Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 3 Пат 12

Пай: Библи –> Патшасен 3-мӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.04 14:25

Пуплевӗш: 33; Сӑмах: 736

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ровоам Сихем хулине кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн ӑна патшана лартма пӗтӗм Израиль халӑхӗ Сихеме пуҫтарӑннӑ пулнӑ. 2. Соломон патшаран тарса кайнӑ Нават ывӑлӗ Иеровоам ҫаплах Египетра пулнӑ-ха, ӗнтӗ вӑл ҫак хыпара илтнӗ те Египетран каялла таврӑннӑ; 3. ӑна ҫын ярса чӗнтерсе илнӗ. Вара Иеровоампа пӗтӗм Израиль пынӑ та Ровоам [патшапа] калаҫса ҫапла каланӑ: 4. санӑн аҫу пирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хунӑччӗ, эсӗ ӗнтӗ ҫӑмӑллатса парсамччӗ пире аҫун хӗрхенӳсӗр ӗҫне, пирӗн ҫине тиенӗ йывӑр ҫӗклеме, вара эпир саншӑн ӗҫлесе тӑрӑпӑр, тенӗ. 5. Ровоам вӗсене каланӑ: кайӑр та виҫӗ кунран тепре килӗр ман патӑма, тенӗ. Халӑх вара каялла кайнӑ. 6. Ровоам патша хӑйӗн ашшӗ Соломон чӗрӗ чухне ун умӗнче тӑнӑ аслӑ ҫынсемпе канашланӑ, каланӑ вӗсене: эсир мана ҫак халӑха мӗн калама ӑс паратӑр? тенӗ. 7. Лешӗсем калаҫнӑ унпа, каланӑ: эхер те эсӗ паянхи кун ҫак халӑх тарҫи пулса ӑна пулӑшсассӑн, вӗсене ҫырлахтарсассӑн, вӗсемпе ӑшӑ кӑмӑлтан калаҫсассӑн, вӗсем ӗмӗрлӗхе санӑн чурусем пулӗҫ, тенӗ. 8. Анчах Ровоам аслӑ ҫынсем панӑ канаша вырӑна хуман, хӑйпе пӗрле ӳссе ҫитӗннӗ, ӗнтӗ хӑй умӗнче тӑракан ҫамрӑк ҫынсемпе канашланӑ, 9. вӗсене ҫапла каланӑ: манпа калаҫса мана: «пирӗн ҫине аҫу хунӑ ҫӗклеме ҫӑмӑллатса парсамччӗ» тенӗ ҫак халӑха мӗн калама канаш паратӑр мана? тенӗ. 10. Хӑйпе пӗрле ӳссе ҫитӗннӗ ҫамрӑксем каланӑ ӑна: санпа калаҫса: «санӑн аҫу пирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хучӗ, эсӗ ӗнтӗ ҫӑмӑллӑх парсамччӗ пире» тенӗ ҫак халӑха ҫапла кала: «манӑн кача пӳрнем те аттемӗн пилӗкӗнчен хулӑнрах; 11. эппин, манӑн аттем сирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хунӑ пулсассӑн, эпӗ сирӗн ҫӗклемӗре тата йывӑрлатӑп; аттем сире чӑпӑрккапа хӗнеттернӗ пулсассӑн, эпӗ сире вӗҫне тимӗр янӑ пушӑпа хӗнеттерӗп» тесе кала, тенӗ. 12. Патша «виҫҫӗмӗш кунне килӗр» тенине астуса, виҫҫӗмӗш кунне Ровоам патне Иеровоампа пӗтӗм халӑх пынӑ. 13. Аслӑ ҫынсен канашне вырӑна хумасӑр, патша халӑха хаяррӑн хуравланӑ; 14. ҫамрӑк ҫынсен канашне тӑнласа, вӑл ҫапла каланӑ: манӑн аттем сирӗн ҫине йывӑр ҫӗклем хунӑ — эпӗ сирӗн ҫӗклемӗре тата йывӑрлатӑп; аттем сире чӑпӑрккапа хӗнеттерсе асап кӑтартнӑ — эпӗ сире вӗҫне тимӗр янӑ пушӑпа хӗнеттерӗп, тенӗ. 15. Патша халӑха итлемен, мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа ирӗкӗ ҫапла пулнӑ: Унӑн сӑмахӗ — Силом ҫынни Ахия урлӑ Нават ывӑлне Иеровоама каланӑ сӑмахӗ — вырӑна килмелле пулнӑ. 16. Израиль ҫыннисем патша хӑйсене итлеменнине курнӑ. Вара халӑх патшана хуравласа ҫапла каланӑ: пирӗншӗн Давидра мӗнле пай пултӑр? пирӗншӗн Иессей ывӑлӗнчен пай ҫук; эй Израиль, хамӑр чатӑрсене таврӑнар! Давид, ӗнтӗ эсӗ хӑвӑн килӳпе хуҫалан! тенӗ. Ҫапла Израиль халӑхӗ хӑйӗн чатӑрӗсене саланнӑ. 17. Ровоам вара Иуда хулисенче пурӑнакан Израиль ывӑлӗсемшӗн ҫеҫ патша пулса юлнӑ. 18. Вӑл Адонирама, хырҫӑ пуҫтаракансенӗн пуҫлӑхне, израильсемпе калаҫма янӑ; анчах лешӗсем ӑна чулпа персе чул айне тунӑ, вӑл вилнӗ вара; Ровоам патша хӑй Иерусалима тармашкӑн васкасах ҫар урапи ҫине хӑпарса ларнӑ. 19. Израиль ҫапла Давид килӗнчен уйӑрӑлса кайнӑ — паян кунчченех ҫапла. 20. Иеровоам [Египетран] таврӑнни ҫинчен илтсессӗн, израильсем ӑна ҫын ярса пухӑва чӗнтерсе пынӑ та ӑна пӗтӗм Израиль халӑхӗн патшине лартнӑ. Давид килӗнче вара Иуда йӑхӗ [тата Вениамин йӑхӗ] ҫеҫ юлнӑ. 21. Иерусалима ҫитсессӗн, Ровоам пӗтӗм Иуда килӗпе Вениамин йӑхӗнчен ҫӗр сакӑрвунӑ пин чи вӑйпитти ҫар ҫынни пухнӑ; ҫакна вӑл Израиль килне хирӗҫ вӑрҫӑпа тухса патшалӑха Соломон ывӑлне Ровоама тавӑрса парас тесе тунӑ.

22. Ҫавӑн чухне Самее, Турӑ ҫыннине, Турӑран ҫакӑн пек сӑмах пулнӑ: 23. Ровоама — Соломон ывӑлне, Иудея патшине — кала, Иудӑпа Вениаминӑн пӗтӗм йӑхне те, ытти халӑха та кала: 24. Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: ан кайӑр, хӑвӑр тӑванӑрсемпе, Израиль ывӑлӗсемпе, вӑрҫӑ ан пуҫлӑр; пурте киле таврӑнӑр, мӗншӗн тесессӗн ку Манӑн ирӗкӗмпе пулнӑ, тет. Итленӗ иудейсем Ҫӳлхуҫа сӑмахне, Ҫӳлхуҫа каланипе каялла кайнӑ.

25. Иеровоам ӗнтӗ Ефрем тӑвӗ ҫинче Сихем хулине ҫирӗплетсе лартнӑ та ҫавӑнта вырӑнаҫнӑ; унтан Пенуил хулине туса лартнӑ. 26. Иеровоам хӑй ӑшӗнче ҫапла шухӑшланӑ: патшалӑх каллех Давид килне куҫма пултарать; 27. ҫак халӑх Ҫӳлхуҫа Ҫуртне парне кӳме Иерусалима ҫӳреме тытӑнсассӑн, унӑн чӗри хӑйӗн патши, Иудея патши Ровоам, еннелле ҫаврӑнӗ, вара вӗсем мана вӗлерӗҫ те Иудея патши Ровоам патне таврӑнӗҫ, тенӗ. 28. Вара, канашласа пӑхса, Иеровоам икӗ ылтӑн пӑру кӗлетки тутарнӑ та [халӑха] каланӑ: сирӗн Иерусалима ҫӳреме кирлӗ мар; эй Израиль, акӑ санӑн туррусем, хӑвна Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ турӑсем, тенӗ. 29. Пӗр пӑрӑвне Вефиль хулине, тепӗрне Дан хулине лартнӑ. 30. Ҫакӑ ӗнтӗ ҫылӑх енне сулӑнтарнӑ, мӗншӗн тесессӗн халӑх ҫав кӗлеткесене пуҫҫапма Вефиль хулипе Дан хулине ҫӳренӗ [Ҫӳлхуҫа Ҫуртне пӑрахнӑ]. 31. Иеровоам тата йӗрӗхсене пуҫҫапса тӑма сӑрт-ту тӳпемӗнче ҫурт тутарнӑ, унта ӗҫлесе тӑма халӑх хушшинчен священниксем суйласа лартнӑ, лешӗсем Левий ывӑлӗсем пулман. 32. Иеровоам саккӑрмӗш уйӑхӑн вунпиллӗкмӗш кунӗнче уяв ирттермелле тунӑ, ҫак уяв Иудейӑра ирттерекен уяв евӗрлӗ пулнӑ; ҫавӑн чухне парне вырӑнӗ ҫинче парнесем кӳнӗ; хӑй тунӑ пӑру кӗлеткисене те Вефильте парне кӳнӗ. Вефильте вӑл хӑй тутарнӑ тӳпем вырӑнсен священникӗсене уйӑрса лартнӑ. 33. Вефильте тунӑ парне вырӑнӗ ҫинче вара вӑл хӑй ирӗккӗн палӑртса хунӑ саккӑрмӗш уйӑхӑн вунпиллӗкмӗш кунӗнче парнесем кӳнӗ; ҫапла Израиль ывӑлӗсем валли уяв кӑларнӑ, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмешкӗн Иеровоам ӗнтӗ парне вырӑнӗ умне пырса тӑнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех