Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аран сăмах пирĕн базăра пур.
аран (тĕпĕ: аран) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӑватӑ хут пени умлӑн-хыҫлӑнах кӗрслетрӗ, сиксе тухнӑ тӑватӑ гильзӑна Ваня аран тытма ӗлкӗрчӗ.

Четыре выстрела ударили почти подряд, так что Ваня едва успел поймать четыре выскочившие гильзы.

21 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

— Каламастӑп, — терӗ ача тутисене аран хускатса.

– Не скажу, – еле двигая губами, прошептал мальчик.

15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Вӗсем лачакара аран утса пыракан лаша ури сассисемпе пӗрле этем ури сассине илтме тӑрӑшрӗҫ, анчах та этем ури сассисем илтӗнмерӗҫ.

Они стараясь за хлопаньем разбитых копыт, которые лошадь с трудом вытаскивала из трясины, уловить звуки человеческих шагов, но человеческих шагов слышно не было.

13 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Ҫакӑ икӗ тӗреклӗ те паттӑр ҫын улттӑн пурӑнмалли палаткӑна аран вырнаҫкаланӑ.

Оба великана не без труда помещались в палатке, рассчитанной на шесть человек.

4-мӗш сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Вӑл питӗ вӑйлӑн ҫутатнӑ, анчах унӑн ҫутти тӗтре витер аран ҫапса тухнӑ.

Она светила очень сильно, однако её свет с трудом пробивал туман.

1 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948

Пӗчӗк Павӑл та аран шутларӑм тет.

Маленький Павел тоже говорит, что еле-еле решил.

Математика мыскари // Александр Галкин. https://vulacv.wordpress.com/2017/10/19/ ... %B8%D0%BD/

Аран пӑрса мопедпа анкарти хыҫӗсем енне ыткӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив

Ытти чухне йывӑр кӗлеткине аран сӗтӗрсе утаканскер паян хӑйне вӑр-вар тыткаларӗ склад заведующийӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив

Аран тупса пӗтерчӗҫ вӗсене.

Куҫарса пулӑш

Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив

Аран ӗлкӗртсе пычӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫурла уйӑхӗ, ҫӗрле // Николай Андреев. Килти архив

Часах Том ҫӗр айӗнче кӳлӗ шыраса тупнӑ, унӑн аран ҫеҫ палӑракан ҫыранӗсем тӗттӗмелле кайса ҫухалнӑ.

Вскоре Том нашел подземное озеро, которое, тускло поблескивая, уходило куда-то вдаль, так что его очертания терялись во мгле.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Гек вара, мӑн пулать-килет тесе, аран илтӗнмелле ҫапла каласа хучӗ: — Эпӗ эсӗр… вырсарникунхи шкулта вӗренмелли кӗнекесем тупнӑ пулӗ тесе шухӑшларӑм.

Гек сказал наобум, едва слышно: — Может, учебники для воскресной школы?

30-мӗш сыпӑк. Томпа Бекки ҫӗр ӑшӗнчи шӑтӑкра // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӑльт-вальт вылякан ҫурта ҫутисемпе ҫӳллӗ чул стенасем аран ҫеҫ палӑрнӑ.

Ряд колеблющихся огней смутно осветил высокие каменистые стены.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Эпӗ икӗ уҫӑ юраттарма хӑтланса пӑхрӑм, епле те пулин хуллентерех хӑтланасшӑн хам, анчах уҫҫисем ҫав тери шӑкӑртаттарма пуҫларӗҫ, эпӗ хӑранипе аран ҫеҫ сывласа тӑтӑм.

Стал я пробовать ключи, тихонько, как можно тише; попробовал два, а наделал такого шуму, что я даже дышать не мог, так испугался.

28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Унтан туртса илмелли те нумаях юлман: вӑл аран ҫеҫ сывлакалать, унӑн чӗрийӗ те ҫав тери хытӑ тапать, вӑл татӑкӑн-татӑкӑн ҫурӑлса каяссӑнах туйӑнать.

Положим, он и так едва дышал, а сердце у него поминутно замирало, того и гляди, совсем остановится.

28-мӗш сыпӑк. Джо индеец шӑтӑкӗнче // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Темиҫе минутран вӑл ҫапах та пӑртак хӑй майне кӗркелесе ҫитрӗ, залра ларакан ҫынсенчен хӑшпӗрисем вӑл аран ӑнланмалла: «Масарта!» — тесе каланине илтрӗҫ.

Однако через некоторое время он собрался с силами и произнес таким слабым голосом, что первые ряды в зале едва могли его расслышать: — На кладбище…

23-мӗш сыпӑк. Мефф Поттера ҫӑлни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Ҫилленсе кайнӑ Бекки уроксем пуҫланассине аран ҫеҫ кӗтсе илчӗ, — унӑн Тома пӑснӑ кӗнекешӗн ҫав тери хӗнеттересси килчӗ.

Возмущенной Бекки казалось, что она никогда не дождется начала уроков, так ей не терпелось, чтобы Тома отстегали за испорченную книжку.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Бекки макӑрса ярасран аран чӑтрӗ.

— И она проглотила подступившие слезы.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хулара пуранакан ҫынсем хӑйсен яланхи ӗҫӗсене аран ҫеҫ, сӳрӑккӗн ӗҫлекелерӗҫ, сахал сӑмахларӗҫ, час-часах йывӑррӑн сывласа илчӗҫ.

Горожане занимались своими делами с каким-то рассеянным видом и почти не разговаривали между собой, зато очень часто вздыхали.

17-мӗш сыпӑк. Пиратсем хӑйсене пытарнӑ ҫӗре пыраҫҫӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Мӗн вӑл? — ыйтрӗ Джо аран илтӗнмелле.

— Что это такое? — негромко спросил Джо.

14-мӗш сыпӑк. Телейлӗ вӑрӑ-хурахсен лагерӗ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех