Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чухлӗ сăмах пирĕн базăра пур.
чухлӗ (тĕпĕ: чухлӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Хумханасси ман ним чухлӗ те ҫук.

— А я и не волнуюсь нисколько.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Апла мӗн чухлӗ вӗсен истори вӗренмелле!

— Сколько им тогда по истории учить!

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мӗн чухлӗ тертленмелле унта пурӑнакансен!..

Жителям сколько еще веков мучиться!..

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Мӗн чухлӗ ландыш кунта, халь те чечекре!..

Здесь столько ландышей, и до сих пор цветут.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

«Сан ҫине каян укҫана нимӗн чухлӗ те хӗрхенместӗп.

«Я не жалею о деньгах, которые истратил на тебя.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Унӑн Дюльдяль ятлӑ лайӑх тихи, ахалтекинецӗ, чирлесе ӳксен мӗн чухлӗ пӑшӑрхантӑм пуль эпӗ?

И даже волновалась, когда заболел любимый жеребенок Амеда, ахалтекинец Дюльдяль.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Беренштейнсем тимсӗлсе итлерӗҫ вара ӑна, кӑштах хӑратчӗҫ те пулас вӗсем, эпӗ ним чухлӗ те хӑрамарӑм.

Беренштейны слушали её с благоговением и, кажется, немного боялись, а я нет.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ачанни пек селӗпрех чӗлхепе вӑл Менделеевӑн паллӑ сӑмахӗсене вуласа пачӗ, ҫав сӑмахсене эп теплерен чи малтан атте хучӗсем хушшинче курсаттӑм: «Цусимӑра мӗн чухлӗ ҫухатнин вуннӑмӗш пайне те пулин полюс патне ҫитес ӗҫе панӑ пулсан, пирӗн эскадра Нимӗҫ тинӗсне те Цусимӑна кӗмесӗрех Владивостока ҫитнӗ пулӗччӗ…»

И, по-детски картавя, он прочёл известные слова Менделеева, которые я, между прочим, встретила впервые где-то в бумагах отца: «Если бы хоть десятая доля того, что мы потеряли при Цусиме, была затрачена на достижение полюса, эскадра наша, вероятно, прошла бы во Владивосток, минуя и Немецкое море, и Цусиму…»

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Татаринов капитана шырас ӗс Главсевморпутин чи пысӑк ӗҫӗсемпе ним чухлӗ те ҫыхӑнса тӑмасть тессине тӳрре кӑларасси чи ҫӑмӑл ӗҫ ӗнтӗ.

— Нет ничего проще, как доказать, что розыски капитана Татаринова не имеют ничего общего с основными задачами Главсевморпути.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эп мӗн чухлӗ калаҫтартӑм пулин те вӑл нимӗн те ҫимерӗ.

Он ничего не ел, несмотря на все мои уговоры.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир пӗрне-пӗри мӗн ачаран пӗлсе тӑраттӑмӑр, эпӗ ӑна пӗлнӗ чухлӗ вӑл хӑй те хӑйне пӗлмест пек туйӑнатчӗ.

Мы знакомы с детских лет, и мне казалось, что я уже так хорошо знаю его, как он и сам, кажется, себя не знает.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Тен кӑштах йӗтӗм те пулӗ, анчах ҫав вӑхӑтра приемнӑйран такамӗ мӗн чухлӗ вӑхӑт тесе ыйтрӗ, вуннӑ ҫитме те вунпилӗк минут кӑначчӗ-ха.

Может быть, я немного всплакнула, но в это время кто-то в приёмной спросил, который час, и оказалось, что уже без четверти десять.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петя хӑй ҫумӗнче мӗн чухлӗ укҫи пур — пӗтӗмпех парса хӑварчӗ, мӗншӗн тесен карчӑк хӑрасах ӳкрӗ, укҫине каялла парасшӑн пулчӗ.

При этом Петя отдал ей всё, что у него было, — должно быть, порядочно, потому что у неё стало испуганное лицо и она стала совать деньги обратно.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Саша манӑн тусчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа ак халӗ курнӑҫсан та хамӑр ҫывӑх туссем иккенӗ курӑнсах тӑрасса ним чухлӗ те иккӗленмерӗм, ҫинчен тата вӑл Саня йӑмӑкӗ-ҫке.

Саша была моим другом, и я нисколько не сомневалась, что теперь, когда мы увидимся, так и окажется, что она — мой друг, тем более что она была сестрой Сани.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Экспедици пулас пулсан, эпӗ Саньӑпа пӗрле Ҫурҫӗр ҫӗрне каясси пирки ним чухлӗ те иккӗленмӗттӗм.

У меня не было никакого сомнения в том, что, если экспедиция состоится, я поеду на Северную Землю вместе с Саней.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах кунта мӑнкӑмӑллӑх та пур вара, эпӗ ӑна хирӗҫ пулса хамран сивӗтнӗшӗн вӑл нимӗн чухлӗ те ӳкӗнӗҫе илмен пек тӑвать.

Но здесь была и гордость — он как бы хотел показать, что я нисколько не обидела его своим отказом.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Ним чухлӗ те сан пирки мар.

— Ничего не из-за тебя.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫапах та мӗн чухлӗ кансӗр, ҫаван чухлӗ ӗҫлес кӑмӑлӑм та ҫӗкленчӗ манӑн.

Но чем труднее, тем с большим азартом я работала в эти дни, после Саниного отъезда.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Епле вӗсен савӑшни лайӑх, теттӗм вара эпӗ, пурнӑҫра чи лайӑххи-ҫке ҫавӑ, вӗсен юратӑвӗ те нимӗн чухлӗ те пирӗнни пек мар!

Я начинала думать о том, какая у них чудная любовь, самое лучшее время в жизни, и как она не похожа на нашу!

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫав каҫхине Саня мана урамра кӗтсе тӑнине пӗлеттӗм эпӗ, Воротниковскипе Садовой урамӗ кӗтессинче сада кӗнӗ ҫӗрте ӑна курсан эпӗ ним чухлӗ те тӗлӗнмерӗм.

Я знала, что в этот вечер Саня ждал меня на улице, и нисколько не удивилась, увидев его у входа в садик на углу Воротниковского и Садовой.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех