Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 2 Пат 8

Пай: Библи –> Патшасен 2-мӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.04 13:38

Пуплевӗш: 17; Сӑмах: 352

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ҫакӑн хыҫҫӑн Давид филистимсене ҫӗмӗрсе тӑкнӑ, парӑнтарнӑ вӗсене, Давид филистимсен аллинчен Мефег-Гаамма хулине туртса илнӗ. 2. Вӑл моавсене те парӑнтарнӑ, вӗсене ҫӗр ҫине вырттарса тухнӑ та рете вӗренпе виҫеленӗ; вӗлермешкӗн икӗ вӗренлӗх, чӗрӗ хӑвармашкӑн пӗр вӗренлӗх виҫнӗ. Моавсем вара Давида хырҫӑ тӳлесе тӑракан чура пулса тӑнӑ. 3. Давид ӗнтӗ Адраазара та — Рехов ывӑлне, Сува патшине — парӑнтарнӑ, ун чухне лешӗ [Евфрат] шывӗ хӗрринче ҫӗнӗрен пуҫ пулас шутпа вӑрҫӑпа тухнӑ пулнӑ; 4. Давид унран пин те ҫичҫӗр юланутҫӑ# тата ҫирӗм пин ҫуран ҫын ярса илнӗ, ҫар урапи кӳлекен лашасен шӑнӑрӗсене каса-каса татнӑ, вӗсенчен [хӑйне] валли ҫӗр урапа кӳлмелӗх ҫеҫ хӑварнӑ. 5. Сува патшине Адраазара пулӑшма Сири ҫыннисем, Дамаскра пурӑнаканскерсем, ҫитнӗ; Давид вӗсен ҫирӗм икӗ пин ҫыннине пӗтерсе тӑкнӑ. 6. Давид вара Дамаск хулинче, Сирире, хурал ҫарӗсем тӑратнӑ та, Сири ҫыннисем Давида хырҫӑ тӳлесе тӑракан чура пулса тӑнӑ. 7. Давид ӗнтӗ, Адраазар чурисенчен ылтӑн хулканӗсене туртса илсе, вӗсене Иерусалима илсе кайнӑ. [Кайран вӗсене Египет патши Сусаким, Соломон ывӑлӗ Ровоам вӑхӑтӗнче Иерусалима тапӑнсан, туртса илнӗ.] 8. Беф хулипе Бероф хулинче — Адраазар хулисенче — Давид патша питӗ нумай пӑхӑр ярса илнӗ, [унран Соломон пӑхӑр тинӗспе пӑхӑр юпасем, ҫӑвӑнмалли савӑтсем тата ытти савӑт-сапа тутарнӑ]. 9. Фой — Имаф патши — Давид Адраазарӑн пӗтӗм ҫарне аркатса тӑкни ҫинчен илтнӗ те 10. Иорама, хӑйӗн ывӑлне, Давид патша патне янӑ: ӑна саламлама тата Адраазарпа ҫапӑҫнӑшӑн, ӑна ҫӗмӗрсе тӑкнӑшӑн тав тума хушнӑ, мӗншӗн тесессӗн Адраазар Фоя хирӗҫ вӑрҫӑ вӑрҫнӑ пулнӑ. Иорам хӑйпе пӗрле ылтӑн, кӗмӗл, пӑхӑр савӑт-сапа илсе пынӑ. 11-12. Давид патша ҫакна та Ҫӳлхуҫана халалланӑ, хӑй пӑхӑнтарнӑ мӗнпур халӑхсенчен — Сири ҫыннисемпе моавсенчен, аммонсемпе филистимсенчен, амаликсенчен — туртса илнӗ ылтӑн-кӗмӗле те, Адраазартан — Рехов ывӑлӗнчен, Сува патшинчен — туртса илнӗ ылтӑн-кӗмӗле те Турра халалланӑ. 13. Давид, Тӑварлӑ айлӑмра Сири ҫыннисене вунсакӑр пин аркатса таврӑнсан, хӑйӗн ятне чапа кӑларнӑ. 14. Вӑл Идумея ҫӗрӗнче хурал ҫарӗсем тӑратса тухнӑ; пӗтӗм Идумея ҫӗрӗнче хурал ҫарӗсем тӑратнӑ хыҫҫӑн идумейсем пурте Давид чури пулса тӑнӑ. Кирек ӑҫта кайсассӑн та Давида пур ҫӗрте те Турӑ упранӑ. 15. Давид пӗтӗм Израиль патши пулнӑ, вӑл хӑйӗн пӗтӗм халӑхне тӳрӗ сут туса, тӗрӗссине туса тӑнӑ. 16. Саруия ывӑлӗ Иоав — ҫарпуҫ, Ахилуд ывӑлӗ Иосафат — кулленхи ӗҫсене ҫырса пыраканӗ, 17. Ахитув ывӑлӗ Садок тата Авиафар ывӑлӗ Ахимелех — священниксем, Сераия — ҫыруҫӑ, 18. Иодай ывӑлӗ Ванея вара хелефейсемпе фелефейсен# пуҫлӑхӗ пулнӑ; Давид ывӑлӗсем патша ҫумӗнчи пӗрремӗш ҫынсем пулнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех