Шырав
Шырав ĕçĕ:
Саншӑн тӑккаланса аҫун пакарти те тухать ӗнтӗ.
I // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Патша ятне чысласа хисеплемелле-и те шӑматкуна мӑшкӑлламалла е, шӑматкуна тытса, аҫун ӳтне йытӑсене ҫитермешкӗн хӑвармалла?
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Эпӗ аҫун тетрачӗ ӑҫта кайнӑ-ши тесе шутласа ҫӳреттӗм.
3-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
— Пилӗк ҫул ӗлӗкрех эсӗр мана хӑвӑр аҫун кухнинчен хӑваласа кӑлартӑр, эпӗ унта мӗн те пулин ҫимелли ыптма кенӗччӗ.— Пять лет назад вы выгнали меня из кухни вашего папаши, когда я просил чего-нибудь поесть.
9-мӗш сыпӑк. Масар ҫинче пулнӑ трагеди // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
6. Тӑванусем те, аҫун килӗ те — сана вӗсем те сутрӗҫ, вӗсем те сан хыҫҫӑн кӑшкӑрса юлаҫҫӗ.
Иер 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Вара Исаийӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ, ӑна ҫапла каланӑ: 5. кай та Езекияна кала: Ҫӳлхуҫа, Давид аҫун Туррийӗ, ҫапла калать, те: Эпӗ санӑн кӗллӳне илтрӗм, санӑн куҫҫульне куртӑм, акӑ ӗнтӗ санӑн пурӑнас кунусем ҫумне тата вунпилӗк ҫул хушса паратӑп, 6. сана тата ҫакӑ хулана Ассири патши аллинчен хӑтаратӑп, ҫакӑ хулана хӳтӗлетӗп.
Ис 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Анчах та Ҫӳлхуҫа сан тӗле, санӑн халӑхун тӗлне, санӑн аҫун килӗ тӗлне Ефрем Иудӑран уйрӑлса кайнӑранпа та курман-пулман кун ҫитерӗ, сирӗн ҫине Ассири патшине ярӗ.
Ис 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Вара этем хӑйӗн тӑванне ярса тытӗ те: «аҫун килӗнче санӑн тум пур — апла пирӗн ҫулпуҫ пулсамччӗ, ҫак ишӗлчӗксем санӑн аллунта пулччӑр» тейӗ.
Ис 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Рафаил каланӑ: Товия, эпӗ санӑн аҫун куҫӗ уҫӑласса пӗлетӗп; 7. эсӗ унӑн куҫне ватпа сӗр, вара куҫӗ йӑмӑхса ыратнӑ пек пулӗ те, вӑл ӑна шӑлса илӗ, шур илни сирӗлӗ вара, сана курӗ вӑл, тенӗ.
Тов 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Апла эпӗ сана Хирам-Авие, ӑслӑ та пӗлӳллӗ ҫынна, ярса паратӑп, 14. вӑл Дан йӑхӗнчен тухнӑ хӗрарӑм ывӑлӗ, ашшӗ вара — Тир ҫынни; вӑл ылтӑнпа кӗмӗлтен, пӑхӑртан, тимӗртен, чулпа йывӑҫран, хӗрхӗлтӗм тӗслӗ, кӑвак тӗслӗ ҫипрен, виссонран, йӑм хӗрлӗ пиртен япаласем ӑсталама пӗлет, тем тӗрлӗ чӗнтӗрлесе касса кӑларма та ӑста, хӑвӑн ӳнерҫӳсемпе тата Давид хуҫамӑн, санӑн аҫун, ӳнерҫисемпе пӗрле мӗн тума хушнине пурне те тума пултарать.
2 Ҫулс 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Халӗ ӗнтӗ пӗтӗм Израиль куҫӗ умӗнче, Ҫӳлхуҫа пухӑвӗ умӗнче Туррӑмӑр илтмелле калатӑп: Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑрӑн мӗнпур ӳкӗтне уяса пурӑнӑр, вӗсенчен ан пӑрӑнӑр, ҫавӑн чухне тин ҫак ырӑ ҫӗре тытса тӑма, ӑна ӗмӗрлӗхе ачӑрсене еткерлӗхе хӑварма пултарайӑр; 9. эсӗ вара, Соломон ывӑлӑм, хӑвӑн аҫун Туррине ан пӑрах, пӗтӗм чӗрӳпе те чунупа Уншӑн ӗҫле, мӗншӗн тесессӗн Турӑ пур чӗрене те тӗрӗслесех тӑрать, шухӑш хусканӑвне те пӗлет.
1 Ҫулс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Исаия хуларан та тухма ӗлкӗреймен-ха, ӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 5. Езекия патне, Ман халӑхӑмӑн патши патне, каялла таврӑн та кала: Ҫӳлхуҫа, Давид аҫун Турри, ҫапла калать, те: Эпӗ санӑн кӗллӳне илтрӗм, санӑн куҫҫульне куртӑм.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вара Иеровоампа пӗтӗм Израиль пынӑ та Ровоам [патшапа] калаҫса ҫапла каланӑ: 4. санӑн аҫу пирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хунӑччӗ, эсӗ ӗнтӗ ҫӑмӑллатса парсамччӗ пире аҫун хӗрхенӳсӗр ӗҫне, пирӗн ҫине тиенӗ йывӑр ҫӗклеме, вара эпир саншӑн ӗҫлесе тӑрӑпӑр, тенӗ.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ахитофел Авессалома каланӑ: аҫун ҫум-арӑмӗсем патне кӗр, вӑл вӗсене хӑйӗн ҫуртне сыхлама хӑварнӑ; вара израильсем пурте эсӗ хӑвӑн аҫун курайман ҫынни пулнине пӗлӗҫ те, сан майлӑ мӗнпур ҫын алли ҫирӗпленӗ, тенӗ.
2 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Давид ӑна каланӑ: эсӗ манпа пӗрле пыратӑн пулсассӑн, мана кансӗрлетӗн ҫеҫ; 34. эсӗ хулана таврӑнни лайӑхрах пулать, Авессалома ҫапла кала: «патша, [ӗнтӗ тӑванусем иртсе кайрӗҫ, патша аҫу та иртсе кайрӗ, паян вара] эпӗ — санӑн чуру; [чӗрӗ хӑварсам мана,] халиччен эпӗ сан аҫун чури пулнӑ, халӗ вара санӑн чуру» те, ҫапла каласассӑн эсӗ Ахитофел канаш парса тӑнине арпаштарса ярӑн.
2 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ, Иудӑна хирӗҫ тӑрса, Саул аҫун килне, унӑн тӑванӗсене, унӑн тусӗсене ырӑ турӑм, сана та Давид аллине ӳкермерӗм, эсӗ вара халӗ ман ҫумра хӗрарӑм тӗлӗшӗнчен ҫылӑх шыратӑн.
2 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Патша каланӑ: санӑн вилмелле пулать, Ахимелех, санӑн та, аҫун пӗтӗм кил-йышӗн те вилмелле пулать, тенӗ.16. И сказал царь: ты должен умереть, Ахимелех, ты и весь дом отца твоего.
1 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Сан валли, санӑн аҫун килӗ валли мар-и? тенӗ.
1 Пат 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Ҫавӑнпа ӗнтӗ Ҫӳлхуҫа, Израиль Турри, акӑ мӗн калать: Эпӗ ун чухне: «санӑн килӳ, санӑн аҫун килӗ ӗмӗрех Манӑн куҫ умӗнче пулӗҫ» тенӗччӗ.
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Израиль ывӑлӗсем ҫунтарса кӳрекен мӗнпур парнерен Эпӗ санӑн аҫун килне пай парса тӑмарӑм-и?И не дал ли Я дому отца твоего от всех огнем сожигаемых жертв сынов Израилевых?
1 Пат 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.