Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

каласшӑнччӗ (тĕпĕ: кала) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эсӗ мана мӗн каласшӑнччӗ, Федя?

— Ты что-то хотел мне сказать, Федя?

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Ҫук, эпӗ тата тем ҫинчен каласшӑнччӗ, — Катя ҫамкине сӑтӑркаласа илчӗ.

Нет, что-то еще я хотела сказать, — Катя потерла лоб.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вӑл тата темӗн каласшӑнччӗ, анчах ҫак самантра ҫӑра пӗлӗте тӗрлесе икӗ енчен те ҫиҫӗм ялтӑртатса ҫиҫрӗ.

 — Она хотела еще что-то сказать, но в это мгновение по набухшей черноте неба с двух сторон сразу расчеркнулись молнии.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Вӑл татах тем каласшӑнччӗ, анчах крыльцара тӗпӗр-тӗпӗр чупкаланӑ сасӑсем илтӗнчӗҫ, тахӑшӗ ҫухӑрса ячӗ те, пӑшал сасси хыттӑн кӗрӗслетсе кайрӗ.

— Он еще что-то хотел сказать, но на крыльце громко затопали, кто-то крикнул, и звучно хлопнул одинокий выстрел.

XI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Вара мӗн каласшӑнччӗ эсир, мучисем?

— Так что вы хотели, старики?

V // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл темскер каласшӑнччӗ, анчах Мишка итлесшӗн пулмарӗ, тӗссӗрленнӗ симӗс гимнастерки ҫинчен ҫыхнӑ чӗн пиҫиххине тӗкӗр умне пырса тӳрлетрӗ те хутор Советне тухса утрӗ.

Она хотела что-то сказать, но Мишка не стал ее слушать, он оправил перед зеркалом ремень на вылинявшей защитной гимнастерке и зашагал в Совет.

IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эпӗ, вӑл ҫӗре ҫитиччен пурӑнас пулсан, тата миҫе ҫул юлнине кӑна каласшӑнччӗ.

Я хотел только сказать, сколько ему осталось жить до ста лет.

10 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Вӑл тата тем каласшӑнччӗ, каламарӗ, аллине сулам пекки турӗ те ларчӗ.

Он хотел что-то добавить, но неопределенно махнул рукой и сел.

9 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Григорий тарӑхнипе татах темскер каласшӑнччӗ, анчах унӑн сассине тинӗс енче хӑлхана ҫурас пек кӗрӗслетсе кайнӑ хӑватлӑ сасӑ хупласа хучӗ.

Григорий в досаде хотел еще что-то сказать, но голос его заглушило громовым гулом, донесшимся с моря.

XXIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ильинична татах темскер каласшӑнччӗ, анчах Аксинья ним шарламасӑр витресем патне ҫаврӑнса утрӗ, картлӑ кӗвентене хулпуҫҫийӗсем ҫине илсе йӑтрӗ те, шыва чӑлт-чалт сирпӗнтерсе, сукмак тӑрӑх хӑвӑрт килнелле танкӑшрӗ.

Ильинична хотела еще что-то сказать, но Аксинья молча повернулась, подошла к ведрам, рывком подняла на плечи коромысло и, расплескивая воду, быстро пошла по стежке.

XXI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Акӑ мӗскер каласшӑнччӗ эпӗ…

Вот что я хотела сказать…

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вӑл татах темскер каласшӑнччӗ, анчах ҫав самантра хыҫалта урапа лӑчӑртатса ҫывхарнӑ, ут чӗрнисем пылчӑк тӑрӑх янӑравлӑн лачлаттарса пынӑ тата тахӑшӗ лашине нулатса хӑваланӑ сасӑсем илтӗнсе кайрӗҫ.

Она еще что-то хотела сказать, но сзади послышалось тарахтенье колес, звучное чмоканье конских копыт по грязи и чей-то понукающий голос.

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эсир темскер каласшӑнччӗ пулас?

Вы как будто что-то имеете сказать?

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тем каласшӑнччӗ ӗнтӗ вӑл, анчах ним каламасӑрах тухса кайрӗ.

Что-то он хотел еще сказать, но не сказал и вышел.

VII. Ӑнӑҫсӑр ӗҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.

— Мӗн каласшӑнччӗ эсир, — терӗ Мажаров, ӑна ҫывӑх садри хӗвел ҫутинче ҫиҫсе-йӑлтӑртатса ларакан ҫамрӑк хурӑн ҫине кӑтартса.

— Я слушаю вас, — сказал Мажаров, но не удержался, чтобы не обратить ее внимание на молодую березку в ближнем палисаде, всю усыпанную мерцающими на свету блестками.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ ҫакна ҫеҫ каласшӑнччӗ — пӗр парторг сӑмахӗпех выводсем тума ытлашши васкамастпӑр-и эпир?

Я хотел сказать только одно: не слишком ли мы, послушав одного парторга, торопимся делать выводы?

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ксени тата темскер каласшӑнччӗ, анчах Корней ӑна урӑх итлесе тӑмарӗ, тарӑхса аллипе сулчӗ те чуп тӑвас килнипе мар, йӑлана кӗнӗрен ҫеҫ тапак шӑрши кӗрекен сухалӗпе хӗрӗн мӑйне сӗртӗнчӗ, вара айкинелле пӑрӑнса утрӗ.

Ксения хотела еще что-то сказать, но Корней ие стал ее больше слушать, махнул в сердцах рукой и, ткнувшись не столько по желанию, сколько по привычке прокуренной бородой в шею дочери, пошел прочь.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Чӑннипе, сана эпӗ ҫакна тахҫанах каласшӑнччӗ, анчах май пулмарӗ… — терӗ Дымшаков шӑппӑн та кичеммӗн.

— По совести, я давно собирался сказать тебе это, да не приходилось… — тихо и угрюмо проговорил Дымшаков.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Темӗн каласшӑнччӗ комбриг, анчах, хӑй чикӗрен иртнине ӑнланса илсе, шарламарӗ, пачах урӑхла калаҫма тапратрӗ.

Комбриг хотел что-то сказать, но, уже осознавая, что сильно переборщил, сдержался и тотчас же круто переменил обращение.

LII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Эсир мӗн каласшӑнччӗ, Евгений Николаевич?

— Что вы хотели, Евгений Николаевич?

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех