Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Кайӑр кунтан, — терӗ вӑл аран илтӗнмелле.
Июнӗн 12-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кимӗ сулӑнса кайрӗ, эпӗ аран тытӑнса юлтӑм; пирӗн хушӑра хаяр кӗрешӳ пуҫланчӗ.Лодка закачалась, но я справился, и между нами началась отчаянная борьба.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
«Эккей, эсрел хӗрӗ», — тесе кӑшкӑрса ячӗ казак, улӑм ҫинче майлашса выртса, кӑштах юлнӑ чейпе ӑшӑнма ӗмӗтленнӗскер, тинех аран ӑс килсе ҫитрӗ.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ҫав вӑхӑтра пӗлӗт уйӑха хупӑрла пуҫларӗ, тинӗсрен тӗтре ҫӗкленчӗ: ун витӗр ҫывӑхри карап ҫинчи хунар ҫути те аран палӑрса тӑрать…
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пӗрин ҫинче, килте ӳкернӗ, сарӑхнипе палӑрми пула пуҫланӑ карточка ҫинче, ҫуллахи чечеклӗ ҫаран ҫинче ним ҫинчен шухӑшламасӑр, кӑмӑллӑн кулса ларакан хӗре аран уйӑрса илме май килчӗ.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Полк командирӗ, пӗчӗк те вӑрт-варт ҫаврӑнкалакан, пиҫиххине хыттӑн ҫыхса лартнӑ, вӗр-ҫӗнӗ кӑвак комбинезон тӑхӑннӑ ҫын, тӳррӗнех: паян эпӗ ҫыхӑнуллӑн нимӗн те каласа пама пултараймастӑп, паян ултӑ сехетренпех аэродром ҫинче ирттертӗм, виҫӗ хутчен сывлӑша хам та хӑпартӑм, халӗ ура ҫинче аран тӑратӑп, терӗ.
Юлашкинчен калани // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Тупӑсем инҫетре кӗрлени халӗ тӑруках инҫетри тылра тӑрса юлнӑ аэродрома аран кӑна илтӗнчӗ, вӑл ҫав юрӑ кӗввине те, шӑпчӑксен юррине те, каҫхи вӑрман хуллен, ыйхӑ витӗр ҫемҫен кӑшӑлтатнине те хупласа лартмарӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
«Тӑванӑмҫӑм! — питӗ хӑвӑрт та чӑр-чар, вӗҫекен шухӑшне аран ҫырса пыма ӗлкӗрчӗ вӑл.«Родная моя! — писал он неразборчиво, едва успевая записывать быстро летящую мысль.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Паян нумай тӳссе ирттернисене пула ҫав тери ывӑнса ҫитнипе, вӑл ура ҫинче аран тытӑнса тӑчӗ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
— Полковник юлташ, калама ирӗк парӑр! — йӑрст тӑсӑлса тӑрса, сывлӑшне аран ҫавӑрса персе ячӗ пӑлханса кайнӑ лейтенант.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Аран кулкаласа, Алексей полковник ҫине вилесле ывӑннӑ куҫӗсемпе пӑхрӗ:Слабо улыбаясь, он смотрел на полковника смертельно усталыми глазами.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Икӗ сехет иртеспе эпир аран Крестовой Ту тавра ҫаврӑнса тухрӑмӑр, икӗ сехетре икӗ ҫухрӑм!В два часа едва могли мы обогнуть Крестовую гору — две версты в два часа!
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Унӑн кайри ури чӗрнисем ҫыранран хӑпса кӑна кайнӑччӗ, малти урисем ҫинче вӑл аран ҫакӑнса тӑма ӗлкӗрчӗ.Задние его копыта оборвались с противного берега, и он повис на передних ногах;
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Снаряд стаканӗн пуҫне лапчӑтса тунӑ лампа (вӑрҫӑн малтанхи ҫулӗсенче вӗсене «катюша», тетчӗҫ, Сталинград патӗнчи ҫапӑҫусем хыҫҫӑн вӗсене «сталинградка» теме пуҫларӗҫ) ҫывӑракансен мӗлкисене аран кӑна ҫутатнӑ.
2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Аран хӑтӑлкаласа тухрӑмӑр.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Унӑн ҫӗмӗрӗлсе пӗтнӗ, тусанпа витӗннӗ борчӗсем ҫинчи шурӑ йӗрсене тата «Полевая почта» тесе ҫырнине те аран уйӑрса илме май пулнӑ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Мересьевӑн пӗтӗм ӑшчикки вӗреме тытӑнчӗ, вӑл хӑйне хӑй аран чарса тӑчӗ.Мересьев внутренне весь встопорщился, с трудом сдерживая себя.
10 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл аран пит ҫукаласа урӑх тум тӑхӑнчӗ, унтан хӑвӑрт кӑна пӗрремӗшпе иккӗмӗшне ҫирӗ те, кивӗ ҫемҫе диван ҫине ларса, кран айне бидонпа лартнӑ кӗсел сивӗнессе кӗтсе илеймесӗрех ҫывӑрса кайрӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Анчах унта кайни усӑсӑр пулчӗ, мӗншӗн тесен Алексей пысӑк йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе аран хӑй майлӑ ҫавӑрнӑ ҫын, хӑйне ырӑ сунакан Мировольский васкавлӑ командировкӑпа таҫта вӗҫсе кайнӑ пулнӑ тата вӑл унтан часах таврӑнмалла пулман.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Хӑвна хуть те мӗн пулсан та, пурӗпӗр кил, эпӗ сана яланах кӗтетӗп, сывлӑху темле пулсан та… эпӗ сан ҫинчен нумай шухӑшлатӑп, ҫакӑнта «окопсем патне» киличчен сана час-часах тӗлӗкре кураттӑм, анчах кунта эпир хамӑрӑн нарсем патне аран ҫитсе ӳксе, тӳрех вилнӗ пек ҫывӑрса каятпӑр та, тӗлӗк те курмастпӑр.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950