Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 2 Пат 16

Пай: Библи –> Патшасен 2-мӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.04 13:54

Пуплевӗш: 29; Сӑмах: 478

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Давид ту тӑрринчен кӑштах ансассӑн, акӑ ӑна икӗ ашакпа пыракан Сива, Мемфивосфей тарҫи, тӗл пулать. Ашакӗсем ҫине вӑл икҫӗр ҫӑкӑр, ҫӗр ҫыхӑ иҫӗм, ҫӗр смоква ҫыххи тата эрех такмакӗ тиенӗ пулнӑ. 2. Патша Сивана каланӑ: мӗн валли ку санӑн? тенӗ. Сива ҫапла хуравланӑ: ашакӗсем — патша килӗ валли, ларса ҫӳреме; ҫӑкӑрӗпе ҫырла ҫимӗҫӗ — ҫар ҫыннисене ҫитерме; эрехӗ — пушхирте халтан кайнисене ӗҫтерме, тенӗ. 3. Патша: сан хуҫун ывӑлӗ ӑҫта? тенӗ. Сива патшана ҫапла хуравланӑ: вӑл Иерусалимра юлчӗ те ҫапла калать: халӗ ӗнтӗ Израиль килӗ мана аттемӗн патшалӑхне тавӑрса парӗ, тет. 4. Патша Сивана каланӑ: Мемфивосфейӗн мӗн пурри йӑлтах сана пултӑр, тенӗ. Сива вара тайӑлса хуравланӑ: патша хуҫамӑм куҫӗ умӗнче унӑн ырӑлӑхне курасчӗ, тенӗ. 5. Давид патша Бахурим хулине ҫитсессӗн, акӑ унтан Саул йӑхӗнчи Гера ывӑлӗ Семей тухнӑ; вӑл усал сӑмахсемпе вӑрҫса пынӑ, 6. Давида тата Давид патшан чурисене пурне те чулпа пенӗ; пӗтӗм ҫын, пӗтӗм хӑюҫах вара [патшан] сылтӑм енче тата сулахай енче утса пынӑ. 7. Семей ӑна ҫапла хӑртнӑ: кай, кай кунтан, ҫынвӗлерен эсӗ, йӗркерен тухнӑ ҫын эсӗ! 8. Ҫӳлхуҫа сана Саул килӗн мӗнпур юнне тавӑрса пачӗ, эсӗ ун вырӑнне патшана лартӑн, Ҫӳлхуҫа акӑ патшалӑха Авессалом ывӑлун аллине пачӗ; халӗ инкеке лекрӗн, мӗншӗн тесессӗн эсӗ — юнӗҫен. 9. Авесса — Саруия ывӑлӗ — патшана каланӑ: мӗншӗн ҫак вилӗ йытӑ патша хуҫамӑма хӑртать? каям та пуҫне касса татам, тенӗ. 10. Патша каланӑ: мана мӗне кирлӗ ку? Саруия ывӑлӗсем, сире мӗне кирлӗ? [ан тивӗр ӑна,] вӑрҫтӑрах — Ҫӳлхуҫа ӑна Давида вӑрҫма хушнӑ. Кам-ха ӑна: мӗншӗн эсӗ ҫапла тӑватӑн? тесе калама пултараять? 11. Давид Авессана тата хӑйӗн мӗнпур тарҫине каланӑ: хамӑн ывӑлӑм, хамӑн вӑрлӑхӑмран ҫуралнӑскер, манӑн чуна шырать пулсассӑн, Вениаминсен ывӑлӗнчен мӗн кӗтмелли пур ӗнтӗ? ан тивӗр ӑна, хӑрттӑрах — ӑна Ҫӳлхуҫа хушнӑ; 12. тен, эпӗ мӑшкӑл тӳснине Ҫӳлхуҫа курӗ те халӗ ҫак ҫын ҫапла хӑртнӑшӑн мана ырӑлӑх ярса парӗ, тенӗ. 13. Давидпа унӑн ҫыннисем хӑйсен ҫулӗпе утнӑ, Семей вара ту хӗррипе, патша енчен, усаллӑн хӑртса пынӑ, ун еннелле чул ывӑтнӑ, тусан вӗҫтернӗ. 14. Патша тата унпа пӗрле пулнӑ пӗтӗм халӑх, ывӑнса ҫитсе, пӗр вырӑнта канма чарӑнса тӑнӑ.

15. Авессалом вара пӗтӗм Израиль халӑхӗпе Иерусалима пынӑ, Ахитофел та унпа пӗрле пулнӑ. 16. Хусий — Архи ҫынни, Давид тусӗ — Авессалом патне ҫитсессӗн ӑна ҫапла каланӑ: патша сывӑ пултӑр, патша сывӑ пултӑр! тенӗ. 17. Авессалом Хусие каланӑ: хӑвӑн тусушӑн ҫапла тӑрӑшатӑн-и? мӗншӗн-ха хӑвӑн тусупа пӗрле каймарӑн? тенӗ. 18. Хусий Авессалома каланӑ: Ҫӳлхуҫа кама суйласа илнӗ, ҫак халӑх тата пӗтӗм Израиль кама суйласа илнӗ, [эпӗ ҫавӑн хыҫҫӑн кайӑп,] унпа пӗрле эпӗ, унпа пӗрлех юлӑп. 19. Тата камшӑн ӗҫлесе тӑмалла манӑн? Унӑн ывӑлӗшӗн мар-и? Санӑн аҫушӑн тӑрӑшнӑ пекех саншӑн та тӑрӑшӑп, тенӗ. 20. Авессалом ӗнтӗ Ахитофела каланӑ: канаш парӑр, мӗн тумалла пирӗн? тенӗ. 21. Ахитофел Авессалома каланӑ: аҫун ҫум-арӑмӗсем патне кӗр, вӑл вӗсене хӑйӗн ҫуртне сыхлама хӑварнӑ; вара израильсем пурте эсӗ хӑвӑн аҫун курайман ҫынни пулнине пӗлӗҫ те, сан майлӑ мӗнпур ҫын алли ҫирӗпленӗ, тенӗ. 22. Авессалом валли пӳрт тӑррине чатӑр карнӑ та, Авессалом пӗтӗм Израиль умӗнче хӑй ашшӗн ҫум-арӑмӗсем патне кӗнӗ. 23. Ахитофел канашӗсем ҫав вӑхӑтра Турӑ вӗрентсе калани пекех шутланнӑ. Давидшӑн та, Авессаломшӑн та Ахитофелӑн кирек хӑш канашӗ те ҫавӑн майлах шутланнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех