Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

айван сăмах пирĕн базăра пур.
айван (тĕпĕ: айван) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Эпӗ Николай Антоныч ҫав айван историе тахҫанах маннӑ пулӗ тетӗп, — малалла та ҫирӗппӗн каларӗ Марья Васильевна.

— Я думаю, что Николай Антоныч давно забыл об этой глупой истории, — продолжала Марья Васильевна строго.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хӑйне кура, вӑл та телей мӗнне пӗлнӗ; чӑнах та ӗнтӗ, телейӗ ун айван та кӗске пулнӑ.

И счастье он все-таки узнал, хотя глупое и короткое.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл пур, уссине ытларах курас тесе, хӑватлӑ вӑя ваккӑн-тӗвеккӗн салатнӑ, кулленхи айван йӑпанӑҫшӑн панӑ…

А он, думая растянуть волшебство, разменял его на мелкую монету, на поденные утехи.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫакӑн пек айван та киревсӗр теори пур.

Есть такая глупая, скверная теория.

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Мӗнле айван эсӗ, Катька!

— Какая ты дура Катька!

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Экран ҫинче тӑрнаккай айван хӗр ҫӳрет, вӑл темле сасӑпа калаҫать, суя куҫхаршийӗсене сиктерет, куҫне чаркалать.

Там двигалась неуклюжая, долговязая дура, говорила деланным голосом, двигала наведенными бровями, таращила глаза.

13 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унтан манӑнне минтер ҫиттине илесшӗн пулчӗҫ; «Эх, айван, пуҫу айне ҫеҫ хуратпӑр вӗт», тесе килӗштересшӗн пулчӗҫ вӗсем мана, анчах эп минтер ҫиттине ҫатӑрласа тытнӑ та паман.

Потом у меня хотели взять наволочку, и я слышал, как меня уговаривали: «Вот чудной, да тебе же под голову!», но я вцепился в наволочку и не отдал.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Санӑн айван сӑмахӑнтан эп хӑнк та тумастӑп.

Нисколечко меня твои глупости не трогают!

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫапла айван, кичем, кӳренмелле иртрӗ манӑн ҫуралнӑ кун.

Да, плохо, скучно и обидно прошел день моего рождения.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫӑварӗнче унӑн ылтӑн шӑл йӑлтӑртатать, эпӗ вара хамӑн айван йӑлана пула, чарӑна пӗлмиех ҫав шӑл ҫине пӑхрӑм.

Во рту у него блестел золотой зуб, и я по своей глупой привычке, как уставился на этот зуб, так и смотрел на него не отрываясь.

Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Палах ӗнтӗ, хамӑр айӑпсӑр ҫинченех тарма хӑтланни питӗ те айван япала.

Разумеется, это было очень глупо — бежать, когда мы ни в чем не виноваты.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Гаер просто калаҫнӑ пулсан, анне ӑна ҫийӗнчех вӑл айван, кахал, тискер ҫын иккенне тавҫӑрса илнӗ пулӗччӗ.

Если бы Гаер говорил просто; она бы мигом догадалась, что это обыкновенный человек – глупый, ленивый и жестокий.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Хӑна тума валли» тени вӑл пирӗн ӗҫ укҫи пулать (каярах эпӗ те сутма пуҫларӑм), чӑннипех те, эпир кашнинех хӑна тӑваттӑмӑр: «Тархасшӑн, туртса пӑхӑр»; анчах та пируса илекен леш айван ҫын уншӑн пире пӗр пус таранчченех тӳлесе тататчӗ.

«На угощенье» – это был наш чистый заработок (потом и я стал торговать), потому что мы действительно всех угощали: «Курите, пожалуйста»; но тот наивный покупатель, который принимал угощение, непременно платил за него чистоганом.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав ҫӑлтӑрсем, имӗш, ҫӗр ҫинчи ҫав пӗчӗк ҫӗр татӑкӗшӗн пыракан айван тавлашӑва е этем юри шухӑшласа кӑларнӑ тивӗҫлӗхсемшӗн кӗрешнӗ ҫӗре вӗсем те хутшӑнаҫҫӗ пулать; мана ытла кулӑшла пек туйӑнчӗ.

Они думали, что светила небесные принимают участие в наших ничтожных спорах за клочок земли или за какие-нибудь вымышленные права; и мне стало смешно.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ҫав тери айван иккен эпӗ, темӗн те кӗтме пулать манран.

Я так глупо создан, что этого можно от меня ожидать.

Июнӗн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Чун-чӗрен хӗрӳ туйӑмӗ те ҫавах, вӑл шухӑш пуҫланса аталаннине пӗлтерет: вӗсем ҫамрӑк чӗре хӑнисем, кам та пулин, вӗсене пула, ӗмӗр тӑршшӗпех вӗчӗрхенсе пурӑнма шухӑшлать пулсан, ҫавӑ вара айван ӑслӑ этем; лӑпкӑ юхан шывсем нумайӑшӗ кӗрленкӗрен пуҫланса каяҫҫӗ, анчах мӗн тинӗсе ҫитичченех вӗсенчен пӗри те кӗрлесе те кӑпӑкланса юхмасть.

Страсти не что иное, как идеи при первом своем развитии: они принадлежность юности сердца, и глупец тот, кто думает целую жизнь ими волноваться: многие спокойные реки начинаются шумными водопадами, а ни одна не скачет и не пенится до самого моря.

Июнӗн 3-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Вӑл ҫивчӗ чӗлхеллӗ ҫын: унӑн эпиграммисем час-часах йӑпантарма пултараҫҫӗ, анчах нихҫан та кирлӗ ҫӗре лекеймеҫҫӗ, усал та мар вӗсем: вӑл никама та пӗр сӑмахпа ҫапса хуҫаймасть; ҫынсене те, вӗсен айван енӗсене те пӗлеймест вӑл, мӗншӗн тесен хӑй ӗмӗрӗнче вӑл хӑй ҫинчен кӑна шухӑшлать.

Он довольно остер: эпиграммы его часто забавны, но никогда не бывают метки и злы: он никого не убьет одним словом; он не знает людей и их слабых струн, потому что занимался целую жизнь одним собою.

Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Чарӑнаҫҫӗ пулин те, кунта яшка пӗҫерсе пама е хир чӑххи ӑшалама никама та хушаймӑн, мӗншӗн тесен ку гостиницӑна виҫӗ инвалида шанса панӑ та, вӗсем виҫҫӗшӗ те вара ытла айван, ҫитменнине ура ҫине тӑрайми ӗҫсе ӳсӗрӗлеҫҫӗ, вӗсемпе еҫ тума ҫуках.

Где между тем некому велеть зажарить фазана и сварить щей, ибо три инвалида, которым она поручена, так глупы или так пьяны, что от них никакого толка нельзя добиться.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Те айван ӗнтӗ эпӗ ытла та, те усал тӑвакан ҫын, пӗлейместӗп; анчах тӗрӗсси пӗрре: эпӗ те ҫавӑн вырӑнӗнчи ҫын пекех хӗрхенме тивӗҫлӗ ҫын, унтан ытларах та пулӗ, тен: ман чуна чаплӑ пурнӑҫ пӑснӑ, шухӑшӑм канӑҫсӑр, чӗрем тӑрана пӗлмен; мана пурте сахал пек; кулянассине те, савӑнӑҫа хӑнӑхнӑ пекех, час хӑнӑхнӑ, ҫавӑнпа вара пурнӑҫӑм та кунсерен пушанса пычӗ; манӑн халӗ ҫул ҫӳресси кӑна тӑрса юлчӗ ӗнтӗ.

Глупец я или злодей, не знаю; но то верно, что я также очень достоин сожаления, может быть больше, нежели она: во мне душа испорчена светом, воображение беспокойное, сердце ненасытное; мне все мало: к печали я так же легко привыкаю, как к наслаждению, и жизнь моя становится пустее день ото дня; мне осталось одно средство: путешествовать.

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Калама ҫук айван ҫав азиатсем!

Ужасные бестии эти азиаты!

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех