Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Ис 7

Пай: Библи –> Исаия пророк кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 10:13

Пуплевӗш: 21; Сӑмах: 433

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ахаз — Озия ывӑлӗн, Иофамӑн, ывӑлӗ — Иудея патшинче ларнӑ вӑхӑтра Сири патшийӗ Рецин тата Израиль патшийӗ Факей, Ремалия ывӑлӗ, Иерусалима хирӗҫ ҫӗкленсе тухнӑ; ӑна ҫӗнсе илес тенӗ те — анчах ҫӗнсе илеймен. 2. Давид килне хыпар ҫитернӗ: Сири ҫыннисем Ефрем ҫӗрӗнче чарӑнса тӑнӑ, тенӗ. Ӗнтӗ Ефрем чӗри тата ун халӑхӗн чӗри вӑрманта йывӑҫсем ҫилпе хумханнӑ пек пӑлханса ӳкнӗ. 3. Ҫӳлхуҫа Исаийӑна каланӑ: эсӗ хӑвӑн Шеар-ясув ывӑлупа пӗрле Тури пӗве патне, шыв ҫулӗ пуҫланакан тӗле, пир-авӑр шуратмалли хир енне каякан ҫул ҫине, Ахаза хирӗҫ тух, 4. ӑна ҫапла кала: сӑнасах тӑр, лӑпкӑ пул; ан хӑра, ҫак йӑсӑрланакан икӗ вутпуҫҫирен — Рецинпа Сири ҫыннисенчен тата Ремалия ывӑлӗнчен, — вӗсен хӗрсе кайнӑ ҫиллинчен санӑн чӗру ан шиклентӗр. 5. Сири, Ефрем тата Ремалия ывӑлӗ сана хирӗҫ каварлашса ҫапла калаҫҫӗ: 6. Иудейӑна каяр, пӑлхатар ӑна, ярса илер, унта Тавеил ывӑлне патшана лартар, теҫҫӗ, те. 7. Ҫӳлхуҫа Турӑ вара ҫапла калать: ун пек пулмӗ, ун пек пулас ҫук: 8. Сири пуҫӗ — Дамаск, Дамаск пуҫӗ — Рецин; тепӗр утмӑл пилӗк ҫултан Ефрем халӑх пулма пӑрахӗ. 9. Ефрем пуҫӗ — Самари, Самари пуҫӗ — Ремалия ывӑлӗ. Ҫирӗп шанса тӑмасассӑн, ҫирӗп тытӑнса тӑраймӑр, тет.

10. Ҫӳлхуҫа Ахаза тата малалла каланӑ: 11. хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Туррунтан паллӑ кӑтартма ыйт: е ҫӗр тӗпӗнчине, е ҫӳлтине кӑтартма ыйт, тенӗ. 12. Ахаз: ыйтмастӑп, Ҫӳлхуҫана сӑнамастӑп, тенӗ. 13. Вара Исаия каланӑ: эй Давид килӗ, итлӗр-ха! ҫынсене чӑрмантарни сахал-им сирӗншӗн, сирӗн тата манӑн Туррӑма та чӑрмантарас килет-им? 14. Сире Турӑ Хӑй хӑват палли кӑтартӗ: акӑ Хӗр, йывӑр ҫын пулса, Ывӑл Ача ҫуратӗ, Ӑна Еммануил ятлӑ хурӗҫ. 15. Усаллине сивлесе ыррине суйласа илме вӗрениччен Вӑл сӗтпе те пылпа тӑранса пурӑнӗ. 16. Анчах та ҫавӑ Ача усаллине сивлесе ыррине суйласа илме вӗрениччен вара сана сехӗрлентерсе тӑракан икӗ патшанӑн ҫӗрне тустарса-ҫаратса тухӗҫ. 17. Анчах та Ҫӳлхуҫа сан тӗле, санӑн халӑхун тӗлне, санӑн аҫун килӗ тӗлне Ефрем Иудӑран уйрӑлса кайнӑранпа та курман-пулман кун ҫитерӗ, сирӗн ҫине Ассири патшине ярӗ.

18. Акӑ мӗнле пулӗ ҫавӑ кун: Египет шывӗ вӑрринчи ӳпрене тата Ассири ҫӗрӗнчи вӗлле хуртне Ҫӳлхуҫа паллӑ парӗ те — 19. вӗсем пурте вӗҫсе килӗҫ, пушанса юлнӑ улӑхсене, чуллӑ сӑрт-ту хушшисене, мӗнпур йӗплӗ тӗме, мӗнпур йывӑҫа кӑшӑл сырса илӗҫ.

20. Ҫавӑ кун Ҫӳлхуҫа юханшыв леш енче тара тытнӑ ҫӗҫӗпе — Ассири патшипе — пуҫа тата ура ҫинчи ҫӑма хырса ярӗ, сухала та касса пӑрахӗ.

21. Ӗнтӗ ҫавӑ кун ҫапла пулӗ: хӑшӗ те хӑшӗ ӗне тата икӗ сурӑх тытать, 22. ҫавӑ, сӗчӗ ытлӑ-ҫитлӗ пулнӑран, хӑйма ҫисе пурӑнӗ; ҫак ҫӗр ҫинче тӑрса юлнисем вара хӑймапа та пылпа тӑранса пурӑнӗҫ.

23. Ҫавӑ кун ҫапла пулӗ: пин кӗмӗллӗх пин иҫӗм аврийӗ ӳснӗ кирек хӑш вырӑнта та кӳкенпе йӗплӗ тӗмӗ ӳсӗ. 24. Унта ҫӗмренпе те ухӑпа ҫеҫ ҫӳрӗҫ, мӗншӗн тесессӗн пӗтӗм ҫӗре талккӑшӗпех кӳкенпе йӗплӗ тӗм пусса илӗ. 25. Унччен катмакпах тасатса тухнӑ тусем ҫине пӗр тӑвӗ ҫине те каяймастӑн — кӳкенпе йӗплӗ тӗмрен хӑрамалла: унта вӑкӑрсене хӑваласа кӑларӗҫ, унта вак выльӑх-чӗрлӗх таптаса ҫӳрӗ, тенӗ Исаия.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех