Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 3 Пат 14

Пай: Библи –> Патшасен 3-мӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.04 14:27

Пуплевӗш: 32; Сӑмах: 632

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ҫав вӑхӑтра Иеровоам ывӑлӗ Авия чирлесе ӳкнӗ. 2. Иеровоам вара арӑмне каланӑ: ху Иеровоам арӑмӗ иккенне ан пӗлччӗр тесе, тумтир улӑштарса тӑхӑн та Силом хулине кай. Унта Ахия пророк пурӑнать; вӑл эпӗ ҫак халӑх патши пуласси ҫинчен малтанах каласа хунӑччӗ. 3. Хӑвпа пӗрле [Турӑ ҫынни валли] вунӑ ҫӑкӑрпа пашалусем, пӗр чӳлмек пыл ил те кай ун патне: вӑл сана ачана мӗн кӗтни ҫинчен калӗ, тенӗ. 4. Иеровоам арӑмӗ ҫапла тунӑ та: Силома кайнӑ та Ахия килне пынӑ. Ахия ӗнтӗ курми пулнӑ — ватлӑха пула суккӑрлансах ларнӑ. 5. Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Ахияна каланӑ: акӑ Иеровоам арӑмӗ санран хӑйӗн ывӑлӗ ҫинчен ыйтса пӗлме килет — ывӑлӗ чирлӗ унӑн; ҫапла-ҫапла кала ӑна; вӑл урӑх тумтир тӑхӑнса килет, тенӗ. 6. Хӗрарӑм алӑкран кӗрсессӗн, ун ури чӑштӑртатнине илтсе, Ахия каланӑ: кӗр, Иеровоам арӑмӗ; мӗншӗн-ха тумтирне улӑштарса тӑхӑнтӑн? Эпӗ сана хаяр хыпар пӗлтеретӗп, тенӗ. 7. Кай та Иеровоама кала: Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри ҫапла калать: Эпӗ сана ахаль халӑх хушшинчен ҫӗклесе Хамӑн Израиль халӑхӗн ҫулпуҫне лартрӑм, 8. патшалӑха Давид килӗнчен туртса илсе сана патӑм; эсӗ вара Давид чурамӑм пек мар; вӑл Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса тӑнӑ, Мана юрӑхлӑ ӗҫсем анчах туса, пӗтӗм чӗрипе Ман хыҫҫӑн пынӑ; 9. эсӗ хӑв умӗнхи патшасенчен пуринчен те япӑхрах хӑтлантӑн, кайран та, Мана ҫиллентерсе, ху валли урӑх турӑсем, йӗрӗхсем турӑн, Ман хыҫҫӑн пыма пӑрахрӑн; 10. ҫавӑншӑн Эпӗ Иеровоам килӗ ҫине хӗн-хур яратӑп, Иеровоамӑн пур арҫыннине те — чурисене те, ирӗклӗ ҫыннисене те — пӗтерсе тӑкӑп, Иеровоам кил-ҫуртне ҫӳп-ҫап шӑлса кайнӑ пек тӗппипех шӑлса тӑкӑп, тет; 11. Иеровоам кил-йышӗнчен хулара вилнисене йытӑсем ҫисе ярӗҫ; хирте вилнисене вӗҫен кайӑксем сӑха-сӑха пӗтерӗҫ — ҫапла каларӗ Ҫӳлхуҫа. 12. Халӗ ӗнтӗ килне кай; хулана ҫитсе ура ярса пусӑн ҫеҫ, ачу вилсе выртӗ; 13. ӑна пӗтӗм Израиль халӑхӗ хӳхлесе пытарӗ; Иеровоам кил-йышӗнчен пӗр ҫавӑ анчах тупӑклӑха кӗрӗ: Иеровоам килӗнчи ҫынсенчен пӗр унра ҫеҫ Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче темӗн ырри тупӑннӑ. 14. Вара Ҫӳлхуҫа Израиле ҫӗнӗ патша лартса парӗ, лешӗ ӗнтӗ ҫав кунах Иеровоам килне пӗтерсе тӑкӗ; час-и? часах. 15. Пӗтерсе лартӗ Ҫӳлхуҫа Израиле, ун чухне вӑл шывра чӗтренсе ларакан хӑмӑш пек пулӗ, Ҫӳлхуҫана ҫиллентерсе хӑйсем патӗнче йӗрӗхсем тунӑшӑн израильсене Вӑл вӗсен ашшӗсене панӑ ҫак ырӑ ҫӗршывран кӑларса ывӑтӗ, юханшывӑн леш енне сапаласа ярӗ; 16. [Ҫӳлхуҫа] Израиле Иеровоам ҫылӑхӗсемшӗн — вӑл хӑй тунӑ ҫылӑхсемшӗн тата Израиле ҫылӑха кӗртнӗшӗн — айӑплӗ, тенӗ Ахия. 17. Иеровоам арӑмӗ вара каялла кайнӑ, Фирца хулине ҫитнӗ; алӑк урлӑ ярса пуссанах, ачи вилсе выртнӑ. 18. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн чури Ахия пророк урлӑ каланӑ пек, ӑна пӗтӗм Израиль хӳхлесе пытарнӑ.

19. Иеровоамӑн ытти ӗҫӗсене — вӑл мӗнле ҫапӑҫнине, патшара мӗнле ларнине — Израиль патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ. 20. Иеровоам ҫирӗм икӗ ҫул патшара ларнӑ; ӗнтӗ вӑл канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ Нават ларнӑ.

21. Соломон ывӑлӗ Ровоам вара Иудея патшинче ларнӑ. Патшана ларнӑ чухне вӑл хӗрӗх пӗр ҫулта пулнӑ; патшара вара, Иерусалимра — Турӑ Хӑйӗн ячӗ унта тӑтӑр тесе израильсен мӗнпур йӑхӗнчен суйласа илнӗ хулара — вунҫичӗ ҫул ларнӑ. Ун амӑшӗ, Аммон ӑрӑвӗнчен тухнӑскер, Наама ятлӑ пулнӑ. 22. Иуда Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ, Ӑна вӗсем хӑйсен ҫылӑхӗсемпе ашшӗсенчен те ытларах ҫиллентернӗ. 23. Вӗсем хӑйсен таврашӗнче кирек мӗнле ҫӳллӗрех сӑрт ҫинче те, кирек мӗнле лапсака йывӑҫ айӗнче те йӗрӗхсем, йӗрӗх ҫурчӗсем туса тултарнӑ. 24. Вӗсен ҫӗрӗ ҫинче тата аскӑнчӑксем те пулнӑ, вӗсем Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем патӗнчен хӑваласа янӑ халӑхсен пур ирсӗрлӗхне те туса тӑнӑ. 25. Ровоам пиллӗкмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Египет патши Сусаким Иерусалима хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ та 26. Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн пуянлӑхне, патша керменӗн пуянлӑхне [Давид патша Адраазар чурисенчен — Сува патши чурисенчен — туртса илсе Иерусалима илсе килнӗ ылтӑн хулкансене те] туртса илнӗ. Пурне те илнӗ; Соломон тунӑ ылтӑн хулкансене те пурне те илнӗ. 27. Ровоам патша ӗнтӗ вӗсем вырӑнне пӑхӑр хулкансем тутарнӑ та патша керменне кӗнӗ ҫӗрте сыхласа тӑракансен пуҫлӑхӗсен аллине панӑ. 28. Патша Ҫӳлхуҫа Ҫуртне кайма тухнӑ чухне вӗсене сыхлавҫӑсем йӑтса пынӑ, кайран каллех сыхлавҫӑсен пӳлӗмне леҫсе хунӑ. 29. Ровоамӑн ытти ӗҫӗсене, вӑл мӗн-мӗн тунине, Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ. 30. Ровоампа Иеровоам хушшинче хӑйсен ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вӑрҫӑ пынӑ. 31. Ровоам ӗнтӗ канӑҫлӑ ашшӗсемпе пӗрлешнӗ, ӑна ашшӗсемпе юнашарах Давид хулинче пытарнӑ. Унӑн амӑшӗ, Аммонра ҫуралнӑскер, Наама ятлӑ пулнӑ. Ровоам вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ Авия ларнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех