҫитерме кунта та йывӑр. Ӑна та ҫавӑн пек аскӑн хӗрарӑм лекнӗ. Тытӑннӑ вара варалама. Ачи — йӗркеллӗскерччӗ, тӑнлӑ-пуҫлӑскер. Арӑмӗ малтан кантурта ӗҫлекенпе… Упӑшки ӑна ырӑпа ӳкӗте кӗртесшӗн пулчӗ. Лешӗ итлемерӗ. Темле паккӑҫла ӗҫсем те тӑвать. Упӑшкин укҫине вӑрлама пуҫланӑ, упӑшки хӗнесе те пӑхать, анчах ҫаплах нимӗн те тӑваймасть. Арӑмӗ, калама ирӗк парсамӑр, тӗне кӗмен еврейпе ҫӳреме тытӑннӑ. Упӑшкин мӗн тумалла-ха ӗнтӗ? Пурӑнма пӑрахрӗ унпа йӑлтах. Арӑмӗ халь ӑҫта-килчӗ унта ҫапкаланса ҫӳрет, лешӗ авланмасӑр пурӑнать.

— Ҫавӑнпа ухмах та вӑл, — терӗ старик. — Малтанах ирӗке яман пулсан, тилхепене хытӑрах тыткаланӑ пулсан, ан хӑра, пурӑннӑ пулӗччӗ. Малтан пуҫласах ирӗке яма юрамасть. Лашана хирте, арӑма килте ан шан.

Ҫак вӑхӑтра ҫывӑхри станцӑна каякансен билечӗсене тӗрӗслеме кондуктор килчӗ. Старик хӑй билетне кӑларса пачӗ.

— Ҫапла, хӗрарӑм туртине маларах кӗскетмелле, унсӑрӑн нимӗнле ӗҫ те тухмӗ.

— Анчах эсир халь кӑна Кунавинӑри ярмӑнккӑра авланнӑ ҫынсем епле савӑшусем туни ҫинчен каласа патӑр-ҫке-ха, — терӗм эпӗ чӑтаймасӑр.

— Ку вӑл урӑх япала, — терӗ те купца шӑпланса ларчӗ.

Шӑхлич шӑхӑртса ярсан, купца ура ҫине тӑчӗ, сак айӗнчен хутаҫне илчӗ, унтан, пусса тӑхӑннӑ картузне ҫӳлерех хӑпартса, вакунран тухрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех