Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унӑн кашни хусканӑвӗнче ӗҫе васкамасӑр, тӗплӗн тума хӑнӑхни сисӗнсе тӑрать, ку вара Вершининӑн нихҫан та ҫителӗклӗ пулман, ҫакӑншӑн вӑл юлашки вӑхӑтра хӑй ӑшӗнче хытах асапланнӑ.
23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Унӑн хулпуҫҫийӗ хыҫӗнче чӑнлӑх шыранӑ, иккӗленнӗ, хӑй пачах урӑх майлӑ ҫавӑрӑнса ӳкнӗ тата ӑшӗ-чиккинче йывӑр кӗрешӳпе асапланнӑ кунсем пулман та тейӗн.Будто и не было за его плечами дней поисков правды, шатаний, переходов и тяжелой внутренней борьбы.
XXVIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Тепӗр темиҫе кун иртсен вара вӑл, унӑн ӑсӗ-кӑмӑлӗпе сӑнӗ-питӗнчи юрӑхсӑр енсене шыраса асапланнӑ май, хӑй чӑн-чӑн пысӑк туйӑм чиккинче тӑнине ӑнланса илчӗ.
V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӗтӗм Россия урӑм-сурӑм пайланса пӗтес хӑрушлӑхӑн хӗн-хурӗнче асапланнӑ…
IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Акӑ вӑл — упӑшки пӑрахнӑ законнӑй арӑм, хуйхӑпа халтан кайнӑскер, ун умӗнче мӗскӗнленсе тӑрать: акӑ вӑл, Аксинйӑна вӗри куҫҫульпе ҫунтарнӑскер: ун айӑпӗпе Григорирен кашни уйрӑлмассеренех Аксинья чӗрине йывӑр суран юнлантарчӗ; тунсӑх пуснипе Аксинья вилес пек асапланнӑ самантсенче ак ҫак хӗрарӑм ӗнтӗ Григорие ҫупӑрласа ачашланӑ, тен, Аксинйӑран, пӑрахӑҫа юлнӑ ӑнӑҫсӑр юратуллӑ хӗрарӑмран, тӑрӑхласа кулнӑ пулӗ.
19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
Ҫак картина халь чиркӳ стени ҫинче, сылтӑм енче ҫакӑнса тӑрать, унта вӑл хаяр суд пынӑ куна ӳкерсе кӑтартнӑ: святой Петр аллинче ҫӑраҫҫи, унпа вӑл шуйттана тамӑкран хӑваласа кӑларать; хӑраса ӳкнӗ шуйттанӗ, хӑй пӗтессе сиссе ӗнтӗ, ниҫта кайса кӗреймесӗр кускаласа ҫӳрет, халиччен тамӑкра асапланнӑ ҫылӑхлӑ ҫынсем ӑна пушӑпа, вут пуленккипе, алла мӗн лекнӗ ҫавӑнпа хӗне-хӗне хӑвалаҫҫӗ.
Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.
Эпӗ уҫӑмлӑн чухлайман, иккӗленнӗ, ӑна, арӑма, юратмалла пулнӑ-и манӑн е юратмалла мар-и — ҫакна эпӗ пӗлмен, ҫавӑншӑн вара хам асапланнӑ.
XXV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Татса пама май ҫук ыйтусемпе асапланнӑ чухне яланах ҫапла табак туртатӑн, эпӗ те, хамӑн иккӗленӳсене сирсе ярас, хамӑн ӑса тӗтрелентерес, тӗксӗмлетес тесе, пирус хыҫҫӑн пирус мӑкӑрлантартӑм.
XXIV // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Анчах та ҫук, вӑл хӑй те чӑтма ҫук асапланнӑ, ачасен чир-чӗрӗшӗн, вӗсен сывлӑхӗшӗн пӗр вӗҫсӗр пӑшӑрханнӑ.Но нет, она сама страшно мучалась и казнилась постоянно с детьми, с их здоровьем и болезнями.
XVI // Ваҫлей Игнатьев. Лев Толстой. Повеҫсемпе калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 3–86 стр.
Ханша ӗҫнӗ хыҫҫӑн Квейс хӑй те пӗрре кӑна мар асапланнӑ.
VI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Кунӗпех вӑл ҫапла кӗрмешнӗ, читлӗхре ниҫта кайса кӗме пӗлмесӗр асапланнӑ, мӗкӗрнӗ, унтан йытӑ патне выртнӑ та лӑпланнӑ.Целый день он бился, метался в клетке и ревел, потом лёг подле мёртвой собачки и затих.
Арӑсланпа йытӑ // Евстафий Владимиров. Лев Толстой. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 13–16 стр.
Вилес умӗн хытӑ асапланнӑ пулмалла.
XXVI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Анчах ӑна пӗр хӗр кӑна — Марийка Логова ҫеҫ кӑмӑла кайнӑ; пахчара тӗл пулнӑ хыҫҫӑн Марийка яланах ун куҫӗ умӗнче курӑнса тӑнӑ, Андрей ӑна юратса пӑрахнипе сахал мар вӑрттӑн асапланнӑ…
IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Анчах ҫак малтанхи савӑнӑҫ иртсен, телейлӗ хумхану лӑплансан, пӗр-пӗринпе ыталашса хӗпӗртенипе макӑрса тӑрансан, асапланнӑ хула хӑйӗн суранӗсене шута илме тытӑнчӗ.
Володя урамӗ (Эпилог) // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Мӗн чухлӗ асапланнӑ вӑл…
Вуннӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Эпӗ: мӗн пулӗ унпа, манпа, Лукашкӑпа? текен ыйтусемпе асапланнӑ пулӑттӑм.Я бы мучился вопросами: что будет с ней, со мной, с Лукашкой?
XXXIII // Иван Васильев, Григорий Краснов-Кӗҫӗнни. Толстой, Лев Николаевич. Казаксем: повесть; вырӑсларан И.С. Васильевпа Г.И. Краснов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 3–136 с.
Ҫанталӑк тем пуласса сиссе асапланнӑ пек туйӑнчӗ.
VII // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Ровоама хаджи тесен, Бойчо мӗнле вилнине сехре хӑпартмалла тӗплӗн кала-кала кӑтартрӗ: Огнянов аманнӑ пулнӑ та имӗш, ҫӗр варринче ҫырмаран хӑпарасшӑн тем пек асапланнӑ, тет, кашкӑрсем вара ӑна ҫавӑнтах кӑшласа янӑ пулать.
I. Бяла Черква // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Анчах иккӗмӗш апат вара йӗркеллех пулчӗ; вӗсем хӑйсен историйӗсене йӗркеллӗн кала-кала кӑтартрӗҫ, ӗнер мӗн каланине вара пӗр турӑ кӑна пӗлет; вӗсем кулчӗҫ те, шухӑша та кайса ларчӗҫ, пӗрне-пӗри шеллерӗҫ; вӗсене кашнинех пӗринчен тепри нумайрах асапланнӑ пек туйӑнчӗ.
V // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Анчах та, эпӗ ӑна ӗлӗкхишӗн ятланисӗр пуҫне, — куҫран эпӗ ӑна, паллах, ытларах та хытӑрах каласа тултартӑм, — ҫак ахалех асапланмалли сиксе тухнишӗн айӑплӑ пулнисӗр пуҫне, ахаль асапланнӑ вӑхӑтра вӑл хӑйне питӗ ҫирӗп тытрӗ.
XXX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.