Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

вилетӗп (тĕпĕ: вил) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вилетӗп

Помираю!»

Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.

Эпӗ пӑрахутӑн надстройкине кӗрсе кайсан, вӑл сулӑ патне йӑпшӑнса пынӑ-мӗн, анчах сулли пулман, чунӗ тухас пек хӑраса ӳкнӗ вӑл: «Тинех пӗтрӗм ӗнтӗ, — тенӗ, — ӗҫ кирек епле вӗҫленсен те маншӑн пурпӗрех; енчен кам та пулин килсе ҫӑлмасан, эпӗ путса вилетӗп; енчен ҫӑлакан тупӑнсан, пурпӗр пысӑк укҫа илессишӗн мана килсе тытса каяҫҫӗ, унта вара Уотсон мисс Кӑнтӑра сутса ярать».

В ту минуту, когда я залез в рубку, а он прокрался обратно к плоту и увидел, что плота больше нет, он чуть не умер со страха: так и решил, что ему теперь крышка, чем бы дело ни кончилось, потому что если его не спасут, так он утонет; а если кто-нибудь его спасет, так отвезет домой, чтоб получить за него награду, а там мисс Уотсон, наверно, продаст его на Юг.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

Енчен халь хыҫса илмесен, вилетӗп тесех шутлатӑп.

Думаю, если не почешусь, просто хоть помирай.

Иккӗмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.

— Йӑлтах пӑчланчӗ, — терӗ Инсаров: — эпӗ вилетӗп

— Всё кончено, — повторил Инсаров, — я умираю…

XXXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Елена! — терӗ вӑл: — эпӗ вилетӗп.

— Елена! — произнес он, — я умираю.

XXXIV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

— Вӑл вилсен, — терӗ Елена паҫӑрхи пекех, — эпӗ те вилетӗп.

— Если он умрет, — проговорила она всё тем же голосом, — и я умру.

XXV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.

Эпӗ ӑсран та тайӑлнӑ, тӳрленме пултарайман ухмах, вилессе те ҫавӑн пекех вилетӗп пулмалла, — тесе хучӗ.

Я сумасшедший, неисправимый безумец и, видно, уж таким умру…

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.

Акӑ эпӗ Зинаидӑна тӑшмансен аллинчен ҫӑлатӑп; акӑ эпӗ, йӑлт юнӑмпа вараланса пӗтнӗскер, ӑна тӗттӗм тӗрмерен хӑтарса кӑларатӑп та ун ури умӗнче вилетӗп.

Я начал представлять себе, как я буду спасать ее из рук неприятелей, как я, весь облитый кровью, исторгну ее из темницы, как умру у ее ног.

XIV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.

Апла пулсан ман ҫине хӗрес хур, пупсӑр вилетӗп — аван мар.

В таком случае перекрести меня, а то без обряду помираю — нехорошо.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Вилетӗп, кӳршӗ…

— Помираю, соседка…

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

— Анчах суятӑн, атте, ниҫта та каймастӑп эпӗ — енчен эсӗ вилсен, эпӗ те санпа вилетӗп.

 — Только врешь, тятя, никуда я не пойду — ты будешь погибать, и я с тобой.

Вунтӑххӑрмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

«Вилетӗп пуль», — мӗлтлетет пуҫӑмра шухӑш.

«Сейчас умру», — мелькает в голове.

Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.

Вилетӗп эп кунта.

Помру я тут.

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кӗҫех вилетӗп эпӗ, анне…

Я, маманя, помру вскорости…

XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Ай, кулса вилетӗп!..

Ох, смертынька моя!..

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ часах вилетӗп — акӑ мӗнле тӗрӗслӗх…

А правда такая — я скоро умру…

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ пур, тӑвансенчен пӗрине те курмасӑрах вилетӗп пуль, тенӗччӗ…

А я уж думала, так и помру и никого из родных не увижу.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Кӗҫех вилетӗп эпӗ, чунӑм.

Скоро помру я, милушка…

XLVI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

«Сиктерсе яраймастӑп — перӗнсе вилетӗп!» — тетӗп.

— Не взорву — застрелюсь!» — думаю.

XL // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

— Эпӗ шутламастӑп вилетӗп тесе…

— Я не думаю, что умру…

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех