Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑхӑт шунӑҫемӗн ун патне шанӑҫлӑх таврӑнчӗ, Тарт питне шӑршлӑ ҫурма тӗттӗм хупласа — вӑрманӑн ешӗл вӑйӑ карти ҫӳлелле тӑсӑлчӗ.
IV. «Гарнаш, Автан урамӗ» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Ҫакӑ сехете яхӑн тӑсӑлчӗ; чунӗнчи тӗтре сирӗлсен Грэй уҫӑлчӗ-вӑранчӗ, шӑм-шакне хускаткаласа палуба ҫине тухрӗ.
III. Шурӑмпуҫ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.
Ҫичӗ кун хушши ҫичӗ ҫул пек тӑсӑлчӗ.
1 // Леонид Агаков. Жарков Л.М. Хастар тусӑм ҫинчен ҫырнӑ повесть. Вырӑсларан Л. Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 300 с.
Ман доклада итлеме его величество мана пилӗк аудиенци турӗ, кашни аудиенцийӗ темиҫе сехет хушши тӑсӑлчӗ.Мой доклад его величеству занял пять аудиенций, каждая из которых тянулась несколько часов.
Улттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Операци вӑраха тӑсӑлчӗ.
Тинӗс госпиталӗнче // Валентин Бурнаевский. Чӑваш литературин антологийӗ: пӗрремӗш том. Проза. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. — 551 с. — 275–281 с.
Уяв вечерӗ тата тепӗр сехет тӑсӑлчӗ.
«Вилӗм ӑстине» аркатса тӑкни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Операци пӗр сехет ытла тӑсӑлчӗ.
Икӗ операци // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ҫапӑҫу икӗ сехет ҫура яхӑн тӑсӑлчӗ.
Икӗ операци // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Хатӗрленӳ виҫӗ талӑк хушши тӑсӑлчӗ.
Хамӑрӑннисене паллайман // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Картта ҫинче кӑтартнӑ икҫӗр километр пирӗншӗн пилӗкҫӗр километра е ытлараха та тӑсӑлчӗ пулӗ.
Ҫул ҫинче // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ҫапӑҫу икӗ сехет тӑсӑлчӗ.
Малтанхи ҫапӑҫу // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Вӑрманти ҫапӑҫу вунӑ минут хушши тӑсӑлчӗ.
XXIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Пуху вӑраха тӑсӑлчӗ.
XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Анчах ку нумая пымарӗ, пурӗ те темиҫе минут хушши ҫеҫ тӑсӑлчӗ.
XVII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Чылая тӑсӑлчӗ концерчӗ, унтан ял ҫыннисем ҫӗнӗ клубӑн уратине чӑваш ташши ташласа тӗрӗслерӗҫ.
Ҫӗнӗ клубӑн алӑкӗ уҫӑлчӗ // А.Николаева. «Хӗрлӗ ялав», 2021.09.03, http://gazeta1931.ru/gazeta/8072-khal-khran-ta-numaj-kilet-34
Ҫак шӑплӑх пӗр минут е икӗ, виҫӗ минут тӑсӑлчӗ пулӗ.
Николаевска илни // Николай Евстафьев. Баныкин, В. И. Чапаев ҫинчен: калавсем; Н. Евстафьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 128 с.
Допрос малалла тӑсӑлчӗ.
XXV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Го Цюань-хай пуху пухрӗ, вӑл мӗн ҫурҫӗр иртичченех тӑсӑлчӗ.Го Цюань-хай созвал собрание, которое затянулось до глубокой ночи.
IX // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Пуху малалла тӑсӑлчӗ, Сяо Сян, Го Цюань-хай ҫумнех куҫса ларса, унпа ҫурма сасӑпа калаҫма пуҫларӗ.Собрание продолжалось, а Сяо Сян, подвинувшись к Го Цюань-хаю, стал вполголоса его расспрашивать.
IV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.
Сунь лавҫӑ ушкӑнӗнче калаҫу вӑраха тӑсӑлчӗ: калаҫӑва ертсе пыраканӗ ниепле те чарӑнма пултараймарӗ.
XVII // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.