Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 9

Пай: Вилӗме ҫӗнтерсе… –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Антал Назул

Ҫӑлкуҫ: Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Хушнӑ: 2020.04.04 23:21

Пуплевӗш: 207; Сӑмах: 1617

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ку ҫӗре Таня больницӑра ирттерчӗ. Дежурнӑй сестра сӗтелӗ патӗнчи пукан ҫине ларнӑскер, вӑл пӑртак та пулин тӗлӗрсе илесшӗн, самантлӑха пулин те, манасшӑн пулчӗ, анчах пултараймарӗ. Ҫывӑракан Сергей патне палатӑна темиҫе хут та кӗрсе тухрӗ, ун ҫине пӗр сассӑр пӑха-пӑха тӑчӗ, вара, йӗрсе ярасран хӑраса, кашнинчех каялла тарчӗ.

Пӗр самантра Таньӑна такам чӗннӗ пек туйӑнчӗ. Палатӑна вӑл чупсах кӗчӗ. Сергей вырӑнӗ ҫинче енчен еннелле ҫапӑна-ҫапӑна аташать, хӑрӑлти сасӑпа шӑппӑн чӗнет:

— Таня, Танечка… ман пата кил… Ан йӗр, анне… Ыратать ман, доктор… кирлӗ мар мана, кирлӗ мар…

Ирхине Таня алшӑлли илчӗ те, Сергей пичӗ ҫине хӗвел ан ӳктӗр тесе, кравать пуҫӗ ҫине ҫакса ячӗ.

— Ҫутаттӑрах, Таня… — илтрӗ ҫавӑнтах. Илтрӗ те тӗлӗнсе хытрӗ.

— Эсӗ ҫывӑрмастӑн-и, Сережа?

— Епле ӑшӑ хӗвел…

— Эпӗ сан патӑнтан каймастӑп. Хуть те мӗн ту мана. Каймастӑп. Сансӑр мана пурнӑҫ кирлӗ мар.

— Тавтапуҫ… Танечка…

Кӑнтӑрла больницӑна шахтерсем киле-киле тӑвӑлчӗҫ. Йӑлӑнаҫҫӗ, хӑратма пӑхаҫҫӗ, главврач куҫӗ умӗнче тӗрлӗ хутсем сулкалаҫҫӗ — пурпӗрех нимӗнсӗрех кайма тиврӗ. Петров патне кӗрсе ҫӳреме чарнӑ, никама та йышӑнмаҫҫӗ. Килекенсем патне кашнинчех Таня тухрӗ. Паллакансем те пур, палламаннисем те. Упӑшкин сывлӑхӗ пирки, такӑнкаласа та пулин, калакаласа парать, тархасласа сӗнекен япалисемпе ҫырӑвӗсене, пуху протоколӗсене иле-иле юлать. Вӗсенче пуринче те пӗр шухӑш, пӗр тӗллев: ан парӑн, юлташ, ҫирӗплен, шахтер!

Каҫалапа шахтӑран комсомол бюровӗн пӗтӗм составӗ килсе ҫитрӗ. Тӗксӗм сӑнлӑ та шухӑшлӑ ҫамрӑксем йышӑну пӳлӗмне чӗрне вӗҫҫӗн утса иртрӗҫ те врача чӗнтерчӗҫ.

Вӗсем патне Бадьян тухрӗ.

— Мӗншӗн Петров патне тусӗ-юлташӗсене кӗртмеҫҫӗ? — ҫилӗллӗн ыйтрӗ Мамедов.

— Больницӑра ҫирӗпленнӗ ҫавнашкал йӑла пур, ҫитменнине ҫыннин сывлӑхӗ те япӑхрах, — тавӑрчӗ Вано Ильич.

— Хӑҫанччен тӑсӑлма пултарать вӑл ҫапла? Тата ӑна сыватас тесе мӗн тунӑ? — маларах тухса тӑчӗ Волобуйский.

— Эпир пурсӑмӑр та арҫынсем. Эпӗ сирӗн кӑмӑл-туйӑмӑра ӑнланатӑп. Анчах… кунашкалли вӑл питӗ те сайра пулать…

— Пире статистика кӑсӑклантарсах каймасть! — тӳссе тӑраймарӗ Николай Гончаров. — Эпир ҫакна пӗлесшӗн: вӑл сывӑ юлма пултараять-и? Пирӗн пӗтӗм шухӑш та ҫакӑ ҫеҫ.

— Тусӑмсем!.. Эсир тем ырӑ мар шутланӑ пек калаҫатӑр. Вӑй ҫитнӗ таран мӗн кирлине пӗтӗмпех тӑватпӑр. Шанса тӑрӑпӑр…

— Каҫарӑр, — ҫемҫелсе калаҫма пуҫларӗ Николай, — ку вӗт вӑл пирӗн Сергей, мӗнлерех йӗкӗт! Эпир кунта дежурство тума шутларӑмӑр. Юн кирлӗ-и унта, ӳт-и… кӗскен каласан, эпир пурте сирӗн ирӗкре, — вӗҫлерӗ вӑл лӑпкӑн.

— Тавтапуҫ! Халлӗхе ку кирлӗ мар-ха. Анчах тем те пулма пултарӗ…

Бадьян кайрӗ. Больницӑн шурӑ халатне тӑхӑннӑ Таня килсе кӗчӗ.

— Коля, Сережӑн сылтӑм аллине те касма хатӗрленеҫҫӗ…

— Лӑплан, Танечка, — хулпуҫҫинчен лӑпкарӗ ӑна Гончаров. — Ҫирӗпленмелле, ӑнланатӑн-и, ҫирӗпленмелле…

— Сирӗн ҫине пӑхатӑп та, эсир пурте чӗрӗ, сывӑ, вӑл вара… — йӗрсе ячӗ Таня. — Мӗнле сыхлайман эсир ӑна?

— Ку тӗлӗшпе вӑл хӑй сыхласа хӑварнӑ пире. Эпир пурте пекех лереччӗ вӗт… лавӑра… вӑл вара Матросов пек… кӑкӑрпа… — пӳлӗне-пӳлӗне, хуллен каларӗ Мамедов.

Сергейӑн сывлӑхӗ сехетрен сехете чакса, начарланса пычӗ. Иккӗмӗш аллине касассине текех тӑсма юраман, мӗншӗн тесен хӑрушлӑх вӑйлӑран вӑйлӑ ӳснӗ.

Ампутаци пуҫланас умӗн темиҫе минут маларах вал куҫне уҫрӗ, хӑй тавра хӗвӗшекен врачсем ҫине пӑхса илчӗ те:
— Сылтӑммине те апла… — терӗ кӳренчӗклӗн.

— Сережа, сӑмах кунта сан пурнӑҫу пирки пырать.

— Таньӑна чӗнӗр-ха.

Шурӑ маска тӑхӑннӑ Таня кӗчӗ.

— Каҫар, Таня, тивӗҫсӗр пулнӑ пулсан… Ӗнерхишӗн… Тутарас килмест ман… Пурӑнма та ӗлкӗреймерӗмӗр эпир… чӑн-чӑннипе…

Чӑн-чӑннипе… Мӗн пулнӑ вӗсен пурнӑҫӗнче чӑн-чӑнни? Туй кунӗ Сережа парнеленӗ ҫӗрӗ-и? Ҫук, вӑл чӑнни марччӗ. Ӑна Сережа юлташӗсем виҫӗ пуслӑх укҫаран тунӑччӗ. Таня лайӑх ӑнланнӑ: ӑҫтан пултӑр-ха студентӑн пысӑк пуянлӑх? Ҫавӑнпа кӳренмерӗ. Вӑл, ак, халӗ те ун аллинчех, леш, Сергей пӗрремӗш ӗҫукҫипе илсе панӑ ылтӑннипе юнашар. Вунӑ чӑн-чӑнни те кирлӗ мар ӑна ҫак тӗксӗмрех пӑхӑршӑн…

Тек, чӑн-чӑнни туй пулчӗ пулӗ? Хаваслану хӗрсе пынӑ чух сасартӑк пӳртре тӑвӑр пулнӑ пек туйӑнчӗ, вӗсен ҫавӑнтах хӑйсен телейне пӗтӗм тӗнчене пайлас килсе кайрӗ.

— Атя таратпӑр! — вӑрттӑн систерчӗ Сергей. Вӗсем чӑннипех те туйран тарчӗҫ. Каҫхи хулан пушаннӑ урамӗсем тӑрӑх утрӗҫ, ура айӗнче юр чакӑртатрӗ, туйӑмӗсем ниҫта шӑнӑҫайманипе: «Ҫынсем! Пӑхӑр-ха, мӗнешкел телейлӗ эпир!» тесе кӑшкӑрас килчӗ.

Таньӑн аллисем шӑнчӗҫ, Сергей вара вӗсене хӑйӗн пысӑк та вӑйлӑ ывӑҫинче ӑшӑтрӗ. Унтан вӑл ӑна куҫӗнчен, питҫӑмартинчен, тутинчен чуптурӗ. «Чунӑмҫӑм манӑн, эпӗ сана пӗтӗм пурнӑҫ тӑршшӗпех алӑ ҫинче ҫӗклесе тухӑп», — пӑшӑлтатрӗ шӑппӑн.

Таньӑн сывлӑшӗ пӳлӗнсе ларчӗ, вӑл, кӑшкӑрса макӑрса ярасран тутисене ҫыртнӑскер, килӗшсе пуҫне сулчӗ, хӑй нимех те калама пултараймарӗ.

Тепӗр икӗ сехетрен Сергей Петров палатӑра пач алӑсӑр выртрӗ…

Ирхине, операци хыҫҫӑн, ашшӗ килсе ҫитрӗ. Вӑл салтак, вилӗме хӑй куҫӗпе пӗрре мар курнӑскер, тӑнсӑр выртакан ывӑлӗн пуҫӗ вӗҫне касса пӑрахнӑ пекех тӗшӗрӗлсе ларчӗ.

Сергей икӗ талӑк пурнӑҫпа вилӗм хушшинче пулчӗ. Икӗ талӑк каймарӗ ун патӗнчен Таня. Пукан ҫине ларнӑскер, вӑл хытса чулланнӑ пекехчӗ. Кайса канма сӗннине хиреҫ те пуҫӗпе кӑна сулкаларӗ, пӗр ҫӗре пӑхса, ҫӗнӗрен ним хускалмасла хытрӗ.

— Ун ҫине пӑхма вӑй-хӑват та ҫитмест, ҫаплах ларать, мӗскӗн, — юнашар палатӑра калаҫрӗ санитарка Даша кинемей. — Ӑна курсан, хамӑн чӗре шар ҫурӑлать. Питӗ юратнӑ пулмалла ҫав пӗрне-пӗри.

— Мӗн эс вӗсен юратӑвне ҫӗр айне вӑхӑтсӑр чикетӗн, тӑхлачӑ! Юратнӑ, юратнӑ… Итлеме намӑс! — ҫилленсе кайрӗ ҫамкине ҫыхнӑ чирли. — Астӑватӑп хӗрӗх виҫҫӗмӗш ҫулхинчеччӗ… Эй, тепӗр тесен, мӗн калаҫма ӗнтӗ! Ларасчӗ сан, ват супьях, патшалӑх паракан пенсийӳпе те, лапӑртатса ҫӳрес те марччӗ! Хурлӑх саратӑн, пӗлетӗн-и, хурлӑх. Пӗр-пӗр ӑссӑртарах тӑм писмен илтет те ак, хӑйне хӑй те хисеплеми пулать, вара… — Вӑл, витӗнкӗҫӗпе чӗркеннӗ май, шӑпланчӗ. Майлашса выртнӑ хыҫҫӑн сасартӑк ҫемҫелнӗ сасӑпа ӑшшӑн калаҫа пуҫларӗ:  — Ӗнер эпӗ ӑна коридорта курсаттӑм та, чӑннипех те хӗрача ӗнтӗ, ҫап-ҫамрӑк хӗрача. Пӑхӑсӑн, мӗнлескер вара хӑй!.. Тав турӑм эпӗ ӑна. Вӑл ман ҫине тӗлӗнсе пӑхать: мӗншӗн, мӗн ятпа, тет, ара. Эпӗ ӑна: ҫакӑншӑн! — тетӗп. — Ҫамкине ҫыхнӑ арҫын кӑкӑрне чӗри тӗлӗнчен шаккаса илчӗ. — Ҫынсем ҫине пӑхма кӑмӑллӑ пулса кайрӗ, кашкӑрсем мар вӗсем ҫапах та пӗр-пӗриншӗн!

Те калаҫу пырса тиврӗ Даша кинемей чӗрине, те урӑх сӑлтав, кӗҫех вӗсем сестрапа иккӗш Таньӑна вӑйпа тенӗ пекех вырӑн ҫине илсе кайса вырттарчӗҫ.

Ҫывӑрасса вӑл нумай ҫывӑрмарӗ. Тӗлӗкӗнче хӑй пӗр вӗҫӗмсӗр таҫталла чупрӗ. Урисем вара йӑтма ҫук йывӑрччӗ, итлемеҫҫӗ. Ҫавӑнтах шӑтӑксене ана-ана кайрӗ. Кӑшкӑрасшӑн пулчӗ, кӑшкӑраймарӗ: ҫанӑрта — ваттӑ. Тӑкӑскӑ та ҫавӑрса ҫаврӑнман ваттӑ. Вӑл ҫӑвара кӗрсех тӑчӗ, ҫаплах сасӑ кӑларма памарӗ.

Ыйхӑран Таня чӑм шыва ӳксе вӑранса кайрӗ, ҫывӑричченхинчен те вӑйлӑрах ывӑннӑскер, сиксе тӑрса ларчӗ. Аллисем ҫине тӗлӗнсе пӑхрӗ, тимлӗн пӑхрӗ, мӗншӗнне хӑй те пӗлеймерӗ.

«Мӗн туса хутӑн эсӗ хӑвна ху, Сережа? — шухӑшларӗ вӑл. — Нивушлӗ мана пӗччен хӑваратӑн? Пӗр-пӗччен?.. Ҫук, ҫук! Сан ун пек право ҫук! Эпӗ сана, кирек мӗн кала та, вилме памастӑп! Врачсене мӗн итлемелле, вӗсем арпашӑнса кайнӑ. Ҫитменнине, район больницинче майсем те ҫавнашкал кӑна. Донецка каятӑп, профессорсем патне…»

— Ой, кун ҫинчен эпӗ ма маларах шутласа илеймен-ха?!

Шухӑшӗпе вӑл область хулинелле вӗҫтерет ӗнтӗ, кӑвак ҫӳҫлӗ докторсем патне. Ун шучӗпе вӗсен Сергей ҫине пӗрре ҫех пӑхса илмелле — вӑл вара тӑрать те ҫӳрекен пулать.

Бадьян хӑй патне кабинета вӑркӑнса кӗнӗ Таня ҫине тӗксӗммӗн пӑхса илчӗ, вырӑнӗнчен ҫӗкленчӗ.

— Юн каяссине халлӗхе чартӑмӑр-ха эпир, — терӗ вӑл, — анчах, инкек ҫине синкек тенешкел, юн тымарӗсене ток хытӑ сиенленӗ, вӗсем чӗрӗ ӳтрех хӑйсемпе хӑйсем арканаҫҫӗ, ҫакна эпир ниепле те чарса лартма пултараймастпӑр. Ытти органсем йӗркеллипе йӗркеллӗ марри пирки те халлӗхе шантарса калаймастпӑр. Паллах, область клиникинче майсем пысӑкрах, анчах… — Вӑл тата тем каласшӑнччӗ, каламарӗ, аллине сулам пекки турӗ те ларчӗ.

Таня чӗнмерӗ. Кӑкӑрӗнче чӗмсӗр ҫилӗ вӗресе хӑпарнине ҫеҫ туйрӗ. Кама, мӗншӗн ҫилленнӗ — пӗлме хӗн. Те каварлӑ тока, те медицина хевтесӗррине. Чи хаклӑ ҫынни пурнӑҫран кайма пултарасса вара шанмарӗ те, шанасшӑн та пулмарӗ.

— Малтан пурсӑр та: вӑл пӗр кун та пурӑнмасть, тесеттӗр! — кӗтмен ҫӗртенех татса каласа хучӗ Таня. — Эх, эсир! Халиччен пулманни сиксе тухнипе хӑраса ӳкнӗ! — Донецка халех, пӗр вӑрахламасӑр кайма кирлине ӗненнӗҫем ӗненсе, хытӑран хытӑ кӑшкӑрашрӗ вӑл.

Больница умӗнчи сак ҫинче Таня Сережа ашшӗне курчӗ. Вӑл пуҫне ҫӗр патне ҫитиех пӗксе хунӑ та аллисемпе тытса ларать.

— Атте! — чӗнчӗ Таня.

Антон Андреевич пуҫне ҫӗклерӗ, хыпаланса калаҫа пуҫларӗ:

— Таня, хӗрӗм, хуйхӑмӑр мӗнешкел те, хуйхӑмӑр мӗнешкел… Сережа, ывӑлӑмҫӑм… ак ҫакнашкал пепке чух… пӗчӗк аллусене тӑсаттӑн ман енне… «Атте, вӑрҫа ан кай, унта вӗлереҫҫӗ» — теттӗнччӗ. Хӑв вара… Вӑрҫи те ҫук-ҫке халь…

Таня старик ҫине пӑхрӗ те хӑраса кайрӗ. Ун енне ватӑлса путса ларнӑ, ывӑннӑ, ҫав вӑхӑтрах тата Сережӑнни пекех ҫывӑх та хаклӑ куҫсем тинкернӗ. Таньӑн ҫак ҫынна сасартӑк мӗнле те пулин ӑшӑ сӑмахсем калас, хавхалантарас килчӗ. Ашшӗне вӑл васкаса, хӑвӑрттӑн ыталарӗ те ҫавӑнтах таҫталла чупса кайрӗ.

…Донецк ҫулӗ ҫинче, автобусра пынӑ чух, Таня халиччен калама хӑнӑхман «атте» сӑмаха ҫӑп-ҫӑмӑллӑнах ҫине-ҫине пӑшӑлтатрӗ, хӑй те вара ҫакӑнтан тӗлӗнмеллипех тапӑнчӗ. Вӑл ҫак сӑмаха итлекенӗн хӑлхи йӳҫӗхсе йӗрӗнесрен, ҫавна пула сӑмахӗ те пыра тӑвӑлса ларасран хӑракаччӗ. Ӑҫта кайса кӗчӗ халӗ ҫакӑ? «Атте…» Манӑн мӗнле пулнӑ-ши вӑл?

Ырӑ та хаваслӑччӗ, теҫҫӗ… Фронта кайнӑ та, паян кунччен те…»

Донецк урамӗсем тӗрлӗ саслӑ шавпа тулса ларнӑ; ҫынсем калаҫни, автомобильсен кустӑрмисем асфальт тӑрӑх ҫатӑртатни, трамвайсен тулли вагонӗсем кӗмсӗртетни… Апрелӗн вӑштӑр ҫилӗ, хӗллехи вӑрӑм ыйхӑран вӑратать тейӗн, йывӑҫсене пыра-пыра лӑскать, пурнӑҫ илемӗпе киленме васкатать.

Хӑй ҫулӗсенчи сенкер куҫлӑ вашават хӗр Таньӑна Калинин ячӗпе хисепленекен клиникӑна мӗнле каймаллине вӑрахчен ӑнлантарчӗ. Ун шучӗпе унта чи лайӑх врачсем пулма тивӗҫ.

— Сирӗн аннӗр чирлӗ, ҫапла-и? — ыйтрӗ хӗрхенекен сасӑпа, куҫне кулӑшларах хӗссе.

— Ҫук, упӑшка.

Больницӑн тӗксӗм тӗслӗ тӗп корпусӗ пысӑк чӳречисене сиввӗн йӑлтӑртаттарса кӗтсе илни Таньӑна самаях ҫӳҫентерчӗ, ҫакӑнпа пӗрлех вӑл пӑртак шанӑҫ та пачӗ: ахальтен килмен.

Сергей вӑранчӗ. Палатӑна пӑхса ҫаврӑнчӗ, унтан куҫне ашшӗ ҫине тӗллерӗ.

— Эсӗ килнӗ-и, атте? Эпир сирӗн пата пыма шутланӑччӗ…

— Аван килсе ҫитрӗм. Килте пурте сывах, — васкаса хуравларӗ ашшӗ. — Аннӳ… аннӳ те сывӑ. Сана хӗрӳллӗ салам калама хушрӗ. Пирӗн шыв-шур хускалчӗ ӗнтӗ. Кашкӑр ҫырми саралса кайрӗ… Сана кӗтрӗмӗр… Юрӗ, тем мар, сывалатӑн та ак — пыратӑр… — Ашшӗ, хавхалантарма пултаракан сӑмахсем пӑшӑрханса шыранӑ май, шӑпланчӗ. Анчах лешсем ҫаплах пуҫа килмерӗҫ, пит шатри пекех шӑва-шӑва тарчӗҫ. Вӗсен ҫулне кашнинчех чул пек ҫакӑннӑ ыйту пӳлсе хучӗ: мӗнле пурӑнӑн-ши ӗнтӗ малашне, ывӑлӑм?

— Каҫар, хама сыхлаймарӑм… Эсӗ мана ялан:
«Хӑюллӑ пул, ачам», — теттӗн.
Эпӗ хӑраса тӑмарӑм, атте. Пӗлместӗп, тем пулать ӗнтӗ манпа. Чӗрӗлейместӗп, пурӑнасси пӗтнӗ, теҫҫӗ. Ӗненес килмест те, анчах… Сулахаййине касрӗҫ… черетре сылтӑмми… ун хыҫҫӑн вара ура…

Ашшӗ ывӑлӗ ҫине сехӗрленсе пӑхрӗ: аташмасть-ши? Аллисене иккӗшне те каснӑ-ҫке. Ҫавӑнтах ҫурӑм тӑрӑх сивӗ тар чупса кайрӗ: астумасть!

— Ачам, эсӗ пурне те астӑватӑн-и?

Кӑкӑр тӗлӗнче простынь икӗ шӗвӗр вӗҫлӗ мӑкӑлта пулса ҫӗкленчӗ, Сергей куҫӗсене тем пысӑкӑш чарса пӑрахрӗ, типсе кайнӑ тутисене ҫуласа илчӗ те шӑппӑн ыйтрӗ:

— Ӑҫта вӑл?

Бинтпа ҫыхса лартнӑ аллисен хул кӑкӗсенчи юлашкийӗсене ухмах ҫын пек пӑха-пӑха илчӗ, вара сасартӑк ним ӑнланмалла мар сасӑпа хӑрушшӑн ахӑлтатса ячӗ.

Сылтӑм енӗпе ун, шурӑ простынь тӑрӑх, кӗрен тӗс сарӑлнӑҫем сарӑлсах пычӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех