Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 4 Пат 6

Пай: Библи –> Патшасен 4-мӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.04 17:02

Пуплевӗш: 57; Сӑмах: 725

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Пророксен ывӑлӗсем Елисее каланӑ: кунта, сан патӑнта, пурӑнма хӗсӗк пире; 2. эпир Иордан енне каятпӑр, унта кашниех пӗрер пӗрене илетпӗр те хамӑр валли пурӑнмалли вырӑн тӑватпӑр, тенӗ. Вӑл: юрать, кайӑр, тенӗ. 3. Пӗри ӑна каланӑ: ырӑ пулсамччӗ, эсӗ те хӑвӑн чурусемпе пырсамччӗ, тенӗ. Вӑл: пыратӑп, тенӗ. 4. Вара вӗсемпе пӗрле кайнӑ; вӗсем Иордан хӗррине ҫитнӗ те йывӑҫ касма тытӑннӑ. 5. Ҫавӑн чухне пӗрийӗн пуртти шыва ӳкнӗ. Вӑл кӑшкӑрсах янӑ: ах хуҫамӑм! пуртти ку вӑхӑтлӑха усӑ курма илнӗскерччӗ, тенӗ. 6. Турӑ ҫынни: пуртту хӑш тӗле ӳкрӗ? тенӗ. Лешӗ ӑна ӳкнӗ вырӑна кӑтартнӑ. Елисей йывӑҫ татӑкне касса илнӗ те кӑтартнӑ вырӑна пӑрахнӑ, вара пуртӑ ҫиеле ишсе тухнӑ. 7. Елисей: ил, тенӗ. Лешӗ аллине тӑснӑ та пуртта ярса илнӗ.

8. Сири патши израильсене хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫланӑ, хӑйӗн тарҫисемпе канашласа, вӑл ҫапла каланӑ: эпӗ хамӑн тапӑра ҫав-ҫав вырӑна вырӑнаҫтарса тухатӑп, тенӗ. 9. Турӑ ҫынни вара Израиль патшине асӑрхаттарса калама ҫын янӑ: ҫав-ҫав вырӑнпа иртсе ҫӳресрен сыхлан, унта Сири ҫыннисем пытанса ларнӑ, тенӗ. 10. Израиль патши Турӑ ҫынни асӑрхаттарнӑ вырӑн ҫинчен хӑй ҫыннисене те пӗлтернӗ; ҫапла майпа вӑл хӑйне пӗр-икӗ хут кӑна мар ҫӑлса хӑварнӑ. 11. Ҫакӑн хыҫҫӑн Сири патши хыпӑнса ӳкнӗ, вӑл чурисене пухнӑ та каланӑ: калӑр-ха, пирӗннисенчен кам Израиль патшипе ҫыхӑну тытать? тенӗ. 12. Пӗр тарҫи каланӑ ӑна: патша хуҫамӑм, никам та ҫыхӑну тытмасть; Израильре пурӑнакан Елисей пророк эсӗ хӑвӑн ҫывӑрмалли пӳлӗмӳнте калакан сӑмахсене те Израиль патшине пӗтӗмпех пӗлтерсе тӑрать, тенӗ. 13. Ӗнтӗ Сири патши каланӑ: кайӑр та вӑл ӑҫтине пӗлӗр; эпӗ вара ӑна ҫын ярса тыттаратӑп, тенӗ. Ӑна часах: «вӑл — Дофаимра» тесе пӗлтернӗ. 14. Сири патши унта лашасемпе вӑрҫӑ ураписем тата темӗн чухлӗ ҫар янӑ. Кусем ҫӗрле пырса ҫитнӗ те хулана ҫавӑрса илнӗ. 15. Турӑ ҫыннийӗн тарҫи ирхине ирех тӑрса тухнӑ; акӑ хула йӗри-тавра — темӗн чухлӗ ҫар, лашасем тата вӑрҫӑ ураписем. Тарҫи хӑй хуҫине каланӑ вара: ах хуҫамӑм! мӗн тумалла-ши пирӗн? тенӗ. 16. Елисей каланӑ: ан хӑра, пирӗн майлисем вӗсен майлисенчен йышлӑрах, тенӗ. 17. Унтан Елисей ҫапла каласа кӗлтунӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм! ун куҫне уҫсамччӗ — куртӑрччӗ вӑл, тенӗ. Ҫӳлхуҫа ун тарҫин куҫне уҫнӑ та — вӑл акӑ мӗн курнӑ: Елисей йӗри-тавра пӗтӗм сӑрт-тӑва вутлӑ лашасем, вутлӑ урапасем сӑрса илнӗ. 18. Хӑй патне Сири ҫыннисем ҫывӑхарсассӑн, Елисей Ҫӳлхуҫана кӗлтуса ҫапла каланӑ: вӗсене суккӑр тусамччӗ, тенӗ. Елисей ыйтнӑ пек, Турӑ вӗсене суккӑр тунӑ. 19. Вара Елисей вӗсене каланӑ: ку вӑл — эсир каяс ҫул мар, хули те ку — эсир каяс хула мар; утӑр ман хыҫҫӑн, эпӗ сире хӑвӑр шыракан ҫын патне илсе ҫитерӗп, тенӗ. Ӗнтӗ вӗсене Самарие илсе ҫитернӗ. 20. Самарие пырса ҫитсессӗн, Елисей каланӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑм! вӗсенӗн куҫне уҫсамччӗ, курччӑр вӗсем, тенӗ. Ҫӳлхуҫа вӗсенӗн куҫне уҫнӑ, вӗсем хӑйсем Самари варринче тӑнине курнӑ. 21. Вӗсене курсассӑн, Израиль патши Елисее каланӑ: аттеҫӗм, ҫапса пӑрахмалла мар-ши вӗсене? тенӗ. 22. Елисей каланӑ: ан вӗлер. Вӗлерме эсӗ вӗсене хӑв хӗҫӳпе, хӑв уххупа тыткӑна илтӗн-им? Эсӗ вӗсене ҫӑкӑрпа шыв пар; ҫиччӗр, ӗҫчӗр, кайран хӑйсен патши патне кайччӑр, тенӗ. 23. Израиль патши вӗсене тулӑх апат хатӗрлесе панӑ, вӗсем ҫинӗ те, ӗҫнӗ те. Вара вӗсене кайма ирӗк панӑ, вӗсем хӑйсенӗн патши патне таврӑннӑ. Ҫав Сири эшкерӗсем Израиль ҫӗрне текех тапӑнман вара.

24. Ҫакӑн хыҫҫӑн Венадад, Сири патши, хӑйӗн пӗтӗм ҫарне пуҫтарса, каллех вӑрҫӑпа тухнӑ, Самарие ҫавӑрса илнӗ. 25. Тӑшман хупӑрласа илнӗ вӑхӑтра Самарире хӑрушла выҫлӑх тӑнӑ, ашак пуҫне сакӑрвунӑ сикль кӗмӗлле сутнӑ, чӗрӗк каб чухлӗ кӑвакарчӑн каяшне пилӗк сикль кӗмӗлле панӑ. 26. Израиль патши пӗррехинче хула хӳми ҫинче утса пынӑ пулнӑ. Пӗр хӗрарӑм йӗре-йӗре каланӑ ӑна: патша хуҫамӑм, пулӑшсамччӗ, тенӗ. 27. Патша каланӑ: сана Ҫӳлхуҫа пулӑшмасть пулсассӑн, эпӗ мӗнле пулӑшам-ха сана? йӗтем ҫинчипе-и, юхтаркӑчран илнипе-и? тенӗ. 28. Патша ӑна: сана мӗн кирлӗ? тенӗ. Лешӗ хуравланӑ: мана пӗр арӑм ҫапла каларӗ: «хӑв ывӑлна пар, ӑна эпир паян ҫисе яратпӑр, ман ывӑлӑма вара ыран ҫиетпӗр» терӗ. 29. Ывӑлӑма пӗҫерсе ҫирӗмӗр. Эпӗ леш арӑма тепӗр кунхине: «халь хӑвӑн ывӑлна пар, паян ӑна ҫисе ярӑпӑр» терӗм. Анчах вӑл хӑй ывӑлне таҫта пытарнӑ, тенӗ. 30. Хӗрарӑм каланине итлесе пӗтерсессӗн, патша ҫири тумтирне туртса ҫурнӑ; хӑй ҫаплипех хӳме ҫинче утса ҫӳренӗ, халӑх вара вӑл хуйхӑ тумтирӗпе пулнине асӑрханӑ. 31. Вӑл каланӑ: Елисейӗн, Сафат ывӑлӗн, пуҫӗ паянтан сывӑ юлсассӑн, Турӑ мана ӑна та, кӑна та кӑтарттӑр, тата ытларах та кӑтарттӑр, тенӗ. 32. Елисей ҫав вӑхӑтра килӗнче ларнӑ пулнӑ, унпа пӗрлех аслӑ ҫынсем те ларнӑ. [Патша] ун патне ҫын янӑ. Патша янӑ ҫын хӑй патне килсе ҫитиччен Елисей аслӑ ҫынсене ҫапла каланӑ: ҫынвӗлеренӗн ывӑлӗ ман пуҫа касма ҫын янине куратӑр-и эсир? Ҫав ҫын килсессӗн, астӑвӑр, алӑка хупса лартӑр! Алӑка тытса тӑрӑр — ан кӗртӗр ӑна. Авӑ ун хыҫӗнченех хуҫийӗн ури тапӑлтатни илтӗнет, тенӗ. 33. Вӑл ҫапла калаҫнӑ хушӑрах акӑ патша янӑ ҫын ун патне пырса кӗнӗ те каланӑ: акӑ Ҫӳлхуҫаран инкек килсе ҫитрӗ! малашне Ҫӳлхуҫаран тата мӗн кӗтмелле-ши манӑн? тенӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех