Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинчи тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ ҫинчен" саккунӗн 6 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Автор: Михаил Игнатьев

Ҫӑлкуҫ: Закон №7 от 13 февраля 2018 г.

Хушнӑ: 2019.07.23 21:22

Пуплевӗш: 10; Сӑмах: 246

Текст тӗсӗ: Саккун

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ ҫинчен» саккунӗн 6 статйине улшӑнусем кӗртесси ҫинчен

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗ 2018 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 8-мӗшӗнче йышӑннӑ.

1 статья

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикинчи тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ ҫинчен» 2012 ҫулхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнчи 20 №-лӗ саккунӗн (Чӑваш Республикин Саккунӗсен пуххи, 2012, 3 №; 2013, 10 №; 2014, 5, 12 №-сем; 2016, 4, 6 №-сем; 2017, 2 №) 6 статйине улшӑнусем кӗртес, унта ҫакӑн пек ҫырса 83–86-мӗш пунктсем хушса хурас:

«83) йывӑр ҫын пулнӑ хӗрарӑмсем, йывӑр ҫын пулнӑ тата ача ҫуратнӑ май отпускра шутланакан хӗрарӑмсем, ача виҫӗ ҫула ҫитиччен ача пӑхма паракан отпускра шутланакан граждансем, енчен те вӗсем ӗҫ паракан ӗҫ договорӗ тума килӗшменнипе, ҫапла майпа Раҫҫей Федерацийӗн Ӗҫлев кодексӗпе палӑртнӑ гарантисене пӑснипе, малтанхи ӗҫе таврӑнассипе, ӗҫ укҫине шыраса илессипе, ҫав шутра ирӗксӗр тунӑ прогул вӑхӑчӗшӗн, ӗҫ параканӑн тивӗҫсӗр ӗҫӗсене (ӗҫлеменнине) пула кӳнӗ мораль сиенӗшӗн саплаштару укҫине шыраса илессипе, йывӑр ҫын пулнӑ вӑхӑтра тата ача ҫуратнӑшӑн тӳлекен пособие памалла тӑвассипе, ӑна ҫӗнӗрен шутласа парассипе тата шыраса илессипе, ача ҫуралсан пӗр хутчен паракан пособие, ача пӑхнӑшӑн кашни уйӑхра паракан пособие илессипе, ача ашшӗ кам пулнине палӑртассипе тата ҫавӑн пирки пуҫланнӑ тавлашӑва татса парассипе, алимент шыраса илессипе ҫыхӑннӑ ыйтусем енӗпе тӳлевсӗр право пулӑшӑвӗ пама ыйтнӑ чухне;

84) вун тӑваттӑ тултарман ачана (сусӑр ачана вун саккӑра ҫитиччен) пӗччен пӑхса ҫитӗнтерекен ашшӗ е амӑшӗ;

85) пӗр вӑхӑтрах куҫӗ курман, хӑлхи илтмен III ушкӑнри инвалидсем, пӗр вӑхӑтрах хӑлхи илтмен, калаҫма пултарайман III ушкӑнри инвалидсем;

86) Иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӑхӑтӗнче фашистсем тата вӗсен союзникӗсем туса хунӑ концлагерьсенче, геттосенче тата ирӗксӗр тытса усрамалли ытти вырӑнта асапланнӑ ҫул ҫитмен ҫынсем;».

2 статья

Ҫак Саккун ӑна официаллӑ йӗркепе пичетлесе кӑларнӑ кун хыҫҫӑн вунӑ кун иртсен вӑя кӗрет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех