Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

аппаланать (тĕпĕ: аппалан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Ачасем Анюкӑн ӗҫӗ нумай вӑхӑта тӑсӑлнине кураҫҫӗ те, Исай, самантрах: — Айтӑр кайса пулӑшӑпӑр. Пӗри шыв йӑтаканӗ пулсан, тата иккӗшӗ хӑярне шӑварсан, ӗҫӗ те часах пӗтет. Эпӗр пулӑшмасан, вӑл кӑнтӑрлачченех аппаланать, — тенӗ.

Увидали ребята, что дело это с поливкой долгое будет, тут Исайка и выдумал: — Давайте мы тоже поливать будем. Одни воду подтаскивать, другие поливать, тогда раз-раз — и готово. А то одна она и до полдня прокопается.

Тӑваттӑмӗш блиндаж // Георгий Шумилов. Гайдар, Аркадий Петрович. Тӑваттӑмӗш блиндаж: калав; вырӑсларан Г.С. Шумилов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с.

Ҫывӑхрах Чумаков ирхи апат хатӗрлесе аппаланать: лагерьти пӗртен-пӗр чашӑка шывпа чӳхесе тӑкрӗ, пуҫламан ҫӑкӑра кӑкӑр ҫумне тытса тӑватӑ пӗр пек чӗлӗ касрӗ, кӑкшӑмран чашӑк ҫине сӗт ячӗ те, ҫӑра пӗҫернӗ вир пӑтти чӑмаккине ватса хӑтланнӑ май, Григорий ҫине пӑхса илчӗ.

Чумаков неподалеку готовил завтрак: он ополоснул единственную в лагере миску, прижав к груди буханку хлеба, отрезал четыре ровных ломтя, налил из кувшина в миску молока и, раскрошив комок круто сваренной пшенной каши, глянул на Григория.

XIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сергей иртен пуҫласа каҫчен протезӗпе аппаланать, унӑн ҫав мӑй таранах тӑрантарса ҫитернӗ тыткӑнлӑхран — хевтесӗрлӗх тыткӑнӗнчен — часрах хӑтӑлса тухас килет.

С утра до ночи заполненные бесплодными попытками овладеть протезом, вырваться из опостылевшей беспомощности.

6 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Тепри-пӗри атӑ-пушмакпа ут хатӗрӗсене юсаса аппаланать, виҫҫӗшӗ, вӗсем хушшинче Пантелей Прокофьевичпа пӗр лав ҫинче килнӗ Бесхлебнов старик те, сӗтел хушшинче яшка ҫисе лараҫҫӗ.

Кое-кто чинил обувь и упряжь, трое, в числе их старик Бесхлебнов, в супряге с которым ехал Пантелей Прокофьевич, ели за столом похлебку.

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пантелей Прокофьевич тимлесех витери тислӗке хырса аппаланать.

Пантелей Прокофьевич старательно выгребал навоз из конюшни.

XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пӗри мана, ухмах пек, йӑпатса хӑнана чӗнсе илчӗ, тепри ку вӑхӑтра авӑ мӗн аппаланать!

Одна заманила в гости, как какого дурачка, а другой в это время вон какие варианты выкидывает!

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл килне ҫитме ӗлкӗрнӗ те, чӑлана пытанса, хыпалансах урӑх тум тӑхӑнать; ҫири кӗпипе юбкине улӑштарса аппаланать.

Она успела дойти до куреня и, забившись в кладовку, торопливо переодевалась: меняла на себе рубаху и юбку.

LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Выртатпӑр ҫапла, пӑхатӑп: Алешка, тӑпри ҫӑмӑл пултӑр та, лаши патӗнче йӗнер хырӑмсарлӑхне пушатса аппаланать.

Лежим, гляжу, Алешка покойник возля своего коня копается, чересподушечную подпругу ему отпущает.

LI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кухня алӑкӗ патӗнче виҫӗ надзиратель тӑрать; пӗри яппун винтовкин тутӑхса кайнӑ затворне туртса аппаланать, тарӑхнӑ сасӑпа тӑрӑлтатса кӑшкӑрать:

Около входа на кухню стояло трое надзирателей; один дергал приржавевший затвор японской винтовки, горячей скороговоркой выкрикивал:

XLV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Григорий, ҫаннисене чавси таран тавӑрса, курницӑра икӗ винтовка затворӗн тутӑхнӑ пайӗсене сӳтсе тӑкнӑ та краҫҫынпа тасатса аппаланать.

В горнице Григорий, засучив по локоть рукава, разбирал и отмачивал в керосине приржавевшие части двух винтовочных затворов.

XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Полковник Ряснянский кӑштӑртатакан картта типтерлӗн сӗтел ҫине сарса аппаланать, ӑна Кислов пулӑшать.

Полковник Ряснянский бережно расстилал на столе похрустывающую карту, ему помогал Кислов.

IV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.

Кам унта ҫӗр хута аппаланать?

Кто тут в полночь чертуется?

XXIV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Мирон Григорьевич кухньӑра вентерь ҫунатти ҫыхса пӗтерес тесе аппаланать, ӗҫленӗ май Михей тахҫан такам темӗнле ҫынна вӗлерни ҫинчен каласа кӑтартнине итлет.

Мирон Григорьевич в кухне довязывал крыло к вентерю, слушал рассказ Михея о каком-то давнишнем убийстве.

18 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Штокман верстак ҫине ларнӑ та кӗмӗл полтинникрен тунӑ ҫӗрре подпилкӑпа якатса аппаланать.

Штокман сидел на верстаке, подчищая напилком сделанное из серебряного полтинника кольцо.

16 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

— Ҫуна урлуҫҫийӗсем пӗри те ҫук, вӑл пур — вӑлтасемпе аппаланать, — лӑпкӑраххӑн сӑмах ҫавӑрчӗ старик; унтан, алӑк патӗнче кӑштах тапӑртатса тӑчӗ те (тата темӗн каласшӑнччӗ курӑнать) тухса кайрӗ.

— Притык в санях ни одной нету, а он — крючья, — уже спокойнее проговорил старик и, потоптавшись около дверей (как видно, еще что-то хотел сказать), вышел.

8 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Наталья ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе пулас упӑшки валли качака ҫӑмӗнчен шарф тата мамӑк перчетке ҫыхса аппаланать.

Наталья вечера просиживала, вывязывая жениху традиционный шарф из козьего дымчатого пуха и пуховые перчатки.

19 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Хуторта, Прокофийӗн арӑмӗ тухатмӑш ӗҫӗпе аппаланать, тесе, пӑшӑлтатса калаҫнӑ.

Шепотом гутарили по хутору, что Прокофьева жена ведьмачит.

1 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.

Чӑнах та, унта пӗр хӗр чечексемпе аппаланать.

Правда, девица там с цветами ходит.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Иван Васильев. Эммануил Казакевич. Ҫӑлтӑр: повесть; вырӑсларан И.С. Васильев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 1622 с.

Пуринчен те хаваслӑрах вӑл, калаҫма юратать, пит чухлаканскер курӑнать, пур ҫӗре те ҫитет, пӗрмай тӑрмашать: хӑрӑк-харӑка урипе тапса хуҫать, вуттине лайӑхрах ҫунтарма тӑрӑшать, пӗҫерме лартнӑ котелоксемпе аппаланать.

Самый веселый, разговорчивый и — видно было — смекалистый и вездесущий, он все время хлопотал: ломал ногой валежник, подживлял огонь, возился с котелками на тагане.

XV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Нимӗҫсем хӑйсем йышӑннӑ килхушшисенче тӑрмашаҫҫӗ: хӑшӗ повозка патӗнче темӗскер аппаланать, тепри ҫӑл кутӗнче, хӑшӗсем пӳртелле вутӑ ҫӗклеҫҫӗ.

Немцы молча возились у повозок на занятых дворах, у колодцев, носили в дома дрова.

XXII // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех