Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айӑп сăмах пирĕн базăра пур.
айӑп (тĕпĕ: айӑп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Айӑп ан тӑвӑр ӗнтӗ.

Уж вы извините нас.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Питӗ те шеп, — тет. — Айӑп ан тӑвӑр чӑрмантарнӑшӑн», — тет.

Очень приятно. Извините за беспокойство».

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Мӗнле капла, ваше благородие, — терӗ атте, — мӗнле айӑп тунӑ эпӗ?

– Ваше благородие, как же так? – оказал отец. – За что же брать меня?

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ сана айӑп тумӑп — ман ҫине эсӗ ытти пур арҫынсем пӑхнӑ пекех пӑхрӑн: хӑвӑн япалу пек пӑхрӑн, хаваслӑх та пӑшӑрхану е куляну паракан хӑвата курнӑ пек юратрӑн, вӗсем пӗр-пӗринпе улшӑнсах пынӑ, вӗсем пулмасан пурнӑҫ та кичем-ҫке.

Я не стану обвинять тебя — ты поступил со мною, как поступил бы всякий другой мужчина: ты любил меня как собственность, как источник радостей, тревог и печалей, сменявшихся взаимно, без которых жизнь скучна и однообразна.

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл манӑн айӑп мар! — Анчах сирӗн ҫӗнӗрен авӑрламашкӑн тивӗҫӗр ҫук… нимӗнле тивӗҫӗр те…

Это не моя вина! — А вы не имеете права перезаряжать… никакого права…

Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Кӑна эпӗр айӑп туса та, хурласа та каламастпӑр, ҫапах та, пӗр авалхи комментатор калашле, Nota nostra manet.

Сие да будет сказано не в суд, и не в осуждение, однако ж Nota nostra manet, как пишет один старинный комментатор.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Ун чухне эпӗ хам ашкӑнса тунӑ айӑп мӗн таран пысӑккине те питех аса илмен, чиркӳрен пӑрӑнсанах ҫывӑрса кайса, тепӗр кун ирхине виҫҫӗмӗш станцӑна ҫитсен тин вӑраннӑ.

В то время я так мало полагал важности в преступной моей проказе, что, отъехав от церкви, заснул и проснулся на другой день поутру, на третьей уже станции.

Ҫил-тӑман // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Эпӗр ун ҫинчен: вӑл ӗлӗксенче, ӑста пеме пӗлнӗ пирки, мӗнле те пулсан ҫынна вӗлернӗ те, ҫав айӑп ӑна халь те канлӗх памасть пулӗ, тесе шухӑшлаттӑмӑр.

Мы полагали, что на совести его лежала какая-нибудь несчастная жертва его ужасного искусства.

I // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Том пӗр минут хушши пек тӑчӗ, хӑйӗн сапаланса кайнӑ шухӑшӗсене пуҫтарчӗ те, айӑп «каҫарттарма» малалла тухса тӑчӗ.

Том постоял минутку, собираясь с духом, а когда выступил вперед, чтобы принять наказание.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Учитель, айӑп паллисене шыраса, пӗр ачана питрен шӑтарас пек пӑхнӑ хыҫҫӑн теприн ҫине пӑхрӗ.

Учитель вглядывался в одно лицо за другим, ища виновного.

20-мӗш сыпӑк. Том паттӑрла хӑтланни // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Том умӗнче айӑп тунине унӑн каҫарттарас та килнӗ пулӗ, тен, анчах Сид ҫавӑнтах вӑл шухӑша пӑрахнӑ, ҫывӑрнӑ пек пулса шӑп выртнӑ, мӗншӗн тесен Том куҫне пӑхсан, ыррине нимӗн те кӗтмелли пулман.

Но если у него и было какое-нибудь желание попрекнуть и намекнуть, то он передумал и смолчал, заметив по глазам Тома, что это небезопасно.

3-мӗш сыпӑк. Вӑрҫапа тата юратупа аппаланать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Андреев профессор, врач пулнӑ май, Ястребов хӑйне хӑй тыткаланинче «диагноз ҫук-ши?» тесе те шухӑшлать тепӗр чух: «Пӗр вӑхӑтра, ҫамрӑк чухне, питӗ ӗҫрӗ, ҫавӑ айӑп кӳмерӗ-ши пуҫ мимине?»

Куҫарса пулӑш

Илемлӗ хайлаври типсемпе вӗсен пурнӑҫри прототипӗсем ҫинчен // Юрий Артемьев. https://chuvash.org/content/3128-%D0%98% ... 1%80%D0%B8

Пысӑк айӑп турӑмӑр, тӑвансем!

Большой грех совершили, родные!

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ниҫта та пӗр айӑп та пулман.

Нигде не было ни одного греха.

Нушаллӑ-телейлӗ пурнӑҫ // Татьяна НАУМОВА. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.07.16, 27(949)№

Ҫав тӗслӗхре пирӗн тухтӑрсен айӑп ҫук, вӗсем йӑлтах тӗрӗс тунӑ.

В этом случае нету вины у наших докторов, они делали все правильно.

«Пире те илтӗр: яланах чулпа ан перӗр!» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Ӗнере айӑп ҫук, тин кӑна пӑруланӑскерӗн вӑкӑр шухӑшӗ пулман.

Не в корове вина, только что отелилась, не до быков было ей.

«Элек саракансемех пулӑшу ыйтма килеҫҫӗ» // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.06.30, 25 (6118) №

Ҫак хӗрарӑмӑн пурнӑҫӗ илемлӗ ҫамрӑк вӑхӑтра татӑлнӑшӑн манра айӑп ҫук пулин те, хама ун умӗнче темшӗн пусӑрӑнчӑк туятӑп.

Куҫарса пулӑш

Пурнӑҫран уйрӑлнисене ӗлӗкренех сума сунӑ // Агафон ПЕТРОВ. «Урал сасси», 2016.06.01

Пилат вӗсене калать: тытӑр та хӑвӑр пӑталӑр: эпӗ Унра айӑп курмастӑп, тет.

Пилат говорит им: возьмите Его вы, и распните; ибо я не нахожу в Нем вины.

Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

4. Пилат тата тепӗр хут тухса каланӑ вӗсене: акӑ эпӗ сире пӗлтермешкӗн Ӑна сирӗн патӑра илсе тухатӑп: эпӗ Унра нимӗнле айӑп та курмастӑп, тенӗ.

4. Пилат опять вышел и сказал им: вот, я вывожу Его к вам, чтобы вы знали, что я не нахожу в Нем никакой вины.

Ин 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Ҫакна каласан хӑй каллех иудейсем патне тухнӑ та каланӑ вӗсене: эпӗ Унра нимӗнле айӑп та курмастӑп; 39. сирӗн Пасха умӗн мана пӗрне кӑларттарса ямалли йӑла пур, эсир Иудея Патшине кӑларттарасшӑн мар-и? эпӗ кӑларса ярӑп Ӑна, тенӗ.

И, сказав это, опять вышел к Иудеям и сказал им: я никакой вины не нахожу в Нем. 39. Есть же у вас обычай, чтобы я одного отпускал вам на Пасху; хотите ли, отпущу вам Царя Иудейского?

Ин 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех