Шырав
Шырав ĕçĕ:
29. Вӑл пурӑннӑ чухнех Нехао фараон, Египет патши, Ассири патшине хирӗҫ Евфрат юханшывӗ хӗррине вӑрҫӑпа тухнӑ пулнӑ.29. Во дни его пошел фараон Нехао, царь Египетский, против царя Ассирийского на реку Евфрат.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Салманассар, Ассири патши, ӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ, Осия вара ун аллине кӗрсе ӳкнӗ те хырҫӑ тӳлеме пуҫланӑ.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Вара Ассири патши ӳкӗте кӗнӗ; вӑл Дамаска вӑрҫӑпа кайнӑ, ӑна ҫӗнтерсе илнӗ, унти ҫынсене Кир хулине куҫарса кайнӑ, Рецина вӗлернӗ.
4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ҫавӑн чухне Сири патши Рецин тата Ремалия ывӑлӗ Факей, Израиль патши, ӑна ҫӗнсе илес шутпа, Иерусалима хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ, Ахаза хупӑрласа илсе тытса тӑнӑ, анчах парӑнтарма пултарайман.
4 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Израиль патши Факей вӑхӑтӗнче Ассири патши Феглаффелласар вӑрҫӑпа килнӗ, вӑл Ион, Авел-Беф-Мааха, Ианох, Кедес, Асор хулисене, Галаадпа Галилея ҫӗрӗсене, ҫавӑн пекех Неффалимӑн мӗнпур ҫӗрне туртса илнӗ, унта пурӑнакансене Ассирие куҫарса кайнӑ.
4 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
17. Ҫавӑн чухне Сири патши Азаил ҫар пуҫтарса тухнӑ, вӑрҫӑпа Гефа кайнӑ, ӑна ҫӗнтерсе илнӗ; Азаил ӗнтӗ Иерусалима кайма шут тытнӑ.
4 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Вӑл Ахав ывӑлӗпе Иорампа пӗрле Сири патшине Азаила хирӗҫ Галаад ҫӗрӗнчи Рамоф хулине вӑрҫӑпа кайнӑ та, Сири ҫыннисем ҫавӑнта Иорама амантнӑ.
4 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫакӑн хыҫҫӑн Венадад, Сири патши, хӑйӗн пӗтӗм ҫарне пуҫтарса, каллех вӑрҫӑпа тухнӑ, Самарие ҫавӑрса илнӗ.24. После того собрал Венадад, царь Сирийский, все войско свое и выступил, и осадил Самарию.
4 Пат 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Моав ҫыннисем, хӑйсене хирӗҫ патшасем вӑрҫӑпа килнине пӗлсессӗн, пӗтӗм халӑха — пиҫиххи ҫыхса ҫӳрекенсемпе вӗсенчен аслӑраххисене — пӗтӗмпех пуҫтарнӑ та чикӗ хӗррине тухса тӑнӑ.
4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ҫав вӑхӑтра Иорам патша, Самарирен тапранса тухса, пӗтӗм Израиль халӑхне хӑй тавра пуҫтарнӑ; 7. вӑл тата Иудея патши Иосафат патне ҫынсем янӑ, ӑна ҫапла калама хушнӑ: Моав патши манран уйрӑлчӗ, эсӗ манпа пӗрле ӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа пыратӑн-и? тенӗ.
4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. [Михей] каланӑ вара: [ун пек мар; ман сӑмаха мар,] Ҫӳлхуҫа сӑмахне итлесе пӗтер: эпӗ Хӑйӗн аслӑ пуканӗ ҫинче ларакан Ҫӳлхуҫана куртӑм, тӳпери пӗтӗм ҫар Унӑн тавра сылтӑм енӗпе сулахай енӗнче тӑратчӗ; 20. Ҫӳлхуҫа каларӗ: Ахава кам илӗртӗ-ши Галаад ҫӗрӗнчи Рамофа вӑрҫӑпа кайма, ҫавӑнта тӗп пулма? терӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Галаадри Рамофа вӑрҫӑпа каймалла-и пирӗн, каймалла мар-и? тенӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Израиль патши пророксене пӗр тӑватҫӗр ҫын пуҫтарнӑ та каланӑ: Галаадри Рамофа вӑрҫӑпа каймалла-и манӑн, каймалла мар-и? тенӗ.
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Унтан вӑл Иосафата каланӑ: манпа пӗрле Галаадри Рамофа хирӗҫ вӑрҫӑпа пырӑн-и? тенӗ.4. И сказал он Иосафату: пойдешь ли ты со мною на войну против Рамофа Галаадского?
3 Пат 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл каланӑ: вӗсем килӗшӳ сӗнесшӗн тухнӑ пулсассӑн, чӗрӗлле тытса илӗр, вӑрҫӑпа тухнӑ пулсассӑн та, ҫавӑн пекех чӗрӗлле тытса илӗр вӗсене, тенӗ.
3 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Ровоам пиллӗкмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Египет патши Сусаким Иерусалима хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ та 26. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн пуянлӑхне, патша керменӗн пуянлӑхне [Давид патша Адраазар чурисенчен — Сува патши чурисенчен — туртса илсе Иерусалима илсе килнӗ ылтӑн хулкансене те] туртса илнӗ.
3 Пат 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Иерусалима ҫитсессӗн, Ровоам пӗтӗм Иуда килӗпе Вениамин йӑхӗнчен ҫӗр сакӑрвунӑ пин чи вӑйпитти ҫар ҫынни пухнӑ; ҫакна вӑл Израиль килне хирӗҫ вӑрҫӑпа тухса патшалӑха Соломон ывӑлне Ровоама тавӑрса парас тесе тунӑ.
3 Пат 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Давид ӗнтӗ Адраазара та — Рехов ывӑлне, Сува патшине — парӑнтарнӑ, ун чухне лешӗ [Евфрат] шывӗ хӗрринче ҫӗнӗрен пуҫ пулас шутпа вӑрҫӑпа тухнӑ пулнӑ; 4. Давид унран пин те ҫичҫӗр юланутҫӑ# тата ҫирӗм пин ҫуран ҫын ярса илнӗ, ҫар урапи кӳлекен лашасен шӑнӑрӗсене каса-каса татнӑ, вӗсенчен [хӑйне] валли ҫӗр урапа кӳлмелӗх ҫеҫ хӑварнӑ.
2 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах Вениамин ывӑлӗсем хӑйсен тӑванӗсем, Израиль ывӑлӗсем, каланине тӑнласшӑн пулман; 14. тӗрлӗ хуласенче пурӑнакан Вениамин ывӑлӗсем Израиль ывӑлӗсене хирӗҫ вӑрҫӑпа тухма Гивӑна пуҫтарӑннӑ.
Тӳре 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
27. Сан умӑнта айӑпӑм ҫук манӑн, эсӗ вара, мана хирӗҫ вӑрҫӑпа тухса, ман тӗлӗшрен усал ӗҫ тӑватӑн.27. А я не виновен пред тобою, и ты делаешь мне зло, выступив против меня войною.
Тӳре 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.