Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫӳлхуҫа Турӑ Эдом ҫинчен ҫапла калать: эпир Ҫӳлхуҫаран хыпар илтрӗмӗр, ӗнтӗ халӑхсене: «ҫӗкленӗр те, ӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа тухатпӑр!» тесе пӗлтерме хыпарҫӑ та янӑ.
Авд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
40. Юлашки вӑхӑт ҫитӗ — кӑнтӑр патши ӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа тухӗ; ҫурҫӗр патши ӑна ҫил-тӑвӑл евӗр ҫитсе тапӑнӗ — вӑрҫӑ ураписемпе, утлӑ ҫарпа, йышлӑ караппа; вӑл тӗрлӗ ҫӗршыв витӗр талай пек иртсе кайӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Палӑртнӑ вӑхӑтра вӑл каллех кӑнтӑра вӑрҫӑпа кайӗ, анчах урӑх унчченхи пек пулмӗ; 30. вӑл вӑрҫӑпа тухнӑ вӑхӑтрах Киттим карапӗсем пырса ҫитӗҫ; вара вӑл шикленсе ӳкӗ те каялла таврӑнӗ; сӑваплӑ халала кураймасӑр, хӑй шухӑшланине пурӑнӑҫлӗ, сӑваплӑ халалран уйрӑлса кайнисемпе каллех килӗшӳ тӑвӗ.
Дан 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Мератаим ҫӗршывне хирӗҫ, Пекод халӑхне хирӗҫ вӑрҫӑпа кай, унти ҫынсене хаса пар; тӗп ту вӗсене, пӗр ҫын юлмиччен пӗтерсе тух, Эпӗ хушнине ту! тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 50 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ун ҫине тӑснӑ Ҫӳлхуҫа туйи аркатнӑ хушӑра тӳнкӗрпе кӗсле сасси илтӗнсе тӑрӗ, Вӑл ӑна хирӗҫ тӗппипе пӗтерекен вӑрҫӑпа тухӗ.
Ис 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Анчах та унта кам та пулин йӗплӗ курӑкпа ҫумкурӑк ӳстерсессӗн, Эпӗ ӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа тухатӑп, пӗтӗмпех ҫунтарса яратӑп.
Ис 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Канашлӑвӗ вӗҫленнӗ хыҫҫӑн Ассири патши Навуходоносор хӑй хыҫҫӑн иккӗмӗш ҫын шутланакана, хӑй ҫарӗн тӗп ҫулпуҫне Олоферна, чӗнсе илнӗ те каланӑ ӑна: 5. аслӑ патша, пӗтӗм ҫӗр хуҫи ҫапла калать: акӑ ман умӑмран каятӑн та хӑй вӑйне шанакан арсене суйласа илетӗн, — ҫуран ҫын ҫӗр ҫирӗм пин пултӑр, нумай ут, вуникӗ пин юланутҫӑ пултӑр, — 6. унтан анӑҫ енчи пӗтӗм ҫӗре вӑрҫӑпа каятӑн, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ман сӑмахӑма пӑхӑнмарӗҫ.
Иудифь 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Навуходоносор патшана ларни вуниккӗмӗш ҫул ҫине кайсассӑн, вӑл Ассири халӑхне тытса тӑрса аслӑ Ниневи хулинче патшара ларнӑ чухне, — ку вӑл Миди халӑхне тытса тӑрса Екбатан хулинче патшара ларакан Арфаксад вӑхӑтӗнче пулнӑ; 2. ҫак патша Екбатан тавра чутланӑ чултан хӳме тыттарса ҫавӑрттарнӑ, чулӗсен хулӑнӑшӗ виҫӗ чике, тӑршшӗ ултӑ чике пулнӑ; хӳми ҫӳллӗшне ҫитмӗл чике, сарлакӑшне аллӑ чике тутарттарнӑ, 3. хапхисен тӑррине ҫӗр чике ҫӳллӗш пашнесем ларттарнӑ, вӗсен никӗсӗ утмӑл чике сарлакӑш чухлӗ пулнӑ; 4. вӑл хӑйӗн вӑйлӑ ҫарӗ тата йӗркеленсе тӑнӑ ҫуран ҫарӗ тухмалли хапхасем тутарнӑ, вӗсен ҫӳллӗшӗ ҫитмӗл чике, сарлакӑшӗ хӗрӗх чике чухлӗ пулнӑ, — 5. ӗнтӗ ҫав вӑхӑтра Навуходоносор патша Арфаксад патшана хирӗҫ Рагав ҫӗрӗнчи аслӑ айлӑма вӑрҫӑпа тухнӑ.
Иудифь 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Иосия тунӑ ҫав ӗҫсем хыҫҫӑн акӑ мӗн пулса иртнӗ: фараон, Египет патши, Евфрат шывӗ хӗрринчи Каркамис хулине вӑрҫӑпа кайнӑ, Иосия ӗнтӗ ӑна хирӗҫ тухнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Вара Иерусалим ҫине пурте пӗрле вӑрҫӑпа кайма, унти ӗҫе чарса лартма сӑмах татнӑ.8. И сговорились все вместе пойти войною на Иерусалим и разрушить его.
Неем 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Ӑна хирӗҫ Вавилон патши Навуходоносор вӑрҫӑпа тухнӑ, вара ӑна Вавилона илсе каймашкӑн тӑлӑпа тӑлланӑ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун вӑхӑтӗнче Вавилон патши Навуходоносор унӑн ҫӗрӗ ҫине вӑрҫӑпа килнӗ, вара Иоаким ӑна виҫӗ ҫул пӑхӑнса пурӑннӑ та кайран унран хӑпнӑ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Нехао, Египет патши, Евфрат хӗрринчи Кархемис патне вӑрҫӑпа кайнӑ, Иосия ӗнтӗ ӑна хирӗҫ тухнӑ.пошел Нехао, царь Египетский, на войну к Кархемису на Евфрате; и Иосия вышел навстречу ему.
2 Ҫулс 35 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ахав килӗ хӗтӗртнипех вӑл Иорампа — Ахав ывӑлӗпе, Израиль патшипе — Галаад ҫӗрӗнчи Рамоф хулине Сири патшине Азаила хирӗҫ вӑрҫӑпа кайнӑ.
2 Ҫулс 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫакӑн хыҫҫӑн моавсем тата аммонсем, вӗсемпе пӗрлех Маон ҫӗршывӗнчи хӑш-пӗр ҫынсем те Иосафата хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ.
2 Ҫулс 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Ҫӳлхуҫа каларӗ: Ахава, Израиль патшине, кам илӗртӗ-ши Галаад ҫӗрӗнчи Рамофа вӑрҫӑпа кайма, ҫавӑнта тӗп пулма? терӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Вара вӑл патша патне пынӑ, патша ӑна каланӑ: Михей, Галаадри Рамофа вӑрҫӑпа каймалла-и пирӗн е тытӑнса тӑмалла-и? тенӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Израиль патши пророксене тӑватҫӗр ҫын пуҫтарнӑ та каланӑ: Галаадри Рамофа вӑрҫӑпа каймалла-и пирӗн е тытӑнса тӑмалла-и? тенӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Темиҫе ҫултан вӑл Самарие Ахав патне кайнӑ; Ахав ун валли тата унпа пӗрле пынӑ ҫынсем валли темӗн чухлӗ шултӑра выльӑхпа вак выльӑх пусса тултарнӑ, Иосафата хӑй майлӑ ҫавӑрса Галаадри Рамоф хули ҫине вӑрҫӑпа кайма сӗннӗ.
2 Ҫулс 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
29. Вӑл пурӑннӑ чухнех Нехао фараон, Египет патши, Ассири патшине хирӗҫ Евфрат юханшывӗ хӗррине вӑрҫӑпа тухнӑ пулнӑ.29. Во дни его пошел фараон Нехао, царь Египетский, против царя Ассирийского на реку Евфрат.
4 Пат 23 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.