Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Продукцие пирӗн ют ҫӗршывсене те сутмалла

Автор: А.ЛЬВОВА

Ҫӑлкуҫ: «Хыпар», 2016, ака, 19; 53-60№

Хушнӑ: 2016.04.21 20:19

Пуплевӗш: 29; Сӑмах: 435

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Экономика

Шӑматкун Патӑрьел районӗнче пулнӑ май Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Правительство членӗсемпе, муниципалитет районӗсемпе хула округӗсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсемпе видеоконференци мелӗпе канашлу ирттерчӗ.

Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх - иртнӗ эрнере республикӑра Пӗтӗм Раҫҫейри тата регионсен хушшинчи спорт ӑмӑртӑвӗсем иртнӗ. «Шупашкар хулинче 2000 ытла хӑна пулчӗ. Ӑмӑртусем ирттерни регионӑн инвестици илӗртӳлӗхне ӳстерме май парать», - терӗ вӑл. 2016 ҫулта республикӑра Пӗтӗм Раҫҫейри тата пӗтӗм тӗнчери 50 ытла спорт ӑмӑртӑвӗ иртӗ.

Сывлӑх сыхлавӗпе шкул вӗренӗвӗн тытӑмӗсене ҫӗнетсе улӑштармалли, агропромышленноҫ комплексне аталантармалли социаллӑ пӗлтерӗшлӗ тӗп тӗллевсене «Пӗрле пурӑнар - пӗрле ӗҫлер» халӑх программине кӗртнӗ. Халӑхшӑн ҫивӗч ыйтусене татса пама республика бюджетӗнче тивӗҫлӗ укҫа-тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ ҫапла палӑртса хӑварчӗ: «Эпир нихӑҫан та пуш сӑмах ҫаптарман. Пирӗн тӗллев - хамӑрӑн тивӗҫсене туллин пурнӑҫласси. Республикӑри аграрисен регионти тата ҫӗршыври апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерессипе ҫыхӑннӑ ыйтӑва тӗпе хумалла». Михаил Игнатьев пӗлтернӗ тӑрӑх - ҫӗршыври тавар туса кӑларакансем рынока чӑх-чӗп, сысна ашӗпе, ҫӗрулмипе туллин тивӗҫтереҫҫӗ. «Пирӗн продукцие ют ҫӗршывсене сутас енӗпе хастартарах ӗҫлемелле», - терӗ вӑл. Аграрисене патшалӑх пулӑшма маларах палӑртнӑ мерӑсем веҫех сыхланса юлаҫҫӗ.

Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов республикӑра уй-хир ӗҫӗсем мӗнле пыни тата ҫитес вӑхӑтри тӗллевсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ. 2016 ҫулта акмалли лаптӑк 580 пин гектар /2015 ҫулхипе танлаштарсан 101,1%/ йышӑнмалла. 320 пин гектар ҫурхи культурӑсем акасшӑн. Ака лаптӑкӗсен тытӑмӗнче тӗп пая - 50% - пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем йышӑнаҫҫӗ, 40% - выльӑх апачӗлӗх культурӑсем, ытти - ҫӗрулми, техника культурисем тата пахчаҫимӗҫ. Тӗштырӑ, выльӑх апачӗ валли 82,5 пин гектар кӗр тыррисем акнӑ, 195 пин гектар ҫинче ҫӗртме сухи тунӑ.

Республикӑна пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсен вӑрлӑхӗпе туллин тивӗҫтернӗ. Усӑсӑр выртакан ҫӗрсен 22,5 пин гектарне кӑҫал пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртесшӗн.

Аслӑ Ҫӗнтерӳ уявне мӗнле хатӗрленни ҫинчен культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев, ӗҫлевпе социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Сергей Димитриев пӗлтерчӗҫ.

Сергей Димитриев каланӑ тӑрӑх - хальхи вӑхӑтра Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1250 инваличӗпе участникӗ, «Блокадӑри Ленинградра пурӑннӑ ҫынна» паллӑпа наградӑланӑ 49 ҫын, хӑй вӑхӑтӗнче ҫула ҫитмен ӳсӗмре фашизм тӗрмисенче асапланнӑ 79 ҫын, Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунисен тӑлӑха юлнӑ 62 мӑшӑрӗ, вӑрҫӑран таврӑнсан вилнӗ салтаксен тӑлӑха юлнӑ 5 пин мӑшӑрӗ, 18,9 пин тыл ӗҫченӗ пурӑнаҫҫӗ. Пурӑнмалли ҫурт-йӗре лайӑхлатмалли черетре вӑрҫӑ ветеранӗсемпе вӗсен ҫемйисенчи ҫынсем 203-ӗн тӑраҫҫӗ. Пуш уйӑхӗнче республикӑна федераци бюджетӗнчен 154,9 млн тенкӗ килнӗ. Хальхи вӑхӑтра ЧР Ӗҫлев тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пурӑнмалли хваттер /ҫурт-йӗр/ тумалли тата туянмалли сертификатсем парать. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗччен 125 сертификат пама палӑртнӑ.

ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн заместителӗ - ЧР Пуҫлӑхӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев муниципалитетсенче ветерансене тимлӗхсӗр хӑвармалла маррине каларӗ.

Михаил Игнатьев Патӑрьел районӗнчи ял хуҫалӑх предприятийӗсенче пулчӗ. Патӑрьелти улма-ҫырла питомникӗнче республика Пуҫлӑхӗ кӗр калчисем еплерех хӗл каҫнипе кӑсӑкланчӗ. Акционерсен обществин генеральнӑй директорӗ Владимир Барышников хуҫалӑх аталанӑвӗн тӗп ҫул-йӗрӗпе паллаштарчӗ. Акнӑ лаптӑксем кунта 2015 ҫулта 368 гектар йышӑннине пӗлтерчӗ /2014 ҫул шайӗн 104,2%/.

«Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать. Ҫиллӗ ҫанталӑка пула ҫӗр хӑвӑрт типсе пырать. Уй-хирти ӗҫсене кӗске вӑхӑтра вӗҫлеме мӗнпур майпа усӑ курмалла», - палӑртрӗ Михаил Игнатьев.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех