Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тӑваттӑмӗш блиндаж

Автор: Георгий Шумилов

Ҫӑлкуҫ: Гайдар, Аркадий Петрович. Тӑваттӑмӗш блиндаж: калав; вырӑсларан Г.С. Шумилов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с.

Ҫул: 1938; Хушнӑ: 2020.05.20 18:58

Пуплевӗш: 510; Сӑмах: 4249

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Коля ҫиччӗре пулнӑ. Анюк саккӑрта. Ваҫҫа пурӗ те улттӑра анчах пулнӑ.

Коляпа Ваҫҫа юнашарах пурӑннӑ. Вӗсем пурӑнакан икӗ дачӑ та ҫума-ҫумӑн ларнӑ. Вӗсене хушӑри хӳме кӑна уйӑрса тӑнӑ, хӳми ҫинче шӑтӑк пулнӑ. Ҫав шӑтӑк витӗр икӗ ача пӗр-пӗрин патне хӑнана ҫӳренӗ.

Вӗсем пурӑнакан ҫуртсене хирӗҫ Анюк пурӑннӑ. Чи малтанах вӗсем Анюкпа килӗшеймесӗр пурӑннӑ. Ку, пӗр енчен, Анюк хӗрача пулнӑран, тепӗр енчен — Анюксен килкартинче усал йытӑ пулнӑран, виҫҫӗмӗш енчен — Коляпа Ваҫҫана Анюксӑрах савӑнӑҫлӑ пулнӑран килнӗ.

Вӗсем акӑ мӗнле юлташланчӗҫ.

Пӗрре Ваҫҫа патне Мускавран чи юратнӑ юлташӗ Исай Гольдин килчӗ.

Исай та Ваҫҫапа пӗр майлӑрахах, тантӑш ача. Вӑл хура ҫӳҫлӗ, сарлака кӗлеткелӗ пулнӑ. Унсӑр пуҫне тата унӑн пробкӑпа перекен пӑшал пулнӑ, ун пек пӑшал Ваҫҫан пулман.

Исай киле ашшӗпе пӗрле канмалли кун килнӗ. Ачасем пӗрлешсе лапталла выляма шут тытнӑ. Лапталла виҫҫӗн вылямаҫҫӗ паллах, тӑваттӑн: тӑваттӑмӗш кирлӗ пулнӑ.

Юлташ тупас тесе ачасем Хумма Павӑлӗ патне кайнӑ. Анчах Павӑлӑн варӗ ыратнӑ. Ӑна выляма яман, вӑл килте питех кичемлӗн ларнӑ, мӗншӗн тесен ӑна тин ҫеҫ касторка ӗҫтернӗ мӗн.

Мӗн тӑвас тетӗн? Тӑваттӑмӗшне ӑҫтан тупмалла-ха?

— Анюка чӗнсен мӗн пулать? — тенӗ Ваҫҫа Коляна.

— Тавай, унӑн урисем епле вӑрӑм, вӑл чупассине те качакаран кая чупмасть, — тенӗ Коля.

Исай та Анюка чӗнсе тухма килӗшнӗ.

— Анчах, — тенӗ Исай, — манӑн урасем кӗске пулсан та, эпӗ аван чупатӑп, мӗншӗн тесен Анюк сиккелемесӗр чупать, эпӗ сиккипе чупатӑп, — тенӗ. Ҫапла Анюка чӗнме килӗшнӗ.

— Анюк, пирӗнпе лаптала выляма тух, — тенӗ ачасем.

Анюк малтан тӗлӗнсе пӑхса тӑнӑ. Унтан ачасем чӗнмеллех чӗннине кура:
— Эпӗ выляма тухнӑ пулӑттӑм, анчах та манӑн хӑярсене шӑвармалла. Ахалӗн хӗвел тухса саралать те, лартнӑ хӑяр шанса каять, — тенӗ.

Ачасем Анюкӑн ӗҫӗ нумай вӑхӑта тӑсӑлнине кураҫҫӗ те, Исай, самантрах:
— Айтӑр кайса пулӑшӑпӑр. Пӗри шыв йӑтаканӗ пулсан, тата иккӗшӗ хӑярне шӑварсан, ӗҫӗ те часах пӗтет. Эпӗр пулӑшмасан, вӑл кӑнтӑрлачченех аппаланать, — тенӗ.

Ҫапла тунӑ та, кайран лапталла пӗр канмасӑрах вунӑ хутчен вылянӑ. Юлашкинчен шыва кӗме кайнӑ. Исай хӑйӗн ашшӗпе хулана тухса кайнӑ.

Ҫак кунтан пуҫласа Ваҫҫапа Коля Анюкпа килӗштерсе пурӑнма пуҫланӑ.

* * *

Вӗсем Мускавран инҫетре мар ларакан поҫолӑкра пурӑннӑ. Вӗсем пурӑннӑ ҫӗртен вӗтӗ йывӑҫлӑ вӑрманпа уй пуҫланса кайнӑ. Таҫта аякра, ту ҫинче, арманпа чиркӳ тата темиҫе пӳрт хӑйсен хӗрлӗ тӑррисемпе курӑнса ларнӑ — те станицӑ, те пӗчӗк ял, аякран пӗлме пулман.

Пӗрреччен Ваҫҫа ашшӗнчен ҫак ял мӗн ятли ҫинчен ыйтнӑ.

— Вӑл ял мар, — тенӗ ӑна ашшӗ, — ӑна ахаль анчах ял пек туса лартнӑ.

— Епле-ха ял мар? — тесе тӗлӗннӗ Ваҫҫа. — Мӗнле-ха ял мар: арман та, чиркӳ те, пӳртсем те пур вӗт? Пурте курӑнаҫҫӗ.

— Ҫаплах, ял мар, ӑна юриех ҫапла тунӑ, — тесе кулса янӑ ашшӗ. — Кунтан арман пек те, пӳртсем евӗрлӗ те курӑнать… Патнерех пырса пӑхсассӑн — унта нимӗн те ҫук.

Ваҫҫа тӗлӗнсех кайнӑ, анчах ҫапах та ӗненмен. Вӑл хӑйӗн ашшӗ, е тӑрӑхласа, е ахальтен ҫеҫ хӑйӗнчен уйрӑлтӑр тесе каларӗ пулӗ тесе шутланӑ.

* * *

Ваҫҫа хӳме ҫинчи шӑтӑк витӗр Коля патне каҫнӑ. Вӑл Коляпа Анюк хӳме тӑрринчен уялла пӑхса ларнине курах каять. Хӑйне систерменнишӗн ҫиленсе вӑл:
— Эсӗр мӗн, хӑвӑр интереслӑ ялалла ҫине пӑхаттӑр, мана пӗртте чӗнместӗр? — тесе хурать.

— Эпӗ паҫӑрах сан патна чупса пырас тесе шутланӑччӗ. Хӑвӑртрах хӳме ҫине хӑпар-ха. Пӑх-ха, красноармеецсем тупӑсемпе килчӗҫ, — тет Коля.

Ваҫҫа та хӳме ҫине хӑпарса ларса пӑхнӑ: йывӑҫ тӗмисем хушшинче лашасем, икӗ кустӑрмалӑ урапасем, тупӑсем тӑнине курнӑ.

— Ну, ну! — тӗлӗнет Ваҫҫа. — Малалла мӗн пулать-ши?

— Курӑпӑр ак. Эпӗр паҫӑртанпах мӗн пуласса кӗтсе ларатпӑр, — тет Анюкӗ.

— Юрӗ, тепӗр чухне эпӗ те сирӗнтен малтан хӑпарса ларса, сире ним те шарламастӑп, — тет Ваҫҫа, кӳреннӗ пек пулса.

Ҫапах та ку хутра вӗсем вӑрҫман, мӗншӗн тесен тӗмӗсем ӑшӗнче темӗнле ӗҫ пуҫланса кайнӑ.

Кашни тупӑ вӗҫӗнчех ултшар лаша — виҫшер мӑшӑр пулнӑ. Вӗсем тупӑсем ҫумӗнчен темӗнле, хӑвӑрттӑн вӗҫерӗннӗ те красноармеецсем тупӑсем патӗнче чупкаласа темӗскер ҫавӑрнӑ, унтан каялла чупса кайнӑ. Тупӑ патне пӗри ҫеҫ тӑрса юлнӑ. Тупӑ патне юлни хӑйӗн аллинче тупӑран тытӑнса тӑракан вӑрӑм шнур тытса тӑнӑ.

— Эсӗ, Коля, вӑл ҫав шнурока мӗншӗн тытса тӑнине пӗлетӗн-и? — тет Ваҫҫа лайӑхрах юсанса ларса.

— Пӗлместӗп, тытса тӑрать пулсан, ҫавӑн пек кирлӗ пулӗ, — тет Коля.

— Ҫапла ҫав, ҫавӑн пек кирлӗ те, — тесе ҫирӗплетет Анюк.

— Ҫаплах ҫав, — тесе килӗшет Ваҫҫа та. — Тытса тӑман пулсан, паллах вара…

Тупӑсем патӗнче, командирӗ — телефон трубкисенчен каярахпа тӑраканскер — красноармеецсене темӗн ҫинчен пӗлтерсе хыттӑнах кӑшкӑрнӑ. Тупӑ патӗнчерехри командирӗ те темӗн кӑшкӑрса аллипе сулнӑ та красноармеец шнурока туртнӑ.

Чи малтанах вӑйлӑ ҫулӑм ҫутӑлса кайнӑ. Унтан, кӑмака мӑрйи тӗлӗнче аҫа ҫапнӑ пекех, хыттӑн янӑраса кайнӑ.

Ачасем хӑранипе хӳме ҫинчен курӑк ҫине персе анчӗҫ.

— Вӑт мӗнле кӗрӗслеттерчӗ! — терӗ Ваҫҫа ӳкнӗ вырӑнтан тӑрса.

— Питӗ хытӑ кӗрӗслеттерчӗ! — тесе килӗшрӗ Анюк.

— Шнурока туртсанах кӗрӗслеттерет, — тесе ӑнлантарчӗ Коля.

— Эсӗр пур, текех «мӗн тума кирлӗ-ха ҫав шнурок?» — тесе минрететӗр. Эпӗ халӗ тӳрех шутласа илтӗм мӗншӗн кирлине… Кала-ха, Ваҫҫа, мӗншӗн эсӗ хӳме ҫинчен ӳкрӗн, мана та, Анюка та ҫавӑрса антартӑн?

— Эпӗ ӳкмен, — тесе кӳренчӗ Ваҫҫа.

— Чи малтан Анюк кайса ӳкрӗ те хӳме силленчӗ, вара ун хыҫҫӑн эпӗ те йӑваланса антӑм.

— Чи малтан эпӗ мар, — тесе хирӗҫлерӗ Анюк. — Чи малтан ӳкнӗ пулсан, епле-ха эпӗ Коля ҫурӑмӗ ҫине ӳкме пултарнӑ? Вӑл хӑй чи малтан ӳкрӗ.

— Вӑт епле! — терӗ тарӑхса ҫитнӗ Коля. — Эсӗ вӗт, хӑв, вӗлтӗрен ҫине ӳкес мар тесе, юриех ман ҫурӑм ҫине персе аннӑ. Эпӗ вӑт, пӗрре те хӑрамарӑм, пӗтӗм алла вӗлтӗренпе хӑпалантарса пӗтертӗм! Унтан вӑл Ваҫҫа патнеле ҫаврӑнса ӑна ҫапла каларӗ:

— Хӗрачасем вӗсем пурте вӗлтӗренрен хӑраҫҫӗ. Ӑҫта вӗсене!..

Ҫавӑнтанпа час-часах красноармеецсем килсе тӑнӑ. Тунтикунпа юнкун ҫеҫ пеместчӗҫ, ытти кунсенче яланах тупӑсемпе кӗрӗслеттеретчӗҫ.

Артиллеристсем килсенех ачасем тӗмӗсем патне чупаҫҫӗ. Тӗмеске ҫине лараҫҫӗ те, текех пӑхса лараҫҫӗ. Унтан пурте курӑнать, илтӗнет те.

Телефонист трубкӑна итлесе, командира ҫапла пӗлтерет:

— Прицел 6 — 5, трубка 7 — 2, — тет. Унтан командир:
— Иккӗмӗш оруди! Прицел 6 — 5, трубка 7 — 2, — тет.

Красноармеецсем тӳрех иккӗмӗш туппи патне чупаҫҫӗ. Туппи патне ҫитсен темӗнле пысӑк урапине ҫавӑраҫҫӗ те, туппи ҫӳлелле йӑтӑнать. Тепӗрне ҫавӑрать — туппин кӗпҫи аяккала пӑрӑнать. Артиллеристсем тӗллесе ҫитерсен командир аллине сулать те красноармеец — наводчик шнурока тӗкет. Вӑт сана вара трах-бабах!

Снаряд епле вӗҫни ачасене курӑнмасть. Снаряд тӗлленӗ вырӑна ҫитсе саланать те, вара ачасем ҫав вырӑнта пӗлӗт пек тусанлӑ хура тӗтӗм хӑпарнине кураҫҫӗ.

Снарядсем пурте чиркӳ ҫывӑхне ӳкеҫҫӗ, е арман патӗнче, е тата пӗчӗк ту ҫинче ларакан пӳртсен ҫывӑхӗнче ӳксе саланаҫҫӗ.

— Вӑл пӗчӗк ялта пурӑнма хӑрушӑ вӗт, — терӗ Анюк пӗрре.

— Эпӗ вӑл ялта пурӑнма ниепле те килӗшес ҫук. Эсӗ, Ваҫҫа?

— Эпӗ те юлассӑм ҫук, — терӗ Ваҫҫа. — Мӗншӗн-ха мана атте унта нимӗнле ял та ҫук, ахаль ҫеҫ курӑнать терӗ?

— Ялӗ пур, анчах та пӑшал пеме тытӑначчен унтан пурте тухса тараҫҫӗ, — терӗ Коля.

— Лашисене ӑҫта?

— Лашисене те илсе тухса каяҫҫӗ.

— Ӗнесене те-и? — ыйтрӗ Ваҫҫа.

— Ӗнесене те пулмасӑр. Сысни, таки-мӗнӗпех илсе тухаҫҫӗ.

— Чӑххисене те илсе тухаҫҫӗ-и? — ыйтса пӗлесшӗн пулчӗ Анюк.

— Кӑвакалсене те… пӗтӗмпех-и?

— Пӗтӗмпех пулӗ, — тесе вӗҫлерӗ те сӑмахне, ун пек ӗҫ Коляна хӑйне те пит тӗлӗнтернӗрен урӑх калаҫмарӗ.

Тупӑпа персе чарӑнчӗҫ те, красноармеецсем патне урапа ҫинче хуран-кухнӑ турттарса пычӗҫ. Повӑрӗ красноармеецсен котелокӗсем ҫине тем яшки — те кӗрпе, те купӑста яшки ярса пама тытӑнчӗ. Красноармеецсем ҫавӑнтах симӗс курӑксем ҫине ларса апат ҫиме тытӑнчӗҫ.

Вӗсене курса Ваҫҫа та:
— Айтӑр киле чупатпӑр, манӑн та хырӑм выҫрӗ, апат ҫиес килет, — терӗ.

Ҫав сӑмах ҫинех:
— Тӑхтӑр-ха кӑштах, пирӗн пата юланутпа командир килет, — тесе чарчӗ Коля.

Командир юланутпа пырса ҫитрӗ.

Ҫавӑнти тӗмеске патӗнчех чарӑнчӗ те тапак туртма шутларӗ. Вӑл пирусӗсене, спичкине кӑларнӑччӗ, анчах спичкине чӗртме тӑрсан лаши, те пӑван ҫыртнипе те ахаль ашкӑнчӗ, малалла чупрӗ.

Командир чӗлпӗрне ярса илчӗ.

— Тӗк тӑр! Мӗн ҫаврӑнкалатӑн? Ав спичкӑна та ӳкерттертӗн.

— Ачасем, спичка илсе парӑр-ха, — терӗ командир.

Ваҫҫа пуринчен те ҫывӑхра тӑратчӗ. Коробкӑна вӑл тытрӗ те такӑннипе чикеленсе кайрӗ. Ваҫҫа илсе пама тӑни Коляна кӳрентерчӗ. Ваҫҫа патне чупса пычӗ те, вӑл аллинчен коробкине туртса илчӗ. Ваҫҫа ҫухӑрса ячӗ, Коляна пуҫӗнчен ҫапма тытӑнчӗ. Вара унта тавлашу пуҫланса кайрӗ.

Ҫав вӑхӑтра Анюк ерипен, аяккӑн-аяккӑн… спичкӑна илчӗ те командира пачӗ. Вӑт ӑна хӑравҫӑ те!

Командир ачасенчен кулкаларӗ те, «спасибӑ» тесе лашине аяккала чуптарчӗ.

Унтан Коляпа Ваҫҫа кӗрешме чарӑнса, спичка коробкине командире малтан илсе панӑшӑн тарӑхса, Анюка хӗнеме шутларӗҫ.

Анюк хӑрарӗ те аяккала тарчӗ. Ӑна, вӑрӑм ураллӑскерне, хӑваласа ҫит-ха?

Ҫапла ачасем харкашса кайрӗҫ. Тепӗр кунне Ваҫҫа та Коля патне хӳме шӑтӑкӗ витӗр каҫмасть, Коля та… Анюк та хӑйсен килкартинче тем кӗрмешет.

Ҫӳрет, ҫӳрет Ваҫҫа килкартинче, питӗ кичем! Унтан алла туя илсе ун ҫине утланчӗ те килкарти тавра пӗр виҫҫӗ ҫаврӑнчӗ, ҫапах кичем.

Шӑтӑк витӗр пӑхрӗ те, Коля ухӑ йӑтса утса ҫӳренине курчӗ. Хӑйӗн картусӗ ҫине индейӗц пек пулатӑп тесе тӗк чикнӗ. Кӳреннӗ пек пулчӗ Ваҫҫа. Унтан пуҫне шӑтӑка чиксе:
— Коля, тӗкне пар! Вӑл санӑн мар, пирӗн.
Эсӗ ӑна пирӗн автан хӳринчен татса илнӗ, — терӗ.

Коля ҫав вӑхӑтра йӑран ҫинчен тӑпра муклашки илчӗ те, епле печӗ, Ваҫҫа хырӑмне ҫатах пырса тиврӗ! Тивни ыратмарӗ пулсан та Ваҫҫа ҫухӑрса ячӗ.

Ваҫҫа амӑшӗ алӑк умне сиксе тухрӗ, Коляна ятлама тытӑнчӗ. Ваҫҫана та пӗрлех ятларӗ. Иккӗмӗш кунне ачасем тӑшмансем пек ҫӳрерӗҫ, виҫҫӗмӗш кунне те ҫавах.

Ак кӑмпа татас вӑхӑт та ҫитсе килчӗ. Ҫывӑхри урамри ачасем пухӑнса е Берков вӑрманне, е Лӑпкӑ вара каяҫҫӗ. Пӑхатӑн, кӑнтӑрла тӗлне корзинӑпа е чӗреспе кӑмпа йӑтса та килеҫҫӗ. Ах, кӑмписем те епле шурӑ! Кӑмпа мар, сахӑр темелле.

Ваҫҫана пӗччен кайма кичем, вӑл каймасть. Коля та каймасть. Анюк, паллах, пӗччен каяс ҫук, кичем.

Пӗрре Ваҫҫа хӑйсен килкартине тухса ларнӑ та, поездла вылять. Паровоз ун чӑнниех мар, арчасенчен туни ҫеҫ, ҫапах та интереснӑ. Унта сӑмаварӑн кивӗ трубине тытӑнтарнӑ та: ту-у-у-ут — тутарса кӑшкӑртать. Хӑй текех тайкаланать. Арчисем хӑйсем каймаҫҫӗ пулсан та, пӗр-пӗрне перӗнсе: тӑк-так-тӑк-так! тутараҫҫӗ. Ну, чӑн вагон пекех!

Ваҫҫа ҫав вӑхӑтра хӑйӗн патне темӗн пырса ӳкнине сисрӗ. Пӑхать — ухӑ йӗппи. Хай Коля пуҫне хӳме шӑтӑкӗнчен чикнӗ те, тӑра парать. Ӑнсӑртран вӗҫсе кайнӑ ухӑ йӗппи хыҫҫӑн каҫма та хӑрать Коля, хӗрхенмелле.

— Коля, эпӗ сана ухӑ йӗппине илсе парам-и? — терӗ Ваҫҫа ун ҫине пӑхса илсе.

Паровоз ҫинчен анса ухӑ йӗппине илчӗ те Коляна пачӗ. Коля ухӑ йӗппине илчӗ те ним каламасӑрах аяккала пӑрӑнчӗ. Утса ҫӳресен, ҫӳресен пуҫне шӑтӑка чикрӗ те:
— Ваҫҫа, ман кондуктӑрӑн шӑхличи пек шӑхличӑ пур. Кирлӗ-и, сана выляма парам? Анчах пуҫӗпех мар, — тесе кӑшкӑрчӗ.

Коля шӑхличине илсе пычӗ те, Ваҫҫасем патӗнчен урӑх каймарӗ. Выляса ҫитерчӗҫ те, ыран ирпе кӑмпана кайма шухӑшларӗҫ. Коля хӳме патне пырсан:
— Анюк, ыран кӑмпана пыратӑн-и? — тесе ыйтрӗ.

Анюк хӑрать.

— Эсӗр, каллех вӑрҫма пуҫлатӑр, — тет вӑл.

— Ну, тупрӗ, вӑрҫма! Мӗн эпӗр, хулигансем-им? Ӑна хулигансем ҫеҫ кашни кун вӑрҫаҫҫӗ. Эпӗр кашни кун мар вӗт.

Ҫапла кӑмӑлӗсем ҫавӑрӑнчӗҫ.

Ваҫҫа хут пӗлеймен, вӑл ҫамрӑк пулнӑ. Ун юлташӗ Коля хута кӑштах пӗлкеленӗ. Каҫхине, ҫывӑрас умӗн календарь патне пырса пӗр листине ҫӗтсе илчӗ те «ытларикун» тесе вуларӗ.

Унтан календарӗн тепӗр листи ҫинче «юнкун» тесе ҫырнине вуласа илчӗ.

Коля ҫывӑрса кайсанах темӗнле пухуран ашшӗ таврӑнчӗ. Вӑл календарь ҫине пӑхрӗ те:
— Ыран юнкун-и вара пирӗн? — тесе ыйтрӗ.

— Ҫук, ыран ытларикун анчах-ха. Коля ытлашши листине татса илнӗ, ҫавӑнпа ыран юнкун пулчӗ ӗнтӗ, — тесе ӑнлантарчӗ амӑшӗ.

Паллах, Анюк вӑратман пулсан, Коляпа Ваҫҫа ҫывӑрса юлатчӗҫ.

Хӗвел анчах тухрӗ, курӑксем ҫинче сывлӑм та типеймен. Йӗпе курӑк ҫара урасене шӑнтать.

Тухрӗҫ те вӑрманалла утрӗҫ. Вӑрман хӗрринче кӑмпасем сахал тупӑннӑран, вӗсем Лӑпкӑ вар ҫыранӗсем патне, йывӑҫ тӗмисем йӑвӑрах вырӑна, типӗрех ҫӗре кайрӗҫ.

Анюкпа Коля корзинкисем ҫине пӗр-икӗ кӑмпа татса хучӗҫ, Ваҫҫан пӗрре те ҫук-ха.

— Эсӗ, Анюк, манпа юнашар ан пыр. Яланах манран малтан татса пыратӑн. Ав ҫавӑнта кай та унта татса пыр.

— Эсӗ ҫӑварна карса ан пыр, — терӗ. те Анюк, тӗмӗсен ӑшне чупса кӗрсе, унтан пысӑк хурӑн кӑмпи татса тухрӗ. — Акӑ пӑх, епле кӑмпана татмасӑр хӑвартӑн эсӗ.

— Татмасӑр хӑварман ӑна, эпӗ халӗ анчах тӗмӗ ӑшне пӑхас тенӗччӗ, эсӗ унта чупрӑн та.

Лӑпкӑ вар ҫыранӗсем патӗнче кӑмпасем нумайрах курӑнма пуҫларӗҫ. Ваҫҫа та тӑватӑ ӑвӑс кӑмпи, пӗр шурӑ кӑмпа тупрӗ, хуртланманскерех пулчӗ.

Тӗмӗсем тӑрӑх нумай вӑхӑт хушши кӑмпа шыраса вӑрман хӗрне тухаччен, хӗвел те хӑпарчӗ, сывлӑм та типрӗ.

— Пӑхӑр-ха, пӑхӑр-ха, — терӗ Коля, — пӑхӑр, ӑҫта кӗрсе кайнӑ эпӗр!

Вӑрман хунавӗсем хушшинчен тухрӗҫ. Малала тӗмескелӗ кӗске хунавпа витӗннӗ уй тӑсӑлать.

Ку уй урлӑ иртсе ҫӳремелли пӗр сукмак та ҫук, тавраллах тӗмесемпе курӑк ҫеҫ сарӑлса выртать. Ҫак уйра ҫӳле хӑпарса пӑхмалли темиҫе йывӑҫ башнӗ пур, вӗсем ҫийӗ халӗ пушах.

Сылтӑм енче, пӗр километра яхӑн аякра, ачасем хӑйсен поҫолки хӗрринчен курӑнакан чиркӳллӗ, арманлӑ яла курчӗҫ.

— Айтар кайса куратпӑр, — терӗ Коля. Эпӗр часах… Пӑхатпӑр та ту айӗпе киле анатпӑр… Шӑп ял патне тухатпӑр.

— Пеме тапратсан вара.

— Красноармеецсем пырсан мӗнле вара? — пӗр сасӑпа ыйтнӑ пек ыйтрӗҫ Ваҫҫапа Анюк.

— Паян килмеҫҫӗ. Паян юнкун, — тесе лӑплантарчӗ Коля. — Айтӑр, пӑхар та киле каяр.

Каясса хунавлӑ уйпа кайма тиврӗ. Ял патне ҫывхарнӑҫем, ҫӗнӗ шӑтӑксем, курӑк та шӑтма ӗлкӗрейменскерсем, тарӑн та ҫинҫе канавсем, ҫӑмӑр шывӗпе тулнӑ, шӑтӑксем йышлӑн та йышлӑн тӗл пула пуҫларӗҫ.

Ку вырӑнта, ҫак ирӗк те лӑпкӑ хирте, тахҫан пӗр пысӑк арлан чакаланнӑ тейӗн. Коля пӗлчӗ.

— Ку вӑл снарядсенчен, — терӗ. — Снаряд ҫӗре перӗнет те ҫурӑлать. Вӑт сана валли шӑтӑк пулчӗ те. Ку окопсем акӑ. Вӑрҫнӑ чухне салтаксем унта пулӗсенчен пытанаҫҫӗ.

— Питӗ пылчӑк унта Коля, — терӗ Анюк тӑмлӑ канавала пӑхса. — Кунта пытансан пӗтӗмпех вараланса пӗтӗн.

Ваҫҫа ӗнтнӗ пек хуралса ларнӑ ҫулҫӑллӑ тӗмӗ кутӗнче тем чакаланчӗ те ҫухӑрса ячӗ:
— Ну, тупрӑм! Ну, тупрӑм та! — терӗ вӑл.

Хӑй ҫавӑнтах юлташӗсем патне темскер йӑтса чупрӗ.

Малтан ачасем Ваҫҫа пысӑк кӑмпа йӑтса пырать пулӗ тесе шухӑшларӗҫ, анчах та патне пырсан кӑмпа мар иккенне, тикӗс мар хӗрриллӗ, хулӑм тимӗр татки пулнине пӗлчӗҫ.

— Ку снаряд катӑкӗ, — терӗ Коля. — Ӑна мана пар-ха эсӗ, Ваҫҫа. Эпӗ сана уншӑн виҫӗ кӑмпа парӑп… тӗксе пӑх-ха, Анюк епле йывӑр вӑл.

Анюк васкавлӑн тӗксе илчӗ те, Ваҫҫана ҫурӑмӗнчен ҫапрӗ.

— Хур ӑна, Коля, — йӑлӑнса ыйтрӗ вӑл, — вӑл тен сисеччен персе те ярӗ.

— Айван! Персе кӑларса яни вӑл, епле-ха вӑл пӗр тарсӑр петӗр? Пар мана ӑна, Ваҫҫа, пар, эпӗ уншӑн сана виҫӗ кӑмпа парӑп. Унсӑр пуҫне киле ҫитсен ухӑ парӑп.

— Мӗн вӑл кӑмпа! — тесе снаряд катӑкне хӑйӗн корзини ӑшне хучӗ Ваҫҫа. — Кӑмпасене ҫиетӗн те, нимӗн те юлмасть. Эпӗ сана памастӑп ӑна Коля. Вӑл хамрах пултӑр… Унтан пӗр вӑхӑт чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн ҫапла хушса хучӗ:

— Эсӗ ман пата пыратӑн та пӑхатӑн. Эпӗ сана курма паратӑп. Мана шел-им вӑл? Пӑх, мӗн чухлӗ пӑхас тетӗн, ҫавӑн чухлех пӑх.

Вӗсем пӗчӗк ял патне пычӗҫ. Ялта стариксем те, ачасем те курӑнмаҫҫӗ. Сыснасем те нӗрӗклетмеҫҫӗ, ӗнесем те мӗкӗрмеҫҫӗ, йытӑсем те вӗрмеҫҫӗ, пурте вилсе пӗтнӗ пекех.

— Каларӑм-ҫке сире, кунтан пурте тухса кайнӑ тесе! — лӑпкӑн сӑмах хушрӗ Коля.

Кунта ӑҫтан пурӑнма май пултӑр: пӑх, снаряд чавнӑ шӑтӑксем епле выртаҫҫӗ.

Темиҫе пусӑм маларах утсанах куҫӗсене чарса пӑрахса чарӑнчӗҫ. Ку вырӑнта ниепле ял та ҫуккине халӗ тин ҫеҫ курчӗҫ. Арманне те, чиркӳне те, пӳрчӗсене те ним стенасӑрах, тӑррине тумасӑрах сӑрласа курӑнакан тунӑ.

Такам, темле пысӑк хачӑпа сӑрӑлӑ ӳкерчӗксене касса кӑларса симӗс тӗспе витӗннӗ хир варринчи юпасем ҫине ҫыпӑҫтарнӑ пек курӑнса лараҫҫӗ.

— Вӑт епле ял! Вӑт епле арман! — кӑшкӑрчӗ Ваҫҫа. — Эпӗр шухӑшланӑ, шухӑшланӑ…

Ачасем кула-кулах тетте яла кӗрсе кайрӗҫ. Йӗри тавра вӑрӑм курӑк ӳсет: унта-кунта пӗр сас-чӳ илтӗнмест. Уйра илемлӗ лӗпӗшсемпе тӗклӗ-турасем сӗрлени кӑна.

Ачасем сӑрласа хитрелетнӗ тетте ялӑн йӗри-тавра чупрӗҫ, пӗчӗк яла пур енчен те пӑхса тухрӗҫ. Ун патнех юпасем чавса ларнӑ. Ҫав чавса лартнӑ юпа ҫине йывӑр та хулӑн хӑмасем ҫапнӑ. Вӑл хӑмасене хӑш-пӗр тӗлтен снарядсем аркатнӑ. Ку мишенсем пулнӑ, вӗсем ҫине артиллеристсем пенӗ. Ҫак суя ял умӗнчен икӗ рет ишӗлсе пӗтнӗ окопсем тӑсӑлнӑ, вӗсем тавра тутӑхса пӗтнӗ йӗплӗ пралукпа тытса ҫавӑрнӑ.

Часах ачасем темӗнле нӳхреп патне пырса ҫитрӗҫ. Нӳхрепе анмалли алӑк уҫах тӑрать. Чултан тунӑ картлашкасем тӑрӑх тарӑн чул нӳхрепе анчӗҫ. Нӳхрепре лармалли тенкелсем те пур. Стена ҫине ҫӳлӗк тунӑ. Ун ҫинче пӗр ҫунса пӗтмен ҫурта татӑкӗ кӑнтса тӑрать.

— Ҫутар-и ҫуртине, — терӗ Коля. — Ман шӑрпӑк та пур. Эпӗ вут хума тесе илнӗччӗ.

Вӑл шӑрпӑкне кӑларнӑччӗ, сасартӑк ҫӳлтен лаша ури сасси илтӗнсе кайрӗ.

— Киле чупар мар-и? — шӑппӑн сӑмах хушрӗ Анюк.

— Кӗҫех каятпӑр. Ҫӳлте, халӗ такам пур. Вӑл иртсе кайсан тӳрех килелле чупатпӑр. Ахалӗн ятлама та пултараҫҫӗ. Эсӗр мӗншӗн кунта аннӑ, тейӗҫ.

Лаша ури сасси илтӗнми пулчӗ. Ачасем нӳхрепрен тухса пӑхрӗҫ те, вӗсенчен аякра та мар икӗ кавалерист кайнине курчӗҫ.

Вышка ҫине пӑх-ха, ав ҫавӑн ҫине… Унта тахши хӑпарса тӑнӑ, терӗ Ваҫҫа.

Киле чупса каяс тенӗччӗ, анчах та Ваҫҫа нӳхрепе снаряд татӑкне манса хӑварнӑ мӗн.

Каллах анчӗҫ. Ансанах ҫурта ҫутрӗҫ. Халӗ, вӑйсӑр ҫутӑпа нӳхрепӗн цемӗнтран тунӑ нӳрлӗ маччи те курӑнать, маччине ҫирӗп тимӗр каштасенчен тунӑ.

Аякран сасартӑк темӗнле сас илтӗнчӗ, ачасем шартах сикрӗҫ! Таҫта инҫетре ҫӗр ҫине темӗнле пысӑк, йывӑр пӗрене ӳкнӗ пекех илтӗнчӗ.

— Коля, мӗн ку? — тесе хуллен ыйтрӗ Анюк.

— Пӗлместӗп! — терӗ лешӗ пӑшӑлтатса.

Сас тепӗр хут янӑраса кайрӗ, анчах халь пачах ҫывӑхра илтӗнчӗ. Ачасем шӑп пулса, пӗр-пӗрин ҫумне ҫыпҫӑнса ларчӗҫ. Ваҫҫа ҫӗртен тупнӑ снаряд катӑкне хытӑ пӑчӑртанӑ та ҫӑварне карса, Коля ҫине пӑхать. Коля та хӑранӑ пек пулчӗ. Анюкӑн куҫҫулӗ юхса аннӑ, вӑл халь макӑрас пек:
— Мана, Коля… мана паян пачах юнкун мар пек туйӑнать… — терӗ.

— Мана та ҫавах, — терӗ те Ваҫҫа ҫавӑнтах хытӑ йӗрсе ячӗ, ун хыҫҫӑн ыттисем те…

Асапа лекнӗскерсем, кӗтессе кӗрсе ларса чылайччен макӑрчӗҫ. Ҫӳлти сас пӗрре те чарӑнмасть. Вӑл е ҫывхарать, е инҫерех илтӗнет. Хушӑран кӑшт чарӑнса тӑрать. Ҫавӑн пек минутсенчен пӗринче Коля алӑк хупма тесе ҫӳле хӑпарчӗ. Ҫав самантра ҫывӑхрах, тем ахлатса ҫурӑлчӗ, Коля каялла йӑваланса та анчӗ. Вара, хуллен саспа макӑрса ларакан Ваҫҫапа Анюк ларакан кӗтессе упаленсе ҫитсе, вӗсемпе юнашар ларчӗ. Унтан кӑштах макӑркаланӑ хыҫҫӑн, вӑл каллех ҫӳле, нӳхрепӗн тимӗртен тунӑ йывӑр алӑкӗ патне хӑпарчӗ те ӑна хупса аялалла шуса анчӗ.

Сасӑсем сасартӑк лӑпланчӗҫ: пӳртсем трамвай е грузовик иртнӗ чухне кӗрленӗ пек сасӑ илтӗнни таҫта снарядсем ҫурӑлнине пӗлтернӗ.

— Пирӗн патах персе ҫитереймеҫҫӗ вӗсем, — тесе макӑрма чарӑнса лӑплантарчӗ юлташӗсене Коля. — Ав, епле тарӑн ҫӗртре ларатпӑр эпӗр! Стенисем те чултан, маччи те тимӗртен. Эсӗ… ян макӑр, Анюк; Ваҫҫа, эсӗ те ан макӑр. Кӗҫех персе чарӑнаҫҫӗ те,вара эпӗр тухса чупатпӑр.

— Эпӗр хы-ы… эпир хы-ы-т-ӑ чупатпӑр… — куҫҫулӗсене ҫӑтса сӑмах хушрӗ Анюкӗ.

— Эпӗр епле тухатпӑр, тӳрех киле чупатпӑр, — терӗ Ваҫҫа. — Эпӗр киле чупса пыратпӑр та никама та нимӗн те каламастпӑр.

Ҫурта ҫунса пӗте пуҫларӗ. Ҫулӑм ҫурта тӗпне ҫавӑрса илсе часах ирӗлтерчӗ. Хӑйӑвӗ ӳкрӗ те сӳнчӗ. Пӑч тӗттӗм пулчӗ.

— Коля, эсӗ кунтах лар, эпӗ хӑратӑп, — терӗ Анюк, тӗттӗмре ун аллине тупса.

— Мана хама та хӑрушӑ, — тесе сӑмах хушрӗ те Коля, лӑпланчӗ.

Нӳхрепре лӑпкӑ. Ҫӳлте такам темӗн пысӑккӑш мӑлатукпа ҫӗр ҫине йӑвӑр пӑтасем ҫапса кӗртнӗ пек час-час шакканӑ саса илтӗнсе тӑрать.

— Коля, Ваҫҫа! — терӗ Анюк мӗскӗн сасӑпа. — Эсӗр мӗн калаҫмасӑр ларатӑр? Епле тӗттӗм, эсӗр ҫапах нимӗнле сӑмах та хушмастӑр.

— Эпӗр калаҫмасӑр мар, Ваҫҫапа иксӗмӗр те шутласа ларатпӑр. Эсӗ те лар та шутла, — ответлерӗ Коля.

— Эпӗ нимӗн те шутламастӑп, — сӑмах хушрӗ Ваҫҫа, — эпӗ ларатӑп ҫеҫ.

Вӑл ҫаврӑнкаласа аллипе такӑшӗн урине тӗксе илчӗ.

— Ку санӑн ура-и, Анюк?

— Манӑн! — терӗ урисене илсе, — хӑраса ӳкнӗ Анюк — Мӗн тата.

— Мӗн, — ҫиленнӗ сасӑпа ответлерӗ Ваҫҫа, — мӗн.. уруна ман корзина ҫинех кӳртсе хунӑ, пӗр кӑмпине лапчӑтрӑн ав.

Ваҫҫа кӑмпасем ҫинчен каласан, Коляпа Анюк та, Ваҫҫа, хӑй те савӑнса кайнӑ пек пулчӗҫ.

— Айтӑр калаҫар е юрӑ юрлар, — терӗ Коля. — Эсӗ Анюк, ҫинҫе сасӑпа юрла, эпӗ вӑтам сасӑпа юрлатӑп, Ваҫҫа хулӑм сасӑпа юрлатӑр.

— Эпӗ хулӑм сасӑпа юрлама пӗлместӗп, — терӗ Ваҫҫа, мӑн сасӑпа юрлассине хирӗҫлесе.

— Ӑна, Исайка хулӑм сасӑпа юрлама пӗлет, эпӗ пӗлместӗп.

— Юрла, апла пулсан, вӑтам сасӑпах юрла… Пуҫла Анюк.

— Эпӗ мӗнле юрӑ юрламаллине те пӗлместӗп, — пӑтранчӗ Анюк. — Эпӗ анне юрлакан юрӑна ҫеҫ юрлама пӗлетӗп.

— Ну, юрла, аннӳнне…

Анюк сӑмсине турткаларӗ те пичӗ ҫинчи куҫҫулӗсене аллипе шӑлса илчӗ, унтан тутине ҫуласа илсе ҫемҫе сасӑпа пуҫларӗ:

Казак кайрӗ вӑрҫӑна,
Киле хӑварчӗ арӑмне;
Хӑварчӗ вӑл ачине,
Хӑйӗн пӗчӗкҫӗ хӗрне.

— Ну, юрлӑр юлашки сӑмаххисене — «хӑйӗн пӗчӗкҫӗ хӗрне» тесе, — сӑмах хушрӗ Анюк.

Юрӑна Коляпа Ваҫҫа юрласа вӗҫленӗ ҫӗре, Анюк татах янӑравлӑн та лӑпкӑн малалла тӑсрӗ:

Унтанпа иртрӗҫ ҫулсем,
Иртрӗҫ сисӗнмесӗрех.

Пур казак та килсене
Тавнах таврӑннӑ ӗнтӗ.

Анчах ҫуккӑ пӗрийӗ,
Ӑна маннӑ та ӗнтӗ,
Манӑн, казак ачийӗ,
И-и-х! — тавнах вӗлернӗскер…

Анюк янӑравлӑн та янӑравлӑн илет, Ваҫҫапа Коля вӑтам сасӑсемпе юрласа хутшӑнаҫҫӗ. Ҫӳлте темскер хытӑ кӗрӗслетсен тин сасӑсем кӑштах чӗтренкелесе илчӗҫ те, анчах юрлама ҫавах чарӑнмарӗҫ.

— Аван юрӑ, — тесе ырларӗ Коля. — Эпӗ кун пек вӑрҫӑ ҫинчен е геройсем ҫинчен калакан юрӑсене юрлама юрататӑп. Аван юрӑ, анчах темле хурлӑхлӑрах.

— Ку анне юрри, — ӑнлантарчӗ Анюкӗ. — Вӑрҫӑра ман аттене вӗлерсен, анне текех ҫакӑн пек юрӑ юрлатчӗ.

— Сан аҫу, Анюк, казак пулнӑ-и вара?

— Казак. Анчах ахаль казак мар, хӗрлӗ казак. Пурте шурӑ казаксем пулнӑ, атте пӗчченех хӗрлӗ казак пулнӑран ӑна шурӑ казаксем касса вӗлернӗ. Эпӗр, эпӗ пӗчӗккӗ чухне, инҫе ҫӗрте — Кубанре пурӑннӑ. Унтан, аттене вӗлерсен, Хӗветӗр пичче патне, завода куҫса килтӗмӗр.

— Ӑна вӑрҫӑра вӗлернӗ-и?

— Вӑрҫӑра. Вӑл темле отрядра пулни ҫинчен анне каласа паратчӗ. Вӑт пӗрре ҫавӑн пек аттепе тепӗр казака начальник пырса пакет панӑ тет те: «Вӑт сире пакет. Эсӗр Усть-Медведински станици патне юланутпа кайса парӑр, пире вӗсем пулӑшу паччӗр», тенӗ тет.

Аттепе тепӗр казакӗ лашисене тем пекех хӑваласа каяҫҫӗ тет. Вӗсен лашисем те ывӑннӑ. Усть-Медведински аякра пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах шурӑ ҫарти казаксем вӗсене хӑваласа ҫитес тесе хыҫалтан чуптараҫҫӗ тет. Шурӑ ҫар казакӗсен лашисем вӑйлӑ пулнӑ, хуса ҫитес пекех пынӑ. Атте ҫавна кура тепӗр казакне «Ак сана, Хӗветӗр, пакет. Эсӗ чуптар малалла, эпӗ кунтах юлатӑп, кӗпер патӗнче», — тенӗ. Атте ут ҫинчен кӗпер патне аннӑ та шуррисем еннелле пеме тытӑннӑ. Нумай вӑхӑт пенӗ вӑл, казаксем шурлӑх урлӑ тепӗр енчен каҫса вӗлеречченех пенӗ. Вӑл вӑхӑтра Хӗветӗр — тепӗр хӗрлӗ казакӗ — пакета илсе аяккала тарнӑ, ӑна хӑваласа ҫитеймен. Ав епле казак пулнӑ манӑн атте! — тесе вӗҫлерӗ хӑйӗн калавне Анюк. Ҫӳлте темскер хыта кӗрӗслетнӗ сасӑран ачасем кӑшкӑрсах ячӗҫ. Ҫӳлти алӑк ҫилпе уҫӑлнӑ та ҫурӑлнӑ снаряд катӑккисем нӳхрепе кӗнӗ пулас.

— Коля… х-у-у-уп! — тесе ӗсӗкле-ӗсӗкле кӑшкарса ячӗ Ваҫҫа.

— Хӑв хуп, — ответлерӗ Коля. — Эпӗ пӗрре хупрӑм ӗнтӗ.

— Хуп, Коля — хыттӑн макӑрса ячӗ Ваҫҫа.

— Эх, эсӗ! — тесе кӗтмен ҫӗртен сиксе тӑчӗ Анюк хӑйӗн сӑмахӗпе хавхаланса.

— Эх, эсӗр!.. — Вӑл Ваҫҫан аллине аяккалла сирчӗ те, ҫӳлти алӑк патне хӑпарса, ӑна ҫаклатса лартрӗ. Сасӑ лӑпланчӗ.

Каллех шӑпланчӗҫ. Ҫапла нумайччен ларчӗҫ. Итлесе пӑхрӗҫ — ҫӳлте шӑп. Татах тепӗр вунӑ минут кӗтрӗҫ — нимӗн сас-чӳ те ҫук.

— Киле чупатпӑр! — тесе кӑшкӑрчӗ Коля савӑнса.

— Киле, киле! — савӑнса кайрӗ Ваҫҫа. — Тӑр, Анюк!

— Эпӗ хӑратӑп… — тесе туртӑнкаларӗ Анюк. — Каллех пеме тытӑнсан…

— Чупатпӑр! Чупатпӑр! — тесе пӗр сасӑпа кӑшкӑрчӗҫ Коляпа Ваҫҫа. — Ан хӑра, эпӗр епле чупатпӑр.

Ҫӳле тухрӗҫ. Тӗттӗм нӳхрепрен тухнӑ хыҫҫӑн, кун хӗвел пек ялкӑшнӑн туйӑнчӗ.

Пӑхкаларӗҫ.

Нӳхреп ҫывӑхӗнчи йывӑҫ щитсене аркатнӑ. Йӗри-тавра турпассем сирпӗнсе пӗтнӗ, халӗ ҫеҫ чавса ывӑтнӑ типеймен шӑтӑксем курӑнса выртаҫҫӗ.

— Анюк, чупар ӗнтӗ. Кӳр эпӗ санӑн корзинкуна йӑтам, — тесе савӑнтарчӗ Коля. — Эпӗр халех…

Окоп урлӑ чупса каҫса йӗплӗ проволкӑсем карнинчен шӑтӑк витӗр тухса, ту айнелле чупрӗҫ.

Мӑнтӑркка Ваҫҫа малта вирхӗнсе пырать, пӗр аллинче — корзина, тепӗр аллине снаряд катӑкӗ йӑтнӑ хӑй.

Коляпа Анюук юнашар чупса пычӗҫ. Коля хӑйӗн пушӑ аллипе ӑна пысӑк корзинӑна йӑтма пулӑшса пычӗ.

Вӗсем тӗмӗ ҫинчен анчӗҫ те вӗтлӗх витӗр чупрӗҫ. Сывлӑш чӗтренсе, шӑхӑрса илчӗ, снаряд таҫта ҫӳлтен иртсе, хыҫа инҫете кайса ӳкрӗ.

Анюк кӗтмен ҫӗртенех, хӑйӗн урине снаряд килсе тивнӗ пек, латах ларчӗ.

— Чупар, Анюк! — кӑшкӑрчӗ Коля. Хӑйӗн корзинине пӑрахса ӑна аллинчен ярса тытрӗ.

— Пӑрах корзинуна! Чупар!

Артиллеристсен наблюдатӗлӗ вышка ҫинчен пӑхса, ҫамрӑк хунавсен хушшинче виҫӗ пӗчӗкҫеҫӗ япала асӑрханӑ.

«Качакасем пулас» тенӗ вӑл, куҫӗ патне бинокль илсе пырса. Анчах пӑхса илсен хӑранипе кӑшкӑрса янӑ та хӑвӑртрах телефон трубкине илсе батерейӑна пеме чарнӑ.

Бинокӑлӗпе вӑл уйра икӗ ачапа пӗр хӗрача чупнине курнӑ, вӗсем пӗр курӑнса, пӗр тӗмӗсен тӗлӗнче ҫухалса чупнӑ.

Пӗр ачи хӗрача аллинчен хытӑ тытнӑ. Тепри вӑрӑм курӑк ҫинче такӑнкаласа, урисене улӑштара-улӑштара ярса каярахра, кӑкӑрӗ ҫумне икӗ аллипе темскер пӑчӑртаса чупнӑ. Унтан батарейӑран тӗмӗсен хушшипе икӗ кавалерист тухнӑ та чупакан ачасем патӗнче чарӑнса йӗнерсем ҫинчен аннӑ.

Икӗ красноармеец конвойласа ачасене батарея патне ҫитерӗҫ. Командир вӗренмелле перессине чарнӑшӑн ҫиленнӗччӗ, анчах айӑпӗ ҫак хӑраса ӳкнӗ, макӑракан виҫӗ ача ҫинче пулнине курсан, кӳренмерӗ, вӗсене хӑйӗн патне чӗнсе илчӗ.

— Оцепленинчен епле иртсе кӗнӗ вӗсем? — ыйтрӗ вӑл.

Ачасем чӗнмерӗҫ. Вӗсемшӗн красноармеецсенчен пӗри ответлерӗ.

— Вӗсем, юлташ командир, эпӗр оцеплени тӑратачченех, ирех килнӗ. Пирӗн разъезд тӗмӗсене пӑхса тухнӑ чухне нӳхрепре лартӑмӑр теҫҫӗ. Эпӗ, вӗсем тӑваттӑмӗш блиндажра пытаннӑ пулӗ, тетӗп. Вӗсем ҫав енчен чупса килчӗҫ, — терӗ.

— Тӑваттӑмӗш блиндажра? — тесе тепӗр хут ыйтрӗ командир. Унтан Анюк патне пырса ӑна ачашларӗ те: — тӑваттӑмӗш блиндажра! — тесе хӑй помошникӗ еннелле ҫавӑрӑнчӗ. — Эпӗр шӑп ҫав участкӑна петӗмӗр. Эх, мӗскӗн ачасем! тесе Анюкӑн сапаланса кайнӑ ҫӳҫлӗ пуҫӗ тӑрӑх аллипе лӑпкаса кӑмӑллӑн ыйтрӗ:

— Кала-ха, хӗрӗм, эсӗр мӗн тума кайрӑр унта?

— Эпӗр пӗчӗк ялне… — хуллен ответлерӗ Анюк.

— Эпӗр ялне курас терӗмӗр, — хушрӗ Коля.

— Эпӗр ӑна чӑн ялах тесе, унта пӗр хӑмасем анчах мӗн! — терӗ Ваҫҫа, лайӑх кӑмӑллӑ командир сӑнне курса.

Ачасене командир та, красноармеецсем те ачашларӗҫ. Командир Ваҫҫа ҫурӑмӗ хыҫне тем пытарнине пӑхса тӑчӗ.

— Сан аллунти мӗн вӑл, ачам?

Ваҫҫа хӑрарӗ, хӗрелчӗ те сӑмах чӗнмесӗрех снаряд катӑкӗ тытнӑ аллине тӑсрӗ.

— Вӑл ӑна илмен, тӗмӗ айӗнчен тупрӗ, — терӗ Коля, Ваҫҫа хутне кӗресшӗн пулса.

— Эпӗ ӑна тӗмӗ айӗнчен тупрӑм, — тесе айӑплӑ пек ответлерӗ Ваҫҫа.

— Сана мӗн тума кирлӗ вӑл?

Командир татах та кӑмӑллӑн калаҫрӗ те, йӗри-тавра тӑракан красноармеецсем кулса ячӗҫ. Ваҫҫа мӗнрен кулнине ӑнланса илеймесӗр:
— Кун пекки урӑх никамӑн та ҫук, халӗ манӑн пур ӗнтӗ, — терӗ.

— Ну, чупӑрах, — терӗ командир. — Эх, эсӗр ачасем!

Вӑл ҫаврӑнса хӑйӗн ҫырмалли кӗнеки ҫине пӑхрӗ те урӑхларах, мӑнӑрах сасӑпа хыттӑн кӑшкӑрчӗ:

— Виҫҫӗмӗш орудирен пемелле! Прицел 6 — 6, трубка 6 — 2! Трах — бабах! — тунӑ сас янӑраса кайрӗ. Ачасем ҫӑмӑллӑн уйрӑлнишӗн савӑнса, сиккелесе килнелле вӗҫтерчӗҫ. Трах-бабах!..

Халӗ ку хӑрамалли мар ӗнтӗ.

Канмалли кунхине Исайка хӑйӗн ашшӗпе киле тавӑрӑннӑ. Вӑл хӑйӗнпе пӗрле пробкӑпа перекен пӑшал илсе килнӗ те, Ваҫҫа умӗнче мухтанма тытӑнчӗ. Анчах Исайкӑн пӑшал пулнӑ пулин те, Ваҫҫа ӑна пӗрте ӑмсанмарӗ.

Коляпа Анюк Исайкӑн пӑшалне пӑхса тӑнӑ вӑхӑтра, Ваҫҫа киле кайрӗ те хӑйӗн арчине туртса кӑларчӗ. Унта унӑн хуҫӑлнӑ ҫӗҫӗ, икӗ мечка — пӗри пысӑк та шӑтӑкскер, тепри шӑтӑксӑр та пӗчӗккӗскер, мӑлатук, гайка, виҫӗ пӑта тата ытти япаласем выртаҫҫӗ. Вӑл ҫав арчаран йӗркелӗ чӗркенӗ снаряд катӑкне кӑларса Исайка патне илсе кайрӗ.

— Пӑх, Исайка, манӑн мӗн пур, — терӗ снаряд катӑкне парса.

Анчах Исайка те ытла айванран, те юри тӑвас тесе, снаряд катӑкӗ ҫине пӑхкаларӗ те:
— Ну, ку мӗн! Пирӗн чӑланта кивӗ тимӗр татӑккисем темӗн чухлех, — терӗ Ваҫҫана.

Ваҫҫа уншӑн кӳренмерӗ. Вӑл Анюкпа Коля ҫине пӑхса илчӗ, лешсем пӗр-пӗринпе чеен калаҫкаларӗҫ те, тӑваттӑшӗ те ҫар уйӗн хӗрринелле чупрӗҫ.

Артиллеристсем вӑл кун пымарӗҫ. Ачасем Исайкӑна тупӑсем ӑҫта тӑни ҫинчен, уй варринчи башнӗсем мӗн тума кирли ҫинчен каласа пачӗҫ. Вӗсем сӑртра пӗчӗк ял ларни ҫинчен, ун ҫывӑхӗнче чултан тунӑ, тимӗр маччаллӑ нӳхреп, «блиндаж» ятлӑскер, пурри ҫинчен каласа пачӗҫ. Хӑйсем ҫав блиндажа лексе, пеме чарӑнничен ҫаплах унта ларма тивни ҫинчен те каласа пачӗҫ.

Вӗсен сӑмахне итленӗ хыҫҫӑн Исайка нимӗн те тӗлӗнмен пек ответлерӗ:

— Сирӗнпе пӗрле пулнӑ пулсан эпӗ те нӳхрепе аннӑ пулӑттӑм. Айтӑр, выляма каятпӑр, — тесе ответлерӗ.

Ваҫҫапа Коля тата Анюк каллех кӑмӑллӑн кулса илчӗҫ.

Айван, айван Исайка! Вӑл блиндажра ларассине выляни пекех ҫӑмӑл тет пулӗ. Вӑл тупӑ пенӗ сасса пӗрре те илтмен. Вӑл саланакан снарядӑн тӗтӗмне те, вутне те курман. Вӑл блиндажӑн йывӑр алӑкне те Коляпа Анюк пек хупса курман, Ваҫҫа пек йӑвӑр снаряд катӑкне йӑтса варинке пек чавнӑ уй тӑрӑх та чупса курман.

Ваҫҫапа Анюк тата Коля мӑнтӑркка та кӑмӑллӑ Исайкӑна пӑхкаларӗҫ те, ӳснӗ ҫынсем пекех ачаран кулма тытӑнчӗҫ.

Исайка хӑйӗнчен мӗншӗн кулнине ӑнланаймасӑр кӳренсе, куҫӗсене чарса пӑрахрӗ, анчах ӑна лешсем ҫавӑнтах аллинчен ярса илсе выляма илсе кайрӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех