Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вунтӑватӑ сăмах пирĕн базăра пур.
вунтӑватӑ (тĕпĕ: вунтӑватӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Маҫак пӗрле пулнӑ вӗсемпе, вӑл пӗлет, — терӗ ашшӗ сӑнлӑ вунтӑватӑ ҫулхи ывӑл ачи, ҫавӑн пекех анкӑш кӑвак куҫлӑскер.

Похожий на отца четырнадцатилетний подросток, с такими же широко поставленными голубыми глазами, ответил: — Дедуня при них был, он знает.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Тӑватҫӗр штыка яхӑн шутланакан вунтӑватӑ пулеметлӑ батальон гарнизон службине тытса пынӑ: хӗрлӗармеецсем арестленӗ ҫынсене хуралланӑ, шыв турттарнӑ, вӑрманта йывӑҫ каснӑ, ҫавӑн пекех, ӗҫ тумалли йӗркепе, чернил валли юман ҫӑпанӗ пуҫтарнӑ.

Батальон, насчитывавший около четырехсот штыков при четырнадцати пулеметах, нес гарнизонную службу: красноармейцы караулили арестованных, возили воду, рубили деревья в лесу, а также собирали, в порядке трудовой повинности, чернильные орешки с дубовых листьев для изготовления чернил.

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Вунтӑватӑ пӗренепех киле таврӑнмалла-и?

Возвращаться домой с четырнадцатью бревнами?

IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Ҫӗр те вунтӑватӑ километр кайсан.

На сто четырнадцатом километре.

II сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Улттӑмӗш класра вӗренекен Катя Жугина ӑна вунтӑватӑ килограмм хӑяр виҫсе пачӗ.

Куҫарса пулӑш

V. Пирӗн колхозри пекех // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 138–154 с.

Тытса пынӑ вунтӑватӑ дезертир хӑйсене суд тӑвасса кӗтрӗ.

Четырнадцать изловленных дезертиров ждали суда.

XXII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Икӗ вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче эпӗ вунтӑватӑ хут аманса контузиленнӗ.

— Я за две войны четырнадцать раз ранен и контужен.

XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Восстани сарӑлса каясран чарма умлӑн-хыҫлӑнах вунтӑватӑ маршевӑй рота, пӳлсе тӑма вуншар отряд яраҫҫӗ; Тури Дон тӑрӑхне Тамбов, Воронеж, Рязань хулисенчи курсантсен отрячӗсем пырса ҫитеҫҫӗ.

Одна за другой были кинуты на локализацию восстания четырнадцать маршевых рот, десятки заградительных отрядов; прибывали отряды курсантов из Тамбова, Воронежа, Рязани.

LVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Хайхи, пыратпӑр ҫапла вунтӑватӑ казак, Шамиль те пирӗнпе хайхи.

Стал быть, едем мы себе, четырнадцать нас казаков, и Шамиль с нами.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Икҫӗр вунпӗр ҫын валли ҫӗр сакӑр винтовка, ҫӗр хӗрӗх хӗҫпе вунтӑватӑ сунар пӑшалӗ Вешенскинчен илсе пынӑ тата хуторта пухнӑ.

На двести одиннадцать человек привезли из Вешенской и собрали по хутору сто восемь винтовок, сто сорок шашек и четырнадцать охотничьих ружей.

XXX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Вунтӑватӑ объект асӑнчӗ вӑл, икӗ лаша вити, тӑватӑ сурӑх карти, виҫӗ ӗне вити, кӗлет…

Он назвал четырнадцать объектов, в том числе две конюшни, четыре кошары, три коровника, амбар…

XI сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Апла, тӳс-ха эсӗ, ҫара ҫӗртен вунтӑватӑ хутчен чӗн пиҫиххи!

Ага, четырнадцать пряжек по голой!

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫакӑн пек йӗрке йышӑннӑ: 1913-мӗш ҫулта ҫара илнӗ казак айӑпа кӗрет пулсан, ӑна вунвиҫӗ хутчен чӗн пиҫиххипе ҫаптараҫҫӗ, 1914-мӗш ҫулхине — вунтӑватӑ хутчен.

Было установлено так: провинившемуся казаку призыва 1913 года — тринадцать пряжек, 1914 года — четырнадцать.

7 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Вунтӑватӑ мӑшӑр вӑкӑр, ут кӗтӗвӗ.

Четырнадцать пар быков, косяк лошадей.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Ҫапӑҫу вунтӑватӑ сехет хушши пычӗ.

Четырнадцать часов шел бой.

IX // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Вунтӑватӑ сехет ҫитме — шутлӑ минутсем юлчӗҫ, хӗвел ӗнтӗ Барсушня тавра, ун ҫинче ҫапӑҫу шавӗ пуҫланасса кӗтнӗ пекех, айккинчен ҫаврӑнса иртет.

До 14.00 оставались считанные минуты, солнце уже обходило Барсушню стороной, точно зная, что над ней скоро вновь загрохочет бой.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Шӑпах вунтӑватӑ сехетре тепӗр хут атакӑна кӗме палӑртса хунӑ пулнӑ.

На 14.00 была назначена новая атака.

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Унтан хӗвелтухӑҫнелле, кӑнтӑралла тата хӗвеланӑҫнелле Мускав ҫывӑхӗнчи вӗҫӗ-хӗррисӗр тӗлӗнмелле тавралӑх сарӑлса выртни курӑнать: вуншар-вуншар саласемпе ялсем, вунтӑватӑ чиркӳн тӑррисем, Тростенскин сарлака кӳлли, горизонт патне ҫитиех тӑсӑлакан вӑрманлӑ шыв-шурсем…

На восток, юг и запад с нее открываются необозримые, чудесные просторы подмосковной земли; десятки сел и деревень, купола четырнадцати церквей, огромное Тростенское озеро, лесное половодье до горизонта…

VII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

— Эпӗ демобилизациленни вунтӑватӑ ҫул иртрӗ ӗнтӗ.

— Четырнадцать лет прошло, как демобилизовался.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

— Итле-ха, анне, — терӗ Володя, амӑшӗ умне чарӑнса, хулпуҫҫипе питҫӑмартине хытӑ сӑтӑрса, — часах эпӗ вунтӑватӑ ҫул тултаратӑп, пурнӑҫ манӑн усасӑр иртет.

— Знаешь, мама, — проговорил Володя, останавливаясь перед матерью и ожесточенно оттирая щеку плечом, — вот уже четырнадцать лет мне скоро, а как-то жизнь у меня проходит без толку.

Пӗрремӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех