Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӑлтӑрлӑ тӳпене пӑхатӑн та ҫӗр ҫинчи илем ӑҫтан, мӗнрен килнине ӑнланма пуҫлатӑн: акӑ Ала ҫӑлтӑр, акӑ Малая, лере, ав, Тельца, Геркулес, Дракон, Козерог ятлӑ ҫӑлтӑрсен ушкӑнӗсем.
39-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Анчах, инкеке, аҫа ҫапни тусене тӗпрен кисретет, тем анлӑш тӳпене янратать, шӑши шӑтӑкӗнче те кӗрлет, вӑйсӑртарах, хуллентерех кӗрлет пулин те, шӑши шӑтӑкӗнче сисӗнмелле кӗрлет.
IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Вӑл куҫӗпе тӳпене, тинӗсе, вӑрмана йӑлӑнать… ниҫта та ответ ҫук: тӳпе — ҫӳлӗ, тинӗс — тарӑн, вӑрман — тӗттӗм.Спрашивала глазами небо, море, лес… нигде нет ответа: там даль, глубь и мрак.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Ҫур тӳпене хӗррисем ҫивӗччӗн каскаланса кӑтраланнӑ хура пӗлӗт хупланӑччӗ, анчах хӗвел, анӑҫалла тайӑлса пынӑ май, ҫутататчӗ-ха, ҫак ҫутӑпа пусса килекен тӗттӗм хутӑшӗнче вара темле хӑрушӑ тискерлӗх пурри сисӗнсе тӑратчӗ.
XIII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ӗҫкӗ-ҫикӗ чи ҫӳллӗ тӳпене хӑпарса ҫитнӗ, кун лек чух мушик хӑй ӳсӗрлӗхне кӗрлевлӗн те мухтанчӑклӑн ӳстерме пуҫлать, мӗнпур хусканӑвӗ унӑн хавшак та йывӑр каркаланчӑклӑ пулса тӑрать, килӗшнине пӗлтерсе, пуҫ сулас вырӑнне, тӗслӗхрен, вӑл пӗтӗм кӗлеткипе аялалла ланклатса ларать, чӗркуҫҫийӗсене хуҫлатать те, сасартӑк тытӑнкине ҫухатса, хыҫалалла хевтесӗррӗн чака-чака каять.
XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 3–84 с.
Ҫанталӑк пӑчӑ та шӑрӑх; вӑрманта ӑшӑ ҫил шӑппӑн шавлани илтӗнет; тӳпене хулӑн пӗлӗтсем хупӑрлама пуҫларӗҫ.Было душно, жарко; из леса глухо шумел теплый ветер; небо заволакивало тяжелыми облаками.
XI сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
Унӑн ӗмӗтпе киленес, ачашланас килчӗ; вӑл, тӳпенелле пӑхса, хӑй юратнӑ хӗвеле шырарӗ, анчах хӗвел чӑн тӳпене ҫитнӗ-мӗн те курӑнмасть, пӳрт стенине ҫеҫ куҫа йӑмӑхтармалла ҫутатать, вӑл анса ларни ҫеҫ Обломова чӳречерен курӑнать.
VIII сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Сирӗн юбилей — пӗтӗм карап ӑстисен уявӗ. Сирӗн наукӑри пысӑк ӗҫӗре, уйрӑмах карапсем тӑвас ӗҫе хутшӑнса хывнӑ тӳпене, Сирӗн вӗренекенӗрсем тата Тӑван ҫӗршыв пысӑка хурса хаклаҫҫӗ».
Вӑтӑрмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Тӳпене парӑнтарма чӗнсе калакан ҫак хура сухаллӑ ҫынна вӑл ӗмӗрлӗхех ас туса юлнӑ.Он на всю жизнь запомнил чернобородого богатыря, дерзко звавшего к завоеванию неба.
Ҫиччӗмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Каррисене ҫурри таран уҫнӑ чӳречерен йывӑр пӗлӗтсемпе хупланнӑ каҫхи тӳпене шӑтарса кӗнӗ башньӑсен йӗпписем, нумай хутлӑ ҫуртсен тӑррисем курӑнаҫҫӗ.за которым иглы башен и крыши небоскребов пробивали хмурую серость вечернего неба.
Таҫта — чикӗ леш енче // Галина Матвеева. Килти архив
Тӳпене юнаса пуҫтахланасса, паллах, харсӑр ҫынран кӑна кӗтме пулать.
Виличчен ма ыйтса юлмарӑн? // Римма Прокопьева. Хыпар, 2014.12.27
Тӳпене пӑхатӑп — Шур пӗлӗт юхать.
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Хула кунтан лайӑх курӑнать, унӑн ҫутисем кашни минутӑра йышлӑланса пыраҫҫӗ, тӳпене кӗрен тӗс ҫапрӗ.
2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Хайхи пӗлӗт татӑкӗ йывӑррӑн ҫӗкленсе, пысӑк шурӑ пӗлӗт пулса тӑчӗ, ерипен ӳссе ҫитсе, вӑл пӗтӗм тӳпене хупласа илчӗ.Облачко обратилось в белую тучу, которая тяжело подымалась, росла и постепенно облегала небо.
Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
Хӗвеланаҫӗнче пилӗк тӑрӑллӑ Бешту кӑвакарса ларать, «палланӑ тӑвӑлӑн юлашки пӗлӗчӗ» пек, ҫурҫӗр енче перссен ҫӑмламас ҫӗлӗкӗ евӗрлӗ Машук тӑвӗ ҫӗкленет, ҫак енчи тӳпене вӑл пӗтӗмӗшпех хупӑрласа илнӗ; хӗвелтухӑҫнелле пӑхма савӑнӑҫлӑрах: ман умра аяларахра вӗр-ҫӗнӗ хула тӗрленсе ларать, симлӗ ҫӑл куҫӗсем юхаҫҫӗ, тӗрлӗ чӗлхеллӗ халӑх шавлать, — лере тата, катара, амфитеатр пек кӗпӗрленсе, кӑвакарса, тӗтреленсе тусем тӑсӑлаҫҫӗ, тавра курӑм хӗрринче юрпа витӗннӗ ту тӑррисен кӗмӗл тӗпекӗ тӑсӑлать.
Майӑн 11-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Уйӑх тӳпене ҫӗкленнӗччӗ, ҫыран хӗрринче темле шурӑ тумтирлӗ ҫын ларнӑ пек курӑнчӗ.Луна уже катилась по небу, и мне показалось, что кто-то в белом сидел на берегу.
Тамань // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Вӑл тӗпсӗр тарӑн сенкер тӳпене курчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кӑвак ҫумӑр пӗлӗчӗсем пӗтӗм тӳпене карса илнӗ, вырнӑ хирсенчен сивӗ ҫил вӗрсе, хӑйӗн ҫулӗ ҫинчи йывӑҫсен хӗрлӗ те сарӑ ҫулҫисене вӗҫтерет.
Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936
Ҫӗрӗ тӗттӗм, тӳпене пӗлӗт хупласа илнӗ — хӑвӑнтан икӗ утӑмри япала та курӑнмасть.Ночь была темна, небо покрыто тучами, в двух шагах от себя нельзя было ничего видеть.
XII сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тӑшмана тӗл пулас шанчӑкпа вӑл разведка вӑхӑтӗнчех тӳпене хӑпарма юратать…Он любит во время разведки забираться ввысь в тайной надежде встретить противника…
12 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950