Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

выртатчӗ (тĕпĕ: вырт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ҫӑрттан месерле мӗнле выртатчӗ, халӗ те ҫаплах пӗр хускалмасӑр выртать, тепӗр куҫне ҫеҫ хупнӑ, аллисене хырӑмӗ ҫине хӗреслетсе хунӑ.

Щукарь как лежал на спине, так и лежит спокойненько, только и второй глаз закрыл, и руки на животе сложил.

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Будкӑра никам та ҫукчӗ, арҫын сассисем тулта та илтӗнместчӗҫ, сухаҫсем пурте йӑранраччӗ ӗнтӗ, сарлака путмар ҫинче Давыдов пӗчченех йӑвӑланса выртатчӗ.

В будке никого не было, снаружи не доносились мужские голоса, все пахари находились уже в борозде, один Давыдов отлеживался на просторных нарах.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Давыдов, каҫхи апат ҫинӗччӗ те, хӑйӗн пӗчӗк пӳлӗмӗнче «Правда» вуласа выртатчӗ.

Давыдов, поужинав, лежал в своей комнатушке, читал «Правду».

39-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Атту ӗлӗк ҫаплаччӗ-ҫке-ха: хресчен ҫынни вӑрлӑхне хире тухса сапатчӗ те, вӑл епле шӑтса тухасса кӗтсе выртатчӗ.

А то раньше, бывало, — кинет человек семена и ждет, какая выйдет.

38-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Кӑшт вӑхӑт иртнӗ ҫӗре пуҫӗпе Соломон кӑкӑрӗ ҫинче выртатчӗ ӗнтӗ Суламифь.

Спустя небольшое время Суламифь лежит головою на груди Соломона.

VI сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Таҫта пӗр кӗтӗр-катӗрскер… австрийски евӗрличчӗ пулас, йӑваланса выртатчӗ пек те…

Кажись, где-то валялась, какой-то ошкамёлок… австрийского, никак, образца…

3-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Мӗн те пулин сиксе тухмасан юрӗччӗ, хама Афанасий пусса пӑрахминччӗ, вӑрӑ таврашсем кӗрсе кайминччӗҫ, тесе шикленсе выртатчӗ, кайран чунне сиктерекен тӗлӗксемпе ҫӗрӗпе аппаланатчӗ, ирхине хӑйпе иксӗмӗр гимназие кайнӑ чухне вара салхуллӑ кӑвак сӑнлӑ пулать вал, хӑй кайма тухнӑ йышлӑ ҫынлӑ гимнази сехрине хӑпартни, ӑна вӑл пӗтӗм чунӗ-чӗринчен юратманни тата пӗччен пурӑнма ӑна йывӑрри курӑнать.

Он боялся, как бы чего не вышло, как бы его не зарезал Афанасий, как бы не забрались воры, и потом всю ночь видел тревожные сны, а утром, когда мы вместе шли в гимназию, был скучен, бледен, и было видно, что многолюдная гимназия, в которую он шел, была страшна, противна всему существу его и что идти рядом со мной ему, человеку по натуре одинокому, было тяжко.

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Ҫывӑрма пуҫ тӳпинченех витӗнсе выртатчӗ вӑл, шӑрӑх, пӑчӑ, хупӑ, алӑкран ҫил шаккать, кӑмакара тем кӗрлет, кухньӑран хашлатнӑ сасӑсем, усала систерекен хашлатусем илтӗнкелесе каяҫҫӗ.

Ложась спать, он укрывался с головой; было жарко, душно, в закрытые двери стучался ветер, в печке гудело; слышались вздохи из кухни, вздохи зловещие…

Хупӑлчари этем // Иван Мучи. Антон Чехов. Калавсем. Чӑвашгосиздат, 1940. — 100–125 стр.

Пӳрт ҫийӗсем ҫинче юр выртатчӗ, ҫӗр ҫинче хуралнӑ тислӗк пӑнчисем курӑна пуҫланӑччӗ.

На крышах еще лежал снег, а на земле уже появились темные пятна грязи.

Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.

Пушӑ вӑхӑтра урайне выртатчӗ те маччана куҫ илми пӑхатчӗ.

В свободное время ложился на пол и упорно смотрел в своды потолка.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Коновалов чуста тултарнӑ лар ҫинче тӗлӗрсе тӑсӑлса выртатчӗ, анчах эпӗ ун хӑлхи патӗнчех страницӑсене уҫса хупнӑ сасса илтсен, куҫне уҫрӗ.

Коновалов дремал, растянувшись на ларе с тестом, но шелест перевертываемых мною над его ухом страниц заставил его открыть глаза.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Радда, Лойкӑран инҫе те мар, ҫӳлелле, пӗлӗт ҫинелле пӑхса выртатчӗ; хайхи Лойко ун еннелле кӑшт пӑхса илчӗ те сӗртерчӗ Сӗркӗчӗпе.

Тот повел оком на Радду, что неподалеку от него лежала кверху лицом, глядя в небо, и ударил по струнам.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Юханшыв ҫуталса выртатчӗ, уй урлӑ кукӑр утмаҫул чупса иртетчӗ, сӑмсана тырӑ шӑрши кӗретчӗ.

И речка плещет, и белая тропка через поле бежит, и хлебом пахнет.

39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Мӗншӗн-ха вӑл, Захарпа Анисьйӑна шанмасӑр, Обломов вырӑнӗ умӗнче, ун ҫинчен ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе куҫ илмесӗр, ирхи кӗлӗччен ларатчӗ, унтан вара селоп пӗркенетчӗ те, хут татӑкӗ ҫине пысӑк саспаллисемпе «Илья» тесе ҫырса, чиркӗве чупатчӗ, хутне сывлӑхшӑн кӗлтума алтаре паратчӗ, унтан кӗтесе чакса чӗркуҫленетчӗ те нумайччен пуҫ ҫапса выртатчӗ, унтан васкаса пасара каятчӗ те киле шикленсе таврӑнатчӗ, алӑк ҫине пӑхкаласа, Анисьйӑран пӑшӑлтатса ыйтатчӗ: — Мӗнле?

Отчего по ночам, не надеясь на Захара и Анисью, она просиживала у его постели, не спуская с него глаз, до ранней обедни, а потом, накинув салоп и написав крупными буквами на бумажке: «Илья», бежала в церковь, подавала бумажку в алтарь, помянуть за здравие, потом отходила в угол, бросалась на колени и долго лежала, припав головой к полу, потом поспешно шла на рынок и с боязнью возвращалась домой, взглядывала в дверь и шепотом спрашивала у Анисьи: — Что?

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Анчах мӗншӗн ӗлӗк чух унӑн сакӑр сехетрех куҫӗсем хупӑнатчӗҫ, тӑххӑрта вара вӑл ачисене вырттаратчӗ те кухньӑри вутта сӳнтернине, мӑрьесене хупнине, йӑлтах пуҫтарнине тӗрӗслесе, ҫывӑрма выртатчӗ — ӑна вара, темле тупӑпа персен те, ултӑ сехетчен вӑратма ҫукчӗ?

А почему прежде, бывало, с восьми часов вечера у ней слипаются глаза, а в девять, уложив детей и осмотрев, потушены ли огни на кухне, закрыты ли трубы, прибрано ли все, она ложится — и уже никакая пушка не разбудит ее до шести часов?

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Кӑнтӑрлахи апат хыҫҫӑн Обломов, ыйхӑ пусса килнипе, диван ҫинче пуҫне сулса выртатчӗ, кил хуҫи арӑмӗн пӳлӗм алӑкӗ уҫӑлчӗ те Агафья Матвеевна икӗ купа чӑлха ҫӗклесе кӗчӗ.

После обеда, лишь только было он, лежа на диване, начал кивать головой, одолеваемый дремотой, дверь из хозяйской половины отворилась, и оттуда появилась Агафья Матвеевна с двумя пирамидами чулок в обеих руках.

VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Чӑкӑт татӑкӗ иртнӗ эрнеренпех выртатчӗ — йытта пама намӑсчӗ — эсӗ ҫиес пулсан — ан та шутла ҫиме!

Кусочек сыру еще от той недели остался — собаке стыдно бросить — так нет, человек и не думай съесть!

X сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ун умӗнче тем чухлӗ чӑх тӗкӗ купаланса выртатчӗ.

Перед ней лежала огромная куча куриных перьев.

III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.

— Мӗнле ӑҫтан, — мӑкӑртатнӑ старик, ӑсран кайнӑ пек пулса, — ну, ӳсӗр-тӗк ӳсӗр, паллӑ ӗнтӗ вӑль Ҫум-курӑк ӑшӗнче выртатчӗ, урӑх нимӗн те ҫук.

— Как это — откуда? — забормотал дедушка, прикидываясь совсем выжившим из ума стариком, — ну, пьяный и пьяный, известное дело, валялся в бурьяне, и годи!

XXV «Мана вӑрларӗҫ» // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Вӑл ӳпне выртатчӗ, унӑн юлашкинчен ҫырнӑ ҫырӑвӗсем сумкӑрахчӗ, сумки какӑрӗ айне пулнӑччӗ.

Он лежал ничком, и сумка, в которой мы нашли его прощальные письма, лежала у него под грудью.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех