Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вылянӑ (тĕпĕ: выля) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Улах — кулах! — чунсем вылянӑ улӑх.

Куҫарса пулӑш

«Кашни каҫах — кайма пуҫтарӑнни...» // Марина Карягина. Хум пӑшӑлтатӑвӗ. Шупашкар, 1995. — 111 с.

Февралӗн 23-мӗшӗнче Хирти Сӗнтӗрте пурӑнакан хӗрсемпе хӗрарӑмсем коньки ҫине тӑрса хоккейла вылянӑ.

Куҫарса пулӑш

Уяв кунӗнче ӑмӑртусенче тупӑшнӑ, сывлӑха ҫирӗплетнӗ // Каҫал Ен. Каҫал Ен, 2019.02.26

Кадрсен шӑпине шахмат хӑми ҫинчи фигурӑсемпе вылянӑ пек татса параҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Вылянӑ хыҫҫӑн урай варрине вӗсене сапаласа хӑвармасть, арӑш-пирӗш тыткаласа ҫӗмӗрмест.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Шупашкарти 151-мӗш садике ҫӳрекен улттӑри Андрей теттисемпе вылянӑ вӑхӑтра яланах юрлать.

Куҫарса пулӑш

Ял пурнӑҫне кӑмӑллакан Типшӗм Андрей // Луиза Васильева. «Тантӑш», 2017.02.02, 4(4521)№

Ҫын сӑмахпа та шашкӑлла вылянӑ пекех выляса пурӑнма пултарать.

Человек и словом может как в шашки играть.

«Кӗркунне ҫынна хӑйпе хӑй пулма май парать» // Роза Власова. «Хыпар», 2016.09.28, 153№

Иван «ЧФ РАНХиГС» ушкӑнпа пӗрле 2013 ҫулта Раҫҫей патшалӑх службин тата халӑх хуҫалӑхӗн академийӗн Пӗтӗм Раҫҫейри II Кубокӗнче — унта академин пӗтӗм филиалӗ хутшӑнать — ӑста вылянӑ, Дон ҫинчи Ростов хулинчен чемпион ячӗпе таврӑннӑ.

Иван вместе с командой "ЧФ РАНХи ГС" в 2013 году участвует во II Всероссийском кубке Российской академии народного хозяйства и государственной службы - в нем участвуют все филиалы академии - мастерски выступил, с города Ростова-на Дону вернулся званием чемпиона.

Шӳт пурнӑҫра пулӑшать // Хыпар. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Чи малтанхи артистсем вылянӑ спектакльсем тата пахарах, тата хаклӑрах пек туйӑнаҫҫӗ.

Спектакли, в которых играли первые актеры, еще ценнее, еще дороже кажутся.

Иртнӗ ӗмӗрте ҫырса илнӗ спектакльсем - пирӗн пуянлӑх // Ирина ПАРГЕЕВА. «Хыпар», 2016.08.02, 120№

Хам пирки ӑста юрӑҫ теместӗп, гитара спектакльте вылянӑ чух кӑштах уҫӑлса илме май панӑшӑн савӑнатӑп.

О себе не могу сказать, что великолепный певец, но радуюсь когда в спектакле дают возможность играть гитаре.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Уйрӑмах умлӑн-хыҫлӑн вылянӑ чухне — чун улшӑнса ӗлкӗреймест.

Особенно, когда играешь одного за другим - душа не успевает меняться.

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Вылянӑ чухне пӗрремӗш ретре ларакан ҫыннӑн куҫӗпе ӑнсӑртран тӗлме-тӗл пулсан хӑвна еплерех туятӑн?

- Как чувствуешь себя, когда встречаешься взглядом глазами зрителя, сидящего на первом ряду?

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Спектакльте вылянӑ чухне эпӗ куракан ӑшне сӑнар урлӑ кӗретӗп, унӑн туйӑмӗпе хуҫаланатӑп: савӑнтаратӑп, кулянтаратӑп, йӗртетӗп, туллаштаратӑп...

Во время игры в спектакле я проникаю во внутрь зрителя через образ, управляю его чувствами: радую, огорчаю, заставляю плакать, будораживаю...

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Вылянӑ чухне хӑвна Константин Иванов пекех туйрӑн-и?

- Во время игры чувствовал себя Константином Ивановым?

Ҫывӑх ҫыннисен шухӑшӗпе — Валера нихӑҫан та йӑнӑшмасть // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.07.28, 29 (6122) №

Халӑх пӗр-пӗр уҫланка е вӑрман хӗррине пуҫтарӑнса вӑйӑ каланӑ, вылянӑ, ялсем, ҫемьесем хушшинче тӗрлӗ ӑмӑртусем ирттернӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Иртнӗ ҫул та вӗсем кунтах ачасен пурнӑҫӗпе «пурӑннӑ»: тӗрлӗ мероприяти ирттернӗ, пӗрле вылянӑ, савӑннӑ, ӑмӑртусене хутшӑннӑ, концертсенче юрри-ташшипе савӑнтарнӑ…

Куҫарса пулӑш

«Эткер» «Хӗлхемӗ» ялкӑшӗ яланах // Любовь КУДРЯВЦЕВА. «Тантӑш», 2016.07.21, 28№

Анне ТР Патшалӑх филармони ҫумӗнчи халӑх инструменчӗсен оркестрӗнче вылянӑ, унтан унӑн концертмейстерӗ пулнӑ.

Мама играла в инструментальном оркестре при Государственном филармонии РТ, там у нее был свой концертмейстер.

«Анне юратӑвне туйса ҫӗнтеретӗп» // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Кунӗпе ӗҫлесе ывӑнсан та яш-кӗрӗм каҫсерен тӗрлӗ вӑйӑ вылянӑ, юрӑсем шӑрантарнӑ.

Куҫарса пулӑш

Ҫава сасси вӑшт! та вӑшт! // АННА ФИЛИППОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07

Унччен ҫамрӑк студент рольне ҫулланнӑ артистсем вылянӑ.

До этого роль молодого студента исполняли артисты в возрасте.

Праски кинеми пиллесе авлантарнӑ // Альбина ЮРАТУ. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.16, 23 (6116) №

«Нарспи» драмӑри Тӑхтаман сӑнарне ӑста калӑпланӑ хӑйпултаруллӑ артист Николай Петров та, Л.Агаковӑн «Ылтӑн вӑчӑринчи» штурмпанфюрер Генрих Шварцпа «Муҫҫа Хӗветӗрӗ хӗр парать» комединчи Муҫҫа, «Нарспири» Михетер, «Ҫӗрпе хӗр» драмӑри Астахви пуп сӑнарӗсене вылянӑ ялти чи юратнӑ «артист» Самсон Васильевич Иванов та ҫӑва ҫинче ӗмӗрлӗхех канӑҫ тупнӑ.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Унпа тарҫӑлла вылянӑ.

Играл с ней в слугу.

Хӗрне ашшӗшӗн тавӑрнӑ // Анна ВЕЛИГЖАНИНА. «Хыпар», 2016.05.24, 78-79№

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех