Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

тӑсӑлчӗ (тĕпĕ: тӑсӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тупӑшу икӗ куна тӑсӑлчӗ.

Состязание длилось два дня.

Чапаева халалласа // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=5D_mtJACqBo

Унта каясси Мамарланов пиркиех ҫак таранччен тӑсӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

12 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Сӑмах май, ҫак скрипт ӗҫӗ пит вӑраха тӑсӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

«Ӗнер тӑтӑш усӑ куракан сӑмахсен пайне ҫӗнетрӗм…» // Аҫтахар Плотников. https://t.me/c/1857965207/448

Сехет ҫурӑ манерлех тӑсӑлчӗ ҫапӑҫу — юлашкинчен тӑшман «икӗ аллине ҫӗклерӗ-ҫӗклерех».

Куҫарса пулӑш

Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.

Мӗхле-мӗхле, шӑлне ҫырткаласа, йӑваланса-чӗркуҫленсе, пур-ҫук вӑйне пӑркӑчласа, аллисемпе ҫӗре тӗренкелесе ури ҫине тӑчӗ, сывлӑш ҫавӑрса илчӗ, вара каллех лӑнкки-ланкки малалла ҫилӗм пек тӑсӑлчӗ: шӑт-шат, чӑштӑр-чӑштӑр, чӑштӑр-чӑштӑр…

Куҫарса пулӑш

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫапах та калаҫу вӑрӑма тӑсӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

6 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

500 метр тӑршшӗ пульповод пӗве хыҫӗпе Хӑйӑр утти еннелле тӑсӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс уҫакансем // Александр Аслут. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 70-76 с.

Фестиваль ӗҫӗ поселокри «Август» культурӑпа кану паркӗнче тӗрлӗрен мастер-классемпе, вӑйӑ-ташӑсемпе, викторинӑсемпе тӑсӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Уяв тӗлне – ача-пӑча фестивалӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10783-uy ... a-festival

Ҫанталӑка пула ҫураки вӑрӑма тӑсӑлчӗ пулин те аграрисем ӗҫ тӗллевӗсене пурнӑҫланӑ.

Куҫарса пулӑш

Акатуйра савӑнма сӑлтав пур // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10856-ak ... s-ltav-pur

Пуху малалла тӑсӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Йыш ӳсет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗтӗмӗшле паллаштару хыҫҫӑн калаҫу «Финанс мар пулӑшу мерисем», «Укҫа-тенкӗ пулӑшӑвӗ», «Туризм аталанӑвӗ», «Ял хуҫалӑхне пулӑшу кӳресси», «Бизнес хӳтӗлевӗ» уйрӑм секцисенче тӑсӑлчӗ

Куҫарса пулӑш

Калаҫу - пулӑшу мерисем ҫинчен // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11894-ka ... em-cinchen

Пӑлхавҫӑсем хан ҫыран хӗрринчи кимӗсене пуҫтарма хушнине асра тытрӗҫ — тӑвалла хӑпарнӑҫемӗн вак кимӗсен шучӗ ӳсрӗ, шыв ҫинчи ҫар темиҫе ҫухрӑма тӑсӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

20. Юхӑма хирӗҫ ишме йывӑр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫак шӳтлерех пуҫланнӑ калаҫу нумая тӑсӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

3. Воеводӑсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ҫутҫанталӑк инкекӗ чылай ҫӗрте сиен кӳнӗрен, паллах, аварипе кӗрешесси тунтикун та тӑсӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫанталӑк чӑтӑмлӑха тӗрӗслет тейӗн... // Светлана ЧИКМЯКОВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11861-ca ... slet-tej-n

Кӑткӑсах та мар пек, анчах парнесем питӗ нумай пулнӑ — 7 пине яхӑн, ҫак ӗҫ ирхине 5 сехетчен тӑсӑлчӗ, унтан автобуссене кӗрсе ӑшӑнтӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳ Парачӗ // Нина РОМАНОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9419-pallash ... 03-06-2022

Майӑн 7-мӗшӗнче пире пысӑк вӗренӳ программи кӗтрӗ, вӑл 12 сехете яхӑн тӑсӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Ҫӗнтерӳ Парачӗ // Нина РОМАНОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9419-pallash ... 03-06-2022

Уяв ырӑ хыпарпа малалла тӑсӑлчӗ: Энӗшпуҫ ял тӑрӑхӗн депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗсем, «Единая Россия» политика партийӗн вырӑнти уйрӑмӗ пуҫарнипе Тинӗс Ҫар Флочӗн майорне Анатолий Григорьевич Воронина «Хуруй ялӗн Хисеплӗ гражданинӗ» ят пама йышӑннӑ.

Куҫарса пулӑш

Тинӗс Ҫар Флочӗ – Раҫҫей хӑватлӑхӗн символӗ // И.ДАНИЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/9680-tin-s-c ... h-n-simvol

Уяв мероприятийӗ Элӗкри культурӑпа кану паркӗнче тӑсӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Мухтавлӑ Ҫӗнтерӳ нихӑҫан та манӑҫмӗ // Пурнӑҫ ҫулӗпе. http://alikovopress.ru/muxtavla-centery- ... nacme.html

Тӗлпулу Тӑвайри Ача-пӑча пултарулӑх центрӗнче малалла тӑсӑлчӗ.

Куҫарса пулӑш

Эстафетӑна канашсем пуҫларӗҫ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/01/24/%d1%8d%d1% ... 0%d1%80ec/

Туй тӑсӑлчӗ виҫӗ кун та виҫӗ каҫ.

Куҫарса пулӑш

Туй // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех