Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 2 Пат 15

Пай: Библи –> Патшасен 2-мӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.04 13:52

Пуплевӗш: 42; Сӑмах: 817

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ҫакӑн хыҫҫӑн Авессалом хӑйне валли ҫар ураписемпе лашасем тата хӑй умӗнче чупса пыракансене — аллӑ ҫын — тытса тӑра пуҫланӑ. 2. Авессалом ирсерен питӗ ир вӑранса хапха умне ҫул хӗррине туха-туха тӑнӑ, кам та пулин хӑйӗн тавӑҫӗпе патша патне пынине курсассӑн, Авессалом ӑна хӑй патне чӗнсе илнӗ те: хӑш хуларан пулатӑн эсӗ? тесе ыйтнӑ. Лешӗ: «Санӑн чуру — Израилӗн ҫав-ҫав йӑхӗнчен» тесессӗн, 3. Авессалом ӑна каланӑ: эсӗ ӗнтӗ ырӑ та тӗрӗс ӗҫпех ҫӳретӗн, анчах патша патӗнче сана тимлекен ҫук, тенӗ. 4. Тата Авессалом ҫапла каланӑ: ах, ҫак ҫӗр ҫинче мана тӳрене лартас пулсассӑн! ман пата кирек кам та хӑйӗн тавлашуллӑ ӗҫӗпе, тавӑҫӗпе килме пултарӗччӗ, эпӗ ӑна тӗрӗссипе сут тунӑ пулӑттӑм, тенӗ. 5. Кам та пулсан ӑна пуҫ тайма пырсассӑн вара вӑл аллине сарса ӑна ыталанӑ, чуптунӑ. 6. Авессалом ӗнтӗ патша патне сута пыракан кашни Израиль ҫыннипе ҫапла калаҫнӑ, вара майӗпен-майӗпен израильсен чӗрине хӑй майлӑ ҫавӑрнӑ.

7. Давид патшана ларни хӗрӗх ҫул ҫитсессӗн, Авессалом патшана ҫапла каланӑ: эпӗ Ҫӳлхуҫана сӑмах панӑччӗ, ӗнтӗ Хеврона каям та мӗн асӑннине пурӑнӑҫа килтерем, тенӗ; 8. эпӗ, санӑн чуру, Сирири Гессурта пурӑннӑ чухне сӑмах панӑччӗ: эхер те Ҫӳлхуҫа мана каялла Иерусалима тавӑрас пулсассӑн, эпӗ Ҫӳлхуҫана парне кӳрӗп, тенӗччӗ. 9. Патша ӑна: ыррӑн-сыввӑн кайса кил, тенӗ. Авессалом вара Хеврона тухса кайнӑ. 10. Авессалом пӗтӗм Израиль йӑхӗ тӑрӑх хӑйӗн йӗрлевҫисене ярса тухнӑ, вӗсене ҫапла хушнӑ: трупа сассине илтсенех: Авессалом Хевронра патшана ларчӗ, тейӗр. 11. Авессаломпа пӗрле Иерусалимран икҫӗр ҫын тухса пынӑ, вӑл вӗсене чӗннӗ те ӗнтӗ, лешӗсем хӑйсен айванлӑхне пула ӑна-кӑна чухламасӑрах кайнӑ. 12. Парне кӳнӗ чухне Авессалом Гило хулин ҫыннине Ахитофела, Давид канашҫине, Гило хулинчен чӗнтерсе килнӗ. Вара пысӑк кавар тунӑ, ҫынсем Авессалом тавра пуҫтарӑнма тытӑннӑ, нумайлансах пынӑ. 13. Давид патне хыпарҫӑ ҫитнӗ те каланӑ: израильсен чӗри Авессалом еннелле сулӑнчӗ, тенӗ. 14. Давид вара Иерусалимра хӑйпе пӗрле пулнӑ мӗнпур тарҫине каланӑ: пирӗн тарас пулать — Авессаломран пире ҫӑлӑнӑҫ пулмӗ; васкӑр, хамӑра хупӑрласа ярса иличчен, инкек-синкек кӑтартиччен, хулана хӗҫпе аркатса тӑкиччен тухса каяр, тенӗ. 15. Патша тарҫисем патшана каланӑ: патша хуҫамӑра кирлӗ пулсассӑн, эпир яланах — санӑн чурусем, тенӗ. 16. Патша тухса утнӑ, ун хыҫҫӑн унӑн пӗтӗм килӗ пынӑ, вӗсем пурте ҫуран пулнӑ. Ҫуртне хураллама патша вунӑ арӑмне, [хӑйӗн] ҫум-арӑмӗсене, хӑварнӑ. 17. Патшапа мӗнпур ҫуран халӑх Беф-Мерхат патӗнче чарӑнса тӑнӑ. 18. Патша тарҫисем унӑн икӗ айккипе утса пынӑ; хелефейсемпе фелефейсем пурте, Геф ҫыннисем — унпа пӗрле Гефран килнисем, ултҫӗр ҫынна яхӑн — патша умӗнче утса пынӑ. 19. Патша Геф ҫыннине Еффее каланӑ: мӗншӗн эсӗ те пирӗнпе пӗрле пыратӑн? Каялла таврӑн та ҫав патшапа пӗрле юл: эсӗ — ют ҫӗр ҫынни, кунта хӑвӑн тӗп вырӑнунтан куҫса килнӗскер; 20. эсӗ ӗнер килтӗн, паян вара манӑн сана хамӑрпа пӗрле илсе каймалла-и? Эпӗ ӑҫта тӳр килет, ҫавӑнта каятӑп; каялла таврӑн, хӑвӑнпа пӗрле тӑванусене те каялла тавӑр; [Ҫӳлхуҫа сана] ырӑлӑхпа шанчӑклӑх [кӳтӗр]! тенӗ. 21. Еффей патшана ҫапла хуравласа каланӑ: Турӑ пур, патша хуҫамӑм та пултӑр: патша хуҫамӑм кирек ӑҫта пулсан та — пурнӑҫра-и, вилӗмре-и — санӑн чуру та унта пулӗ, тенӗ. 22. Давид Еффее каланӑ: эппин, пырах, манпа пӗрле ҫӳре, тенӗ. Вара Геф ҫынни Еффей тата унпа пӗрле пулнӑ унӑн ҫыннисем, ачисем пурте патшапа пӗрле кайнӑ. 23. Ӗнтӗ пӗтӗм ҫӗр кӑшкӑрса макӑрнӑ. Пӗтӗм халӑх Кедрон юхӑмӗ урлӑ каҫнӑ, патша та каҫнӑ; пӗтӗм халӑх, [патша та] пушхир еннелле каякан ҫулпа утнӑ. 24. Садок [священник] тата унпа пӗрле пулнӑ левитсем Турӑ халалӗн арчине ҫӗклесе пынӑ; вӗсем Турӑ саккунӗн арчине лартса хурсассӑнах Авиафар кӗлтума пуҫланӑ та пӗтӗм халӑх хуларан тухса пӗтичченех кӗлтуса тӑнӑ. 25. Патша Садока каланӑ: Турӑ саккунӗн арчине каялла хулана тавӑр, [вӑл хӑйӗн вырӑнӗнчех лартӑр]. Эхер те эпӗ Ҫӳлхуҫа куҫӗ умӗнче ырӑлӑх тупайсассӑн, Вӑл мана каялла тавӑрӗ те мана Турӑ халалӗн арчине те, унӑн Ҫуртне те кӑтартӗ. 26. Эхер те Вӑл мана: «Эпӗ сана кӑмӑлламастӑп» тесессӗн, акӑ эпӗ кунтах: Вӑл ман тӗлӗшрен мӗн тӑвас тет, ҫавна тутӑр, тенӗ. 27. Патша Садок священника тата та каланӑ: эсӗ мӗн пулнине курмастӑн-им? эсӗ ыррӑн-сыввӑнах хулана таврӑн, Ахимаас ывӑлу та, Авиафар ывӑлӗ Ионафан та, икӗ ывӑлӑр та хӑвӑрпа пӗрле таврӑнччӑр; 28. эпӗ сирӗнтен хыпар ҫитиччен пушхирти тӳремлӗхре тӑхтаса тӑрӑп, тенӗ. 29. Садокпа Авиафар вара Турӑ саккунӗн арчине каялла Иерусалима тавӑрнӑ та хӑйсем те унтах юлнӑ. 30. Давид ӗнтӗ Елеон тӑвӗ ҫине кайнӑ, вӑл йӗрсе пынӑ; вӑл пуҫне хупланӑ пулнӑ; вӑл ҫарран пынӑ, унпа пӗрле пулнӑ ҫынсем те кашнийӗ пуҫне хупланӑ пулнӑ, вӗсем те йӗрсе пынӑ. 31. Давида, хыпар ҫитерсе, ҫапла каланӑ: Ахитофел та Авессаломпа каварлашнисен шутӗнчех, тенӗ. Давид вара: эй Ҫӳлхуҫа [Туррӑм]! Ахитофел канашне аркатсам, тенӗ. 32. Давид ту тӑррине, ҫынсем Турра пуҫҫапакан вырӑна, ҫитсессӗн, акӑ ӑна хирӗҫ Архи ҫынни, Давид тусӗ Хусий, пырать: ҫийӗнчи тумтирне ҫуркаласа пӗтернӗ, пуҫӗ ҫине тусан сапнӑ. 33. Давид ӑна каланӑ: эсӗ манпа пӗрле пыратӑн пулсассӑн, мана кансӗрлетӗн ҫеҫ; 34. эсӗ хулана таврӑнни лайӑхрах пулать, Авессалома ҫапла кала: «патша, [ӗнтӗ тӑванусем иртсе кайрӗҫ, патша аҫу та иртсе кайрӗ, паян вара] эпӗ — санӑн чуру; [чӗрӗ хӑварсам мана,] халиччен эпӗ сан аҫун чури пулнӑ, халӗ вара санӑн чуру» те, ҫапла каласассӑн эсӗ Ахитофел канаш парса тӑнине арпаштарса ярӑн. 35. Унта санпа пӗрле Садокпа Авиафар священниксем пулӗҫ, патша ҫуртӗнчен тухакан кирек мӗнле сӑмаха та Садокпа Авиафар священниксене пӗлтерсе тӑр. 36. Унта вӗсемпе пӗрле вӗсен икӗ ывӑлӗ — Садок ывӑлӗ Ахимаас тата Авиафар ывӑлӗ Ионафан; вӗсем урлӑ ман патӑма хӑвӑр илтнӗ кирек мӗнле сӑмаха та ҫитерсех тӑрӑр. 37. Вара Хусий, Давид тусӗ, хулана ҫитнӗ; ун чухне Авессалом шӑпах Иерусалима кӗнӗ пулнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех