Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑй вӑхӑтӗнче — урӑхла каласан, укҫа пӗтнӗ вӑхӑтра — Лопухов та хытӑ вылянӑ пулнӑ.Сильно игрывал в свое — то есть в безденежное — время и Лопухов.
IV // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
— Ну, очколла вылянӑ чухне мӗнле ытлашши килсе тухать тата?
35-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Лаши, тахҫан, чӗчӗ тихи чухне, вылянӑ та, сиккеленӗ те пуль ӗнтӗ, анчах халь, тӗрӗссипе каласан, пачах та выляма шухӑшламасть, Вӑл, сӑлхуллӑн пуҫне пӗксе, кайри урисене юнашар тытса, тӑпах чарӑнса тӑрать.
31-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Пирӗн пӗр йытӑ ҫури пурччӗ, пӗчӗкҫеҫскерччӗ хӑй, пӗррехинче эпӗ, ҫавӑнпа вылянӑ чухне, ӑна таҫтан ыраттартӑм пулас.У нас был щеночек маленький, я с ним как-то играл, как видно, больно ему сделал.
27-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Тепӗр икӗ упи, шахмӑтла вылянӑ пек, пӗрне-пӗри хирӗҫ лараҫҫӗ.Два других медведя сидят один против другого, как будто играя в шахматы.
Кичемлӗх патшалӑхӗ // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 671–683 стр.
Ешӗл-симӗс хумсем пирӗн пӗчӗк кимме, ачасем пӳскепе вылянӑ пек, унталла та кунталла ывӑтать, вӗсем кимӗ хӗрринчен пирӗн ҫинех каҫаҫҫӗ, пуҫ тӳпинчен ҫӳлелле сикеҫҫӗ, шавлаҫҫӗ, лӑскаҫҫӗ, эпир таҫта амака анса каятпӑр е таҫта шурӑ кӑпӑк тӑррине ҫӗкленетпӗр, ҫыран хамӑртан аякка-аякка тӑрса юлать, вӑл та, пирӗн кимӗ пекех, ташлать пек.
Итали ҫинчен хунӑ юмахсем // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 166–190 стр.
Темле шуйттана хирӗҫ вӑйӑ вылянӑ пекчӗ пире, пирӗн выляса ямалли япаламӑр Таня пек туйӑнатчӗ.Нам казалось, что мы играем в какую-то игру с чёртом и ставка с нашей стороны — Таня.
Ҫирӗм улттӑпа пӗрре // Петӗр Хусанкай. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 119–131 стр.
Ҫынсем кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе выльӑх усранӑ тата, паттӑр та хӑюллӑскерсем, тискер кайӑксем тытма сунара ҫӳренӗ; сунартан таврӑнсан ӗҫкӗ-ҫикӗ туса ирттернӗ, юррисене юрланӑ, хӗрсемпе вылянӑ.
I сыпӑк // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 50–69 стр.
Арҫын ачасемпе разведкӑлла, е ту паттӑрла вылянӑ чухне вутӑ пуленккисем хушшине пытанма мӗн тери лайӑхчӗ!
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫав кухньӑра вӑл юрпа вылянӑ чух шӑнса кӳтнӗ аллисене пӗрре кӑна ӑшӑтман, кӗл ҫинче ҫӗрулми те пӗҫере-пӗҫере ҫинӗ.
15-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вара вӑл Санькӑн шухӑшӗсене аяккалла пӑрса ярас шутпа ӗнер пӳскелле вылянӑ чухне Алеша Семушкин ушкӑнне кӑшт кӑна ҫӗнтерейменни ҫинчен кала-кала парать.
13-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Вӑрҫӑлла вылянӑ чух вара яланхи пекех «йывӑр туртакан лаша» ролӗнче пулать, шалтӑртатакан урапапа минометӑн тутӑхнӑ трубине турттарса ҫӳрет.
9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Старик пичӗ ҫинче хӗвел шевли вылянӑ пек пулчӗ.
7-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫавӑн чухнехи пӗлӗтех кӑвак тӳпере ишнӗ пек, ҫавӑн чухнехи ҫилех чӳречерен вӗрсе ун ҫӳҫӗпе вылянӑ пек, Обломовкӑри индус автанӗ чӳрече айӗнче авӑтса ҫӳренӗ пек туйӑнать ӑна.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл ҫывӑрса ан кайтӑр тесе, кил хуҫи арӑмӗ ӑна диван ҫинчех кофе ярса панӑ, унтах ковер ҫинче ачасем вылянӑ, вара Илья Ильичӑн ирӗксӗрех вӗсемпе хутшӑнмалла пулнӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫав хушӑрах ун макӑрас килмест, вӑл нервсем вылянӑ, ҫамрӑк вӑй вӑранса палӑрнӑ чухнехи пек ӑнсӑртран хумханса чӗтремест.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Пурнӑҫпа пуканелле вылянӑ пек выляма юрамасть!» илтӗнчӗ ӑна темле ют сасӑ.Нельзя играть в жизнь, как в куклы! — слышался ей какой-то посторонний голос.
IV сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Кам хистесе калаттарчӗ мана!» — шухӑшларӗ вӑл, анчах хӑй чӑнахах каланӑ-и, е ку музыка вылянӑ самантра кӑмӑл ҫӗкленни ҫеҫ пулнӑ-и, ҫакна вӑл хӑйӗнчен ыйтмарӗ.
VI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Сӗрӗм тивнӗ вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн, уйӑхра пӗрре е икӗ хутчен пулса иртет, мӗншӗн тесен ӑшша ахалех мӑрьерен кӑларса яма юратмаҫҫӗ, кӑмакара «Роберт-шуйттан» оперӑри евӗр ҫулӑм вылянӑ чухнех юшка хупаҫҫӗ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ку пулмасан, картла вылянӑ; ухмахла, харпӑр хӑй козырьле, праҫниксенче хӑнасемпе бастонла е гранпасьянсла вылянӑ, черви корольпе е хӗрес майрапа юмӑҫ пӑхнӑ, туй пуласса е кам та пулин венчете тӑрасса малтанах каласа хунӑ.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956