Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 2 Ҫулс 2

Пай: Библи –> Ҫулсеренхи иккӗмӗш кӗнеке

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.05 17:41

Пуплевӗш: 19; Сӑмах: 479

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ӗнтӗ Соломон Ҫӳлхуҫа ячӗпе Ҫурт лартма, хӑй валли патша кил-ҫурчӗ ҫавӑрма шухӑш тытнӑ. 2. Вара вӑл йывӑр япаласем ҫӗклеме ҫитмӗл пин ҫын, тусем хушшинче чул кӑларса чул касма сакӑрвунӑ пин ҫын тата вӗсене ӗҫре пӑхса тӑма виҫӗ пин те ултҫӗр пуҫлӑх уйӑрнӑ. 3. Соломон ӗнтӗ Тир патши Хирам патне ҫапла калама янӑ: эсӗ манӑн Давид аттемпе мӗнле пулнӑ, ӑна хӑй валли ҫурт лартма кедр йывӑҫӗ кӳрсе тӑнӑ, манпа та ҫаплах пулсамччӗ, тенӗ. 4. Акӑ эпӗ Ҫӳлхуҫа Туррӑм ячӗпе, Ӑна халалласа, Ҫурт лартатӑп: ӗнтӗ Унӑн умӗнче ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмелле пултӑр, Турӑ умне ялан парне ҫӑкӑрӗсем хурса тӑмалла пултӑр, Израиле ӗмӗрлӗхе хушнӑ пек, кашни шӑматкун ирӗн-каҫӑн тата ҫӗнӗ уйӑхсерен те, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр уявӗсенче те пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳрсе тӑмалла пултӑр. 5. Эпӗ лартакан Ҫурт пысӑк, мӗншӗн тесессӗн пирӗн Туррӑмӑр — аслӑ, пур турӑран та аслӑ. 6. Ун валли Ҫурт лартма камӑн та пулин вӑй ҫитейӗ-ши — Ӑна тӳпе те, вӗҫӗ-хӗррисӗр тӳпе те шӑнӑҫтараймасть-ҫке! Ун валли Ҫурт тума пултарас пур — кам вара эпӗ? Унӑн умӗнче тӗтӗркӗчпе тӗтӗрме юрӑхлӑ пулинех. 7. Ӗнтӗ ман патӑма ылтӑнран, кӗмӗлтен, пӑхӑртан, тимӗртен тата хӗрхӗлтӗм тӗслӗ ҫипрен, йӑм хӗрлӗ, кӑвак тӗслӗ ҫипрен япаласем ӑсталама пултаракан ҫын ярсамччӗ, вӑл чӗнтӗрлесе каскалас ӗҫе те пӗлтӗр, вӑл манӑн ӳнерҫӗсемпе — Иудея тата Иерусалим ӳнерҫисемпе, Давид аттем ҫак ӗҫ валли хатӗрленӗскерсемпе — ӗҫлетӗр. 8. Тата Ливанран кедр йывӑҫӗпе кипарис, певг йывӑҫӗ ярса пар: санӑн чурусем Ливан йывӑҫне касма ӑстине пӗлетӗп эпӗ. Акӑ ӗнтӗ манӑн чурасем санӑн чурусемпе пӗрле кайӗҫ, 9. вӗсем ман валли нумай йывӑҫ касса хатӗрлӗҫ, мӗншӗн тесессӗн эпӗ лартас Ҫурт аслӑ та чаплӑ пулмалла. 10. Акӑ ӗнтӗ эпӗ йывӑҫ касакансене, санӑн чурусене, ӗҫме-ҫиме ҫирӗм пин кор тулӑ, ҫирӗм пин кор урпа, ҫирӗм пин бат эрех, ҫирӗм пин бат йывӑҫ ҫӑвӗ паратӑп, тенӗ Соломон патша.

11. Хирам, Тир патши, Соломона ҫыру ярса хуравланӑ: Хӑйӗн халӑхне юратнӑран Ҫӳлхуҫа сана ҫав халӑх патшине лартнӑ, тенӗ. 12. Тата Хирам каланӑ: тӳпепе ҫӗре пултарнӑ, Давид патшана тӑн-пуҫпа шухӑшлама пӗлекен ӑслӑ ывӑл панӑ Израилӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗ мухтавлӑ, — ҫав ывӑл Ҫӳлхуҫа ячӗпе Ҫурт лартас, хӑй валли патша кил-ҫурчӗ ҫавӑрас шутлӑ, тенӗ. 13. Апла эпӗ сана Хирам-Авие, ӑслӑ та пӗлӳллӗ ҫынна, ярса паратӑп, 14. вӑл Дан йӑхӗнчен тухнӑ хӗрарӑм ывӑлӗ, ашшӗ вара — Тир ҫынни; вӑл ылтӑнпа кӗмӗлтен, пӑхӑртан, тимӗртен, чулпа йывӑҫран, хӗрхӗлтӗм тӗслӗ, кӑвак тӗслӗ ҫипрен, виссонран, йӑм хӗрлӗ пиртен япаласем ӑсталама пӗлет, тем тӗрлӗ чӗнтӗрлесе касса кӑларма та ӑста, хӑвӑн ӳнерҫӳсемпе тата Давид хуҫамӑн, санӑн аҫун, ӳнерҫисемпе пӗрле мӗн тума хушнине пурне те тума пултарать. 15. Ху асӑннӑ тулӑпа урпана, йывӑҫ ҫӑвӗпе эрехе вара, хуҫамӑм, хӑвӑн тарҫусене леҫсе пар. 16. Сана мӗн чухлӗ йывӑҫ кирлӗ, ҫавӑн чухлӗ Ливанран касса кӑларса парӑпӑр, тинӗспе сулӑ юхтарса Яфӑна илсе ҫитерӗпӗр, эсӗ вара ӑна Иерусалима турттарӑн, тенӗ Тир патши Хирам.

17. Ҫавӑн чухне Соломон Израиль ҫӗрне ютран килнӗ мӗнпур ҫынна шута илсе тухнӑ, ку ӗнтӗ вӗсене хӑйӗн ашшӗ Давид шута илни хыҫҫӑн шутлани пулнӑ, — вӗсем ҫӗр аллӑ виҫӗ пин те ултҫӗр ҫын тупӑннӑ. 18. Ҫавсенчен патша ҫитмӗл пин ҫынна — йывӑр япаласем ҫӗклеме, сакӑрвунӑ пин ҫынна тусем хушшинче чул касма янӑ, виҫӗ пин те ултҫӗрӗшне халӑха ӗҫре хистесе тӑма пуҫлӑха уйӑрса лартнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех