Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 23

Пай: Кашни киле кӗр. Пӗрремӗш кӗнеке –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Николай Сандров

Ҫӑлкуҫ: Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хушнӑ: 2020.03.24 21:07

Пуплевӗш: 183; Сӑмах: 2195

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Обком секретарӗ хыҫҫӑн пӗр пӳлӗмрен тепӗр пӳлӗме кӗрсе тухнӑ чухне Вершинин пӗрмаях пӑлханса ҫӳрерӗ.

Пур пайсенчи работниксемпе те паллашса ҫитсен, Пробатов агитаципе пропагандӑ пайӗн заведующийӗ патне кӗчӗ.

Обком секретарӗ пӳлӗме кӗрсен, Анохин ерипен ура ҫине тӑчӗ. Вӑл та, Коробин пекех, китель евӗрлӗ ҫӗлетнӗ тӗттӗм кӑвак костюм тата ҫап-ҫутӑ йӑлтӑртатса тӑракан атӑ тӑхӑннӑ. Унӑн кашни хусканӑвӗнче ӗҫе васкамасӑр, тӗплӗн тума хӑнӑхни сисӗнсе тӑрать, ку вара Вершининӑн нихҫан та ҫителӗклӗ пулман, ҫакӑншӑн вӑл юлашки вӑхӑтра хӑй ӑшӗнче хытах асапланнӑ.

Вершинин хӑш-пӗр ҫынсем тепӗр чухне пысӑк пуҫлӑхсем умӗнче йӑпӑлтатма юратнине асӑрханӑ, Анохинӑн ун пек килӗшӳсӗр йӑла пачах та пулман, вӑл хӑйне ирӗккӗн, этем тивӗҫне пӗлсе тыткаланӑ, юри нимӗн тумасӑрах, тӳрех ҫын кӑмӑлне кайнӑ. Унӑн пит-куҫӗ яка та кӑшт сивӗрех, хура ҫӳҫӗ хыҫалалла ярт выртать, кӑвак куҫӗсем хӑйӗнпе калаҫакан ҫын ҫине тинкерсе пӑхаҫҫӗ.

— Килӗрех, ларӑр, Иван Фомич! — вӑл Пробатова пукан шутарса пачӗ, пуҫне сулса хӑйӗн юлташӗсене ларма сӗнчӗ.

Ҫакӑнта ӗнтӗ Вершинин пӗр вӑтанмалла япала курчӗ, — кайран вӑл ӑна нихҫан та кулмасӑр аса илме пултараймарӗ. Урайӗнче, ҫыру сӗтелӗнчен икӗ-виҫӗ утӑмра, вӑл атӑ кӗлли пысӑкӑш шӑтӑк курах кайрӗ. Анохин ҫав шӑтӑк ҫинчен сасартӑк аса илчӗ пулас та, малалла ярса пусса, ӑна атӑ путушӗпе хупларӗ.

Ҫакна вӑл ытла та йӳнесӗр тунипе ҫак айванла хӑтланӑва пурте асӑрхарӗҫ, Пробатов ҫеҫ асӑрхаймарӗ, мӗншӗн тесен вӑл калаҫнӑ чухне ҫынна яланах питрен пӑхнӑ. Синев, тӳсеймесӗр, чӳрече еннелле ҫаврӑнса, хуллен ӳсӗркелеме пуҫларӗ, Коробин Анохин ҫине ӳпкевлӗн пӑхса илчӗ, анчах Иннокентий Павлович ҫак нимӗн каламасӑр ӳпкелени ҫинчен шухӑшламарӗ те пулас — обком секретарӗпе калаҫнӑ май ун халӗ ирӗксӗрех ҫак шӑтӑк ҫине урипе пусса тӑма тиврӗ.

— Мӗн тӑратӑр эсир? Ларӑр! — терӗ Пробатов.

— Юрӗ-хӑ, лармасан та, — терӗ Анохин куланҫи пулса. — Кунӗпе ларса тӑраннӑ эпӗ…

Анчах вӑл, Пробатова хӑйӗн ҫинчен каласа кӑтартнӑ май, шӑтӑк ҫинчен манса кайрӗ те ӑнсӑртран айккинелле пусрӗ. Унӑн пит-куҫӗнче пӑшӑрханни палӑрчӗ. Вӑл, обком секретарӗ ҫине тӳрех куҫран пӑхса, йӑл кулчӗ, шӑтӑка тупса хуплас тесе, атӑ сӑмсипе урайне ерипен хыпашлама пуҫларӗ, анчах шӑтӑк, юри тенӗ пекех, ура айне лекмерӗ. Анохин ҫамкине тар тапса тухрӗ, вӑл ӗнтӗ ҫав мур шӑтӑкне тупас шанчӑкне те ҫухатрӗ, анчах шӑтӑк сасартӑк каллех ура айне лекнине туйса илчӗ те савӑнса кайрӗ, хӑюллӑнрах та хавасрах калаҫма пуҫларӗ.

«Епле айван вӑл ҫын тени хӑйӗн пек мар курӑнас тенӗ чухне, — шухӑшларӗ Вершинин, Анохина сивлессинчен ытларах хӗрхенсе. — Неушлӗ халӗ уншӑн чи кирли ҫав мур шӑтӑкӗ ҫинче тӑрасси, вара пурте йӗркеллӗ пулать-ши? Неушлӗ чӑннипех ҫапла шухӑшлать вӑл?»

— Тен, эпир ман кабинета кайӑпӑр? — сӗнчӗ Коробин, юлташне ҫӑлма тӑрӑшса.

— Кунта мӗнрен начар? — ыйтрӗ Пробатов. — Ҫавах мар-и?

Халӗ ӗнтӗ Анохинӑн, хӑйӗн вырӑнӗнчен кайса, чей ӗҫме хатӗрлесси кӑна юлчӗ. Вершинина шӑтӑка юлашкинчен Пробатов та асӑрханӑ пек, анчах вӑл ун ҫине чалӑшшӑн ҫеҫ пӑхса илсе, нимӗн те шарламан пек туйӑнчӗ. Сысоич кабинета никел чайник илсе кӗчӗ, Варенькӑ секретаршӑ симӗс пустав ҫине стакансем кӑларса лартрӗ, хут варинккесенчен турилкке ҫине канфетсемпе премӗксем кӑларса тӑкрӗ.

Пробатов стаканран темиҫе сыпкӑм ӗҫрӗ те сасартӑк ыйтрӗ:

— Иннокентий Павлович, каласа парӑр-ха, тархасшӑн, ӗнерхи куна мӗнле пурӑнса ирттертӗр эсир?

— Эпӗ, Иван Фомич, сире ӑнлансах ҫитеймерӗм пулас, — Коробин пулӑшасса шаннӑ пек, вӑл ун ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ. — Мана ӗнер иртен пуҫласа каҫчен мӗн тунӑ тесшӗн-и эсир?

— Ҫапла. Сире йывӑр мар пулсан, атьӑр, эсир вӑраннӑ самантран пуҫлатпӑр…

Анохин, шухӑша кайса, пӗр вӑхӑт чӗнмерӗ, кашӑк хуҫӑлнӑ пек курӑнакан стакан ҫине куҫне хӗссе пӑхрӗ. — Ну, мӗнех, — терӗ вӑл ерипен те шанчӑксӑррӑн. — Акӑ ҫапла… Эпӗ, яланхи пекех, ирхине ҫичӗ сехетре тӑтӑм та пӑртак гимнастикӑ турӑм.

— Япӑх мар, — ырларӗ Пробатов. — Манӑн акӑ темшӗн кашни кун тума май килмест ӑна. Гимнастикӑ тӑвасах пулать вара. Анчах каҫарӑр-ха, малалла кайрӑмӑр…

Вершинин пӗтӗм пӗвӗпе малалла ӳпӗнчӗ, пӗрре Анохин ҫине, тепре обком секретарӗ ҫине шӑтарас пек пӑха-пӑха илчӗ. Пробатовӑн ҫак ахаль ыйтӑвӗсенче мӗскер пытанса тӑнине часрах пӗлес килчӗ унӑн — Пробатова пропагандӑ пайӗн заведующийӗ хӑйӗн кунне мӗнле йӗркелени ҫеҫ кӑсӑклантарман пулас-ха. Синев чавсаланса ларнӑ, обком секретарӗ Анохинпа пуҫланӑ калаҫу ӑна та Вершининран каях мар кӑсӑклантарнӑ пулас, пӗр Коробин анчах, темӗнле йывӑр тӗрӗслевре пулса, хӑй те пӑтранчӑк та йывӑр ыйтусем ҫине ответ пама хатӗрленнӗ пек, ӑнланмалла мар пӑшӑрханать. Вӑл е аллисене сӑтӑркаласа илет, е вӗсене симӗс пустав ҫине хурса чӑмӑртать, е, пукан хыҫӗ ҫине тайӑнса, пӗр сиккеленмесӗр ларать.

— Ирхи апат хыҫҫӑн, ӗҫе килес умӗн, эпӗ магазина кӗтӗм, — Пробатов пулӑшнипе хавхаланса, Анохин малалла шанчӑклӑрах каларӗ. — Пӑртак апат-ҫимӗҫ илмеллеччӗ.

«Хӑй кӑнтӑрла е каҫпа мӗнле апат ҫинине каласа кӑтартмасть пулӗ те?» — шухӑшларӗ Вершинин.

— Интереслӗ, апатпа мӗн чухлӗ укҫа пӗтеретӗр эсир? Ӗҫ укҫи ҫитет-и сире? — ҫине тӑрсах, ӑшшӑн ыйтрӗ Пробатов.

— Мӗнле калас сире? — Анохин, обком секретарьне мӗнлерех каласан лайӑххине пӗлмесӗр, хӑйне каллех лайӑх мар пулнӑ пек туйса илчӗ. — Пӗтӗмӗшпе, паллах, ҫитет…

— Эсир вӑтанса ан тӑрӑр! — Пробатов кулса ямасӑр тӳсеймерӗ. — Эпӗ сирӗн ӗҫ укҫине чакарма та, ӳстерме те хатӗрленместӗп, ман ахаль ҫеҫ пӗлес килет…

— Халлӗхе эпӗ хусах-ха, пӗр чирлӗ йӑмӑка кӑна пӑхса усратӑп, эпӗ йӳнеҫтеркелесе пыратӑп, ҫиме те, тумланма та ҫитет, анчах, сӑмахран, килте хамӑн пӗчӗк библиотекӑ тӑвас килет — кӗнекесем валли укҫа юлмасть… Тата, тӗрессипе, вӗсем пирӗн питӗ хаклӑ!

— Ку тӗрӗс, хаклӑ-ха, — килӗшрӗ Пробатов, унтан кӑшт чӗнмесӗр ларчӗ. — Ну хӑвӑр магазинта мӗн туянатӑр-ха эсир?

— Пулӑ консерви, макарон, чей… Ну, шӑрпӑк… Урӑх нимӗн те илмен! Сахӑр пирӗн сайра хутра ҫеҫ пулкалать, уйӑхра пӗрре, ӑна ҫавӑнтах илсе пӗтереҫҫӗ, хам юлашки хут хӑҫан сахӑр туяннине астумастӑп та. Чӑнах та, ӑна пасарта сутӑн илме пулать, анчах унта вӑл хаклӑ.

— Каҫарӑр, Иннокентий Павлович! — тӑрук калаҫӑва хутшӑнчӗ Коробин. — Эсир каланӑ тӑрӑх, Иван Фомич пире кунта: кусем выҫӑ аптраҫҫӗ, теме пултарать!

— Эпӗ вара сирӗнпе килӗшместӗп! — Вершинин ура ҫине ялт сиксе тӑчӗ, хӗрелсе кайрӗ, темӗншӗн гимастеркине турткаласа илчӗ те каллех пукан ҫине ларчӗ, никам ҫине те пӑхмасӑр, симӗс пустава пӳрнипе сӑтӑркаласа, каласа пӗтерчӗ:  — Паллах, эпир кунта выҫӑ лармастпӑр, анчах пӗлместӗп эпӗ, обком секретарӗнчен чӑнлӑха мӗншӗн пытармалла-ха пирӗн?

Коробин ун ҫине ҫиллессӗн пӑхса илчӗ.

— Анчах эпир хамӑр ҫитменлӗхсем пирки йынӑшма пуҫласан та тулкки сахал. Эпӗ тӗрӗс мар каларӑм пулсан, Иван Фомич мана тӳрлетӗ…

«Эпӗ ӑна нихҫан та кунашкал демагогла хӑтланма пултарать теменччӗ!» — Вершинин, хӑй именнине кӑтартас мар тесе, Коробин ҫине хӑюллӑн пӑхрӗ те, вӑл ӑна ҫамрӑкла хӗрӳлӗхшӗн каҫарнӑ пек, кӑмӑллӑн йӑл кулнинчен тӗлӗнчӗ.

— Пысӑк ӗҫ ҫинчен сӑмах пынӑ чух: тӗрӗссине кӑнттамрах калани ун ҫинчен шарламаннинчен лайӑхрах, тесе вӗрентнӗ Владимир Ильич, — терӗ Пробатов, тавлашӑва тараса ҫинче шайлаштарнӑ пек, каллех Анохин еннелле ҫаврӑнса. — Ҫапла вара, эсир апат-ҫимӗҫ ыйтӑвне татса панӑ та райкома килнӗ тейӗпӗр. Малалла кун мӗнлерех иртрӗ сирӗн?

— Ларма та ӗлкӗреймерӗм, хаҫат редакторӗ черетлӗ номер макечӗпе килсе кӗчӗ…

— Мӗншӗн ҫӳрет-ха вӑл сирӗн пата макетпа? Ҫирӗплетме-и?

— Мӗнле калас, — Анохин аптраса тӑчӗ. — Редакторӗ пирӗн ҫамрӑк, пулӑшма, канаш пама тивет ӑна…

— Вӑл сире хаҫатра пичетлемелли материалсене пӗтӗмпех кӑтартать пулсан, мӗнле канаш пулать-ха ку? Капла эсир ӑна ответлӑ редактор мар, перестраховщик тата иждивенец туса хуратӑр, унӑн вара пирӗн обществӑ шухӑшне, пирӗн партиллӗ совеҫе активлӑ палӑртса тӑмалла! Ыран унӑн эсир ертсе пыракан пропагандӑ пайне критиклемелле пулсан, вара мӗнле, унӑн ҫавна та сирӗн пата килсе кӑтартмалла-и?

«Акӑ хӑҫан чӑн-чӑн тӗрӗслев ҫитрӗ ун валли, — шухӑшларӗ Вершинин. — Ку ӗнтӗ шӑтӑка атӑпа хупласа тӑрасси мар».

— Ну, юрӗ, редактор тухса кайрӗ, тейӗпӗр. Унтан мӗн?

— Ун хыҫҫӑн тепӗр юлташ килчӗ, — районта кино ӗҫне ертсе пырать. Вӑл ҫак уйӑхра кӑтартмалли картинӑсен списокне илсе килчӗ, ку чӑннипе уншӑн ӗҫ планӗ пулать ӗнтӗ…

— Ну вӑл списокпа мӗн турӑр-ха эсир? Хӑвӑра килӗшмен картинӑсене чӗрсе тӑкмарӑр пуль?

— Ҫук, эпӗ ӑна тӗрӗслесе ҫеҫ тӑратӑп, картинӑсем колхозсем тӑрӑх каймалли графикпа паллашатӑп.

— Хӑй вара мӗн, сӑнаса тӑма пултараймасть-им ҫакна?

— Йӗрки ҫапла та-ха, Иван Фомич…

— Хамӑр ҫапла тунӑ, хамӑрӑнах тӳрлетес пулать! — Пробатовӑн пит-куҫӗ ҫивӗчленчӗ. — Иннокентий Павлович, юрамасть, ӑнланӑр, почтӑ ещӗкӗ пулма юрамасть — мӗн хунӑ, ҫавнах кӑларса илнӗ. Хӑвӑр мӗн туни пирки шухӑшлас пулать. Енчен сирӗн ҫума ячӗшӗн ҫеҫ тумалли пӗр-пӗр ӗҫ ҫыпӑҫрӗ пулсан, ӑна хӑюллӑн сирсе ывӑтӑр, хӑвӑра сывлама ҫӑмӑлрах пулать!

— Кӑнтӑр апачӗ умӗн, — хӑйӗн аллисене сӑнаса пӑхса, салхуллӑн каларӗ Анохин малалла, — эпир парткабинет заведующийӗпе хулана тухрӑмӑр, лозунг-плакатсемпе, стендсемпе агитацилес ӗҫ мӗнле пынине пӑхрӑмӑр…

— Мӗн куртӑр вара?

— Курасса чӑннипе эпӗ мар, парткабинет заведующийӗ курчӗ, ман шутпа, вӑл пире вӑхӑтра систерчӗ… Хӑш-пӗр ҫӗрте щитсем кивелсе кайнӑ, вӗсене юсас пулать, куҫа илӗртекен плакатсем сахалрах. Художниксем те тата час-часах вӑли-шали ӗҫлеҫҫӗ, лозунгсене васкаса, пурӑпа ҫеҫ ҫыраҫҫӗ. Пӗрре ҫумӑр ҫуса каять те ҫуррине юхтарса антарать…

Пробатов, сайра хутра куркаран чей сыпкаласа, тимлӗн итлерӗ. Курки пушансан, вӑл хӑех сӗтел ҫинче ларакан чейникрен чей тултарчӗ, ҫакна пурне те, итлеме пӑрахмасӑр, хӑвӑрт турӗ.

— Ирхине иртсе кайнӑ чухне куртӑм эпӗ вӑл щитсене, — терӗ Пробатов. — Ӗҫ вӗсем начар тӑнинче е вӗсен сӑрӗ хӑвӑрт кайнинче те мар… Пирӗн кунта чуна памасӑр, ячӗшӗн ҫеҫ туни нумай пулмалла, тетӗп эпӗ… Ну вӑт, Иннокентий Павлович, калӑр-ха тӳррипе, ҫав, плакатсемпе щитсем сире хӑвӑра кӑмӑла каяҫҫӗ-и?

— Эпӗ мӗн, Иван Фомич!.. Ку вӑл маншӑн ӗҫ, эпӗ куна пурне те хӑнӑхнӑ ӗнтӗ…

— Анчах ку сирӗншӗн хӑнӑхнӑ япала пулмалла мар! Ҫав япаласем сире хӑвӑра та хавхалантармалла! — Пробатов сасартӑк ура ҫине тӑчӗ те пӳлӗм тӑрӑх сӗтел ҫуммипе уткаласа ҫӳреме пуҫларӗ, сӗтел хушшинче ларакансем, тӗкӗнсе те пӑхман тулли чей куркисене айккинелле лартса, ун ҫине куҫ илмесӗр пӑхрӗҫ. — Эпӗ пӗр райком секретарьне пӗлетӗп. Вӑл, колхозсене пырсан, чи малтан унта плакат-лозунгпа агитацилес ӗҫ мӗнле пынипе интересленет. Ҫав колхозсенчен хӑш-пӗрисенче ҫынсем ӗҫ кунӗ пуҫне халичченех пилӗк ҫӗршер грамм тырӑ илни вара уншӑн нимӗн те мар!

— Иван Фомич, эпир хамӑр ҫынсене парти юлашки пленумра лартнӑ тӗп задачӑна татса парассишӗн кӗрешме ҫӗклетпӗр, — хӑйне Пробатов каласа кӑтартакан секретарьпе танлаштарасран хӑранӑ пек, каллех тӳссе лараймарӗ Коробин. — Колхозсене ырӑ пурнӑҫ туса парассишӗн кӗрешес ӗҫре ырлӑх-пурлӑх тӗлӗшпе интереслентересси тӗп рычак пулнине ӑнланатпӑр-ҫке эпир!

Обком секретарӗ куҫа курӑнсах тӑракан ку чӑнлӑха хирӗҫ нимӗн те каламарӗ.

— Е акӑ ҫакӑн пек тӗслӗх илер, — терӗ вӑл кабинет варринче тӑрса, пурин ҫине те ывӑннӑн йӑлтӑртатакан куҫӗсемпе пӑхса. — Эсир темиҫе ҫул ӗнтӗ Любушкина ертсе пыракан «Коммунизм ҫулӗ» колхоз ҫитӗнӗвӗсене пропагандӑлатӑр. Сӑмах та ҫук, хуҫалӑхӗ те малта пырать, колхозне те чӑн-чӑн председатель ертсе пырать. Анчах пӗтӗм ӗҫ вӗсенчен илмелли опытра пулсан, мӗншӗн кӳршӗри колхозсем ҫав опыта темиҫе ҫул хушшинче те вӗренсе ҫитме пултараймаҫҫӗ-ха? Мӗнре ӗҫ? Ҫав опыта мӗншӗн уҫса памастӑр эсир ҫынсене? Сирӗншӗн Прасковья Васильевна косӑр карт пулса тӑнӑ, эсир пур канашлусенче те ҫав косӑрпа тухса калаҫатӑр, унпа мухтанатӑр. Тепӗр районта вара малта пыракан ӗне сӑвакана косӑр тӑваҫҫӗ… Анчах эсир куна епле ирттерни ҫинченех калаҫар-ха, Иннокентий Павлович…

— Кӑнтӑрла иртсен, эпӗ комсомол райкомӗн секретарьне йышӑнтӑм, Наукӑпа политикӑ пӗлӗвӗсем саракан обществӑ лекцийӗсемшӗн квитанцисем ҫырса патӑм.

— Ку вара мӗн тума? Ку та сирӗн ӗҫ-и? Капла пропагандӑпа ҫыхӑннӑ пӗр ҫын та сирӗнсӗр пӗр утӑм тӑваймӗ, ҫакӑн патне ҫитсе тӑма пултаратӑр! Анчах сирӗн пата килнӗ пур юлташсене те хӑвӑр чӗнмен вӗт-ха эсир?

— Ҫук, эпӗ вӗсене чӗнмен.

— Кун пек чухне тӗрлӗ ӗҫсене эсир ертсе пымастӑр, пурнӑҫа активлӑн хутшӑнмастӑр, ҫав ӗҫсем сире хӑйсем ертсе пыраҫҫӗ, эсир вара юхха май ишетӗр кӑна, хирӗҫ тӑмастӑр. Ҫапла туйӑнмасть-и сире?

— Эсир питӗ тӗрӗс каларӑр, Иван Фомич, — терӗ пӗрмаях ҫӑвар уҫмасӑр ларнӑ Синев. Вӑл чышкине ҫӑварӗ патне тытса, хуллен ӳсӗрчӗ, унтан тӳрленсе ларчӗ те пукан хыҫӗ ҫине тайӑнчӗ. — Аякках кайма кирлӗ мар… Икӗ кун каялла пирӗн пата облаҫ центрӗнчен пахча ҫимӗҫ, купӑста, ҫӗр улми турттарма ҫӗр автомашинӑ яхӑн персе ҫитрӗ. Пирӗн хатӗрлевҫӗсем аптраса ӳкрӗҫ тата облаҫри организацисемпе те тӗплӗн калаҫса татӑлман. Вӑт вара ӗненме те йывӑр, пирӗн райкомпа райӗҫтӑвкомӑн пӗтӗм аппарачӗ иртен пуҫласа каҫчен ҫав машинӑсемпе кӑна аппаланчӗ, вӗсене колхозсем тӑрӑх уйӑрчӗ, ытти мӗн пур ӗҫсем ҫинчен шухӑшламарӗ те!..

— Пӗлетӗр-и, мӗншӗн ҫапла пулать вӑл? — ыйтрӗ Пробатов, сӗтел патне пырса, пысӑк та хитре аллине симӗс пустав ҫине хурса. — Мӗншӗн тесен пирӗн аппарат ялан тенӗ пекех вӑхӑта вак-тӗвек ӗҫпе ирттерет, сводкӑсем тӑвать, обком пайӗсем валли справкӑсем хатӗрлет, секретарь валли черетлӗ отчет тума материалсем пухать. Инструктор, пай заведующийӗ хӑйсен ӗҫне мӗнле ӑнланнине, пурне те хӑйсем тӗллӗн мӗн чухлӗ лайӑх тума пултарнине эпир пӗлместпӗр, юлашкинчен, ӳсеҫҫӗ-и вӗсем теорипе ӑс-хакӑл енчен е вӗсем кулленхи тӑрмашу ӑшне путса ларнӑ та хӑйсем ертсе пымалли ҫынсем хӑйсенчен тахҫанах иртсе кайнине те курмаҫҫӗ, — ҫакна тӗрӗслеместпӗр.

«Эпӗ тунӑ план та — пушӑ япала! — шухӑшларӗ Вершинин, анчах, Коробина хӗрхенсе, нимӗн те каламарӗ. — Шухӑшласа пӑхмалли кунсӑрах пур-ха ун».

— Йӑпӑлтатать тесе ан шутлар, Иван Фомич, анчах секретарьсенчен кам та пулин пирӗнпе эсир паян калаҫнӑ пек калаҫнине астумастӑп эпӗ, — терӗ те Синев, Пробатов тӑнӑ чух хӑй ларнӑшӑн кӑшт лайӑх мар пек туйса, ура ҫине тӑчӗ. — Эпир хамӑр работниксене пӗрмаях вӗрентейместпӗр, пире те начар вӗрентеҫҫӗ, сахал вӗрентеҫҫӗ… Вӑт кӑҫал мана облӗҫтӑвком ларӑвне чӗнчӗҫ. Шӑп та шай утӑ ҫулнӑ вӑхӑтра. Эпир утӑ ҫулма пӑртак каярах тухрӑмӑр, юри ҫапла турӑмӑр, курӑк сӗтеке кӗрсе ҫиттӗр терӗмӗр. Ну вӑт, манран нимӗн те ыйтса пӗлмесӗрех, итлемесӗрех пуҫларӗҫ пӑсӑрлантарма! Чӑртмах сӑмаха хӗрхенмеҫҫӗ — «шлепке» те, «карма ҫӑвар» та терӗҫ, юлашкинчен тата тахӑшӗ выговор ҫырса хума сӗнчӗ. Мӗншӗн? Утӑ ҫулма кая юлнӑшӑн! Аран-аран тӳрре тухрӑм. Облӗҫтӑвкомран тухрӑм та, — ӗненместӗр ӗнтӗ, — алӑсем чӗтреҫҫӗ, шутсӑр пӑлхантӑм ҫав. Уттине вара эпир ыттисенчен нумайрах пуҫтарса кӗртрӗмӗр, пахалӑхӗ те лайӑх пулчӗ! Пӗтӗм айӑпӗ — пухса кӗртни ҫинчен пуринчен каярах пӗлтернинче… Хӑҫан ҫакӑн пек калаҫма пӑрахаҫҫӗ-ха пирӗнпе?

— Эсир отчет тӑвас умӗн никам та килмен-и вара района?

— Пулнӑччӗ пӗр юлташ. Анчах вӑл облаҫранах хатӗр заданипе тухнӑ — мана тустарса тӑкмалла, япӑх тӗслӗх вырӑнне илсе, ытти районсене ун пек тума юрамасть тесе вӗрентмелле. Ӑна кирек мӗн кала, вӑл хӑлхине те чикмест. Мӗн калӑн ӗнтӗ — пурне те тӗплӗн тишкӗресси, эпир мӗншӗн апла мар, капла тунине ӑнланасси, мӗнле те пулин ырӑ канаш парасси, паллах, пӗтӗм ҫӳп-ҫапа пухса, пуҫ ҫине кӑларса тӑкассинчен чылай йывӑртарах. Япӑххи вӑл хӑех куҫ тӗлне пулать, ӑна ятарласа шырама кирлӗ мар.

Темиҫе минут хушши пурте чӗнмерӗҫ, Пробатов хӑй кунта пӗччен маррине пӗр вӑхӑта маннӑ пек, аллине ҫурӑм хыҫне тытса, каллех пӳлӗм тӑрӑх уткаласа ҫӳреме пуҫларӗ. Унтан вӑл, хӑйӗн чакӑр куҫӗсене хӗссе, Синевпа юнашар чарӑнса тӑчӗ.

— Эпӗ сирӗн вырӑнта пулсан, эсир халӗ ҫеҫ мӗн каласа кӑтартнине пытарса усраман пулӑттӑм. — Пробатов Синева аллипе хулпуҫҫинчен сӗртӗнчӗ. — Ҫакӑн ҫинчен хаҫата статья ҫырӑр, конференцире тухса калӑр. Кама та пулин кӳрентерсен — нимех те мар! Халӗ, тен, ҫӗнӗ улшӑнусен пӗлтерӗшне ӑнланман ҫынсене час-часах кӳрентерме те лекӗ… Парти решенийӗсене кивӗ меслетсемпе пурнӑҫа кӗртес пулсан, эпир нумаях малалла каяймӑпӑр! «Коробин мана кинора тупни лайӑх пулчӗ-ха!» — шухӑшларӗ Вершинин, темскершӗн савӑнма пӑрахмасӑр.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех