Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айккинелле (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тӗтре айккинелле сирелӗ пуҫларӗ, ун хыҫӗнчен, куҫармалла картинка ҫинчи пек, малтан кӑшт ҫеҫ йӗрленсе, унтан ярах уҫӑлса, сӑррисем типсех ӗлкӗреймен ҫап-ҫутӑ ир тухрӗ, вара шлюз причалӗсем, шурӑ хупӑлча знакӗсем тата ытти те ешӗл ҫыран ҫинче палӑрса кайрӗҫ, Шлюз башни ҫинче симӗс сигнал ҫутӑлчӗ.

Туман стал быстро сниматься в сторону, и за ним, как на переводной картинке, сперва лишь проглядывая, а потом вдруг разом зацветшее, полное еще влажных красок, проступило яркое утро, шлюзовые причалы, белые створные знаки в сочной зелени берега, на башне шлюза зажегся зеленый сигнал.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хӗвӗшсе ҫӳресе, мана пӗр айккинелле хӳтерсе ячӗҫ…

Меня в суете оттерли в сторону.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл мана алӑран хыттӑн ярса тытрӗ те айккинелле ҫавӑтса кайрӗ.

Крепко, до боли, он взял меня за руку, отвел в сторону.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ айккинелле пӑрӑнтӑм.

Я отошел.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӗрринчи хӳмине кӑшт айккинелле пӑрса ямаллине, сада вӑшт! ҫеҫ сӗвӗнсе кӗмеллине, Петькӑпа манран пуҫне, никам та пӗлеймен.

И никто, кроме нас с Петькой, не знал, что предпоследний щит можно раздвинуть — и, пожалуйста, ты в саду!

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку вӑл — айккинелле чалӑшса кайнӑ пӗчӗкҫӗ пӳрт.

Это был маленький домик, когда—то пошатнувшийся и с тех вор стоявший в наклонном положении.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Атте хулпуҫҫипе тӗртсе ячӗ — вӗсем айккинелле сирпӗнчӗҫ, пӗр городовойӗ хӗҫне кӑларчӗ.

Отец двинул плечом – они отскочили, я один городовой вынул шашку.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑйсен куҫӗсем пӗр-пӗринпе тӗл пулсан, вӗсем иккӗшӗ те хӗрелчӗҫ, тӗксӗмленнӗ пек пулчӗҫ, айккинелле пӑхрӗҫ, калаҫасса иккӗшӗ те Мересьев урлӑ ҫеҫ калаҫрӗҫ.

Когда же взгляды их встречались, они оба краснели, хмурились, отворачивались друг от друга, причем оба вели разговор только через Мересьева, друг к другу не обращались.

2 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Анчах лаши ҫырма тӗлне ҫитнӗ те, сасартӑк пӑрӑнса, айккинелле сиксе ӳкнӗ.

Но лошадь, доскакав до оврага, прежде ею не замеченного, вдруг кинулась в сторону.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Кӑна сан пурнӑҫламалла тесе пӗр-пӗринчен айккинелле пӑрӑнар мар.

Куҫарса пулӑш

Нимрен нимӗр турӑмӑр... // Элиза ВАЛАНС. Тантӑш, 2015.07.23, 30 (4444)№

Ӑйӑр айккинелле, кӗрт ӑшне, ҫӗмӗрттерсе кӗрсе кайрӗ.

Конь шарахнулся в сторону, в сугроб…

Кашкӑрсем // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 3–10 стр.

Ҫывӑхра айккинелле кайма темиҫе коридор та пулнӑ.

Поблизости было несколько боковых коридоров.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Малтан вӗсем айккинелле каякан салху коридорсемпе уткаласа ҫӳренӗ, пӗтӗм ушкӑнӗпе пӗрле ҫӗр айӗнчи шӑтӑкри хӑйсем пӗлекен тӗлӗнмелли япаласене пӑхса ҫӳренӗ.

Они шли вместе со всей компанией по темным коридорам, осматривая уже знакомые чудеса пещеры.

31-мӗш сыпӑк. Тупӑннӑ та каллех ҫухалнӑ // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Вӗсем айккинелле каякан шӑтӑксене пӑрӑна-пӑрӑна кӗнӗ, тӗттӗм коридорсем тӑрӑх чупма пуҫланӑ, коридорсем пӗрлешнӗ вырӑнсенче сасартӑк пӗр-пӗрне хирӗҫ сике-сике тухнӑ.

Они стали сворачивать в боковые коридоры, бегать по мрачным переходам и пугать друг друга, неожиданно выскакивая на перекрестках.

29-мӗш сыпӑк. Гек тӑлӑх арӑма ҫӑлать // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Шутсӑрах хӑраса ӳкнӗскере вара пурте харӑс алӑ ҫупса ырларӗҫ, вӑл хӑй вӗренсе хунӑ пек пуҫ тайрӗ те айккинелле пӑрӑнчӗ.

Еле живой от страха, поклонившись, как автомат, удалился под гром рукоплесканий.

21-мӗш сыпӑк. Экзаменсем // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

— Тарса хӑтӑлаймӑпӑр, айккинелле пӑрӑнар, — терӗ амӑшӗ.

— Не убежим, давай повернем в сторону, — сказала мать.

Ӳпне ҫӑпан // Вир Мӗтри. Вир Мӗтри. Хӗрлӗ гварди. — Шупашкар, 1980

«Вӑт, ман упӑшка епле лайӑх, айккинелле чупаканни мар, укҫа ӗҫлесе илме, ҫемьене тӑрантарма пӗлет», — хӗпӗртет пуль арӑмӗ.

Куҫарса пулӑш

Мӗн пур ӗҫе пӑрахса майра шырамалла! // Ҫамрӑксен хаҫачӗ. Ҫамрӑксен хаҫачӗ

Сывласа илмелле, ҫав вӑхӑтра алӑсене ҫӳлелле ҫӗклемелле те вӗсене май килнӗ таран айккинелле сармалла тата хыҫалалла ямалла.

Куҫарса пулӑш

Кислородпа тивӗҫтерӗҫ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.09.28. 38№

Вӑл айккинелле пӑрӑнчӗ.

Он отошел в сторону.

Вутра ҫунман уртӑш // Анатоли Ырьят. «Канаш», 11-21№

Ӗненес те килчӗ ӑна, ҫавах та ҫаврӑнса 20-25 метр айккинелле вӗҫтертӗм.

Мне хотелось поверить в него, но все равно я развернулся и побежал в сторону метров на 20-25.

Хӳме витӗр тухма пултаракан // Сувар. «Сувар», 24(702)№, 2007.06.15

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех