Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ӗнтӗ ним каламалли те ҫук, вӑл сана хӗрхенчӗ: аманнӑ уру ҫине пуссан эсӗ ытла асапланнӑ пек пултӑн.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ юратнӑ сире, ҫынсем, эсир хӑвӑр та мана ҫавӑн пекех юратнӑшӑн савӑннӑ, эсир мана ӑнланман чух асапланнӑ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
Хӑй тӑр пӗччен юлнине хытӑ туйса асапланнӑ вӑл.
V сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Иккӗленмелли пулман — Комиссар чӑнах та хытӑ асапланнӑ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
86) Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче фашистсем тата вӗсен союзникӗсем туса хунӑ концлагерьсенче, геттосенче тата ирӗксӗр тытса усрамалли ытти вырӑнта асапланнӑ ҫул ҫитмен ҫынсем;».
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинчи тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ ҫинчен" саккунӗн 6 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон №7 от 13 февраля 2018 г.
Анчах ачасем хӑйсем асапланнӑ пек ҫурри чухлӗ те никам асап куракан пулмарӗ.И все же мальчики чувствовали себя, куда хуже остальных гостей.
33-мӗш сыпӑк. Джо индеец пурнӑҫӑн юлашки кунӗсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вӑта ҫӗрти нотӑсенчен пуҫласа ярса, ерипен ҫӳлелле тапаланса хӑпарса, ҫӳлти вырӑна ҫитет те вӑл, юлашки сӑмахне хытӑ пусса, сасартӑк, хӑма ҫинчен шывалла татӑлса аннӑ пек, аялалла пуҫхӗрлӗ пере-пере анать: Ҫывӑх ҫыннӑм кӗрешсе асапланнӑ вӑхӑтра Чечексемлӗ вырӑн ҫинче ҫывӑрса выртӑп-и?
5-мӗш сыпӑк. Ҫыртакан нӑрӑпа йытӑ ҫури // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Вун пӗр ҫул асапланнӑ хыҫҫӑн, 1975 ҫулта, пӗр пӳтсӗре тарӑхнипе пӗтӗм вӑйран ҫутӑлтарса ятӑм.
«Хамӑра сӳрӗкленме памалла мар» // Геннадий Дегтярев. «Хыпар», 2009.03.28, 58-59№№, 14 стр.
Арӑмӗ те сурансене пула темиҫе сехет асапланнӑ хыҫҫӑн куҫне ӗмӗрлӗхех хупнӑ.
Ҫулсем тӗрлӗ еннелле авӑнчӗҫ сасартӑк... // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№
Екатерина мӗн юлашки сывлӑшӗ тухичченех упӑшкине аппӑшӗ ҫумне кӗвӗҫнӗ, ҫавна пула питӗ асапланнӑ.Екатерина до конца своих дней ревновала мужа к сестре, из-за этого сильно страдала.
Дантес ҫулӗ // Чӑваш хӗрарӑмӗ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.11, 22(944)№
Сергей Димитриев каланӑ тӑрӑх - хальхи вӑхӑтра Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1250 инваличӗпе участникӗ, «Блокадӑри Ленинградра пурӑннӑ ҫынна» паллӑпа наградӑланӑ 49 ҫын, хӑй вӑхӑтӗнче ҫула ҫитмен ӳсӗмре фашизм тӗрмисенче асапланнӑ 79 ҫын, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисен тӑлӑха юлнӑ 62 мӑшӑрӗ, вӑрҫӑран таврӑнсан вилнӗ салтаксен тӑлӑха юлнӑ 5 пин мӑшӑрӗ, 18,9 пин тыл ӗҫченӗ пурӑнаҫҫӗ.
Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла // А.ЛЬВОВА. «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№
12. Ҫавӑн пекех Иисус та Хӑй Юнӗпе ҫынсене тасатмашкӑн хула хапхи тулашӗнче асапланнӑ.12. то и Иисус, дабы освятить людей Кровию Своею, пострадал вне врат.
Евр 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Иудейсем мана пилӗк хутчен хӗрӗхе пӗрре ҫитми ҫаптарчӗҫ, 25. виҫӗ хутчен мана патакпа хӗнерӗҫ, пӗрре чулпа персе пӗтерчӗҫ, виҫӗ хутчен карап путнине курмалла пултӑм, пӗр кун та пӗр каҫ кӗрлекен тинӗсре пултӑм; 26. темӗн чухлӗ ҫул ҫӳрерӗм, юханшыв хӗрринче хӑрушлӑха лекрӗм, вӑрӑ-хурахсенчен асап куртӑм, хамӑр халӑх ҫыннисенчен асап куртӑм, суя тӗнлисенчен асап куртӑм, хулара асап куртӑм, пушхирте асап куртӑм, тинӗс ҫинче асап куртӑм, суя тӑвансем хушшинче асап куртӑм; 27. эпӗ тертленсе хал пӗтиччен ӗҫлесе пурӑннӑ, тӑтӑшах ҫӗр ҫывӑрман; ӗҫмесӗр, ҫимесӗр асапланнӑ, тӑтӑшах типӗ тытнӑ, сивве те тӳснӗ, ҫарамас та юлнӑ.
2 Кор 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Турӑ ҫылӑха кӗнӗ ангелсене те хӗрхенмен: вӗсене тамӑка пӑрахнӑ та, сӗмлӗх ҫыххипе ҫыхса, сут кунӗ ҫитиччен ҫавӑнта тытма хупса лартнӑ; 5. малтанхи тӗнчене те хӗрхенмен: ҫылӑхлисенӗн тӗнчи ҫине талай ярсассӑн, тӳрӗлӗх ҫинчен вӗрентекен Нойӑн кил-йышӗнчи сакӑр чуна анчах хӑтарнӑ; 6. Содомпа Гоморра хулисене те пӗтерме сут тунӑ та, ӳлӗмрен ҫылӑхлӑ ҫынсем пӗлччӗр тесе, вӗсене тӗппипех ҫунтарса янӑ; 7. тилӗрсе ҫитнӗ аскӑн ҫынсем хушшинче пурӑнса халран кайнӑ тӳрӗ пурӑнӑҫлӑ Лота хӑтарнӑ 8(ҫак тӳрӗ пурӑнӑҫлӑ Лот вӗсем хушшинче пурӑннӑ чухне йӗркесӗр ӗҫсене курса, илтсе тӑрса таса чунӗпе кулленех асапланнӑ).
2 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Пире Иисус Христос урлӑ Хӑйӗн ӗмӗрлӗх мухтавне кӗме чӗнсе илнӗ пур тӗрлӗ тивлет те паракан Турӑ сире, эсир пӗр авка асапланнӑ хыҫҫӑн, Хӑех пӗтӗмпе ырӑ туса ҫитерӗ, тӗреклӗлентерӗ, хӑватлӑлантарӗ, ҫирӗп тӑвӗ.
1 Пет 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Христос пирӗншӗн ӳчӗпе асапланнӑ, эсир те ҫав шухӑша тытӑр: ӳчӗпе асапланакан ҫылӑха кӗме чарӑнать; 2. ӳтпе пурӑнас юлашки вӑхӑтне вӑл вара этем кӑмӑлӗн еккипе пурӑнасшӑн мар, Турӑ хушнӑ пек пурӑнасшӑн.
1 Пет 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Турра кирлӗ пулсан, усал ӗҫшӗн асапланиччен ырӑ ӗҫшӗн асап курни авантарах; 18. пӗрре Христос та пирӗн ҫылӑхӑмӑрсемшӗн асапланнӑ: пире Турӑ патне илсе пырас тесе, Тӳрӗскер тӳрӗмаррисемшӗн асап курнӑ; Унӑн ӳтне вӗлерсен, сывлӑшӗпе чӗрӗлсе, 19-20. ҫавӑн евӗрлӗ Вӑл сӗмлӗхри чунсем патне анса вӗсене — Ной пурӑннӑ кунсенче Турра пӑхӑнманнисене — Ырӑ Хыпар пӗлтернӗ; Ной карап тунӑ вӑхӑтра Турӑ вӗсем тӳрленессе вӑрахчен кӗтсе тӳссе тӑнӑ; карап ӑшӗнче шывран хӑтӑлса юлнисем сахал, сакӑр чун ҫеҫ, пулнӑ.
1 Пет 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Вӑл нимӗнле ҫылӑх та туман, Унӑн чӗлхи-ҫӑварӗнчен ултавлӑ сӑмах тухман; 23. Хӑйне усал сӑмахпа хӑртсан та, хирӗҫ усал каламан; асапланнӑ чухне юнаса калаҫман, тавӑрассине тӗрӗс Тӳре аллине панӑ; 24. пире ҫылӑхран хӑтарса тӳрӗ пурӑнтарасшӑн, пирӗн ҫылӑхсене Вӑл Хӑйӗн ӳчӗпе йывӑҫ ҫине Хӑй ҫӗкленӗ: эсир Унӑн суранӗсемпе сывалнӑ.
1 Пет 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Сирӗн валли хатӗрленӗ тивлет ҫинчен малтанах каласа тӑнӑ пророксем ҫав ҫӑлӑнӑҫа шыранӑ, ҫавна пӗлсе ҫитме тӑрӑшнӑ; 11. хӑйсенӗн ӑшӗнчи Христос Сывлӑшӗ вӗсене Христос асапланасси ҫинчен, асапланнӑ хыҫҫӑн мухтава тухасси ҫинчен каласа тӑнӑ, вӗсем ӗнтӗ ҫав Сывлӑш хӑш вӑхӑт ҫинчен, мӗнле вӑхӑт ҫинчен пӗлтернине чухласа илесшӗн пулнӑ; 12. вӗсемшӗн ҫакӑ паллӑ пулнӑ: вӗсем хӑйсемшӗн мар, пирӗншӗн ӗҫленӗ, вӗсенӗн сӑмахӗсем те — ҫӳлтен янӑ Таса Сывлӑш халӗ сире Ырӑ Хыпар пӗлтерекенсем урлӑ каланӑ сӑмахсем — сирӗн валли пулнӑ; ҫав пӗлми ӗҫе ангелсем те пӗлесшӗн тӗмсӗлеҫҫӗ.
1 Пет 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Хӑй асапланнӑ хыҫҫӑн Вӑл вӗсене Хӑй чӗрӗ иккенне нумай тӗрлӗн кӑтартса панӑ, вӗсене хӗрӗх кун хушши курӑнса, Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен каланӑ.
Ап ӗҫс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.